Чăваш уявĕ "Гаврил Луç - Йĕпреç енĕн паллă поэчĕ"
методическая разработка по художественной литературе (старшая группа)

Афанасьева Тамара Васильевна

Уяв сценарийне 4-7 çулхи ачасем валли çырнă. Уявра ачасем хамăр енри паллă çын Луç Кавăрлийĕн пуллтаруллăхĕпе тĕплĕн паллаштарчĕç: унăн пурнăçĕпе, произведенийĕсемпе, çемьипе .

Скачать:

ВложениеРазмер
Файл stsenariy_gavril_luc.docx38.71 КБ

Предварительный просмотр:

МБДОУ «Хормалинский детский сад «Весна»

4-7 çулхи ачасем валли

сценарий

Воспитательсем: Л.В.Тарасова

Э.Н.Абалымова

Т.Н.Яковлева

Музыка ертÿçи: Т.В.Афанасьева

Апрель – 2022ç

«Гаврил Луç – Йĕпреç енĕн паллă поэчĕ» уяв сценарийĕн туллии конспекчĕ.

Уяв юхăмĕ

Зала чăваш тĕрриллĕ ал шăллисемпе илемлетнĕ. Сценăна чăваш тĕррисемпе илемлетнĕ.

        Уяв каçне Тарасова Лидия Васильевна, Яковлева Татьяна Николаевна, Абалымова Эльвира Николаевна  воспитательсемпе Афанасьева Тамара Васильевна  музыка ертÿçи ертсе пыраççĕ. Илемлĕ чăваш кĕввипе аслă ушкăнри Александра Афанасьевăпа Дарина Медведева тĕррĕллĕ алшалисемпе тытнă çăкăрпа тăварпа мала тухаççĕ.

Саша: Ырă кун пултăр!

Стасик: Сывлăх сунатпăр сире, хисеплесе килнĕ, чĕннĕ хăнасем!

Саша: Сывлăх сунатпăр та, пурсăра та пуç тайса, сире сума суса ырă салам  калатпăр!

Стасик: Салам калатпăр та, чун-чĕререн тухакан, çепĕç кĕвĕ пек илтĕнекен çавра сăмахсемпе:

Саша: Çĕр чăмăрĕ пек анлă

Стасик: Уйăх пек çутă

Саша: Хĕвел пек ăшă

Стасик: Çаран çинчи чечек пек илемлĕ

Саша: Акăш тĕкĕ евĕр çемçе

Стасик: Çăл куçĕнчен тапса тăракан тăрă шыв пек тăрă

Саша: Ылтăн вĕлле хурчĕн пылĕ пек пылак

Стасик Сар çу пек сарă

Саша: Кăпăш ыраш çăкăрĕн сăмсана кăтăклакан ырă шăршиллĕ ăшă салам!

Стасик: Çак çавра сăмахсем сирĕн пуçăрта ырă шухăш, малашлăх ĕмĕтсем çуратчăр, çемçе кăмăл-туйăм хускатчăр.

Харăс: Тепĕр хут сире тайма пуç!

1-мĕш ертсе пыракан. Атте-аннене манас мар, çăкăртан аслă пулас мар, ырă йăла-йĕркене манас мар.

2-мĕш ертсе пыракан. Ылтăнтан та, кĕмĕлтен те хакли ăшă кăмăл.Çыннăн хисепĕ – унăн ырă ĕçĕ!

1-мĕш ертсе пыракан. Паянхи уяв каçне Йĕпреç районĕнче хăйĕн ĕçĕпе палăрнă Лосев Гаврил Спиридоновича халалатпăр. Вăл – 9 кĕнеке авторĕ, Чăваш Республикин писательсен союзĕн членĕ, районти «Çĕнтерÿшĕн» хаçатăн С.В.Элкер тата А.Талвир ячĕллĕ премисен лауриачĕ.

