«Ача-пӑча сӑмахлӑхӗ»
консультация

Петрова Галина Николаевна

Родительское собрание на чувашском языке, целью которого является сохранение традиций и ценностей своих предков.

Скачать:

ВложениеРазмер
Файл acha-pacha_samahlahie.docx26.37 КБ

Предварительный просмотр:

Чӑваш Республикин Етӗрне хулинчи  шкулчченхи вӗренӳ паракан

«Пукане» ача сачӗ» бюджет учрежденийӗ

Ача ашшӗ-амӑшӗн пухӑвӗн сценарийӗ

 

ТЕМА

«Ача-пӑча сӑмахлӑхӗ»

Мероприятие 6 çулти ачасен ашшӗ-амӑшӗсем валли хатĕрленĕ

Сценарин авторĕ:  

Петрова Галина Николаевна,

Етӗрне хулинчи «Пукане» ача сачӗн воспитателӗ

Етӗрне – 2020

Пуху тěллевě:

- Чǎваш халǎхĕн авалтан пыракан йǎли-йĕркисене, сǎвви-юррине, вǎййи-ташшине упраса хǎварасси.

Пуху задачисем:

- Ача ашшӗ-амӑшӗн тавракурӑмне тата пӗлӗвӗсене пуянлатасси.

- Ҫемьери воспитанире халӑх сӑмахлӑхӗпе усӑ курасси.

Пуху форми: ҫавра сӗтел.

Хутшӑнакансем: воспитательсем, ача ашшӗ-амӑшӗ.

Ирттермелли план:

1. Малтанхи пайӗ (Вӑйӑ «Ҫӑмха»).

2. Ача-пӑча сӑмахлӑхӗ (доклад).

3. «Асамлӑ михӗ» вӑйӑ (1-мӗш приложени).

4. Вӑйӑ юрри «Акӑ мӗнле тӑваҫҫӗ» (2-мӗш приложени).

5. Ваттисен сӑмахӗсем (3-мӗш приложени).

6. Юмах ярӑп, юптарӑп.

Пуху иртермелли хатĕрсем: ҫӑмха, пӗчӗк михӗ, юмахри укерчӗксем, сӑпка юрри, йӑпатмалли-илӗртмелли такмак, чӗнӳ-йыхрав юрри-сӑвви, вӑйӑ-шӑпа юрри-сӑвви, хӑвӑрт каларӑшсем.

Пуху юхӑмӗ.

«Тӑван чӗлхе - халӑхӑн аваллӑхӗ, тӑван чӗлхе –

халӑхӑн сумлӑ та телейлӗ малашлӑхӗ»  

(Г.Н.Волков)

1. Малтанхи пайӗ (Вӑйӑ «Ҫӑмха»).

 Ырӑ кун пултӑр! Сывлӑх сунатӑп сире пурне те. Тархасшӑн, иртсе ларӑр ҫавра сӗтел хушшине. Ҫак ҫӑмхана юнашар ларакана парӑпӑр та ырӑ сӑмахсем калӑпӑр (Ырӑ кун, Анна Ивановна).

2. Ача-пӑча сӑмахлӑхӗ (доклад).

Чăваш халăхĕ авалхи халăх пулнине унăн пуян чĕлхи, тĕн йăли, тăванлăх-хурăнташлăх ячĕсем тата ытти еткерлĕх кăтартса парать. Иртнине пĕлмесĕр хамăра пĕлместпĕр, хамăра пĕлмесĕр тăван халăхăн ывăлĕ-хĕрĕ пулаймастпăр.

Пирӗн тӑван чӗлхе сӗм авалхи чӗлхесенчен пӗри шутланать. Тӑван чӗлхепе тӗрӗс калаҫасси, ҫырасси - ҫыннӑн культура шайӗ. Ҫавӑнпа та пирӗн тӑван чӗлхене упрамалла, ӑна ӳсме пулӑшмалла.

«Халӑхӑн ӑсӗ-тӑнӗпе унӑн мӗнпур тӗнче-курӑмне тӑван чӗлхе чун парать. Тӑван чӗлхесӗр чӑн-чӑн пӗлӳ ҫук» - тенӗ Иван Яковлевич Яковлев.

Чӑвашӑн ҫӗр пин сӑмах тетпӗр. Анчах уйрӑм сӑмах пӗр-пӗччен пурӑнмасть, ыттисемпе ҫыхӑнса пуплев-калаҫу йӗркелет. Сăмахлăх пире ырă ĕçпе, таса тĕллевпе пурăнма вĕрентет. Сăмахлăхăн тĕп тĕллевĕ çавă. Кирек хăш саманари сăмахлăх та халăх ăсне, ĕмĕтне, ĕçне, кун-çулне кăтартма тăрăшнă. Çавăнпа хаклă, илемлĕ, усăллă вăл.

