"Тетте" журналпа туслашни
творческая работа учащихся

Чӑваш Сурӑмӗнчи вӑтам шкул ҫумӗнчи шкул ҫулне ҫитмен ачасен  "Шӑнкӑрав" ушкӑнӗ "Тетте" журнал номерӗсене чӑтӑмсӑррӑн кӗтет. Акӑ кӗтнӗ кунсем ҫитрӗҫ те! "Юратнӑ чӗр  чунпа - селфи" фотоконкурсра Федотова М., Николаев А. тата Потапов А. сӑн  ӳкерчӗкӗсем пичетленсе тухрӗҫ. "Хаваслӑ кӑранташ" рубрикӑра  Семёнова Д. ӳкерчӗкне курма пулать. Журнал ӗҫченӗсем ачасен пултарулӑхӗпе ҫамрӑк вулакансене хаваспах паллаштараҫҫӗ. Малалла та "Тетте" журналпа тачӑ ҫыхӑну тытса тӑрасса шанатпӑр.