Конспект открытого занятия по познавательному развитию ФЭМП в младшей группе на тему "ВОЛШЕБНЫЙ СУНДУЧОК".
план-конспект занятия по математике (младшая группа) на тему

Константинова Алина Васильевна

.ИГРОВЫЕ  ПРИЁМЫ:

1.Начинается  занятие  с  сюрпризного  момента :  превращение  воспитателя  в  "ВОЛШЕБНИКА".

2.Игра "Возьми  себе  1 стул".

3.Физкультминутка : игра  "Волшебный  платок".

4.Пальчиковая  гимнастика "Замок".

5.Игра "Найди  ключ  на  замок".

6.Дыхательная  гимнастика  "Подуем  на  сундучок".

7.Игра "Найди  пару  лентам".

8.Анализ  занятия , угощение  детей.

Скачать:

ВложениеРазмер
Файл otkrytoe_zanyatie_2018.docx102.61 КБ

Предварительный просмотр:

Вĕренÿ  йĕрки:

(Ачасем  кĕвĕпе  зала  кĕреççĕ, вара  кĕвĕ  майĕпен  кăна  илтĕнет).

Воспитатель:  - Ачасем,  пирĕн  пата  паян  хăнасем  килнĕ. Айтăр  сывлăх  сунатпăр  вĕсене! Мĕнле  хитре  сывлăх  сунма  пĕлетпĕр-ха  зпир:

                       Здравствуйте,  руки,

                        Хлоп-хлоп-хлоп!

                       Здравствуйте, ножки,

                       Топ-топ-топ!

                       Здравствуйте, гости,

                       Всем  привет!

                     (ал  суллаççĕ  хăнасене)

 В.: - Ачасем,  калăр-ха  мана  миçе  хăна  килнĕ  пирĕн  пата?

Ачасем: - Нумай.

В.: - Вĕсем  халь  эсир  мĕнлерех  маттур  пулнине  пăхса  лараççĕ.  Ларччăр-и,  хăнасем?  Ларăр,  тетпĕр (пурте  пĕрле  калаççĕ).

(Эпĕ  ачасемпе  калаçнă  хушăра  вăрттăнрах  пĕр  тенкел  кайса  лартмалла  зал  варрине).

В.:- Ай-уй,  ачасем,  мĕн  выртать  кунта?  Камăн  тумĕ  вара  ку?  Кам  тăхăнма  пултарать-ши  кун  пек  костюм?  Мĕнле  шутлатăр?  (ачасен  отвечĕсем).

В.: - Тен  ман  тăхăнса  пăхас  ăна?  Тăхăнас-и,  Аня?

  (тăхăннă  вăхăтра  асамлă  кĕвĕ  янăрать,  тĕрлĕ  тĕслĕ   çутă  çутăлса  каять).

В.: - Ай-уй,  мĕскер  манпа? ( çаврăнать ). Акă  эпĕ  асамçă,  волшебник  пулса  тăтăм  та.  Ĕненетĕр-и,  ачасем,  эсир  мана?

В.: -Халĕ  хитре  кайса  ларăр-ха  тенкелсем  çине

     

 (ачасем  пĕр  тенкел  кăна  ларнине  кураççĕ).

-Мĕншĕн  лармастăр?

- Пĕр  тенкел  кăна.

В.: - А  сире  миçе  тенкел  кирлĕ  вара?

- Нумай.

В.: - Мĕншĕн  нумай  тенкел  кирлĕ  вара  сире,  Настя,кала-ха.

В.: - Маттур ,Настя,  тĕрĕс  каларăн, мĕншĕн  тесессĕн  эсир  нумайăн.  Апла  пулсан  кашни  хăйне  валли  пĕршер  тенкел  кайса  илĕр- ха  хăвăрт  кăна.

                       

           Вăйă  „  Хăвна  валли    1 тенкел  ил ”.

      ( тенкелсем  илсе  кайса  лараççĕ ).

В.:- Марат  миçе  тенкел  илтĕн?  Карина  миçе  илчĕ?

