Асаннене пулăшар-и?
план-конспект занятия по развитию речи (младшая группа)

Шкул ҫулне ҫитмен кĕҫĕн ушкăнри ачасен пуплевне аталантарасси

 

Скачать:

ВложениеРазмер
Файл asannene_pulashar-i.docx30.32 КБ

Предварительный просмотр:

Чăваш Республикин Вăрмар м о

муниципаллă бюджетлă вĕрĕнтӳ учрежденийĕ

«Чупайĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан тĕп шкул»

Асаннене пулăшар-и?

Шкул ҫулне ҫитмен кĕҫĕн ушкăнри ачасен пуплевне аталантарасси

                                                                                                Ĕҫе  пурнӑҫлакан:

                                                                                    Артемьева

                                                                                  Светлана

                                                                                   Петровна

                                                                                      I квал.кат.

Чупай, 2023

Ĕҫ тĕллевĕ:

ачасен пуплевне чӑваш сӑввисем урлӑ аталантарасси.

Вӗренӳ тӗллевӗсем:

- ачасене йӑпатмӑшсемпе, тупмалли юмахсемпе, вӑйӑпа малалла паллаштарасси;

- кушакӑн паллисене курма, вӗсене каласа сӑнлама пулӑшасси;

- ӑ, ӗ, ӳ уҫӑ сасӑсене, ҫ хупӑ сасӑна калас пултарулӑхне ҫирӗплетесси.

Аталантару тӗллевӗсем:

- ачасен пуплевне малалла аталантарасси;

- сӑвӑсене мнемодорожкапа усӑ курса калатарасси;

- фонематика чухлавне аталантарасси;

- диалог йĕркелес пултаруллӑха аталантарма пулӑшасси;

- ӑс-тӑна, шухӑшлава, тимлӗхе аталантарасси;

- активлӑ сӑмах йышне хушӑнтарса пуянлатасси;

- ачасен моторикине аталантарасси.

Сапӑрлӑх тӗллевӗсем:

- аслӑ ӑрури ҫынсене хисеплеме, кирлӗ вӑхӑтра пулӑшма вӗрентесси;

- тӑван чӗлхен пуянлӑхне кӑтартасси;

- чӗр-чунсене юратма вӗрентесси.

Словарь ӗҫӗ:

чакак, мӑйӑх, хӑйма, кучченеҫ.

Кирлӗ материал:

Пӳрт, тетте кушак, лаша, картонтан тунӑ кӑмака, ноутбук, ывӑс ҫине хунӑ хӑйӑр, ҫаврака ҫӑкӑр, чакак, ҫыру, мнемодорожкӑсем, ятарлӑ доска.

Умӗнхи ӗҫ-хӗл:

- юрӑ юрлани;

- мнемодорожкӑсемпе усӑ курни;

- вӑйӑсем выляни;

- «ҫӑкӑр» темӑпа калаҫу ирттерни;

- илемлӗ литература вулани;

- ӳкерчӗксем тата иллюстрацисем сӑнани.

Ӗҫ-хӗле йӗркелени:

ҫурма ушкӑнпа.

Ӗҫ мелӗсемпе меслечӗсем:

I пай:

1) Кӗтмен пулӑм – чакак килни.

2) «Чакак» вӑййа пӳрнесемпе вылясси.

3) Асанне ҫырура хӑйӗн хуйхине пӗлтерни.

4) Асаннене пулӑшма кайни.

II пай:

1) Карточкӑпа выляни.

2) Ыйтусем ҫине хуравлани.

3) Сӑвӑ калани.

4) Лашапа кайни.

5) Асаннепе тӗл пулни.

6) Хӑйӑрпа ӳкерни.

7) Асанне тупмалли юмах ыйтни.

8) Ачасем кушака сӑнласа пани.

9) «Ваҫка кушак пур» вӑйӑ выляни.

10) Мнемодорожкасемпе усӑ курса сӑвӑ калани.

11) Кӑмакари ҫӑкӑра сӑнани, «Ҫӑкӑр» сӑвва калани.

III пай:

1) Ачасене кучченеҫ пани.

