сценарий "Толерантность"
план-конспект занятия

иванова валентина васильевна

СЦЕНАРИЙ НА ЧУВАШСКОМ ЯЗЫКЕ ,ПОСВЯЩЕННЫЙ ДНЮ ТОЛЕРАНТНОСТИ

Скачать:

ВложениеРазмер
Файл stsenariy_tolerantnost.docx31.6 КБ

Предварительный просмотр:

Канаш хулин 11-мĕш ача сачĕ

«Ырǎ, чǎтǎмлǎ пулсассǎн,

тĕнче те пулĕ çутǎрах»

6-7 çулхи ачасем валли хатĕрленĕ уяв сценарийĕ

(толерантность кунне халалласа)

                                                      Сценарин авторĕ:

Иванова Валентина Васильевна

2019ç.

           Тĕллевĕ:

 ачасене «ырǎ», «усал», «чǎтǎмлǎх» ǎнлавсемпе паллаштарасси; пурнǎçра ырǎ кирлине, усал кирлĕ маррине ĕнентересси.

           Задачǎсем:

ачасене нравственность пуянлǎхĕсене хисеплеме вĕрентесси;

пĕр-пĕриншĕн çунма, çынсен кǎмǎл-шухǎшне лайǎхрах ǎнланма пулǎшасси.

Хатĕрленни:

«Ырǎ ят» сценка хатĕрлесси;

«Тилĕ тус» юрра вĕренесси.

Кирлĕ хатĕрсем:

В. Сухомлинскийĕн сǎн ÿкерчĕкĕ;

И. Я. Яковлевǎн сǎн ÿкерчĕкĕ;

альбом листисемпе сǎрǎсем;

лǎпкǎ кĕвĕ;

мучи костюмĕ;

 тилĕ костюмĕсем;

кĕреçе;

тĕмĕ;

йǎвача.

Уява ирттермелли йĕрке

Воспитатель. Ачасем, паян эпир ырǎпа усал çинчен калаçǎпǎр. Ырǎ çынна ыр ятпа асǎнаççĕ, усал çынна – усалпа, теççĕ ваттисем. Халĕ эпĕ сире пĕр калавпа паллаштарǎп.

Тип  çеçен хирте – çǎл. Çǎл çывǎхĕнче – пÿрт. Унта аслашшĕпе  мǎнукĕ пурǎнаççĕ. Çǎл патĕнче вĕрен çыхнǎ витре. Иртен-çÿренсем чарǎнса тǎрса çǎлран шыв ĕçеççĕ, асаттене тав тǎваççĕ. Пĕррехинче ялан пурана сĕртĕнсе çинçелнĕ вĕрен татǎлса кайнǎ, витре вара тарǎн çǎла ÿкнĕ. Асаттен урǎх витре пулман. Текех вĕсем нимĕнле савǎтпа та шыв ǎсса илме пултарайман. Пĕр кун шыв ĕçмеççĕ аслашшĕпе мǎнукĕ, иккĕмĕш кун… Чǎтма çук шыв ĕçмесĕр. Виççĕмĕш кун ирпе ирех пĕр çул çÿрен килсе тухрĕ. Асатте унǎн улǎм айĕнче витре пуррине асǎрхарĕ. Çул çÿрен малтан çǎл çине пǎхса илчĕ, унтан – аслашшĕпе мǎнукĕ çине, вара лашине çавǎрчĕ те малалла уттарчĕ.

- Мĕнле çын пулчĕ ку? – ыйтрĕ мǎнукĕ аслашшĕнчен.

- Ку çынах мар, - хуравларĕ аслашшĕ.

Кǎнтǎрла  тĕлне  асаттен çурчĕ умĕнче тепĕр çул çÿрен чарǎнчĕ. Вǎл урапа çинчен витре илчĕ, ǎна вĕренпе çыхса шыв ǎсса кǎларчĕ, аслашшĕпе мǎнукне ĕçтерчĕ, унтан витрине хǎйǎрпа тасатрĕ те ǎна хǎйпе илсе кайрĕ.

 - Мĕнле çын пулчĕ ку? – ыйтрĕ мǎнукĕ аслашшĕнчен.

- Ку та  çынах мар, - хуравларĕ аслашшĕ.

Ыйтусем.

  1. Иртен-çÿренсене асатте мĕнле кǎмǎлпа шыв ĕçтерет?
  2. Асаттепе мǎнукĕн мĕнле инкек сиксе тухать?
  3. Çул çÿрекенсем вĕсене пулǎшаççĕ-и? Эсир вĕсем çинчен мĕн калама пултаратǎр?
  4. Сирĕн шутпа çак калав мĕнле вĕçленĕ-ши?

Воспитатель.  Халĕ калава малалла итлĕпĕр. Каç енне асатте çурчĕ умĕнче виççĕмĕш çул çÿрен чарǎнчĕ. Вǎл урапа çинчен витре илчĕ, ǎна вĕренпе çыхса шыв ǎсса кǎларчĕ. Ĕçсе тǎрансан малалла кайрĕ. Витрине кунтах хǎварчĕ.

- Мĕнле çын пулчĕ ку? – ыйтрĕ мǎнукĕ аслашшĕнчен.

- Сǎпайлǎ çын пулчĕ ку. Ыттисене пулǎшма хатĕр çын, - хуравларĕ аслашшĕ.

