Спорт ваййи "Шусам" спортивно-развлекательное мероприятие
классный час (подготовительная группа)

Светлана Семенова

Данная разработка предполагает проведения праздника День защитника Отечества в форме спортивно- патриотической игры. Цель меропиятия -воспитание у детей любви к Родине и укрепление здоровья.

Скачать:

ВложениеРазмер
Файл sport_vayyi.docx22.98 КБ

Предварительный просмотр:

Спорт вăййи «Шуçăм»

Тĕллев: гражданла –патриотла туйăмсене вăйлатасси, ачасене хăйсен сывлăхне упрама, ăна çирĕплетсе пыма хавхалантарасси;

Задачăсем:

  1. ачасен пĕрлĕх тата пĕр-пĕрне пулăшас туйăмне вăйлатасси;
  2. ачасен хастарлăхне, тӳсĕмлĕхне, çаврăнуçăлăхне, шухăшлавне аталантарасси;
  3. ачасемпе ашшĕ-амăшĕсен хушшинчи çыхăнăва çирĕплетесси, спорта юратма вĕрентесси.

Хатĕрлев тапхăрĕ:

  1. Ушкăнсем йĕркелесси.
  2. Вăрçăпа çар тематикипе кĕнекесем вуласси
  3. Юрăсемпе сăвăсем пăхмасăр вĕренесси
  4. Вăйăра кирлĕ япаласене хатĕрлесси.

Кирлĕ хатĕрсем:

  1. Ĕçсем çырнă хутсем
  2. Ачасен çар форми, ялав
  3. «Чăвашсен паллă спортсменĕсем» презентаци
  4. Лента татăкĕсем (кашни ача валли), пластмасс пăкăсем (30 ), 2 картон коробка, пластмасс шарсем (кашни ача валли), ӳкерчĕкĕсем(тухтăр, бинт, вата) çыпăçтарнă хут, бинт,

        Вăйă йĕрки

Залра марш майлă юрă янăрать. Ушкăнсем  зала кĕреççĕ. Парадри салтаксем пек марш майлă залра утса çаврăнаççĕ. Çар темипе çыхннă юрă юрлаççĕ тата сăвă калаççĕ. Командирсем воспитателе  рапортлаççĕ. «Аслă Çар пуçлăхĕ юлташ, «Хастар» ушкăн ăмăртăва пуçлама хатĕр!» Воспитатель (çар формипе)ачасене сывлăх сунать:

Воспитатель: Сывлăх сунатăп, çамрăк çар ачисем!

Çар ачисем: Сывлăх сунатпăр, аслă Çар пуçлăхĕ юлташ!

Воспитатель: Юлташсем!Паянхи задачăпа паллаштарма ирĕк парăр! Пирĕн штабран ялав çухалнă. Сирĕн ялава тупмалла, штаба илсе килмелле. Ку ĕç çăмăл мар – тĕрлĕ йывăрлăхсем тĕл пулаççĕ. Маттуррисем, хастаррисем, тавçăруллисем çеç çак тĕллеве пурнăçлама пултараççĕ. Задача паллă - и? Задачăна пурнăçлама хатĕр – и?

Çар ачисем: Хатĕр!

Воспитатель:  1-мĕш пакета илме тупмалли юмахсен тупсăмне пĕлмелле.

Чунĕ çук, юнĕ çук, кайăкран хытă вĕçет. (Самолёт)

Атăл варринче шурă пӳрт юхать. (Пăрахут)

      Воспитатель: Çакăн пек теттесем патĕнче пакет шырамалла. Унта хушнă ĕçе пурнăçламалла.

Ачасем вылямалли пӳлĕме каяççĕ, 2- мĕш пакета шыраççĕ.