- Хитре  вырнаçса  лартăмăр,  халĕ  тимлĕ  пăхатпăр  ман  çине.  Ăçта-ха  манăн  асамлă  патак? Эпĕ  вĕт  халь  асамçă:

-  Ахалай – махалай!

  ( асамлă  кĕвĕ  янăраса  каять ,патакне  çавăрса  илет  те  çÿлте : сылтăм  çанă  ăшĕнчен  тутăр  туртса  кăларать).

В.: -  Акă  тĕлĕнтермĕш , ачасем!  Манăн  сылтăм  çанăран  мĕн  тухрĕ?  (саркаласа  кăтартать).

-Тутăр.

В.: - Миçе  тутăр?

- Пĕр  тутăр.

В.: - Тутăрĕ  мĕн  тĕслĕ?

-Тутăрĕ  симĕс  тĕслĕ.

В.: - Камилла,  ку  тутăр  пысăк  е  пĕчĕк?

- Тутăрĕ  пысăк.

В.: - Ачасем,  тимлĕ  итлĕр-ха   халь  мана : ку  тутăрĕ  пысăк  тата  вăл  сар-ла-ка.  Айтăр  пурте  пĕрле   калатпăр  : - Сарлака.  Аня  мĕнле  тутăр  терĕмĕр?

В.: -  Халĕ  алăсемпе  кăтартатпăр , акă  çакăн  пек  сарлака [алсене  сарса  кăтартаççĕ ).

В.: - Тепре  çавăрса  пăхам-ха  асамлă  патака ,  эсир  те  калама  пулăшăр  мана  асамлă  сăмахсене, тен  сулахай  çанăран   та  мĕнте  пулсан  тухать.

- Ахалай- махалай! (асамлă  патака  çавăрать).

(Асамлă  кĕвĕ  янăрать, сулахай  çанă  ăшĕнчен  хĕрлĕ  шарф  туртса  кăларать).

В.: - Ку  тата мĕн,  ачасем?

- Шарф.

В.: - Миçе  шарф, Устиния?

- Пĕр  шарф.

В.: - Мĕн  тĕслĕ  шарфĕ, Аня?

-  Шарфĕ  хĕрлĕ  тĕслĕ.

В.: - Вăрăм  е  кĕске  вăл, Никита?

- Вăрăм  шарф.

В.: - Тĕрĕс, ачасем, маттур,  шарфĕ  вăрăм  тата  вăл  çинçе.

Çинçе  тесе  пурте  пĕрле  калатпăр:  çинçе (пурте калаççĕ).

В.: - Акă  çакăн  пек  çинçе  (  алпа  тытса  кăтартаççĕ).

В.: - Тутăрĕ  сарлака  ,  шарф  вара  çинçе ( тутăр  çине  хурса  кăтартать ).

В.: - Халь  ман  пата  Аня  тата  Никита  тухать, чĕркуçленсе  ларăр-ха. Эп  сире    витсе хуратăп: Аньăна -  сарлака  тутăрпа, Никитăна – çинçе  шарфпа.

Аня  ăçта  кайса  кĕчĕ?

-Тутăр  айне  пытанчĕ.

Никита  шарф  айне  пытанчĕ – и? Мĕншĕн  пытанмарĕ, мĕнле  шутлатăн, Марат?

В.: - Тĕрĕс , мĕншĕн  тесессĕн  шарф – çинçе , тутăр  вара – сарлака.

  В.: - Ачасем,  ку  тутăр  ахаль  тутăр  мар  -  асамлă  тутăр. Айтăр  вылятпăр  унпа.  Хăвăрт  кăна  пысăк  çаврака  туса  тăратпăр  та  ташлатпăр  кĕвĕ  чарăниччен.

                        Вăйă  „  Асамлă  тутăр ‘’.

(кĕвĕ  майăн  ачасем  ташлаççĕ,  чарăнсан  куç  хупса  лараççĕ,  çав  вăхăтра  воспитатель  пĕр  ачине  тутăрпа  хупса  хурать).

