«Йӑва» .Вырӑс халӑх юмахĕпе паллаштарисси.
план-конспект занятия (средняя, старшая группа)

Анисимова Татьяна Александровна

Знакомство с русской народной сказкой "Колобок"(на чувашском языке)

Скачать:

ВложениеРазмер
Файл konspekt.docx27.04 КБ

Предварительный просмотр:

Калаҫу  теми: «Йӑва»

Вырӑс  халӑх  юмахĕпе  паллаштарисси.

Ĕҫ тĕллевĕ:

Вĕренӳ тĕллевĕсем: ҫĕнĕ юмаха тимлесе итлеме, ĕҫ-пуҫ мĕнле аталанса пынине сӑнама, хайлаври геройсемшĕн савӑнма-пӑшӑрханма вĕрентсе пырасси. Ачасен сӑнарсен хӑтланӑшĕвĕсене, мĕн пулса тухма пултарнине ӑнлантарасси, содержании тӑрӑх калаҫтарасси.

Аталану тĕллевĕсем: ҫыхӑнуллӑ пуплеве, ӑс-тӑна, алӑ пӳрнисене аталантарасси, ҫаврака япаласем ӑсталама хӑнӑхтарасси.

Воспитани тĕллевĕсем: ачасене вырӑс халӑх юмахĕсене юратма, вĕсене упрама вĕрентесси.

Словарь ĕҫĕ: ĕлĕк-авал усӑ курнӑ ырҫа, пура сӑмахсемпе паллаштарасси, кусса сӑмах пĕлтерĕшне ӑнлантарасси.

Кирлĕ хатерсем: пукане Марине, «Йӑва» юмах кĕнеки, теттесем (юмах тӑрӑх), сĕтел театрĕ,  чуста, ывӑс.

Умĕн туса иртнĕ ĕҫсем:

Ĕҫ йĕрки:

Алӑкран шакканӑ сасӑ илтĕнет.

Воспитатель: Ачасем, такам алӑкран шаккать. (Воспитатель алӑка уҫать. Унта пукане Марине  килнĕ.)

Воспитатель: Пирĕн пата хӑнана Марине килнĕ. Ачасем, атьӑр-ха пурте пĕрле ӑна сывлӑх сунар.

Ачасем: Ырӑ кун пултӑр, Марине!

Марине: Ырӑ кун пултӑр, ачасем.

Воспитатель: Марине, мĕнле илемлĕ кĕнеке санӑн алӑра?

Марине: Мана ҫуралнӑ кун ячĕпе ҫакӑ илемлĕ кĕнекене парнелерĕҫ. Эпĕ ӑна сирĕнпе пĕрле вулама килтĕм.

Воспитатель: Ачасем, сире Марине шухӑшĕ килĕшет-и?

Ачасем: Килĕшет.

Воспитатель: Сӑнаса пӑхӑр-ха, ачасем, ку мĕнле юмах иккенне эсир тавҫӑрса илеетĕр-и?

Ачасем: Ку юмах « Йӑва».

Воспитатель: Атьӑр халĕ эпĕ сире ку юмаха каласа парам. Юмаха пĕлекеннисем мана пулӑшса пырӑр.

Педагог юмаха калать, каланӑ майӑн унта мĕн пулса иртнине сĕтел театрĕн теттисемпе кӑтартса парать. (Йӑва сӑмахĕсене юрлать)

 

 

 

 

 

 Йӑва

(вырӑс халӑх юмахĕ)

Пер старикпе карчӑк пурӑннӑ тет. Старикĕ карчӑкĕнчен:

-Карчӑк, йӑва пит ҫиес килет. Йӑва пĕҫерсе пар-ха, - тесе ыйтать тет.

-Мĕнрен пĕҫерес-ха, ҫӑнӑх ҫук-ҫке! - тет карчӑкĕ.

- И-и, карчӑк, ырҫа тĕпне хырса пӑх, пура тĕпне шӑлса пӑх, пĕр йӑва тумалӑх пуҫтарӑнĕ-пуҫтарӑнех, -тет.

Карчӑк ырҫа тĕпне хырать, пура тĕпне шӑлать, пĕр йĕкĕр ывӑҫ пек ҫӑнӑх тупать. Йӑва пĕҫерет те сивĕнме кантӑк ҫине хурать.

Йӑва выртрĕ-выртрĕ те сасартӑк кусрĕ кайрĕ- кантӑк ҫинчен сак ҫине, сак ҫинчен урайне, урай тӑрӑх алӑк патне, алӑк янаххи урлӑ ҫĕнеке йӑлт! сиксе кайрĕ те крыльцана, крыльцаран кил хушшине, кил хушшинчен урама, унтан ҫулпа кусса кайрĕ.

Кусса пырать йӑва ҫулпа, ӑна хирĕҫ мулкач.

-Ну, йӑва эп сана ҫиетĕп, - тет.

-Ан ҫи мана, катӑк тута эпĕ сана юрӑ юрласа кӑтартатӑп, - тесе йӑва вырӑнне воспитатель юрласа ярать.