2-мĕш ертсе пыракан.Унăн «Юратупа эп килтĕм тĕнчене» (1999 ç.), «Амăшĕпе хĕрĕ» (2001ç.), «Тăван тавралăх» (2003 ç.), «Чупать-ха пурнăç урхамахĕ…» ( 2005 ç.), сăвă кĕнекисем, «Хум хĕрринче çуралнă юрату», прозăлла хайлавĕн пуххи (2008 ç.), «Сонетăмсем – çунатăмсем» сонетсен ярăмĕ (2008 ç.), «Юрату – тĕнче тытăмĕ» (2010 ç.), «Кунĕ пур вĕт çут тĕнчен – пурăнасчĕ ыранччен» (2013 ç.). произведенийĕсем чăннипех те чуна тыткăнлаççĕ

1-мĕш ертсе пыракан.

Хумĕпе хумханса юхать Хумĕ,

            Ишек ял çумнелле йăпшăнать.

            Çак ялта пурăнать Луç Гаврилĕ,

            Çулсерен кĕнеке калăплать.

2-мĕш ертсе пыракан.Гаврил Спиридоновичăн кил-çурчĕ чун-чĕрешĕн илĕртÿллĕ вырăнта вырнаçнă: пÿр умĕнченех пуçланакан улăх-çаранĕ, авкаланса юхакан Хум шывĕ, ял çумĕпе Хумăн пĕчĕк юппи – Елĕп шăнкăртатса юхса иртет, чÿречерен пăхатăн та – Патман вăрманĕ ал тупанĕ çинчи евĕр çывăххăн курăнать… Çак юмах тĕнчинче пурăннăран пуль сăвăç чĕринче тăван тавралăха, тăван ял йыша, Тăван çĕр-шыва мухтаса çырнă йĕркесем çуралаççĕ…

Гаврил Луçа халалланă литмонтаж (ачасем поэтăн сăввисене вулаççĕ). «Пирĕн урам анаталла» кĕвĕ çеммипе  янăрать.

Давид: Анакан хĕвел çутийĕ   пучахсем çинче вылять.

           Путĕр-путĕр путенийĕ уй-хире савса мухтать.

Валя: Авăтаççĕ уççăн автансем. Шупкаланчĕ уйăх. Çăлтăрсем

           Çухалаççе кĕмĕл тÿпере,  саламлаççĕ ыр сунса пире.

Павлик: Тул çутăлать. Кĕç курăнми пулаççĕ куç хĕсмелле вылянă çăлтăрсем.

             Ман йĕлтĕр тăрăх ăмăртса чупаççĕ,  пĕр-пĕринчен иртсе юр пĕрчисем.

2-мĕш ертсе пыракан.

Халĕ вара сирĕн умăрта аслă ушкăнри фольклор ушкăнĕ «Вăйăра» композиципе паллаштарать.

Юрă «Çĕмĕрт çеçки  çурăлать»

Чăваш халăх юрри

  1. Çĕмĕрт çеçки çурăлать те çĕмĕрт çеçки çурăлать,

Вăрман витĕр курăнать.

  1. Шурă кĕпе тăхăнсан та шурă кĕпе тăхăнсан

Вăйă витĕр курăнать.

  1. Çутă пушмак, шур чăлха та, çутă пушмак, шур чăлха,

Кирĕк тивмест тетĕр-им?

  1. Вылямастăр, кулмастăр та, вылямастăр, кулмастăр

Вăйă  иртмест тетĕр–им?

Ертсе пыракан: Ачасем, айтăр вăйă вылятпăр!

Ачасем: Выляс, выляс!

Ертсе пыракан: Мĕнле вăйă вылятпăр?

Ачасем: Кăшманла выляс!

Вăйă «Кăшманла»

(чăваш халăх вăййи)

Арçын ачасем кăшман йăранĕ туса пĕр йăрана ларса тухаççĕ, 1 ача хирĕç ларса йăран пуçĕ пулать, 2-мĕш ларакан ачине ал парать, ытти ачасем пĕр-пĕрин пилĕкĕнчен çирĕп тытса, çилпе тайкаланса юрлаççĕ

  1. Каш-каш, кăшман вăрри, каш-каш, кăшман вăрри,

Ир те пулать, каç та пулать, пире никам та шăвармасть.

