Улах ларни
методическая разработка (старшая группа) на тему
Улах ларни
Тĕллевсем:
1)Хамар тăрăхра, Карапаш таврашĕнче, тытса пыракан авалхи йалине катартса парасси;
2) ачасен тавра курăмне анлатасси;
3) ачасен пултарулăхне аталантарасси.
Кирлĕ хатĕрсем:
Чăваш çи-пуçĕ, купăс, ал ĕç хатĕрисем( кĕнчеле,çип, тĕрĕ), тутăр, пиçиххи, хуран кукли.шаяр. чĕ. Акă
Хĕрĕ.- Анне, паян пирĕн пата хĕрсем улах ларма килесшĕн.Эсĕ ирĕк паратăн-и?
Амăшĕ.- Манран чару çук.Килччĕрех.
Хĕрĕ.- Урай шăлса каям-ха.
Амăшĕ.- Пелнĕ пекех, паян хуран кукли пĕçернĕччĕ.Витсе хурам-ха, ан сивĕнччĕр.
Шакаççĕ.
Амăшĕ.- Иртĕрех, иртĕрех.Эпĕ те, паян сирĕнпе пулам пуль.Кĕтерук аппу кинĕ патне кÿршĕ яла кайрĕ. Çамрăклăха аса илем сирĕнпе пĕрле пулса.
Ачасем сак çине ларса вырнаççĕ,ал ĕç тăваççĕ.
Мĕншĕн шăппăн ларатпăр?
Мĕншĕн шăппăн ларатпăр?
Шăппăн-шăппăн лармашкăн
Шăпчăк чĕппи мар эпир.
Амашĕ.- Шÿтлесе илер-ха. Хам пуçлам-ха.
Тĕлĕнтермĕш! Ай-ай-ай!
Йытă кÿлнĕ Микулай.
Ыткăнаççĕ ик Улай,
Çухашаççĕ лай та лай
Мĕлсĕр ларнă Микулай.
Ÿкрĕ юлче ай-ай-ай!
1 – мĕш ача
Нина, Нина, Нина, Нинават
Ĕни хÿри саламат.
2 –мĕш ача
Кăнтăр – Кăнтăр Геннади
Хĕр вăрлама кайнă, тет.
Çуни шăтăк пулнă, тет,
Хĕрĕ ÿксе юлнă, тет.
Макра – макра шырать,тет.
3 –мĕш ача
Йăван, Йăван йăваланчăк,
Хăйма çиме хыпаланчăк.
4 –мĕш ача
Ваççа – каççа!
Кĕпер урлă каçса,
Çуллă пăтă çинĕ, тет,
Çпала аври хуçнă, тет,
Кĕпер айне пенĕ, тет
5 мĕш ача
–Эх, Иван, эх, Иван,
Намăса ăçта хуран?
Ĕçленĕ чух тарламастăн-
Çинĕ чух кăна тарлан.
6 –мĕш ача
Сăпаççипă – сăпса сăхт
Пăт чĕрес пек шыçса кайтăр,
Вун ик çулсăр ан тÿрлентĕр.
7-мĕш ача
Ваççа кайнă вăрмана
Хура çырла пуçтарма.
Ÿпа тухнă мĕкĕрсе
Ваççа кайнă хăраса
Амăшĕ. – Ай,ай нумай ларса ура çывăрсах кайрĕ.
Çитĕ пулĕ ĕçлесе,
Çитĕ пулĕ шÿтлесе.
Алла – алан тытăнса
Тăтăмăр карталанса.
Ташă кĕвви калатпăр,
Пурте алă çупатпăр.
Арçын ача.
Манăн купăс ăçтарах?
Вăл иккен хам алăрах.
Ун тÿммине пуссанах,
Ахăлтатать ах-ах-ах
Ачасем.
Эпир ăста юрара.
Пултаруллă ташăра.
Ри – та, ри – та, рита – та
Пултаруллă ташăра.
Ташă «линкка – линкка»
Хĕр ача.
Тух – ха, Криççин,
Пирĕн ума
Эс юрлама пит ăста
Юрласа пар, савăнтар,
Эпир пурте ал çупар
Юрă «Чун – чĕререн савăнар»
1.Шăнкăр – шăнкăр шыв юхать,
Пĕтĕм чĕр – чун çĕр шывне тутанать
Пр. Ян – ян каять, сас каять те сас каять
Пирĕн вăйă юр пуçлать те савăнать.
2.Кĕмĕл уйăх çÿлте чух, çÿлте чух