-Эпĕ йӑва, ху пĕлен,

Пуринчен те лайӑххи:

Мана ырҫа тĕпĕнчен

Хырса-шӑлса пуҫтарнӑ,

Сĕтпе -ҫупа пĕҫернĕ,

Кантӑк ҫинче сивĕтнĕ,

Эпĕ тартӑм старикрен,

Эпĕ тартӑм карчӑкран,

Санран, катӑк тутаран,

Тарӑп эпĕ ҫӑмӑлах.

Юрласа пĕтерет те малалла кусса каять. Мулкач курса ҫеҫ юлать. Кусса пырать йава, хирĕҫ кашкӑр:

-Йӑва, йӑва эп сана ҫиетĕп, - тет.

-Ан ҫи мана, сарӑ кашкӑр, эпĕ сана юрӑ юрласа паратӑп, - тет йӑва.

-Эпĕ йӑва, ху пĕлен,

Пуринчен те лайӑххи:

Мана ырҫа тĕпĕнчен

Хырса-шӑлса пуҫтарнӑ,

Сĕтпе -ҫупа пĕҫернĕ,

Кантӑк ҫинче сивĕтнĕ,

Эпĕ тартӑм старикрен,

Эпĕ тартӑм карчӑкран,

Эпĕ тартӑм мулкачран,

Санран, сарӑ кашкӑртан,

Тарӑп эпĕ ҫӑмӑлах.

Юрласа пĕтерсенех кӑлтӑр! кусса каять, кашкӑр пахса кӑна тӑрса юлать.

Кусса пырать йӑва, ӑна хирĕҫ упа.

- Йӑва. эп сана ҫиетĕп, - тет упа.

- Ан ҫи манна, эпĕ сана юрӑ юрласа кӑтартатап, - тет каллех йӑва.

-Эпĕ йӑва, ху пĕлен,

Пуринчен те лайӑххи:

Мана ырҫа тĕпĕнчен

Хырса-шӑлса пуҫтарнӑ,

Сĕтпе -ҫупа пĕҫернĕ,

Кантӑк ҫинче сивĕтнĕ,

Эпĕ тартӑм старикрен,

Эпĕ тартӑм карчӑкран,

Эпĕ тартӑм мулкачран,

Эпĕ тартӑм кашкӑртан,

Санран, чалӑш ураран,

Тарӑп  эпĕ ҫӑмӑлах.

Каллех тарать йава. Кусса пырать, ӑна хирĕҫ тилĕ:

- Лай-и, йӑва тус? Эпĕ сана ҫиетĕп, - тет.

- Ан ҫи манна, тилĕ тус, эпĕ сана юрӑ юрласа паратӑп, - тет те йӑва юрласа ярать:

-Эпĕ йӑва, ху пĕлен,

Пуринчен те лайӑххи:

Мана ырҫа тĕпĕнчен

Хырса-шӑлса пуҫтарнӑ…

-  Пит аван юрӑ, - тет тили.

 – Анчах та эпĕ пит ватӑлса кайрӑм-ҫке, хӑлха витĕр илтмест. Ман сӑмса ҫине ларса юрласа пар-ха юрруна. Хытӑрах юрла, - тет.

Йӑва тилĕ сӑмси ҫине сиксе ларать те юрлама пуҫлать. Тилле ҫакӑ ҫеҫ кирлĕ. Вӑл айван йӑвана кап.! хыпать те ам! ҫисех ярать.

Воспитатель: Ачасем, килĕшрĕ-и сире юмах?

 Ачасем: Килĕшрĕ.

Воспитатель: Аса илер-ха, ачасем, кинеми йӑвана мĕнле пĕҫерчĕ? Атьӑр ҫакна туса кӑтартар. Малтан кинеми мĕн тӑвать?  (Ҫӑнӑх пуҫтарать.) Унтан мĕн тӑвать? (Чуста ҫӑрать.)

Ачасем кинеми ҫӑнӑх мĕнле пуҫтарнине, чуста мĕнле ҫӑрнине хусканусемпе кӑтартаҫҫĕ.

- Мĕнлерех йӑва пиҫсе тухрĕ? (Ҫаврака, тутлӑ, вĕри – пĕҫереть.)

Физкультура тӑхтавĕ.

Эп йӑва, йӑва, йӑва (Ачасем аллисемпе ҫаврака туса кӑтартаҫҫĕ.)

Ах, мĕнле хитрее йӑва

Сап-сарӑ та яп-яка

Мĕнле тутлӑ, эп тата! (Ачасем хӑйсем хитрине пӑркаланса кӑтартаҫҫĕ.)

Ҫулпала эп кустаратӑп (Ҫавракапа чупаҫҫĕ.)

Купӑспа та эп выльятӑп (Купӑс выльянӑ пек туса кӑтартаҫҫĕ.)

Упана та мукача

Ташлатарӑп хампала (Упа пек тата мулкач пек тӑваҫҫĕ ташлаҫҫĕ.)

Балалайка каласа

Эп сиктерĕп кашкӑра (Балалайка каланӑ пек тӑваҫҫĕ, сикеҫҫĕ.)