Хĕрачасем хаваслă кĕвĕпе пĕр-пĕрин хыççăн кăшмансене «шăварса» тухаççĕ, вырăнĕсене кайса тараççĕ

Арçын ачасем малалла юрлаççĕ.

  1. Каш-каш, кăшман вăрри, каш-каш, кăшман вăрри,

Ир те пулать, каç та пулать, пире никам та çумламасть

Хĕрачасем хаваслă кĕвĕпе пĕр-пĕрин хыççăн кăшмансене «çумласа» тухаççĕ, вырăнĕсене кайса тараççĕ

Арçын ачасем малалла юрлаççĕ

  1. Каш-каш, кăшман вăрри, каш-каш, кăшман вăрри,

Ир те пулать, каç та пулать, пире никам та çумламасть

Хĕрачасем: Кăларас, кăларас!

Хĕрачасем пĕр-пĕрин хыççăн пилĕкрен тытса «кăшмансене» черетпе пилĕкрен тытса туртса кăларса пыраççĕ, юлашкине кăларсан çапла калаççĕ:

Хĕрачасем: Кăларса пĕтертĕмĕр!

Ертсе пыракан: Эпир сирĕнпе вылярăмăр, ташларăмăр, юрларăмăр, киле кайма та вăхăт çитрĕ.

Ачасем пĕр-пĕрин хыççăн тăрса «Çĕмĕрт çески çурăлсан» юрра юрласа пĕтереççĕ.

  1. Эпир вăййа тухсассăн та, эпир вăййа тухсассăн,

Юрлани те килĕшет, юрлани те килĕшет.

Алран-алла тытăнса  юрласа, утса тухса каяççĕ.

1-мĕш ертсе пыракан. Гаврил Луç нумай енлĕ талант. Вăл – сăвăç,

2-мĕш ертсе пыракан. Ялкор,

1-мĕш ертсе пыракан. Сарлака диапазонлă журналист,

2-мĕш ертсе пыракан. Чăваш наци культурине аталантараканĕ,

1-мĕш ертсе пыракан. Икĕ ача ашшĕ,

1-мĕш ертсе пыракан. Хисеплĕ ял çынни,

1-мĕш ертсе пыракан. Литература анинче паллă йĕр хăварнă.

1-мĕш ертсе пыракан. Ăста купăсçă. Çамрăк чух клубра яш-кĕрĕме купăс каласа савăнтарнă. Халĕ вара сирĕн умарта аслă ушкăн ачисем чăвашла сăвăсемпе паллаштарĕç.

Сăвăсем

1-мĕш ертсе пыракан. Фашистла Гемани 1941 çулта Тăван çершыв çине ирсĕррĕн тапăнни нихăш Раççей çыннине те лăпкă хăварман пуль.

2-мĕш ертсе пыракан. Кашни килех кĕрсе тухнă тăшманăн хаяр та усал ĕçĕ. Асăннă темăран Гаврил Луç та иртме пултарайман. Тĕслĕхрен, «Вилĕме темиçе хут та куçран пăхнă», «Тантăшсенчен пĕччен сывă таврăннă», «Йĕпреç хĕрĕсем те тупăран пенĕ», «Пулнă çавăн пек салтак» т.ыт.те.

1-мĕш ертсе пыракан. 

Совет çарне чура тумашкăн  ĕмĕтленнĕ çав Гитлер çынçиен

Палач пуртти çĕклерĕ пуç касмашкăн.çынна çакмашкăн аллинче вĕрен.

2-мĕш ертсе пыракан. 

Этем чĕри йăваш – ырра курсассăн, ташман умра пулсан – хаярланать.

Хăвна пÿрменнине нихçан ан хапсăн, асран ан яр: янтти пыра ларать.

1-мĕш ертсе пыракан. 

Кар тăчĕ халăх, çывăха ямарĕ ултавлă тăшмана Мускав патне.

Совет çĕр-шывĕн çарĕ хăваларĕ  хĕвел анăç енлле фашистсене.

