Вайара
материал (старшая группа)

дети любят чувашские народные песни и игры

Скачать:

ВложениеРазмер
Файл petrova_g.v.docx767.01 КБ
Файл petrova_g.v.docx767.01 КБ

Предварительный просмотр:

Чăваш Республикин Йĕпреç районĕнчи «Пучинкери «Колосок» ача сачĕ»   шкул çулне çитмен ачасен муниципаллă бюджет вĕрентÿ учрежденийĕ

«Вăйăра»

Уяв сценарийĕ  

(вăтам ушкăн) 

C:\Users\Lenovo\Desktop\P1050826.JPG

                                                   Ĕçе пурнăçлаканĕ:  Петрова Г.В.

                                                                                   воспитатель

Пучинке ялĕ   2018ç.

Уяв тытăмĕ. Тĕллевĕсем: 

Ачасен чăвашлăх туйăмне аталантарасси, тăван халăха юратма вĕрентесси.

 Чăваш халăхĕн йăли-йĕркине тытса пырасси, илемлĕхе курма,  туйма вĕрентесси. Чăваш чĕлхин илемлĕ пуплевĕпе, чăваш юрри-ташшипе килентересси

  Ачасем хушшинчи туслăха çирĕплетесси. Ачасене фольклорпа çыхăннă вăйăсене хутшăнма хавхалантарасси.

Умĕнхи  ĕç. Ачасемпе чăваш юрри- сăввисем,ташăсем вĕренесси, чăваш халăх вăййисене вылясси.

 Кирлĕ  хатĕрсем: чǎваш тумě,компьютер, плакат- цитатǎсем,чăваш тĕрриллĕ пĕчĕк тутăрсем, чăваш тумĕ тăхăнтартнă пуканесем.

Уяв мелӗсемпе меслечӗсем: воспитатель сӑмахӗ, ачасен илемлӗ вулавӗ, уйрӑмшарӑн сӑвӑсем вулани,юрӑ юрлани,ташӑ ташлани, ыйтусем ҫине хуравлани.

Усӑ курнӑ литература:

  • Ачасене шкулччен вӗрентмелли тӗслӗх программа. Пуплеве аталантарасси. Илемлӗ литературӑпа паллаштарасси. Вырӑс (тӑван мар) чӗлхине вӗрентесси/Т.В. Артемьева, С.Г. Михайлова, Н.В. Иванова.- Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2015- 95с.
  • Ача –пӑча сасси. Чӑваш ача-пӑча юррисем/М.Г.Кондратьев, С.Г.Лаврентьева.- Шупашкар – 2002.-99 с.
  • Чӑваш ача сачӗсенче вӑтам ушкӑнри ачасене илемлӗ литературӑпа паллаштарасси/ Т.В. Артемьева, С.Г.Михайлова – Шупашкар : Чӑваш кӗнеке издательстви, 2016-143 с.
  • Ҫӑлкуҫ: хрестоматия- Шупашкар: Чӑваш Республикин вӗренӳ институчӗ, 2006-228 с.
  • Ача –пӑча вӑййисем/ Г.И. Воронцов.-Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательств, 1992-128 с.
  • Ача - пӑча вӑййисем: вӗренӳ кӗнеки/З.Н.Портнова. –Шупашкар,2016 -100с.

Уяв эпиграфĕ:

Тăван халăхна
Ĕмĕрне те ан ман:
Aсра та, ăшра та
Вăл пултăр ялан.
А. Канаш

Зала чăваш  тумĕ тăхăннă вăтам ушкăна çÿрекен ачасем «Çеçенхирти, ай шур хурăн»  юрăпа юрласа кĕреççĕ.1-2 ҫаврӑмпа пӗр-пӗрин хыҫҫӑн утаççĕ; 3- пысăк çаврака тӑваççĕ; 4-икĕ çаврака тăваççĕ; 5- çурма çавракана тăраççĕ.

«Улми лайăх-и, çеçки лайăх-и» юрă юрлаççĕ.

Улми лайăх-и, çеçки лайăх-и

Улми лайăх-и, çеçки лайăх-и

Пирĕншĕн пулсан  çеçки лайăх

Улми тата лайăхрах.

Тулли лайăх-и, ырашĕ лайăх-и

Тулли лайăх-и, ырашĕ лайăх-и

Пирĕншĕн пулсан  ырашĕ лайăх

Тулли тата лайăхрах.

Ташши лайăх-и , юрри лайăх-и

Ташши лайăх-и , юрри лайăх-и

Пирĕншĕн пулсан  юрри лайăх

Ташши тата лайăхрах

«Тух-ха Ванюк пирĕн умма» юрă юрлаççĕ.(Ачасем юрланă вăхăтра пĕр арçын ача ташлама тухать, хĕрачана чĕнсе кăларса пĕрле ташлаççĕ, çаврăнса илеççĕ.)

Тух-ха Ванюк пирĕн умма,

Эсĕ ташша пит ăста.

Тух-ха Ванюк пирĕн умма,

Эсĕ ташша пит ăста.

Кăвва, кăвва, кăвва, кăвва,

Кăвва, кăвва, тут ,тут!

Ташласа пар савăнтар,

Эпир алă çупăпăр.

Ташласа пар савăнтар,

Эпир алă çупăпăр.

Кăвва, кăвва, кăвва, кăвва,

Кăвва, кăвва, тут ,тут!

Ĕнтĕ Ванюк хыççăн эпир

Пурте ташша ярăпăр.

Ĕнтĕ Ванюк хыççăн эпир

Пурте ташша ярăпăр.