Тилле куртӑм та вара,

Эпĕ карӑм ҫухалса (Аллисене пуҫĕсем ҫине хурса силлеҫҫĕ.)

Унӑн хитре юррине

Эп итлерĕм киленсе  (Ачасен аллисем кӑкӑрĕсем ҫинче.)

Пуҫа ҫавӑрчĕ манне

Пит илемлĕ юррипе (Пĕр алӑна ҫамка ҫине хураҫҫĕ.)

Ҫирĕ ячĕ вӑл манна,

Хитре, тутлӑ йӑвана. (Алӑсене икĕ еннелле сараҫҫĕ.)

(Марине макӑрать)

Воспитатель: Марине мĕн пульчĕ-ха сана?

Марине: йӑвана питĕ хĕрхенсе кайрӑм, ӑна чее тилĕ ҫисе ячĕ вĕт.

Воспитатель: Ачасем, чӑнахах пирĕн юмах кичем вĕҫленчĕ. Атьӑр, ачасем, эпир Маринен кӑмӑлне ҫĕклер. Акӑ пирĕн чуста пур эпир унтан йӑва ӑсталӑпӑр. Йӑва мĕн евĕрлĕ?

Ачасем: ҫаврака.

 Воспитатель: Мĕн тĕслĕ?

Ачасем: сарӑ.

Воспитатель: Йӑва ӑсталас тесессĕн пирĕн чустана алӑсем хушшине хумалла та ҫаврака евĕрлĕ ҫавӑртармалла (Ачасем йӑвасем хӑтĕрлеҫҫĕ.) Ачасем сирĕн йӑвасем шутсӑр илемлĕ пулчĕҫ.  

Воспитатель: Марине, сана пирĕн ачасем ӑсталанӑ йӑвасем килĕшеҫҫĕ-и?

Марине: Маттур, ачасем, эсир питĕ илемлĕ йӑвасем хатĕрлерĕр. Эпĕ анчах мар старикпе карчӑк та савӑнĕҫ. Халĕ, ачасем, манӑн киле кайма вӑхӑт ҫитрĕ. Тепрере эпĕ сирĕн пата урӑх юмах илсе килĕп. Сывӑ юлӑр!

Ачасем: Чипер кай!

Заняти вĕҫĕнче воспитатель ачасемпе пĕтĕмлетӳ тӑвать.

Воспитатель: Ачасем, пирĕн пата хӑнана кам килчĕ? (Ачасен хуравĕсем). Вӑл мĕн илсе килчĕ? (Ачасен хуравĕсем). Юмахĕ мĕн ятлӑ? (Ачасен хуравĕсем.)    Кам пĕҫернĕ йӑвана? (Ачасен хуравĕсем.)  Мĕнрен пĕҫернĕ? (Ачасен хуравĕсем.) Мĕнле чĕрчунсене тĕл пӳлчĕ йӑва. (Ачасен хуравĕсем).  Кам уталарĕ-ши йӑвана? (Ачасен хуравĕсем.) Сире юмах килĕшрĕ-и, ачасем? (Ачасен хуравĕсем.) Маттур, ачасем, эсир паян питĕ лайӑх ĕҫлерер.

 

 

 

Усă курнă литература:

1.Ачасене шкулччен вĕрентмелли программа/Л.В. Кузнецова т. ыт. – Шупашкар: Чăваш Республикин Вĕренÿ институчĕн издательстви, 2009.

2.Артемьева Т.В. Михайлова С.Г., Иванова Н.В..  Ачасене шкулччен вӗрентмелли тӗслӗх программа. Пуплеве аталантарасси. Илемлӗ литературӑпа паллаштарасси. Вырӑс (тӑванмар) чӗлхине вӗрентесси /Т.В.Артемьева, С.Г.Михайлова, Н.В.Иванова. Шупашкар: Чӑвашкӗнеке изд-ви, 2015.

3. Артемьева Т.В., Г.Ф.Трофимов „Пĕчĕккисен кĕнеки” хрестомати Шупашкар: Чӑвашкӗнеке изд-ви, 2006.

4. Артемьева Т.В., Михайлова С.Г. Чӑваш ача садӗнче тӑватӑ ҫулхи ачасене илемлӗ литературӑпа паллаштарасси Шупашкар: И.Я.Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗ, 2014.

5.АртемьеваТ.В., Михайлова С.Г.Чăваш ача сачĕсенче вăтам ушкăнри илемлĕ литературăпа паллаштарасси Шупашкар кĕнеке изд., 2016.

7. АртемьеваТ.В., Михайлова С.Г. Чăваш ача сачĕсенче иккĕмĕш кĕçĕн ушкăнри ачасене илемлĕ литературăпа паллаштарасси Шупашкар кĕнеке изд., 2015.

8.От рождения до школы. Примерная общеобразовательная программа дошкольного образования/ Под ред. Н.Е. Вераксы, Т.С. Комаровой, М.А. Васильевой. – 3-е изд. испр. и доп. – М: МОЗАИКА-СИНТЕЗ, 2014.

9.Федеральный государственный образовательный стандарт дошкольного образования.