2) Лашапа каялла таврӑнни.

3) Ыйтусем ҫине хуравлани.

Кӗтекен результатсем:

- пӗлнӗ сӑвӑсене мнемодорожкапа усӑ курса калама вӗренет.

- чӑваш чӗлхине юратма вӗренет, ун пуянлӑхне туять.

Ĕҫ йӗрки:

Воспитатель:

     - Ырӑ кун пултӑр, ачасем!

Ачасем:

     - Ырӑ кун.

Воспитатель:

     - Илтетӗр-и, ачасем? Мӗн сасси вӑл? (Кайӑк сасси илтӗнет) Мӗнле кайӑк-ши ку? (Воспитатель чакак чаклатнӑ сасса ноутбукпа ярать)

Ачасем:

     - Ку чакак сасси!

Воспитатель:

     - Маттурсем! Чӑнах та, ку кайӑк – чакак. Чакак тем каласшӑн пулас пире. (Воспитатель итлесе пӑхать) Хӑй мӗншӗн килнине хӑйӗн ҫинчен сӑвӑ илтсен тин калатӑп тет. Ачасем, айтӑр-ха, чакак ҫинчен сӑвӑ калар, пӳрнесемпе выляса илер.

Ачасем (пурте пӗрле):

     Чак-чак-чакак

     Чак-чак-чакак

     Чакак пӑтӑ пӗҫерет

     Хӑнисене йыхӑрать,

     Алӑк тӑррине ларать,

     Сӑмсипеле тӑвар ярать.

     Хӳрипеле пӑтратать.

     Куна кашӑк парать,

     Куна кашӑк парать,

     Куна кашӑк парать,

     Куна кашӑк парать,

     Ку ӗҫлемен, ним туман

     Куна кашӑк тивмест те.

Воспитатель:

     - Питӗ аван ачасем. Халь чакак мӗншӗн килнине калӗ-ши? (Воспитатель ҫыру кӑларать) Пӑхӑр-ха, ачасем! Чакак ҫыру илсе килнӗ. Кам ҫырнӑ-ши ку ҫырӑва, сире вуласа парам-ха!

     «Сывӑ-и, манӑн пӗчӗк мӑнуксем,

     Манӑн пӗчӗк чӗппӗмсем.

     Пулӑшу кӗтеп сиртен,

     Ыр кӑмӑллӑ туссенчен.

               Кулине Асанне».

Воспитатель:

     -Ачасем, асаннене пулӑшма кайятпӑр-и?

Ачасем:

     - Каятпӑр! Каятпӑр!

Воспитатель:

     - Анчах вӑл аякра пурӑнать. Мӗнпе ҫитӗпӗр-ши ун патне. Таврара шап-шурӑ юр, ҫуран утса ҫитме ҫук. (Конверт ӑшӗнчен воспитатель 2 карточка кӑларать, ачасене кӑтартать, ятарлӑ доска ҫине магнитпа ҫипӑҫтарать)

     - Мӗн ӳкернӗ кунта?

Ачасен хуравӗсем.

Воспитатель:

     - Маттур ачасем. Ку карточкӑсем ҫинче ҫунашка тата велосипед ӳкернӗ.

     - Хӗллехи кун мӗнпе ҫитме пулать-ши асанне патне? Велосипедпа е ҫунапа? (Ачасен тулли хуравӗсем)

     - Маттурсем, паллах хӗлле велосипедпа ярӑнма майлӑ мар, эпир асанне патне ҫунапа кайӑпӑр, анчах ҫуна хӑй тӗллӗн каймасть. Мӗнле чӗр чун кирлӗ-ши пире?

Ачасем:

     - Ҫуна туртма пире лаша кирлӗ.

Воспитатель:

     - Тӗрӗс. (Тетте лаша кӑларать) Айтӑр-ха лаша ҫинчен сӑвӑ аса илер.

Ачасем (пурте пӗрле):

     Ман лашан кӑтра ҫилхе,

     Кустӑрмаллӑ урисем.

     Эп асанне патне ҫил пек

     Унпа ҫитӗп вӗҫтерсе.