2-мĕш пакетри ĕçсем:

  1. «Васкавлă пакета вырăна çитер». Ушкăнри ачасем пакета пуç тăрринчен пĕр-пĕрне параççĕ. Юлашкинчен тăраканни пакета кубик патне чупса кайса хурать те «Пакета çитертĕмĕр» тесе пĕлтерет.
  2. «Татăлнă пралука сыпăнтар». Ушкăнри ачасем черетпе палăртнă вырăна чупса каяççĕ. Лента татăкне теприн çумне сыпаççĕ. Юлашки татăка çыхаканĕ «Çыхăну ĕçлет» тесе пĕлтерет.
  3. «Уя минăсенчен тасат». Ушкăнри ачасем урайĕнчи пăкăсене пĕр алăпа пуçтараççĕ.
  4. «Граната ывăт».  Шарсем хунă вырăна хырăмпа шуса çитеççĕ. 2 метр аяккарах ларакан  коробкăна «граната» ывăтаççĕ.

 Воспитатель:  3-мĕш пакета тупма ӳкерчĕксем пулăшĕç.

Ÿкерчĕксем(тухтăр, бинт, вата) çыпăçтарнă хут парать. Ачасем медицина кабинечĕ патне каяççĕ, пакет шыраççĕ.

3-мĕш пакетри ĕç:

1.Аманнă салтакăн суранне çыхса яр.

Кашни ушкăнра ачасем икшерĕн уйрăлаççĕ: пĕрисем – аманнă салтак, теприсем- санитар. Санитарсем аманнă салтакăн суранне çыхса яраççĕ, воспитательпе медсестра сăнаса тăраççĕ.

2. «Ку мĕнле спорт вăййи?»

- Ак каллех вĕçет волан,

Ку вăл вăйă…(бадминтон)

- Тапатпăр тĕл – кĕртетпĕр гол,-

Мĕн чухлĕ киленӳ кӳрет… (футбол)

Воспитатель:  4-мĕш пакета музыка залĕнче шырамалла

4-мĕш пакетри ĕç:

«Чăвашсен паллă спортсменĕсем» презентаци. Спортсменсен хушамачĕсене калăр, вĕсем мĕнле спорт тĕсĕнче палăрнă?

1 слайд: Валентина Егорова

Воспитатель:  5-мĕш пакета урамра шырамалла.

Ачасем хăвăрт тăхăнса урама тухаççĕ. Вылямалли верандăра пакет тупаççĕ.

5-мĕш пакетри ĕç:

  1. Биатлон
  2. Схемăпа усă курса ялав тупасси. Хăш ушкăн маларах тупать?

Ялав тупнă ушкăн воспитателе килсе пĕлтерет: «Ялав тупрăмăр. Штаба илсе килтĕмĕр. Ĕçе пурнăçларăмăр. »

- Маттур, ачасем! Пурте тăрăшрăр, медаль илме тивĕç. Жюрине сăмах паратпăр.

 Ачасене шоколадлă медальсем парать.


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

План спортивных мероприятий, посвященных "Дню Спорта" 2019-2020.

План спортивных мероприятий, посвященных "Дню Спорта"....

Конспект спортивного мероприятия на тему: «Мой товарищ-спорт!»

Конспект спортивного мероприятия на тему:«Мой товарищ-спорт!»      Цель: Упражнять детей в ловкости, выносливости, способствовать формированию волевых черт характера. Сод...

Спортивно-познавательное мероприятие "Воркута, столица, спорта".

Спортивно-познавательное мероприятие с участием родителей....

План и конспекты мероприятий на неделю спорта «Я со спортом подружусь» (20-24 июня 2016) Ответственная учитель-логопед Ильина М.М.

«Я со спортом подружусь»  - разработка плана мероприятий на неделю,  -разработка и составление конспектов        развлечений и соревнований,  - распеч...

"Спорт в жизни военных" (итоговое мероприятие в старшей группе, посвященное Дню защитника Отечества)

Автором представлен сценарий мероприятия, посвященный Дню защитника Отечества. Дети знакомятся с таким видом спорта, как военное пятиборье....