Сценарий новогодний для младшей группы «Заюшкина Избушка»
материал (младшая группа) на тему

Константинова Алина Васильевна

Цель  праздника:

 Создать у ребёнка радостное настроение, вызвать эмоциональный подъём.

Задачи: Развивать певческие, ритмические способности ребёнка.

Развивать коммуникативные способности ребёнка.

Развивать эмоциональную отзывчивость, музыкальную культуру.

Скачать:

ВложениеРазмер
Файл novyy_god_ispravlennyy_2.docx23.86 КБ

Предварительный просмотр:

МБДОУ  « Айбечский  детский сад « Аистенок »

Ибресинского района  Чувашской Республики

         Сценарий новогодний

         для  младшей  группы

«Заюшкина Избушка»

Воспитатель:

Константинова  А. В.

                             

Декабрь 2017


                                           Уяв йĕрки :

Ачасем  группăра  чÿречерен урамра  Хĕл Мучи  килнине кураççĕ.

Е.п.: - Ачасем, пăхăр-ха, кам килет пирĕн садике?

Ачасем: - Ура! Хĕл Мучи!

       Е.п.: - Хĕл Мучи патне ёлкăна каятпăр-и, ачасем?

Ачасем: - Каятпăр!

Çĕнĕ Çул кĕввипе ачасем зала кĕреççĕ.

Е.п.: - Ай мĕнле хитре кунта паян!(йĕри-тавра пăхаççĕ).Ай-уй, кам

ларать  кунта  çывăрса?(Хĕл  Мучи  ёлка  çумĕнче  çывăрать,  хăрлаттарать).

Ачасем: - Хĕл  Мучи!

Е.п.: - Айтăр  пурте  пĕрле : - Хĕл  Мучи  тăр! – тетпĕр.

- Çук,  вăранмаç.Тен  хытă  ал  çупса  пăхатпăр( ал  çупаççĕ – вăранмаç). Апла  пулсан  урасемпе  хытă  тапăртаттаратпăр (Хĕл Мучи  вăранать).  

Х.М.: - Ой, ачасем, эпĕ  сире  кĕтсе  çывăрсах  кайнă (карăнать).

 - Сывлăх  сунатăп, ачасем!

Ачасем: - Сывах-ха!

Е.п.: - Хĕл  Мучи,  эпир  ачасемпе  ёлкăна  санпа  пĕрле  савăнма  килтĕмĕр.

Х.М.: - Хаваспах  савăнатăп  çакăн  пек  хитре  те  маттур  ачасемпе:

Упа  çурисем  те  пур  кунта, тилĕ  çурисем  те, юр  пĕрчийĕсем  тата  мĕнле  хитре!

 - Хитре- и ,ачасем,  манăн  ёлка?  Килĕшет-и  вăл  сире?

Юрă „ Ой – ой – ой!”

Х.М.: - Ну  маттур  та  ачасем!

- Ёлка та савăнса кайрĕ, мĕнле хитре юрлама пĕлеççĕ ман çинчен ку ачасем, тет, хăйĕн  йĕпписемпе аллине çупать.

Е.п.: - Тата сăвăсем каласа савăнтаратпăр-и , ёлкăна?  Итле-ха ёлка ачасене, сан çинчен мĕнле хитре сăвăсем вĕреннĕ, Хĕл  Мучи, эсĕ  те итле:  


Сăвăсем  калаççĕ.

Х.М.: - Маттур,  маттур,  ачасем! Ёлка  тата  хытăрах  савăнса  кайрĕ.

Е.п.: - Апла  пулсан  тата  юрласа  ташлар-ха  ёлка  тавра.                      

   Юрă - ташă „ Малыши – карандаши”:

Х.М.: - Ку  маттур ачасем  патĕнчен  манăн  каяс  та  килмеç,  ытла  хитре  ташлама  пĕлеççĕ.

Е.п.: - Хĕл Мучи пирĕн ачасем савăнма та пултараççĕ, сивĕрен те хăрамаççĕ.

