Кĕрхи уяв
классный час (старшая группа) по теме

Аверьянова Елена Витальевна

Сценарий праздника

Скачать:

ВложениеРазмер
Microsoft Office document icon kerhi_uyav1.doc32.5 КБ

Предварительный просмотр:

                      Кĕрхи уяв     

        Ачасем зала кĕрсе тăраççĕ.

Вед.: Ачасем, эпĕ сире тупмалли юмах парам-ха. Пĕлеетĕр-и?

                                        Хир илемĕ каять,

                                        Сĕм вăрман çаралать,

                                        Пĕрмай çумăр çăвать…

                                        Ку хăçан пулать-ши? (кĕркунне)

Вед.: Маттур ачасем. Кĕркунне çинчен юрă пĕлетĕр-и эсир. Юрласа парар-ха:

   Юрă:Кĕркунне.

(Почтальон çыру илсе килет,кĕркунне çырать ).

Çыру пăхни,калаçни.

Васкар эппин ачасем кĕркунне тĕнчине.Çулне пĕлеттĕмччĕ-ха. Ак çак  çулпа каяр-ха. Кайрăмăр,кайрăмăр, çитрĕмĕр те ĕнтĕ.

(сĕтел ларать, ун çинче кĕркуннехи улма-çырласем,кукăльсем, салатсем).

  -Ай, тĕлĕнтермĕш кунта. Кĕркунне тĕрĕсех çырнă иккен.Мĕн кăна çук кунта. Кĕрхи кун пурлăх тупра енчен питĕ пуян çав. Авалхи чăвашсем кĕрхи вăхăта питĕ хакланă. Кĕр пуçтарать, хĕл салатать тенĕ вĕсем. Кĕрхи кунсенче хĕл каçмалăх апат-çимĕç, утă-улăм тата хуçалăхра кирлĕ ытти ытлăхсене янтăлама тăрăшнă. Авалхи çынсем кĕрхи пурлăха пуçтарса кĕртсен пысăк уяв ирттернĕ. Ăна вĕсем кĕр мăнтăрĕ тесе ят панă.Çав уявра пирĕн асаттесемпе асаннесем çут çанталăка çĕре çити пуç тайса тав тунă. Ун ячĕпе вăйăсем ирттернĕ, ташăсем ташланă, улахсене пухăннă, халап-юмахпа хавхаланнă, юрăсем юрланă.

Кĕрхи мăнтăрне- кĕрхи уява- паян кун та уявлама май пур. Манас марччĕ авалхи сăпайлă та ырă йăла-йĕркесене.

     Юрă: «Улми лайăх-и, çеçки лайăх-и (пурте ).

     Сăвăсем:

Вед.: Путĕр-путĕр путене

         Ăçта тăвать йăвине?

          Йăви тырă пуссинче,

         

          Çÿллĕ курăк хушшинче.

Юрă:Путене.(пурте)

Вед.: Пирĕн пысăк пахчара

          Улма йывăççи ÿсет.

           Кĕркунне вăл катаран

           Çимĕçĕпе илĕртет.

Юрă: «Пахчи-пахчи»(пурте).

Ташă: «По малину в сад пойдем».(пурте).

Юрă: «Çулçăсемпе ташă»(пурте)

         Эпир пĕчĕк пуканесем

          Ак çакăн пысăкăш.

Ташă: «Эпир пĕчĕк пуканесем»(хĕр ачасем)

Ташă-вăйă: «Çÿрт Ваня».

     

                                                           Путĕр-путĕр путене

Пĕрчĕ пухма юратать.

                                                           Юратать,юратать,

                                                           Чăнахах та юратать.

Юрă: «Путене».

Ташă «Путене».

          Анкартинче çитĕнет

          Çавра пуçлă купăста.

           Унăн тутлă кучанне

            Кăшлама камсем ăста?(качака)

Юрă: «Качака».

Ташă: «Купăста касмалла».

Ташă: «Ăçта пирĕн аллисем».

   Асанненĕн пулнă,

    Икĕ савăк хурĕ.

    Пĕри кăвак,тепри шурă.

     Икĕ савăк хурĕ.

Вăйă-юрă: «Кĕркуннехи сив çанталăк».

Ташă-юрă: «На горе-то калина».

Вед.: Юрларăмăр, ташларăмăр, вăйăсем те выляса илер-ха.

        1.Кăмпа пуçтармалла.

        2.Улма пуçтармалла.

        3.Пахча çимĕç куçармалла.

        4.Пан улми çимелле.

   Юхтăр селĕм юррăмăр

   Кайтăр инçене.

   Мĕн чул ырлăх куртăмăр,

   Ылтăн кĕркунне.

Кĕркунне тĕнчинчен ачасем каялла группăна таврăнаççĕ.