2-мĕш ертсе пыракан. Çакăн пек паттăр салтаксене  халалланă хăйĕн сăвă йĕркисенче Луç Гавăрлийĕ. Халĕ вара сире вăтам ушкăнри ачасем хамăр юратнă Çĕршыв çинчен юрă парнелĕç. Сăвви И.Ивникăн, кĕвви Г.Лисковăн, юрă «Çĕршыва мухтав»

Ачасем илемлĕ кĕвĕпе алран алла тытăнса утса кĕреççĕ, çур çăвракана тăраççĕ.

«Çĕршыва мухтав» юрă.

Сăвви И.Ивникĕн, кĕвви Г.Лисковăн.

  1. Шурă-шурă çĕмĕрт çеçкере, юрă пек янрать çурхи тĕнче.

Пирĕн пурнăçăмăр çавăн пек, эх! Пурăнатпăр ырлăх çĕрĕнче.

  1. Çĕршыва мухтав, мухтав сана, пирĕншĕн çуралнă самана.

Чăвашсен  телейлĕ çĕрĕнче, эх! Пурăнатпăр ырлăх çĕрĕнче.

3-мĕш ертсе пыракан. (Эльвира Николаевна)

Тавтапуçах сана, тăван Анне, мана çуратнă çутă çуркунне.

Пин-пин юрăпала сăйлать апрель, пÿртри ача питне лăпкать хĕвел.

Тавтапуçах сана, тăван Анне, юратупа эп килтĕм  тĕнчене.

Çак вăйлă туйăм манăн ăшăмра – нихçан сÿнми хĕрÿллĕ çулăмра.

Тавтапуçах сана, тăван Анне, асрах тытатап эс каланине.

Мана пиллерĕн сăвăç чун-чĕри – янратар уççăн çепĕçлĕх юрри.

Юратупа эп килтĕм тĕнчене – вырнаçĕ çут тĕнче ман чĕрене.

Çакăнпек чуна тивекен сăвă йĕркисем çырнă пирĕн ентеш, Луç Кавăрли хăйĕн «Юратупа эп килтĕм тĕнчене» сăввинче.

Халĕ вара сире пирĕн ачасем хăйсем вĕреннĕ чăваш сăввисемпе савăнтарĕç.

Сăвăсем

3-мĕш ертсе пыракан. (Эльвира Николаевна)

Ташă пуçлăр, тантăшсем, юрлăр савăк юрăсем

Пирĕн пурнăç – суркунне, юхтăр юрă инçете.

Кĕвви Г.Лисковăн, сăвви Н.Ваççанкан

Юрă «Тух-ха Ванюк»

  1. Тух-ха Ванюк пирĕн ума, эсĕ ташша пит ăста,

Кăвва, кăвва, кăвва, кăвва, кăвва, кăвва тут, тут!

Ванюк аллине хыçалалла тытса уткаласа çÿрет.

  1. Ташласа пар, савăнтар, эпир алă çупăпăр!

Кăвва, кăвва, кăвва, кăвва, кăвва, кăвва тут, тут!

Ванюк ташлать, ачасем алă çупаççĕ

  1. Ĕнте Ванюк хыççăн эпир пурте ташша ярăпăр!

Кăвва, кăвва, кăвва, кăвва, кăвва, кăвва тут, тут!

Ачасем мăшăрлă тăрса ташлаççĕ

  1. Пĕр вăхăта ташлăпăр та, кайран ĕçе тыт(ă)нăпăр

Кăвва, кăвва, кăвва, кăвва, кăвва, кăвва тут, тут!

Пĕр вырăнта тăрса юрлаççĕ, кайран алран алла тытанса тухса каяççĕ.

1-мĕш ертсе пыракан.

           Пĕр çамрăк та хитре, черчен пăлан ĕçес килнипелен,

           Анать тем тарнăш çырмана.

           Ĕçет те шыв тăраниччен, пăхать мăнаçлăн таврана.

           «Вăй халăм пур, хам та маттур, нимле инкек, нимле шыв-шур

           Нихçан та хăратмасть мана», - каппайланать вăл, авă, кур.