Халӑхӑн кулленхи калаҫӑвӗнче темӗн чухлӗ юмах-халап, сӑвӑ-юрӑ хайланать. Вӗсем ҫынран ҫынна, сыпӑкран сыпӑка куҫаҫҫӗ, ӗнчӗ пек хаклӑ хайлавсем пулса тӑраҫҫӗ. Вӗсенче халӑх кун-ҫулӗ, йӑли-йӗрки, шухӑш-ӗмӗчӗ, кӑмӑлӗ-талайӗ палӑрса юлать. Нацилӗхе упрас ыйту ҫивӗчленнӗ тапхӑрта халӑх сӑмахлӑхӗн пӗлтерӗшӗ сисӗнмеллех ӳсрӗ, ӑс-хакӑлӑн ҫирӗп никӗсӗ пулса тӑчӗ. Эпир ытларах та ытларах хамӑр авалхи ырӑ йӑла-йӗркене пӗлме тӑрӑшатпӑр, асаттесен еткерӗпе анлӑрах усӑ куратпӑр.

Ачасем - халӑхпа ҫӗршыв пуласлӑхӗ, ҫавӑнпа вӗсене йӑлана кӗнӗ халӑх культурин историйӗсемпе явӑҫтарасси, наци йӑли-йӗркипе кӑсӑкланасси хальхи тӗнчери ҫивӗч ыйту шутланать. Ку ӗҫе ача ҫуралсанах килте, кайран ача сачӗсемпе шкулсенче куллен туса пымалла. Ҫакӑнта вара ача-пӑча сӑмахлӑхӗн пӗлтерӗшӗ питӗ пысӑк.

Чӗлхене вӗреннӗ май ача халӑх культурине, унӑн турӑпа ҫывӑхланма пулӑшакан паха енӗсене хӑнӑхать, унра тӑван ҫӗршыва юратас, наци йӑли-йӗркине хисеплес туйӑм ҫуралать.

Чӑваш халӑхӗн ача-пӑча сӑмахлӑхӗ чухӑн мар. Ҫамрӑк ӑрӑва пӑхса ӳстерес тата ӑс парас тӗллевсене кура унӑн жанр тӗслӗхӗсем хӑйне евӗрлӗ. Вӗсем пурте хӑйсен пӗчӗкрех калӑпӑшӗпе, ҫепӗҫрех чӗлхипе тата вичкӗнрех илемлӗх мелӗсемпе уйрӑлса тӑраҫҫӗ. Вӗсенче шӳт-кулӑш, ытарлӑх пысӑк вырӑн йышӑнать.

Ача выляса ӳсет теҫҫӗ. Ку ярӑмри пуянлӑхпа усӑ курнӑ чухне ҫитӗннисен ҫакна ялан асра тытмалла: пӗчӗк ача тин кӑна-ха тӗнчене ӑнкарса пырать, ӑна хӑйне май курать, йӗри-таврари мӗн пур япалана тӗпчеме-сӑнама, чӗр чунсемпе туслашма тӑрӑшать. Ӑна ӳт-пӳ тата ӑс-хал енчен ӳссе аталанма хускану вӑййисем те, сӑмах вылявӗ те питӗ кирлӗ. Сӑвӑ-такмакри шӳт, юмахри мыскара ача кӑмӑлне уйрӑмах илӗртет, ҫӗклентерет. Ача-пӑча мӗн ҫуралсанах сӑмах асамне лекет: сӑпка юррисемпе мунча е чӑпӑлтӑву такмакӗсенче тата йӑпалту-илӗртӳ сӑмахӗсенче ашшӗ- амӑшӗн ырӑ сунӑмӗ, шухӑш-ӗмӗчӗ пӗчӗк чухнех ӑшӑ пил сӑмахӗ ҫупӑрлать.

Ачасем кайран илтекен е хӑйсем калакан сӑвӑ-юмах ҫав туйӑма чӗртсе пырать. Калаҫма, утма вӗреннӗ ача ҫитӗннисене кура хӑйне йӗри-таврари япаласемпе, чӗр чунсемпе, йывӑҫ-курӑкпа калаҫма хӑнӑхать. Малтан вӑл ансат, кайран кӑткӑсрах вӑйӑсене хутшӑнать, юмах тӗнчине илешет. Вӑл асамлӑ, пулмасла юмахсене кӑмӑллать, ҫавӑ унӑн шухӑшлӑ хастарлӑхне чӗртсе тӑрать.

3. «Асамлӑ михӗ» вӑйӑ.

Малалла «Асамлӑ михӗ» вӑйӑ вылар-ха. Михӗрен пӗрерӗн цифрӑсем илӗпӗр те малалла мӗн тумалине пӗлӗпӗр. (Сӑпка юрри, йӑпатмалли-илӗртмелли такмак, чӗнӳ-йыхрав юрри-сӑвви, вӑйӑ-шӑпа юрри-сӑвви, хӑвӑрт каларӑшсем).

4. Вӑйӑ юрри «Акӑ мӗнле тӑваҫҫӗ».