Кăвва, кăвва, кăвва, кăвва,

Кăвва, кăвва, тут ,тут!

1-мĕш ача: Ачасем,  айтăр вăйă вылятпăр!

Пурте: Выляс, выляс!

2- мĕш ача: Мĕнле вылятпăр?

Пурте: «Кăшманла!»

Кăш,кăш, кăшман кашлать

Кăш, кăш, кăшман кашлать.

Ир те пулать, каç та пулать

Пире çаплах шăвармаççĕ!

(Пĕр ача шăварса çÿрет)

Кăш,кăш, кăшман кашлать

Кăш, кăш, кăшман кашлать.

Ир те пулать, каç та пулать

Пире çаплах çумламаççĕ!

(Пĕр ача çумласа çÿрет)

Кăш,кăш, кăшман кашлать

Кăш, кăш, кăшман кашлать

Çу та иртет, кĕр те иртет

Пире çаплах кăлармаççĕ!

Кăшман кăларакан ача: Ăçта-ха чи пĕчĕкки?  Чи пĕчĕккине кăларас малтан.(Аллинчен туртса кăларать)

Пĕчĕкки: Эп чи пĕчĕкки-и ?Эп чи вăйли!

Кăшман кăларакан ача: Ах, ывăнтăм кăшман кăларса!

Вĕрентекен: Ывăнтăр пулсан ларăр-ха, тупмалли юмахсем парам.

-Ани шурă, вăрлăхĕ хура.

Ачасем: Кĕнеке вăл: хут шурă тĕслĕ, саспаллисем –хура.

-Ирхине- тăватă уран, кăнтăрла -икĕ уран, каçхине- виçĕ уран.

Ачасем:  Çын вăл: пĕчĕк чух ача упаленет тăватă уран, ÿссен икĕ урапа утать,

ватăлсан- алла туя тытать.

-Тепĕр тупмалли парам-ха. Йĕкĕт,Мĕкĕт,Чĕпĕт пасара кайнă.Йĕкĕтпе Мĕкĕт çухалса юлнă. Киле кам таврăннă?

Ачасем:Чĕпĕт!

-Хăвăр каларăр чĕпĕт, тесе. (Ачасене чĕпĕтсе тухать)

3- мĕш ача: Ачасем, айтăр  урăх  вăйă вылятпăр!

Пурте: Мĕнле вылятпăр?

4- мĕш ача: «Кĕперле!»

Пурте: Выляс, выляс!

Раманпа Илюш: эпир хапха пулатпăр!(Ытти ачасем çавракара утаççĕ,юрлаççĕ)

Сарă, сарă сараппан,

Сараппанна сарса хур.

Сарă, сарă сараппан,

Сараппанна сарса хур.

Парсам мана япала!

-Илюш,  акă сана тухъя, хĕрача пул!

-Раман, акă сана тутăр, эсĕ те хĕрача пул!

-Илюш, акă сана пиççиххи!

Раман: Ак çак  япала хуçине мĕн тутаратпăр?

Илюш: Юрă юрлаттаратпăр!

Настя: Лида, пулăш мана!

Лида: Хаваспах  пулăшатăп!

Юрă «Юратать мана анне»  (Хĕрачасем чăваш тумĕ тăхăнтартнă пуканесемпе юрлаççĕ)

Юратать мана анне,

Илсе пачĕ пукане.

Вăл илемлĕ чи хитри ,

Хĕпĕртерĕм çав тери.

Куçĕсем ун кăн-кăвак,

Пĕвĕ-сийĕ те яштак.

Мĕнле ят парас ăна

Кăмăлларăм Вальăна.

А-А-А, А-А-А!

Раман:  Ак çак  япала хуçине мĕн тутаратпăр?

Илюш: Сăвă калаттаратпăр! Шӳтлӗ сӑвӑ калаттаратпӑр!

Женя сăвă калать.  

Качака. (Н.Карай)

Кинемей пӗр ирхине

Ятлаҫать качакипе

Туйипе юна-юна:

- Купӑста пуҫӗсене

Ан тив терӗм вӗт сана!

Леш:

- Мана,- тет, - пӗрмаях

Ан вӑрҫ-ха эс, асанне.

Тутине пӗлме анчах

Ҫыртса пӑхрӑм пӗр пуҫне.

Раман:  Ак çак  япала хуçине мĕн тутаратпăр?

Илюш : Ташă ташлаттаратпăр!

Хĕрачасем: Айтăр пурте пĕрле ташлатпăр!

Хĕрачасем чăваш тĕрриллĕ пĕчĕк сăмса тутрисемпе ташă ташлаççĕ.

Илюш: Çитĕ выляса, киле кайма вăхăт çитрĕ!

Пурте: Каяс, каяс!

Алла-аллăн тытăнса «Çеçенхирти, ай, шур хурăн»  юрăпа тухса каяççĕ.

Ҫеҫенхирти, ай,  шур хурӑн (2 хут)

Эй-йӳ, шур хурӑн (2 хут)

Ҫулҫи ешерсе, ай, ҫитсессӗн (2 хут)

Эй-йӳ, ҫитсессӗн (2 хут)

Килет хирӗн, ай, илемӗ, (2 хут)

Эй-йӳ,  илемӗ, ( 2хут)

Эпир вӑййа, ай, тухсассӑн (2 хут)

Эй-йӳ, тухсассӑн, (2 хут)

Савӑк юрӑ шӑранать те, (2 хут)

Эй-йӳ, шӑранать.

C:\Users\Lenovo\Desktop\P1050825.JPG

C:\Users\Lenovo\Desktop\P1050828.JPG