           (Мĕн калăн ĕнте айвана?)

           Çапла чылай кăшкăрнăран тухма тăрать вăл çырмаран,

           Анчах нимле те тухаймасть.

           Çыран хăйăрлă пулнăран пăлан шăва-шăва анать …

           Ĕçе тума тытăниччен пуçу тавра шухăшласан

           Çич хут виçсе пĕрре кассан, аван та пулĕччĕ-и тен?!

«Каппайчăк пăлан» юптарура  автор- Луç Кавăрлийĕ  каппайчăк çынсене питлет. Халĕ вара сирĕн умăрта тепĕр юптару .

«Хăравçă мулкач».

Александр Кăлкан.

(вăтам ушкăнри Даниил Долматовпа Иван Афанасьев каласа параççĕ).

Автор: Ват кашкăр кĕтĕве пырса каять пĕр сураха йăтса

             Мулкач курать те катаран…

Мулкач: Эй, тытăр, тытăр çав вăрра, ăна ответ тыттармалла, çакланчĕ вăл алла!

Автор: Тесе шăв-шав çĕклет, тиле свидетĕле чĕнет.

Тилĕ: Мĕн çухăран?

Автор: тет тилĕ мулкача

Тилĕ: Эс мар-и çав кашни каçах колхоз садне чупаканни, улмуççисем кăшлаканни

           Е пĕлмĕç терĕн-и, ухмах? Сана палах, хăвна суд тумалла!

Автор: Мулкач ÿкет сехĕрленсе, сив тытнă евĕр чĕтресе

Мулкач: Мĕскер эс, тусăм! Ман вали сахал им хăва хули?

               Е ăвăс хуппине тиркеп-и? Сада питех чупман çке эпĕ.

               Тархасшăн, тусăм, ан пĕтер, вĕшле йытта эс ан систер.

Автор: Юрать – тет тилĕ йăл кулса, мулкач парăннине туйса.

Тилĕ: Эс, тусăм, ÿлĕм ăслă пул, хăть мĕн курсан та , алă сул.

           Ма кансĕрлес çав Кашкăра? Ан тив ăна, хăть кунсерен,

           Вăл сурах йăттăр кĕтÿрен, анчах ан тивтĕр хамăра

           Тунмастăп, эпĕ те хăш чухне, çÿрекелеп чăх фермине

           Тытсан сĕвеç те-ха тире…

Мулкач: Аха! Лектертĕм халь сире, халех Упа патне кайса паратăп каласа…

               Текех чăтса пулмасть…

Автор: Тет хăй Мулкач. Анчах шăпах çав вăхăтра, курах каять вăл Кашкăра.

             Кăрт-кăрт хыçса илет пуçне, тÿрех чăмать тĕмсем хыçне

             Лĕх-лĕх кулса илет Тилли

Тилĕ:   Мулкачăн ĕмĕрхи йăли…

Автор: Юптарăва вĕçлер çапла: пур кашкăр-тилĕ таврашне

             Калар эс тăрă шыв çине, ан тар хăравçă мулкачла.

1-мĕш ертсе пыракан. Малалла кăштах сире Гаврил Луçăн кĕнекисемпе паллаштарăпăр

  1. «Тăван тавралăх» 2003ç
  2. «Гаврил Луç поэзийĕн хăй евĕрлĕхĕ» Наталия Чангина 2009ç
  3. «Амăшĕпе хĕрĕ» 2001ç
  4. «Юрату – тĕнче тымарĕ» 2010ç

Халĕ сирĕн умăрта вăтам ушкăнри хĕрачасем. Тăвăллăн алă çупса кĕтсе илетпĕр вĕсене.

Юрă «Пукане»

Ватам ушкăнри хĕрачасем

  1. Парнелерĕ асанне мана пĕчĕк пукане

Çутă кавак куçлине, ялтăр сарă çÿçлине

Пукане, нукане, эс пăхатăн ман çине

Пукане, пукане, эпĕ пулăп сан анне.

  1. Ирхине тăрать пĕрле манăн пĕчĕк пукане.

