Сценари. "Мăн кун". Авторĕ С. Г. Васильева.
методическая разработка (старшая группа) по теме

Васильева Светлана Германовна

5 - 6 çулти ачасемпе ирттермелли чăваш уявĕн  сценарийĕ. 

Тĕллев: ачасене чăвашсен авалхи уявĕпе, юмахĕпе, юррисемпе, ача-пăчасен вăййисемпе паллаштарасси. 

Скачать:

ВложениеРазмер
Файл man_kun_dokument_microsoft_office_word.docx26.6 КБ

Предварительный просмотр:

Мăн кун

С. Г. Васильева, 1 категориллĕ музыка ертÿçи, Сĕнтĕрвăрри районĕн «Светлячок» ача сачĕ

5 - 6 çулти ачасемпе ирттермелли чăваш уявĕн  сценарийĕ

Тĕллев: ачасене чăвашсен авалхи уявĕпе, юмахĕпе, юрри-вăййисемпе паллаштарасси,

Уяв юхăмĕ

Музыка залне чăваш тĕррипе илемлетнĕ. Варринче пĕчĕк пÿрт ларать. Пÿрт умĕнче сак. Сак çинче ĕлĕкхи чăваш тумĕ тăхăннă Карчăк ларать, аллинче туя пур.

Илемлĕ чăваш кĕвви янăраса каять (П. Шоркин хут купăспа каланине электронлă мелпе çырса илни е хут купăсçă выляса утни илтĕнет).

Зал варрине хĕр ачапа ар çын ача чупса кĕреççĕ.

1 ача: Кĕçех йăва çиетпĕр,

Ыран пăтă çиетпĕр,

Кĕçех сĕрен теетпĕр,

Ыран Мăн кун теетпĕр.        

2 ача: Мăн кун пăтти çиетпĕр,

Ыран яшка çиетпĕр.

Чир-чĕрсене татрăмăр,

Халĕ таса пурнатпăр.

Карчăк: Ачасем, тавах сире, эсир мана манманшăн! Килсех çÿрĕр. Ваттисене пулăшни – ырă ĕç туни пулать. Ваттисен йăлисене те ан манăр, асрах тытăр.

Ачасем залран тухса каяççĕ те каялла вăйă картинче юрласа кĕреççĕ:

Юрă «Хурăн çулçи»

Хурăн çулçи, хурăн çулçи,        «Çĕлен çулĕпе» утни.

Хурăн çулçи çурăлсан,

Килет вăрман, килет вăрман,

Килет вăрман илемĕ.

Хĕрсем вăййа, хĕрсем вăййа,                  Çаврашкара утни.

Хĕрсем вăййа тухсассăн,

Килет урам, килет урам,

Килет урам илемĕ.        

Хурăн çулçи, хурăн çулçи,                          Икĕ çаврашкара  утни.

Хурăн çулçи тăкăнсан,

Каять вăрман, каять вăрман,

Каять вăрман илемĕ.

Хĕрсем вăйран, хĕрсем вăйран,        Пĕр çаврашкара утни.

Хĕрсем вăйран кайсассăн,

Каять урам, каять урам,

Каять урам илемĕ.        

Карчăк: Ачасем, килĕр-ха кунтарах! Ларăр сак çине юмах итлеме. Эпĕ сире Мăн кун мĕнле пулса кайни çинчен каласа парасшăн. Тимлĕ итлесе ларăр.

Юмах «Мăн кун»

   Авалхи чăвашсен уявĕсен шутне Мăн кун та кĕрет. Ачасем, пĕлетĕр-и эсир, мĕншĕн

Мăн куна Аслă кун тенине? Итлесе ларăр, каласа паратăп сире!..

Пĕррехинче, кĕр кунĕсем иртсен, сивĕ хĕл çитнĕ. Усал Вупăр карчăкки хăйĕн тарçисене Хĕвеле сÿнтерме янă, тет. Лешсем вара Хĕвеле тапăнма пуçланă, тет! Ăна пĕлĕт çинчен туртса антарма шутланă. Хĕвел çав самантран пĕлĕт çине сайра хутра çеç улăхма пуçланă, тет.

   Чăваш паттăрĕсем çут Хвеле пулăшма шутланă. Пĕр çĕр пин яш пуçтарăнса хĕвел тухăçне çул тытнă. Çичĕ кун та çичĕ каç çак паттăрсем Вупăр карчăкăн тарçисемпе çапăçнă, тет. Юлашкинчен, çĕнтернĕ, тет, çавсене. Вупăр карчăкки çĕр шăтăкне тарса пытаннă, тет те, шуйттан патшалăхĕнче хÿтлĕх тупнă, тет. Çут Хĕвеле  чăваш паттăрĕсем тĕрланĕ сурпан çине хурса, чи çÿллĕ ту çине улăхса, пĕлĕт çине хунă, тет.

   Хĕвел вара питĕ хĕпĕртесе, татах та çутăрах ялкăшса , пурне те савăнтарса кашни кунах пĕлĕт çине тухма пуçланă, тет. Кăвак пĕлĕтре ылтăн Хĕвел кăлтăрмач пек куса çÿреме тытăннă, тет.

Вăт, ачасем, çут Хĕвеле ятарласа хисеплесе, авалхи чăвашсем Мăн куна уявлама пуçланă. Эпир те сирĕнпе паян çут Хĕвеле пуç таятпăр (ачасем Карчăкпа пĕрле хĕвеле пуç таяççĕ).

3 ача: Чĕвĕл чĕкеçсем, çепĕç шăпчăксем

Савăнса юрлаç янкăр ирхине.

Хастар каччăсен, çамрăк пикесен

Çурхи хĕвеле кĕтсе илмелле.  Ачасем, атьăр хире хирĕç алла аллăн тытăнса тăрар та, тепĕр вăййа выляр-и?