В.: - Пĕрре, иккĕ , виççĕ – куçсене  уçатпăр!  Кам  пытанчĕ-ши, ачасем, тутăр  айне?

Ачасен  хуравĕсем.

( Иккĕмĕш  хут  вылянă  чух  ача  вырăнне   асамлă  арча  лартса  хумалла , ун  çинчен  тутăра  илнĕ  чух  асамлă  кĕвĕ  янăрать).

В.: - Ай-уй , ачасем. Мĕн  ку?

Ачасен  хуравĕсем.

В.:- Тĕрĕс , арча,  мĕнле  пысăк  арча!  Мĕн  тĕслĕ  вăл, Карина ?

- Хĕрлă  тĕслĕ.

- Мĕн  пулма  пултарать-ши  унта?  Уçса  пăхатпăр- и?

-Ой , уçăлмасть. Мĕншĕн  уçăлмаç-ши?

- Çăра  çакăнса  тăрать.

В.: - Миçе  çăра, Марат?

- Пĕр  çăра.

В.: - Айтăр-ха  эпир  те  алăсене  çăра  туса  пăхатпăр.

(гимнастика  вăхăтĕнче  ачасенчен  вăрттăн сĕтел  çине   уççисене  тутăр  айне  хумалла  варринерех).

                    Пальчиковая  гимнастика

( Пальцы  двух  рук  переплетаются  в  замочек, дети  вместе  с  воспитателем  говорят  следующие  слова  и  одновременно  выполняют  движения) :

На  дверях  висит  замок, (дети  сложили  руки  в  замочек )

Я  открыть  его  не  мог, (пытаются  разьединять  руки,  но  не  могут)

Ну-ка, дай-ка, поверчу, (вертят  руками,  не  разнимая  их)

Постучу, (стучат  ладошками  друг  о  друга)

Потяну  и  отомкну! (тянут  в  разные  стороны  и  разъединяют  руки ).

В.: - Уçăлать-и  , уçса  пăхам-ха,  çук – уçăлмасть. Апла  пире  çăра  уçма  мĕн  кирлĕ ?

- Уççи  кирлĕ.

В.: - Миçе  уççи  кирлĕ?

-  Пĕрре.

В.: - Асамлă  тутăр  пулăш-ха  мана  уççи  тупма :

-Абро-ко- дабра!) ( тутăр  айĕнчен  уççисем  кăларать)

 В.: - Акă  тупăнчĕ  уççи!  Анчах  кунта  пĕрре  кăна  мар, пире  вара  пĕрре  кăна  кирлĕччĕ  вĕт ,  ачасем?  Суйласа  тупма  пулăшатăр – и  мана  уççисене?

               Вăйă  „  Çăра  валли  уççи  тупăр ”.

- Малтан  çăра  çине  пăхар-ха  тимлĕрех,  мĕнле  геометри  фигури  пытаннă  унта?

- Тăваткал.

В.: - Çак  уççине  тĕрĕслесе  пăх-ха, Настя.  Ку  уççипе  уçма  пулать-ши  çăрана?  Мĕншĕн  пулмасть?

В.: - Маттур , Настя, тĕрĕс   пĕлтĕн, ку  уççи  вĕçĕнче  çаврака,  çăра  çинче  вара – тăваткал.

- Ку  уçăпа  уçма  пулать- ши  çăрана? Никита  мĕнле  шутлатăн?

- Çук, кунта  виçкĕтеслĕх.

-Тĕрĕс  каларĕ- и ,  Никита?

- Халь  Устиния  ку  уçăна  тĕрĕслесе  пăхать. Ку  уçă  çинче  мĕнле  фигура ,  Устиния? (тĕрĕслесе  пăхать  те  ,  çăрана  уçаççĕ , арчана  уçсан  унтан  татах  пĕчĕкрех  арча  кăлараççĕ).

- Ак  тĕлĕнтермĕш! Татах  арча. Пысăкрах  е  пĕчĕкрех  ку  арча , Аня?