Çăвăнатпăр та пĕрле, вăй вылятпăр тек килле.

  1. Кунĕпе манпа вылять, çавăнпа та ывăнать,

Каçхине юмах ыйтать, хыççăн лăпкă çывăрать.

  1. «Кунĕ пур вĕт çут тĕнчен – пурăнасчĕ ыранччен» 2013ç
  2. «Хум хĕрринче çуралнă юрату» 2008ç
  3. «Чупать-ха пурнăç урхамахĕ» 2006ç
  4. «Сонетăсемпе – çунатăмсем»  2008

2-мĕш ертсе пыракан Халĕ сирĕн умăрта Александрăпа Иван Афанасьевсем  юрă парнелĕç. Алă çупса кĕтсе илетпĕр пĕчĕк артистсене.

Юрă «Асаннепе кукамай»

  1. Хамăр ялта асанне, кÿршĕ  ялта кукамай

Кукамайпа  асаннене курас килет манн пĕрмай.

  1. Кукамая курмалла, чупап кÿршĕ ялалла

Ай-хай кукамай кукăль çитерет пĕрмай

  1. Ялта кĕтет асанне, эп васкатăп ун патне

Ай-хай асанне  çитерет мĕн тутлине.

  1. Иккĕшне те юратап, иккĕшне те пулăшап.

Асаннепе кукамая ыр кăмăлшăн тав тăвап.

1-мĕш ертсе пыракан. Иртсе пырĕç кунсем, иртсе пырĕç çулсем,

                                         Йышлă пулĕç пирте  чапа тухнă çынсем,

                                         Анчах халăх, çершыв манас çук ĕмĕрне,

                                         Манас çук ĕмĕрне Гаврил Луç ятне.

2-мĕш ертсе пыракан. Малалла сире  Лидия Сарине çырнă «Наян мулкач» юмаха курма сĕнетпĕр. Лартаканĕсем – аслă ушкăн ачисем.

Юмах «Наян  мулкач»

Вылякансем:

Мулкач – Семенов Стасик

Кăткă – Семенов Матвей

Шăрчăк – Виноходова Дарина

Хĕвел – Кириллова Камилла

Çĕр çырли – Афанасьева Александра

Купăста – Медведева Дарина

Упа – Максимов Никита

Пĕрремĕш курăну

Çулла. Шăрăх çанталăк. Сад пахчинче тĕрлĕ кăпшанкă чупкалать, прахча çимĕç ешерет. Тутлăн анасласа сарă хĕвел тухать, карăнса илет. Тахçантанпах çумăр çуманран йăран çинче Купăста асапланать.         

Хĕвел.

Вăранатăп ир-ирех, ыйхă килмест пурпĕрех.

Йăл кулатăп эп ялан, кăмăл лайăх ман паян.

Эх, аван иккен çулла, çÿреме пулать пулла!

Ав Мулкач ирех юрлать, хăйне хăй вăл тек юрлать.

Кăткă.

Тем те ÿсет пахчара: помидор, сухан, ыхра.

Хĕвел хытă пĕçертет, Çĕр çырлийĕ хĕрелет.

Чупкалаççĕ кăткăсем, сиккелеççĕ шăрчăксем.

Хăяра шăвармалла, çĕр улми çумламалла.

Шăрчăк (сикет).

Чăлтти-чалтти сикелем, Сар хĕвелшĕн хĕпĕртем.

Купăста, пуçна ан ус, алă çупсам, Кăткă тус!

Ах, чĕрем кăрт-кăрт сикет! Чăтма çук ташлас килет.

Кăткă тусăм, кил кунта. Мĕскер пур карçинккунта?

Кăткă (карçинккине аран сĕтĕрет).

Килсе тулчĕç тăвансем, пит е йышлă ачасем.

Ман пачах ташлас килмест, ниепле те ĕç пĕтместь.

Лавкка уçрĕ пулмалла, чуптарам-ха малалла.

Ман тăвар туянмалла, кĕçех çитĕп  каялла!

Çĕр çырли (хăйпе хăй киленет, пепкисене ачашласа кăмăллăн калаçать).