Юрă-вăйă «Çерем ватса вир акрăм»

Çерем ватса вир акрăм. *

Эпир ăна, эпир ăна таптатпăр.

Эсир мĕнпе таптатăр?

Кĕтÿ кĕртсе, кĕтÿ кĕртсе таптатпăр.

Эпир ăна тытатпăр.

Эсир мĕнпе, эсир мĕнпе тытатăр?

Чĕн йĕвенпе тытатпăр.

Эпир ăна, эпир ăна илетпĕр.

Эсир мĕнпе илетĕр?

Çĕр сумм парса, çĕр сум парса илетпĕр.

Пире çĕр сум кирлĕ мар.

Сире вара, сире вара кам кирлĕ?

Пире кирлĕ, хĕр кирлĕ.

Мĕнле ятлă, мĕнле ятлă хĕр кирлĕ?      (* Кашни йĕркене икĕ хут юрламалла.)

Хăш ача ячĕ тухнă, çав ача хирĕç тăракан ачасем патне хыттăн чупса кайса «карта»  витĕр тухнă. Тухайман пулсан, ăна хăйне тытса юлнă. Вăййа темиçе хут та вылянă.

Карчăк: Маттур, маттур, ачасем! Эпĕ те çамрăк чух вăййа тухаттăм, юрă-ташă пуçлаттăм. Халĕ ватăлтăм ĕнтĕ.

4 ача: Пирĕн урам варринче

Утмăл ача, çитмĕл хĕр.

Утмăлăш те япăх мар,

Çитмĕлĕш те чапсăр мар.

5 ача: Симĕс калча,

Симĕс укăлча.

Йыхăрать вăййа

Сарă хĕр ача.

6 ача: Мăн кун, Мăн кун терĕмĕр,

Мăн кун, Мăн кун терĕмĕр,

Мăн кун паян çитрĕ те.

Мăн кун пăтти çийĕпĕр,

Мăн кун вăййи выльăпăр!

Ачасем зал йĕри-тавра çаврăнса пÿрт умĕнчи сак çине пырса лараççĕ.

Карчăк: Ларăр, ларăр, хаклă ачасем! Хĕр ачасене маларах ирттерĕр, вара кăçал манăн та выльăх-чĕрлĕх карта туллии пулĕ. Пĕлетĕр-и, ачасем, эпир çамрăк чух «Çĕрĕлле» выляттăмăр. Кам та кам тимлĕ пулать, çĕрĕ камра пулнине тÿрех асăрхать.

Камăн аллинче çĕрĕ пулать, çав ача ташлама тухать. Анчах та вăл пĕччен ташламасть, пурне те пĕрле ташлама кăларать. Пурте такмакласа ташлаççĕ.

7 ача: Вылярăмăр, култăмăр,

Питĕ маттур пултăмăр.

Вăхăт кăнтăр еннелле,

Атте-анне килнелле.

8 ача: Сурăх-така мак(ă)рать пуль,

Кантăкранах пăхать пуль.

Кантăкранах пăхать пуль,

Хуçи килмест, теет пуль.

Ачасем Карчăка юмахшăн та, çĕнĕ вăйăшăн та тав сăмахĕсем калаççĕ. Унтан алла-аллăн тытăнса, карталанса юрлр-юрла урам тăрăх утса каяççĕ:

Юрă «Урам аякки»

Урам аякки к(ă)вак çеçке* те,

Тай(ă)ла, тай(ă)ла татар-и те,

Тай(ă)ла, тай(ă)ла татар-и.

Атьăр, хĕрсем, анаталла!* та,

Симĕс курăк таптаса та,

Симĕс курăк таптаса.

Яш каччăсем пăхса юлччăр!*

Карта çине тайăнса та,

Карта çине тайăнса.

Юрлăр, хĕрсем, юрлăр, хĕрсем те,

 Юрлăр, хĕрсем, юрлăр, хĕрсем!

Ак çакăнта юрланисем

Асăмра юлать, хĕрсем*.

Урам аякки к(ă)вак çеçке* те,

Тай(ă)ла, тай(ă)ла татар-и те,

Тай(ă)ла, тай(ă)ла татар-и.

Карчăк ачасем юрласа утнине пăхса юлать, тарăн шухăша каять. Унтан туйине тытса майĕпен тăрать те пÿртне кĕрсе каять.

Вĕçĕ.        


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

применение методики здоровья и болезни. авторы О.С. Васильева, и Ф.Р. Филатов

эта рисуночная методика, направленная на выявления у детей старшего дошкольного возраста степени сформированности представлений о здоровьи и болезни и характера их эмоционального отношения к проблемам...

Сценарий выпускного «Город детства» Авторы Малашковец В.Л., Проскурина Т.Н.

Сценарий выпускного  «Город  детства»     ВЕД1: День безоблачный, ясный и чистый,В зале много нарядных гостей!Наши детки так выросли быстро,Провожаем мы в школу детей!И о...

Сценарий развлечения " Конкурс чтецов". Автор- Старосельцева Эллина Валерьевна

Данный сценарий разработан специально для конкурса, который проводился  в рамках года литературы....

Литературные произведения по реализации программы «Узоры чувашской Земли" -автор Л. Г. Васильева

Литературные произведенияпо реализации программы«Узоры чувашской Земли" -автор Л. Г. Васильева...

Танец «Часики» на музыку Георгия Васильева из мультсериала «Фиксики». Автор танца - Павлова С.Н.

Автор танца - Павлова Светлана Николаевна , республика Мордовия, город Рузаевка, МБДОУ "Детский сад" № 15.Танец предназначен для старшей  и подготовительной групп детского сада....