- Миçе  арча  пулчĕ  вара  халь?

- Иккĕ.

В.: - Кунта  тата  мĕн  пур – ши? (уçса  пăхать  -уçăлмасть) Уçăлмасть  ачасем , çăра  та  курăнмасть.

-  Айтăр  эпир  ун  çине  пурте  пĕрле  хытă  кăна  вĕрсе  пăхатпăр  ( арча  çине  вĕреççĕ ).

- Тимлĕ  итлĕр – ха ,ачасем, тĕлĕнтермĕш  арча  темскер  каласшăн  пире:

- Ой-ой-ой!

Мĕн  тăватăр  эсир  манпа?

Эп  вĕт  ахаль  арча  мар,

Эп – асамлă , эп – хитре!

Сĕтел  çинче  лентăсем

Пулăшăр –ха  халь  мана

Лентăсене  суйлама –

Мăшăрĕсене  тупма!

В.: - Ăнлантăр – и , ачасем, лентăсен  мăшăрĕсене  тупса  парсан  арча  уçăлатăп  тет. Пĕр  лентине  эп  сире  паратăп , сирĕн  вара  çавăн  пеккине  тепре  шыраса  тупмалла

 

сĕтел  çинчен .Тимлĕ  пулăр. Стеша, сана  мĕн  тĕслĕ  лента  патăм?

Никита , санăн  лента  вăрăм  е  кĕске?  Маратăн  ленти  сарлака  е  çинçе?

         Вăйă  „ Лентăсен  мăшăрĕсене  тупăр ”.

(кĕвĕ  майăн  ачасем  лентăсем   шыраççĕ, тупсан  килсе  лараççĕ).

 В.: -Пурте  тĕрĕс  тупрĕç – и, айтăр – ха  тĕрĕслетпĕр    ( танлаштараççĕ  лентăсене ).

 -  Халĕ  арчана  уçса   пăхар – ха (арча  уçăлать ,ун   ăшĕнчен  татах  пĕчĕк  арча  кăларать).

- Татах  арча  тухрĕ.   Ку  тата  мĕнле  арча?  Мĕн  тĕслĕ  вăл , Аня?

- Сарă  тĕслĕ.

В. : - Настя , миçе  арча  пулчĕ  пирĕн?

- Виçĕ  арча.

В.:- Чи  пысăк  арчана   кăтарт –ха  Камилла.

-Пĕчĕкреххине  Устиния  кăтартать.

-Ку  вара  мĕнле  арча, Марат?

-  Чи  пĕчĕкки.

В.: - Уçса  пăхам – ха  эпĕ  ăна ( уçăлмасть) , кунта  тата  мĕн  пытаннă – ши? Халĕ  манпа  пĕрле  асамлă  сăмахсем  калатпăр:

Пĕрре , иккĕ ,виççĕ – арча  уçăл!

В.: -Темскер  уçăлмасть (арчана  хăлха  патне  илсе  пырать)

-Шăпăрт , шăпăрт ,темскер  калать  мана  арча.  Аха  пурте  каламан  иккен  асамлă  сăмахсене , çавăнпа  вăл  уçăлмасть  те. Айтар – ха, пурте  пĕрле  хытăрах  тепре  каласа  пăхатпăр:

- Пĕрре , иккĕ ,  виççĕ – арча  уçăл! ( асамлă  кĕвĕпе    арча  уçăлать , ун  ăшĕнчен  чупа – чупс  сиксе  тухать).

В.: - Ой – ой!  Ку  тата  мĕн?

-Чупа – чупс!

В.: - Сирĕн  çиес  килет –и вара   чупа –чупс ? Кун  пек  маттур  ачасене  çитермеллех  пуль. Малтан  мана  калăр – ха,  килĕшрĕ – и  сире  асамçă  тĕнчинче?  Марат  сана  мĕн  килĕшрĕ?  Настьăна  мĕн  килĕшрĕ?  Мĕн  турăмăр  - ха  эпир  сирĕнпе?