Чи пахи вăл – çĕр çырли!  Ним те çук унран ырри.

Хамăн пиите пĕçертрĕм, ачамсене хĕрхентĕм.

Пысăкланччăр-ха кăштах, ÿссе çитчĕр хăвăртрах.

Савăнăç çиçет питре, пĕринчен тепри хитрее.

Çырласен ташши

Садри сукмакпа Мулкач самокатпа вĕçтерсе пырать. Тяпписене вăшт çеç сулкаласа хаваслă юрă шăрантарать.

Юрă  «Куян» кĕвви Ф.Лукинăн, сăвви В.Давыдов-Анатрин.

Мулкач.  (самокатпа яранса юрласа тухать, пахча йĕри-тавра ярăнса çÿрет)

  1. Тÿрĕ тикĕс çулпала, çулпала, çулпала

Пĕр самокат вĕçтерет, вĕçтерет.

  1. Хăйне ирĕк çул пама, çул пама, çул пама

Вăл таçтанах систерет, систерет.

  1. Ту-ту-ту-ту-ту-ту-ту, ту-ту-ту, ту-ту-ту,

Таптăнатăн вĕт асту, вĕт асту!

Ту-ту!  (пахча варринчеичаранса тăрать, панулми çиет)

Мулкач.

Ытла та тутлă пан улми, юратмастăп çĕр улми.

Манăн пурнăç начар мар, эпĕ хам та мăнтăр мар.

Мулкач Купăста патне çиçитет. Шăрăхпа касăлнă Купăста Мулкача тилмĕрет.

Купăста.

Хĕвел хытă пĕçертет, питĕ шыв ĕçес килет.

Кил-ха кунта, маттуркка, ярса пар-ха пĕр курка!

Мулкач чарăнса тăрать. Аллисене пилĕкĕ тĕлне тытать.

Мулкач (мăнкăмăллăн).

Курмастăн-им, вăхăт çук, шăварма курки те çук.

Кайран пулла каймалла, футболла вылямалла!

Купăста (йĕрет).

Сивĕ шыв çеç чун уççи, типсе ларсан мĕн усси?

Пĕр курка шыв ĕçтерсен кирек ăçта вĕçтерсем!

Мулкач.

Купăста, хыт ан пăлхан, шывсăр та, тен, пурăнан?

Эп калатăп чăнласах, ĕçлес килмест ман пачах.

Купăста.

Шывсăр пач та пурнăç çук. Ăшăм хыпрĕ, вăйăм çук.

Ĕçĕттĕм ăш каниччен, аптăрамăттăм ирччен.

Вăйран кайнă Купăста хулен пуçне усать. Мулкач çакна пачах асăрхамасть, савăнсах малалла вĕçтерет, Упа пахчара ĕçлет. Мулкач ĕçленине сăнаса тăрать..

Упа.

Эпĕ улма кăларап, чăннипех те пултарап.

(Чарăнса шухăшлăн хăйпе хăй калаçать.)

Эпĕ кама пулăшап?  Камшăн питĕ тăрмашап?

Пурнăçа эп юратап, çавăнпа пит тăрăшап.

(Мулкач чарăнса тăрать, хăлхисене тăратса пуçне усать.)

Мулкач:

Итлер мана, ачасем, эсир симĕс калчасем.

Упа пĕлмест юрлама, кирлĕ те мар ырлама.

Мулкач малалла ярăнса каять, пахчари Купăста шăрăхпа асапланса юлать.

Купаста хурлăхлă юрă юрлать.

Купăста юрри

       Хĕвел хытă хĕртсе пăхать паян ир-ирех

Çĕрĕм типсе ларчĕ йăлтах, çумăра кĕтеп.

Шăварăр-ха, шăварăр-ха, шăварăр манна

Йывăр пачах, йывăр пачах çумăрсăр манна.

Юрласа пĕтерсен Купăста вăйсăррăн выртать.

Иккĕмĕш курăну.

Самаях чупса çÿренĕ, выляса ĕшеннĕ Мулкач  пахчана таврăнать.