Çакă вăййа пухăнар, пухăнар
Пр. Ян – ян каять, сас каять те сас каять
Пирĕн вăйă юр пуçлать те савăнать.
3Тус – йыш пĕрле пулнă чух, пĕрле чух,
Чун – чĕререн савăнар,савăнар.
Пр. Ян – ян каять, сас каять те сас каять
Пирĕн вăйă юр пуçлать те савăнать.
Ачасем карталанса тăраççĕ.
Хĕр ача.
Пирĕн пĕчĕк Илемпи
Пуринчен те илемли,
Пуринчен те сăпайли,
Пуринчен те хисепли
Сăвă « Ташлать Илемпи
Тулта сивĕ çил кашлать
Пÿртре Илемпи таш ташлать.
Пăхать кантăкран сивĕ çил,
Пăхать – тĕлĕнет сивĕ çил:
Ташлать Илемпи, ташлать,
Шăвать вăл, ишет акăшла.
Хулне вылятать кĕвĕ май,
Пуçне вĕлт! ухать шунă май.
Алне Илемпи вăшт! суллать,
Сиксе тăпăрт – тăпăрт тăвать.
Ташлать, Илемпи ташлать:
Самси те, ури те ташлать,
Çанни те, арки те ташлать…
Пăхать, чăтаймаст сивĕ çил,
Пÿçлать ташлама шухă çил.
Хăй шăпăр калать, хăй ташлать,
Ташланă май каш - каш кашлать.
Тулта сивĕ çил каш кашлать
Пÿртре Илемпи таш ташлать.
Арçын ача .
Вĕттĕн – вĕттĕн пусса,
Акăш евĕр шуса,
Пит хитре ташласа
Пачĕ Илемпи.
Хĕр ача.
Юрларăмăр, ташларăмăр.
Атьăр, çĕрĕ памалла выляр.
Наçтук, эсĕ пĕр еннелле валеç, эпĕ
вара тепĕр еннелле валеçĕп.
Вăйă «Сĕрĕ, сĕрĕ кусса тух.»
1 – мĕш ĕç. Юрă юрламалла.
Пĕчĕк çеç путене
Сарă тулă юратать
Юратать,юратать
Чăнахах та юратать.
Маттур ачи,шкул ачи
Юрă – ташă юратать
Юратать, юратать
Чăнахах та юратать.
2 – мĕш ĕç. Ташă ташламалла.
Çитĕ пулĕ кун пек выляса. Атьăр , пиçиххи пăрахмалла выляр! Эпĕ шутлаканни пулатăп.Кам пĕрремĕш тухса ÿкет çавă пиçиххи пăраханни пулать.
Ачасĕм пĕр пысак çавракана алла-аллăн тытăнса тăраççĕ.Вăййă пуçлаканни шÿт сăвви калать.
1-пĕрел,
2-икел,
3-виçел,
4-тăваткал,
5-пилеш,
6-улма,
7-çиллме
8-салма,
9-тăрна
10-тух тула.
Ертсе пыраканĕ Павал,эс мĕн айккинче тăратăн?
Юрă «Саррă каччă»
Хĕрсем.
Сар каччă,сар каччă.
Тух-ха урама.
Каччă .
Мĕн тума? Мĕн тума?
Хĕрсем
Юрă юрлама.
Хĕрсем
Сар каччă,сар каччă,
Тух-ха урама.
Каччă
Мĕн тума? Мĕн тума?
Хĕрсем
Сар каччă,сар каччă,
Тух-ха урама.
Каччă
Мĕн тума? Мĕн тума?
Хĕрсем
Вăйă пуçлама.
Хĕр ача.
Ачасем, «Тÿн-тÿн карчăкла» выляр
Вылякансенчен пĕрне шăпа ярса тÿн-тÿн карчăк пулма суйлаççĕ.
Анне кукăль пĕçерет,
Пĕр кукăлĕ çухалать.
Кам илнĕ- çав тухать.
Унăн куçне тутăрпа хуплаççĕ. Тÿн-тÿн карчăк аллисене сарать те вылякансене тытать.
Арçын ача.
Ан кайăр-ха,ачасем, ал тытмалла выляр.
Арçын ачасем:
-Çерем ватса вир акрăм (2 хут)
Хĕр ачасем:-Эпир ăна,эпир ăна таптатпăр(2 хут)