-Мана  та  эсир  питĕ  килĕшрĕр.  Аня  та  маттур  пулчĕ ,  Никита  та ,  Карина та , пурте ,пурте (чупа – чупс  валеçсе  парать ). – Халь  миçе  чупа-чупс  юлчĕ  ман  асамлă  арчара?

- Пĕрре  те  юлмарĕ.

- Халĕ  вара  эсир  мана  пулăшăр  асамçă  тумне   хывма, пурте  пĕрле  калатпăр:

-  Пĕрре ,  иккĕ ,  виççĕ  - йĕри –тавра  çаврăнса  - хуратăп  хывса  костюма!

(асамлă  кĕвĕпе  çаврăнса  илет  те  хывса  хурать  костюма , тĕрлĕ  тĕслĕ  çутă  та  сÿнет).

- Халĕ  вара  пирĕн  группăна  кайма  та  вăхăт. Хăнасене  малтан  пире  курса  ларнăшăн  тавтапуç  калатпăр  та,  хуллен  каятпăр.

МБДОУ  „Айбечский  детский  сад  „ Аистёнок”                                       Ибресинского  района  Чувашской  Республики

Конспект  открытого  занятия

по  познавательному  развитию

ФЭМП

в  младшей  группе  „ Колобок ”  

на  тему:

„ Волшебный  сундучок”

http://kvas.ws/images/33264.jpg

                    Воспитатель

1 квалификационной  категории:

                                  Константинова  А. В.

8  февраля  2018 г.

Образовательная  область :

Познавательное  развитие.

Интеграция  областей :

„Художественно – эстетическое  развитие” ,

„Речевое  развитие” ,

„Физическое  развитие”.

Цели:

Учить  сравнивать  два  предмета, контрастных  по  ширине, используя  приёмы  наложения  и  приложения; обозначать  результаты  сравнения  словами : широкий – узкий, шире – уже.

Образовательные  задачи:

Закреплять   и  обобщать  знания  детей  о  количестве  предметов,  употребляя  слова  „один”, „много”, „ни  одного”.

Закреплять  умение  различать  и  называть  геометрические  фигуры: круг, квадрат, треугольник ;  основные  признаки  предметов: цвет,  форму,  величину.

Закреплять  умение  устанавливать  отношения  между  понятиями: „большой”, „поменьше”, „самый  маленький”.

Развивающие  задачи:

Развивать память,  слуховое  и  зрительное  внимание, наблюдательность, мелкую  моторику  рук.

Развивать  речь, расширять  и   активизировать  словарный  запас  детей  словами:  широкий , узкий.

Воспитательные  задачи :

Воспитывать  интерес  к  занятию, доброжелательные  отношения

Доставлять  детям  радость  и  удовольствие  от  встречи  с  волшебником  и  его  чудесами.

Игровые  приёмы:

1. Организационный  момент.

2. Сюрпризный  момент : превращение  воспитателя  в           „Волшебника”.

3. Игра   „ Возьми  себе  1 стул ”.

4. Игра   „ Волшебный  платок ” (физкультминутка).

5. Пальчиковая  гимнастика.

6. Игра   „ Найди  ключ  на  замок ”.

7. Дыхательная  гимнастика  „Подуем  на  сундук ”.

8. Анализ  занятия , угощение  детей.

Музыкальный  репертуар:

1. Для  входа  детей.

2. Для  превращения  в  волшебника.

3. Для  волшебных  моментов  во  время  занятия.

4. Для  игры  „ Волшебный  платок ”.

5. Аудиозапись : говорит  сундук.

6. Во  время  игры  с  лентами.

Необходимый  материал :

1. Костюм  волшебника.

2. Волшебная  палочка.

3. 3  сундучка,  разные  по  величине.

4. Большой  зелёный  платок.

5. Шарф  красный , длинный.

6. 1 замок  и  3 ключа.

7. Стульчики  по  количеству  детей.

8. 3  стола.

9. Чупа – чупс  каждому  ребёнку.

Раздаточный  материал:

1.Ленты  парами  разной  длины , ширины  и  цвета.