Х.М.: - Апла пулсан айтăр ман юратнă вăййа вылятпăр. Кама хамăн асамлă туяпа лектеретĕп,çавна шăнтса лартатăп çак самантрах!

Е.п. : - Ачасем, эсир вара тимлĕ пулăр.

               Игра „ Мороз – Красный нос”

(Хĕл Мучи ачасенчен тепĕр енне кайса тăрать те калать:

               - Я – Мороз – Красный нос,

                 Кто из вас решится

                 В путь дороженьку пуститься?

Ачасем:  - Не боимся мы угроз

                   И не страшен нам мороз!

-  теççĕ те, ёлка тавра тараççĕ, Хĕл Мучи хăвалать, туйипе лектернĕ пек тăвать).

Х.М.: - Ой, эп пăчăхса кайрăм, ачасем, уçăлтарăр-ха, мана, вĕрĕр – ха ман çине.

Е.п.: - Эс Хĕл Мучи лар тенкел çине (ачасем вĕреççĕ Хĕл Мучине).

- Ачасем сана хитре сăвăсем каласа парасшăн, итле – ха вĕсене.

Ачасем сăвăсем калаççĕ.

Х.М.: - Чăнах та, ачасем, ăçта –ши пирĕн Юрпике, эсир курман – и ăна? Унăн сумкинче асамлă çутăсем пурччĕ. Куратăр – и пирĕн ёлка çинче темскер çитмеç?

Е.п.: - Хĕл Мучи, эпир Юрпикене курман, вăл пирĕн пата килмен, аха вĕт, ачасем?

Х.М.: - Ак тамаша?Ăçта çухалса кайрĕ – ши вара вăл?Тен ăна чĕнсе пăхмалла пирĕн? Юрпике, эс ăçта?(кăшкăрать). Ачасем, эсир те пулăшăр –ха мана (пĕрле чĕнеççĕ:Юрпике, эс ăçта?)    Кĕвĕпе Юрпике кĕрет:

Юрпике: - Илтетĕп, асатте, васкатăп сан пата.

Эпĕ юртан тунăскер,

Хăрамастăп сивĕрен,

Çавăнпа эп Юрпике

Сывă –и, ачасем?

Х.М.: - Мăнукăм, эс хăвăн асамлă çутăсене манса каймарăн –и илме? Ёлкăна çутатма вăхăт çитнĕ.

Юрп.: -Вĕсем акă, сумкăра.Ачасем, мана эсир те пулăшăр –ха каласа (пĕрле калаççĕ, çав вăхăтра залри çутăна сÿнтермелле):

Пĕрре, иккĕ, виççĕ – ёлка çутăл!(Юрпике ёлка çине йăлтăрккасем сапать, ёлка çутăлать).

Юрп.: - Ёлка  çутăлнă ятпа манăн  тусăмсем ,

Юр пĕрчисем  ташă  пуçлăр-ха  халех.

          Юр пĕрчисен  ташши.

Е.п.:- Хĕл  Мучи, ачасем  сан  çинчен  хитре  юрă  та  юрлама  вĕреннĕ, итлесе  пăх-ха  вĕсене.                 

   Юрă „ Дед Мороз”.

Х.М. – Тĕлĕнмелле хитре юрă! Анчах питĕ интереслĕ, мĕнле тухмалла-ха ман ку çаврака ăшĕнчен?

Е.п.: - А эпир сана кăлармастпăр, ачасем , хытă тытăр алсене, ан  ярăр.

             Вăйă „ Вот попался к нам в кружок”.

Ачасем:   - Вот попался к нам в кружок

                      Здесь  и  оставайся.

                      Не уйти тебе,  Мороз,

                      Как не вырывайся!

Х.М.: - Мĕнле кăлармастăр? А эп кунтан тухатăп  ( ачасем патне пĕр енне, тепĕр енне утать, ачасем кăлармаççĕ).

-Ну, апла пулсан кунтан сикетĕп  (сикнĕ пек тăвать), Мĕн япали ку?  - Апла пулсан упаленсе тухатăп (упаленет- пĕрех тухаймаç ).