Хăрах аллине пилĕк тĕлне тытнă, тепринпе кăтăрт, кăтăрт хыçса илет. Шыв патне кайса пĕр витре шыв ĕçет.

Мулкач.

Кишĕр ман çиес килет, купăста та килĕшет.

Сирĕнпе калаçнăран хырăм выçрĕ ман паян.

Çитĕ пулĕ калаçса, эп çÿрерĕм кун каçа.

Кăчăрт-кăчăрт, ням-ням-ням! Купăста çиме каям!

Йăлăхтарчĕ панулми, çиес килмест çĕр улми.

Çиес килет купăста, сассуна пар, эс ăçта?!

Вăл Купăста патне çитет, хăлхисене чăнк! тăратнă. Тĕлĕннипе пĕр вырăнтах хытса тăрать. Купăста çĕрелле вăйсăррăн усăннă. Çакна курсан Мулкач сасăпах йĕрсе ярать.

Мулкач (йĕрет).

Ачасем, каламăр-ши-и-и, мĕншĕн кахал пултăм-ши-и-и?

Макăрсан та усси çу-у-ук, Купăстасăр пурнăç çу-у-ук! У-у-у!

Купăста, пар сассуна, ан хăрат-ха ман чуна-а-а!

Кун ирттертĕм ахалех, шыв асса килем халех!

Мулкач чупса каять, кĕçех икĕ пĕчĕк витре шыв ăсса килет. Васкасах лейккăпа Купăстана шăварма тытăнать, лешĕ пуçне майĕпен çĕклеме хăтланать, каллех усăнать. Мулкач шыв патне çĕнĕрен чупать, тăрăшсах шăварать. Унччен те пулмасть Купăста чĕрĕлсе тăрать. Пĕтĕм çеçкисемпе çĕкленсе çăмăллăн сывласа ярать.

Купăста.

Мулкач, епле килтĕнех? Пурăнатăп эп тинех!

Йăлтах типсе каиччен, ĕçрĕм ăшăм каниччен!

Купăста Мулкача тав тăвать, лешĕ те Купăстана пуçĕнчен ачашлать.

Мулкач (ачасем çинелле пăхса).

Пĕрне-пĕри пулăшсан туссем нумай пулĕç сан.

Çавăнпала паянтан ĕçлĕп ыттисемпе тан.

Купăстапа Мулкач (савăнăçлăн юрлаççĕ).

Тăрăшса ĕçлес пулать – çимĕç те ăнса пулать.

Пĕрне-пĕри пулăшар, ĕмĕр туслă пурăнар.

Мулкач.

Ачасем! Ур-р-ра! Купăста пулсан – пурăнатпăр.

Купăста.

Ачасем! Ур-р-ра! Шыв ĕçсен – пĕтместпĕр.

Пĕтĕм юмахри сăнарсем тухаççĕ,  ташлаççĕ (юрлаççĕ).

1-мĕш ертсе пыракан.

Çакнпа пирĕн  уяв вĕçленчĕ артистсене пысăк тав.

2-мĕш ертсе пыракан.

Хамăр ентешсене манар мар, вĕсене  асра тытар, вĕсенпе яланах мухтанар! Тепре тĕл пуличчен!.


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

«Тăван чĕлхе – халăх чунĕ, наци палли» пултарулăх лаççи иртрĕ

2021 çулхи ака уйăхĕн 27-мĕшĕнче Чăваш Республикин вĕренÿ институтĕнче çĕнĕ чăваш çырулăхне туса хунăранпа 150 çул çитнине халалласа «Тăван чĕлхе &ndash...

Проект Федоров Гавриил Егорович: Слава и Гордость Тунки

Тема проекта: Федоров Гавриил Егорович: Слава и Гордость ТункиУчастники проекта:Воспитанница средней группы "Одон" Антонюк Ангелинародитель Антонюк Светлана Викторовнавоспитатель Борхонова И...

Проект Гаврил Луç - пирĕн ентеш.

Ознакомление  с работой, о жизни и деятельности писателя, который проживал на территории нашего Хормалинского поселения поселения...