Воспитатель:

     - Мана питӗ савӑнтартӑр эсир, ачасем, сӑвва лайӑх каларӑр. Ҫуна ҫине вырнаҫӑр, асаннене пулӑшма кайар. (Ачасем сакран евӗрленӗ ҫуна ҫине лараҫҫӗ, лаша кӗҫеннӗ сас илтӗнет)

     - Тӑр-р-р! Ҫитрӗмӗр. Акӑ Кулине асаннен пӳрчӗ. (Воспитатель пӳрт кантӑкӗнчен шаккать)

     - Никам тухни те курӑнмасть, кӗрсе пӑхам-ха, килте хуҫи пур-ши? (Воспитатель тутӑр ҫыхать те, Кулине асанне пулса тӑрать)

Асанне:

     - Сывӑ-и, ачасем,

     Манӑн пӗчӗк мӑнуксем?

Ачасем:

     - Сывлӑх сунатпӑр! (Ачасем пукансем ҫине лараҫҫӗ)

Асанне:

     - Ҫӑкӑр пӗҫерес терӗм, сире хӑналас терӗм. Ҫавӑнпа сирӗнтен пулӑшу ыйтрӑм. Пӗччен ҫӑкӑр пӗҫерме йывӑр мана. (Асанне ачасем умне ывӑс илсе пырать, унта хӑйӑр хунӑ)

Асанне:

     - Ачасем, ҫакӑнта эпир пӳрнепе ҫӑкӑр ӳкерӗпӗр. Дима, эсӗ ҫӑкӑра мӗнле формӑллӑ тӑватӑн? (Ачасен хуравӗсем, ачасем пӳрнепе хӑйӑр ҫинче ҫавракасем ӳкереҫҫӗ)

Асанне:

     - Маттур, ачасем! Эпӗ ҫӑкӑра кӑмакана лартатӑп. (Ывӑса кӑмакана лартать. Ачасем пукансем ҫине вырнаҫса лараҫҫӗ)

     - Эпӗ пӗччен пурӑнмастӑп, манпа пӗрле пӗр чӗр чун пурӑнать. Пӗлӗр-ха мӗн вӑл?

          Мӑр-мӑр мӑрлатать,

          Хӳрипелле пӑтратать.

Ачасем:

     - Кушак!

Асанне:

     - Тӗрӗс, манпа пӗрле кушак пурӑнать. (Кушак тухать)

     - Пӑхӑр-ха, кушак ҫине, мӗнлескер вӑл? Ку кушак. Кушакӑн пуҫӗ пур. Пуҫӗ  ҫинче икӗ хӑлха, куҫӗсем, сӑмси, тути, мӑйӑхӗ. Кӗлетки ҫинче урисем пур тата хӳри пур. Кушак ачаш, ҫӑмламас. Кушак ҫӑмӗ шурӑ тӗслӗ. (1-2 ача тӗплӗн кушака сӑнласа пани, ачасен тулли хуравӗсем)

Асанне:

     - Питӗ маттурсем эсир, ачасем. Кушакпа пӗрле выляса илер-и? (Ачасем «Ваҫка кушак» вӑййа выляҫҫӗ)

          Пирӗн Ваҫка кушак пур.

          (ачасем алла-аллӑн тытӑнса утаҫҫӗ)

          Ваҫка хӳри чӑп-чӑмӑр,

          Куҫӗсем вут пек.

          Ваҫка тумӗ ҫеп-ҫемҫе,

          Ури тупань минтер пек.

          Йӑпшӑнса утать.

          Шӑшисен йӑви ӑҫта,

          Ваҫкӑ пирӗн ҫавӑнта, -

          Сыхлать те тытать.

Асанне:

     - Аван вылярӑмӑр сирӗнпе, халӗ манӑн кушакӑн хӑйӗн ҫинчен сӑвӑ илтес килет тет. Саша, эсӗ кушак ҫинчен сӑвӑ пӗлетӗн-и? Ҫак мнемодорожкапа усӑ курса сӑвва каласа пар, тархасшӑн.

          Мӑрӑл-мӑрӑл мӑрӑлкка,

          Пирӗн кушак хӑмӑркка.