- Мĕн тумалла –ши?(шутланă пек тăвать), Ну, апла пулсан  сирĕн çине халь пĕтĕм сивĕ сывлăшпа вĕретĕп  (хытă  вĕрет  -  ачасем тарса хăйсен вырăнне кайса лараççĕ).

Е.п.: - Маттур та   Хĕл Мучи, ачасемпе юрă та юрларăн , выляма та ĕлкĕртĕн.

Х.М. – Ачасем, эсир юмах итлеме юрататăр-и? Апла пулсан тимлĕ итлĕр , юмах каласа паратăп халь сире. Манăн пĕр паллакан  мулкач çури  пур, вăл яланах манпа пĕрле çÿрет.  (мишук ăшĕнчен кăларать).

- Эп асамçă, волшебник!

  Халь эпĕ ăна чĕртетĕп.

-Ну-ка, Юрпике , илсе  кил-ха  ман  асамлă  покрывалăна.

(ачасен умĕнче мулкач çурине покрывалăпа хуплать те ёлка тавра çаврăнать, асамлă сăмахсем каласа: Трах-тиби-дох –тиби-дах! (3хут),кайран  пысăк  мулкач  илсе  тухать).

Х.М.: - Акă вăл ,чĕрĕлчĕ те! Сывă- и , мулкач тус?

Мулкач: (пуçне уснă, кичеммĕн) –Сывах-ха   Хĕл  Мучи.

Х.М.: - Эс мулкач мĕншĕн  çавăн пек  тунсăхлă.Пирĕн кунта уяв, савăнмалла  паян.

Мулкач: - Ман савăнмалли  нимĕн  те çук.

Х.М.: - Каласа  пар –ха  пире, тен эпир  ачасемпе  пулăшатпăр  сана.

Мулкач: - Эп  хам  валли  йывăçран  пÿрт  туса  лартрăм, лайăхчĕ  мана  унта  пурăнма, анчах  усал тилĕ  килчĕ те  хăваласа  кăларса  ячĕ  мана  килтен. Халĕ  ман  ăçта  пурăнмалла?(макăрать).

Х.М.: - Ну вăл тилĕне, эпĕ  ăна  вĕрентетĕп! Тытам-ха  хамăн  алла.Пĕрре те  ан  кулян , мулкач  тус, хăваласа  кăларса  яратпăр  эпир  ачасемпе  тилĕне  сан  пÿртрен.

Мулкач: - Ой, хăратăп  эп  тилĕрен, усал  вăл  питĕ , çисе  яма  пултарать.

Юрпике: - Ан хăра, мулкач  тус, эп  пĕлетĕп  мĕн  тумаллине.Халех  вăл  тилĕне  вĕрентсе  илетпĕр. Пулăшаççĕ  пире  упа  çурисем. Мĕнле  мĕкĕрсе  яраççĕ, урисемпе  тапăртатаççĕ, тилĕ  хăраса  каять те  тухса  тарать  сан  пÿртрен. Упа  çурисем  тухăр-ха  кунта.

                           Упа  çурисен    ташши.

Тилĕ (чÿречерен  пăхса): - Мĕнле  сиксе  тухатăп , мĕнле  чупса  тухатăп  - çапла  пурне  те  çурса  тăкатăп!

Мулкач: - Никамран  та  хăрамаç  вăл усал  тилĕ.

Юрпике: - Хĕл  Мучи,  тен   хитре  ташă  ташласа  парсан  тилĕн  чунĕ  çемçелет.

                       Тилĕ  çурисен  ташши.

Тилĕ: - Мĕнле  сиксе  тухатăп , мĕнле  чупса  тухатăп , çапла  пурне  те  çурса  тăкатăп!

Мулкач: - Çук, мана  никам та  пулăшаймаç.

Юрпике: - Асатте,тилĕ  никамранта  хăрамаç , тен  эс  хăв

хăваласа пăхатăн  тилĕне  мулкач  пÿртĕнчен?