Чӑваш ҫынни ӗҫлеме кӑна мар, юрлама-ташлама та пит маттур. Эпир те вӑйӑ картине пухӑнар (вӑйӑ выляҫҫӗ).

5. Ваттисен сӑмахӗсем.

Ваттисен сӑмахӗсем - ламран лама куҫса пыракан сӑнарлӑ сӑмахсем. Вӗсем шухӑша кӗскен те ҫивӗччӗн, ытарлӑн палӑртаҫҫӗ. Ваттисен сӑмахӗсенче халӑхӑн кун-ҫулӗ, ӑс-хакӑлӗ, шухӑшлӑвӗ, тӗнчекурӑмӗ ӳкерӗннӗ. Вӗсене те аса илер. (Ваттисен сӑмахӗсене икӗ пайран тӗрӗс пуҫтармалла).

6. Юмахсем.

Ачасен ӑс-хакӑлне пур енлӗ аталантарма юмахӑн пӗлтерӗшӗ те питӗ пысӑк. Юмах ярӑп, юптарӑп, йӑнӑш ҫулпа чуптарӑп! -тенӗ ваттисем юмах калама пуҫличчен. Эсир килте ачасене мӗнле юмахсем каласа паратӑр? (Ӳкерчӗк ҫине пӑхса юмах ятне пӗлӗмелле).

Ҫапла вара, тăван сăмахлăх — иртнĕ ăрусен паха еткерне ăша илме, хăюллă та сывлăхлă, ăслă та çивĕч ÿсме, хамăр пурнăçа ыттисен кун-çулĕпе танлаштарса шухăшлама вĕрентекен çăл куç. Вал сирĕн умăрта нихăçан та ан иксĕлтĕр.

Литература.

1. Программа воспитания ребенка-дошкольника / под ред. Драгуновой О. В.-Чебоксары: Чуваш. кн. изд-во, 1995. - 231 с.

2. Программа по приобщению дошкольников к национальной детской литературе «Рассказы солнечного края»: примерная парциальная образовательная программа/Е.И. Николаева.- Чебоксары: Чуваш. кн. изд-во, 2015. – 71 с.

3. Тӑван сӑмахлӑхӗ. Хрестомати. - Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2003. - 415 с.

4. Пӗчӗккисен кӗнеки: Хрестомати / Т. В. Артемьева, Г. Ф. Трофимов пухса хатӗрленӗ. - Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2006. – 319 с.

5. Сăмахлăх аталанăвĕн тапхăрĕсем. / Н. Иванова, В. Никитин-Станьял (интернетран)

Приложенисем.

1-мӗш приложени.

Сӑпка юрри.

Улт кӑвакал улӑхра,

Ҫичӗ тӑрна тӑр шывра,

Пирӗн ача сӑпкара.

Утя, утя, утя, утя!

Йӑпатмалли-илӗртмелли такмак.

Пӑр-пӑр пӑрчӑкан

Пӑри пӑтти пӗҫерет,

Пӑри пӑтти пиҫсенех

Ҫак ачана ҫитерет.

Чӗнӳ-йыхрав юрри-сӑвви.

Пӑх, хӗвел, пӑх, хӗвел!

Ҫу чашкипе ҫу парап,

Пыл чашкипе пыл парап;

Ачу шыва кайсассӑн

Кӗвенте пуҫӗпе туртса илӗп,

Сана - хӗрли, мана - шурри.

Вӑйӑ-шӑпа юрри-сӑвви.

Атӑпа кӑҫатӑ

Хулара тӗл пулнӑ.

Кам малтан тухать -

Вӑл йытти пулать.

Хӑвӑрт каларӑшсем.

Алтӑр ҫӑлтӑр - ҫич ҫӑлтӑр,

Ҫиччӗшӗ те ҫут ҫӑлтӑр,

Ҫич хут каласан сӑвап пулать тет.

2-мӗш приложени.

Вӑйӑ юрри «Акӑ мӗнле тӑваҫҫӗ».

- Ака мӗнле тӑваҫҫӗ?

- Акӑ ҫапла тӑваҫҫӗ.

- Сӳрене мӗнле тӑваҫҫӗ?

- Акӑ ҫапла тӑваҫҫӗ.

- Ҫарана мӗнле ҫулаҫҫӗ?

- Акӑ ҫапла ҫулаҫҫӗ.

-Тырра мӗнле выраҫҫӗ?

- Акӑ ҫапла выраҫҫӗ.

- Вӑйӑра мӗнле выляҫҫӗ?

- Акӑ ҫапла выляҫҫӗ.

3-мӗш приложени.

Ваттисен сăмахĕсем:

Авăнмасăр ĕç тума çук.

Амăшĕн ачи кирек мĕнле пулсан та хăйĕннех.

Аслати авăтмасăр асамат кĕперĕ хывăнмасть.

Аслă çынна хисеп тăваççĕ.

Аçу-аннӳне хисепле, хăвна ырă пулĕ.

Вăрман пуян, уй аслă.

Вĕренӳпе тĕнче тăрать.