          Чее унӑн куҫӗсем.

          Ҫивӗчӗ унӑн чӗрнисем.

          Мӑйӑхӗ епле хитре,

          Тяпписем епле ҫемҫе.

     - Маттур эсӗ, Саша! Халь Лена сӑвӑ каласшӑн. Акӑ мнемодорожка, ҫакӑнпа усӑ курса каласа пар-ха, Лена.

          Илтӗм эп кушак валли

          Урине тӑхӑнмалли

          Эп якатрӑм мӑйӑхне,

          Ҫӗлеттертӗм кӗпине.

          Ах, мӗнле тӑхӑнтарас,

          Хӳрине ӑҫта хурас?

     - Питӗ аван, Лена! Кам тата кушак ҫинчен сӑвӑ пӗлет? Ксюша та мнемодорожкапа усӑ курса кушак ҫинчен сӑвӑ каласшӑн.

          Мяу, мяу, кушакки

          Мансӑрах хӑйма ҫиет,

          Ун пек тутлӑ хӑймана

          Манӑн та ҫиес килет.

(Ачасем сӑвӑ  йӗркисене мнемодорожка ҫинче кӑтартса каласа параҫҫӗ)

Асанне:

     - Маттур эсӗ те, Ксюша. Халӗ пирӗн ҫӑкӑр та пиҫрӗ пуль! (Асанне кӑмакаран маларах хатӗрлесе хунӑ ҫаврака ҫӑкӑра ывӑс ҫине хурса кӑларать)

          Акӑ вӑл , акӑ вӑл,

          Ҫавра ҫӑкӑр ҫакӑ вӑл.

          Ҫиес тесе тытатӑн –

          Ҫавра хӗвел куратӑн.

     Акӑ вӑл , акӑ вӑл,

     Ҫавра ҫӑкӑр ҫакӑ вӑл.

     Апат-ҫимӗҫ хушшинче

     Асатте пек аслӑ вӑл.

Асанне:

     - Тавах сире, ачасем. Мана пулӑшнӑшӑн, манӑн ачаш кушака сӑвӑсем каласа савӑнтарнишӗн сире манран кучченеҫ пултӑр. (Ҫӑкӑра парать, асанне тутӑрне салтать)

Воспитатель:

     - Ачасем лаша ҫуни ҫине ларӑр, тархасшӑн. (Ачасем ҫуна ҫине лараҫҫӗ, хӑнара лайӑх та, анчах киле кймалла)

     - Тӑр-р-р! Каялла ача садне ҫитрӗмӗр. Ачасем эпир ӑҫта кайрӑмӑр? Унта эпир мӗн турӑмӑр? Асаннепе пӗрле мӗнле чӗр чун пурӑнать? Сире унта килӗшрӗ-и? Асанне мӗн парса ячӗ пире? (Кучченеҫ)  (Ачасен тулли хуравӗсем )

     - Маттур, ачасем. Тавах сире Кулине асаннене пулӑшнишӗн. Халӗ сире кучченеҫ ҫитеретӗп.

     - Сывлӑхлӑ пулӑр!

Усӑ курнӑ литература:

Ачасене шкулччен вӗрентмелли программа /Л.В. Кузнецова, Г.П. Захарова, М.Ю. Дерябина – Шупашкар 2009.

Чӑваш ача садӗнче иккӗмӗш кӗҫӗн ушкӑнри ачасене илемле литературӑпа паллаштарасси / Т.В. Артемьева, С.Г. Михайлова – Шупашкар: И.Я. Яковлев ячӗллӗ ЧППУ, 2014

Пӗчӗккисен кӗнеки: хрестомати /Т.В. Артемьева, Г.Ф. Трофимов – Шупашкар, Чӑваш кӗнеки издателсьтви 2006.

Чӑваш халӑх сӑмахлӑхӗ «Ача-пӑча сӑмахлӑхӗ» - Шупашкар: Чӑваш кӗнеки издателсьтви, 1985.

Интернетри ресурсем.

Перле вулар-ха/хрестомати

«От рождения до школы» под ред. Веракса