Х.М.: - Ачасем,  тен  эсир  пĕлетĕр, кама  чĕнмелле –ши  пирĕн, кам  пулăшма  пултарать –ши  пире?

Е.п.: - Ачасем, кам  пулăшать – ха  юмахра  мулкача?

Ачасем: - Автан!

Х.М.: - Апла  пулсан  автана  чĕнетпĕр (асамлă  патаккипе  шаккать):

-Автан  тус , автан  тус,

Киккирикку – хĕрлĕ  пуç.

Хăвăрт  кил-ха  эс  кунта

Пулăшмашкăн  мулкача!

(Кĕвĕпе  Автан кĕрет çавапа, ёлка  тавра  утса  çаврăнать).

Автан: - Ку-ка-ре-ку! Тилĕ  тус! Тух  хăвăртрах  мулкач  пÿртĕнчен. Мĕнле  çавапа  сулса  яратăп,  çаплах  пуçна  касса  пăрахатăп!

                  (тилĕ  чĕтресе  тухать).

Тилĕ: - Ой-ой-ой!Каçарăр  мана , тусăмсем, эпĕ  текех  усал  пулмастăп , чее  те  пулмастăп,текехрен  эп  лайăх  пулатăп.

Ачасемпе  туслă  пулатăп, санпа  та  мулкач  тус (мулкача  çурăмăнчен  ачашлать ).

Х.М.: - Каçаратпăр-и , ачасем, тилĕне?

Апла  пулсан  выляр-ха  вăйă  савăнса.

                              Вăйă  „  Снежки”.

Е.п.: -Ачасем, айтăр  Хĕл   Мучине  хитре  юрă  юрласа  паратпăр.

                              Юрă „ Хĕл  Мучи”.

Х.М.: - Эсир  мана  савăнтартăр, апла  пулсан  манăн  та сире  савăнтармалла.

Юрпике: - Хĕл  Мучи ,сан  ачасем  валли  парнесем  ăçта?

Х.М.: - Ой, ватăскер эпĕ, шăтăк пуç, мансах  кайрăм  ăçта  хунине.

Юрпике: - Аса ил –ха, аса ил хăвăртрах, ăçта  хунă  эс  парнесене?

Х.М.: - Ой – е  -ей! Угу – гу! Нимĕнле  те  аса  илейместĕп

(пуçне  хыçать). А-а-а, мана  асамлă  туя  пулăшать:

 -Абра-кадабра! Ахалай- махалай! (туйипе  шаккать).

Кĕвĕпе  мишук  чупса  кĕрет те  ёлка  тавра  çаврăнса  каялла  тухса  каять.

Х.М.: - Ой – ой – ой! Эс  мишукăм   ăçталла?

            Парнесем кирлĕ  мана!

            Тилĕ, мулкач,  Юрпике

            Пулăшăр –ха  халь  мана.

            Илсе  килĕр  мишука

            Халех  кунта  каялла.

(тилĕ, мулкач, Юрпике мишука  илсе  кĕреççĕ).

Х.М. – Тинех  лекрĕн  ман  алла, тек  тараймăн  эс  манран.

(мишукран  парнесем  кăларса  ачасене  валеçсе  парать).

 Автан: - Ку-ка-ре-ку! Çĕнĕ çулта  пурне  те  телей,  савăнăç  сунатăп!

Юрпике: - Асамлă  хĕл  уявĕ  ячĕпе  саламлатпăр  сире, ачасем!

Тилĕ: - Çирĕп  сывлăх  сунатăп  пурне  те!

Мулкач: - Пултăр  телей  иксĕлми!

Пурте: - Çĕнĕ  Çул  ячĕпе!

 


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

Сценарий Новогоднего утренника "Заюшкина избушка" (младшая группа) 2015г.

Сценарий Новогоднего утренника "Заюшкина избушка"...

Сценарий Новогоднего утренника " Заюшкина избушка" для детей средней группы

Инсценировка р. н. с. "Заюшкина избушка" приуроченная к празднованию Нового года...