Арçын ачасем: Эсир мĕнпе таптатăр( 2 хут)
Хĕр ачасем:- -Утсем ярса, утсем ярса таптатпăр (2 хут)
Арçын ачасем:-Эпир ăна тытатпăр (2 хут0
Хĕр ачасем:-Эсир мĕнпе, эсир мĕнпе тытатăр (2 хут)
Арçын ачасем:-Чĕн йевенпе тытатпăр (2 хут)
Хĕр ачасем:-Эпир ăна,эпир ăна илетпĕр (2 хут)
Арçын ачасем:-Эсир мĕнпе илетĕр (2 хут)
Хĕр ачасем:-Пин сум парса, пин сумпарса илетпĕр(2 хут)
Арçын ачасем:-Пире пин сумм кирлĕ мар (2 хут)
Хĕр ачасем:-Сире тата, сире тата мĕн кирлĕ (2 хут)
Арçын ачасем:-Пире кирлĕ ,хĕр кирлĕ (2 хут)
Хĕр ачасем:-Пирĕн хĕртен,пирĕн хĕртен чару çук (2 хут)
Арçын ачасем:-Пире кирлĕ сар хĕр кирлĕ,
Сак Наçтук,Сак Наçук пин картана татаймасть.
Татаймарĕ,татаймарĕ.
Пирĕн çунат хушăнчĕ (2 хут)
Пирĕн çунат, пирĕн çунат катăлчĕ (2 хут)
Ертсе пыраканĕ: Маттур, маттур, ачасем
Питĕ илемлĕ юрларăр, ташларăр. Кученеçе те тивĕçлĕ.
Эпĕ паян хуран кукли пĕçертĕм. Килĕр-ха хăналанăр.
Хуран кукли чăвашсен чи тутлă та юратнă апачесенчен пĕри.
Эпир сирĕнпе чăвашсен авалхи йăли-улах ларни çинчен калăçнăччĕ.
Акă паян хамăрта асатте-асаннесен ырă йăлине аса илтĕмĕр,
манас марччĕ çакă авалхи йăла-йĕркесене.
Ачасем: Тавтапуç. Вахăт нумăй пулчĕ. Киле каяр ачасем.Каяр, каяр. Ачасем юрă юрласа тухса каççĕ
Скачать:
| Вложение | Размер |
|---|---|
| 31.2 КБ |
Предварительный просмотр:
Улах ларни
Тĕллевсем:
1)Хамар тăрăхра, Карапаш таврашĕнче, тытса пыракан авалхи йалине катартса парасси;
2) ачасен тавра курăмне анлатасси;
3) ачасен пултарулăхне аталантарасси.
Кирлĕ хатĕрсем:
Чăваш çи-пуçĕ, купăс, ал ĕç хатĕрисем( кĕнчеле,çип, тĕрĕ), тутăр, пиçиххи, хуран кукли.

По теме: методические разработки, презентации и конспекты

План ВОСПИТАТЕЛЬНО-ОБРАЗОВАТЕЛЬНОЙ РАБОТЫ группы «Весёлый улей» на летний период 2014 года
План на летний период 2014г...

Программа кружковой деятельности по лепке «Умелые ручки» в разновозрастной группе (от 1 до 3 лет) «Весёлый улей» на 2014-2015 уч.г.
Кружок лепка...

Презентация "Как пчеловод добывает мёд из улья"
Цель: Продолжать знакомить детей с профессией пчеловода, с технологией добычи мёда из улья....

Стебихова Ульяна -победитель вокального конкурса
Учащаеся заняла 2 место в районном вокально-эстрадном конкурсе "Весна в Печатниках-2015"...

Стебихова Ульяна -победитель вокального конкурса
Учащаеся заняла 2 место в районном вокально-эстрадном конкурсе "Весна в Печатниках-2015"...