Воспитатель.  Ачасем, çак калава мĕнле ят пама пулать-ши? (Ачасен хуравĕсем.) Ку калава паллǎ вĕрентекен Василий Сухомлинский çырнǎ. (Сǎн ÿкерчĕкне кǎтартни.) Вǎл «Сǎпайлǎ çын» ятлǎ.

Воспитатель. Халĕ «Ырǎ ят» сценка пǎхма сĕнетĕп.

(Палюк йывǎç çине хǎйĕн ятне касса тǎрать. Мучи килсе тǎрать.)

Мучи. Эх-хĕм, эх-хĕм. Палюк, мĕн тǎватǎн-çак эсĕ?

Палюк. Муççи мучи, пĕлетĕн-и? Эпĕ йывǎç çинче «Палюк – лайǎх ача» тесе çыратǎп.

Мучи. Мĕн тǎватǎн унпа?

Палюк. Хам çинчен ырǎ ят юлтǎр тетĕп. Вара пурте эпĕ пуррине пĕлĕç, тата ятǎм та нумайлǎха юлĕ.

Мучи. Ав мĕнле шухǎш тытнǎ эсĕ, ачам, тĕллевÿ аван-ха, анчах ĕçне вырǎнпа тумастǎн, атя пĕрле, хам пулǎшам сана ырǎ ят илме.

(Мучи Палюка кĕреçе тыттарать. Хǎй пĕчĕк хурǎн йǎтать.)

Мучи. Çак хурǎна çырма хĕррине лартǎпǎр та, вǎл аякран-аякран курǎнса ларĕ. Эсĕ ǎна тимлĕ пǎхма тǎрǎш: кашни кун шǎвар, выльǎх-чĕрлĕхрен сыхла.

(Палюк шǎтǎк чаврĕ, хурǎн лартрĕ.)

Мучи. Тата темиçе çултан эс лартнǎ хурǎн саралса ешерĕ. Ян çыннисем вара пурте ку Палюк хурǎнĕ тейĕç. Çынсем хушшинче санǎн ырǎ яту çÿрĕ.

Ыйтусем.

1. Палюк ырǎ ят илес тесе мĕн тума шутлать?

2. Муççи мучи Палюка мĕнле майпа пулǎшать?

Воспитатель. Апла пулсан, кашни çыннǎн ырǎ пулма тǎрǎшмалла. Ачасем, эсир ырǎ тенине мĕнле ǎнланатǎр? (Ачасен хуравĕсем.)

Ырǎ – лайǎххи, илĕртÿлли, килĕшÿлли, усǎлли, кǎмǎлли.

Ырǎ çын – ǎшǎ кǎмǎллǎ, ǎнланакан, хĕрхенекен, йǎваш характерлǎ.

Воспитатель.  Усал тенине мĕнле ǎнланатǎр? (Ачасен хуравĕсем.)

Усал – начарри, сиенли, инкек, кǎмǎлсǎрлǎх, çилĕ, кÿренÿ.

Усал çын – ырǎ сунман, кама та пулин курайман, пĕр-пĕринпе хирĕçсе пурǎнакан.

Воспитатель.  Халĕ вǎйǎ выльǎпǎр. (Тĕллевĕ: ачасене çыннǎн ырǎ мар енĕсем çине тимлĕх уйǎрмалла маррине вĕрентесси.)

Ачасем карталанса тǎраççĕ, алран алла тытǎнаççĕ. Лǎпкǎ кĕвĕ янǎрать. Пĕр ача çаврака варрине тǎрать. Ачасем черетпе унǎн ырǎ енĕсене калаççĕ.

Воспитатель.  И. Я. Яковлев (Сǎн ÿкерчĕкне кǎтартни) чǎваш ачисемшĕн нумай ырǎ ĕç тунǎ: чǎваш ачисем валли шкулсем уçнǎ, чǎваш алфавитне йĕркеленĕ, пĕрремĕш чǎваш букварьне пичетлесе кǎларнǎ, калавсем çырнǎ.  «Ÿкĕт» калавра вǎл ачасене ырǎ çын пулма хистет. (Хǎш-пĕр йĕркесене вуласа пани.)

Ватǎ  çынсене, хǎвǎнтан аслисене хисепле, тантǎшусем умĕнче пуçна ан каçǎрт, хǎвǎнтан кĕçĕннисене пурне те кǎмǎл ту.

Сана усал тума çуратман, ырǎ тума çуратнǎ.

Усал ĕç тума мар, усал сǎмах та ан кала.

Ваттисем калаçнǎ чух вĕсен сǎмахне ан пÿл, пĕр чĕнмесĕр итлесе тǎр.

Çук çынсене мĕн вай çитнĕ таран пулǎш.

Воспитатель. Ÿнерçĕ пулнǎ пулсан ырǎпа усала мĕнпе танлаштарса ÿкернĕ пулǎттǎр? (Ачасен хуравĕсем.)

Хĕвел ырра, хура пĕлĕт усала пĕлтерĕ. (Ачасем ÿкерчĕк туни, выставка йĕркелени.)

Воспитатель. Воспитатель санǎн аннÿпе е аçупа калаçса тǎрать. Санǎн воспитателе мĕн те пулин каламалла. Эсĕ мĕн тунǎ пулǎттǎн? (Ачасен хуравĕсем.)

Воспитатель.  Воспитатель ачаны ыйту панǎ. Ача тĕрĕс хурав парайман. Эсĕ мĕн тунǎ пулǎттǎн? (Ачасен хуравĕсем.)

Воспитатель.  Тÿсĕмлĕх вǎл – çынпа çемçе кǎмǎллǎ пулни, килĕшме пĕлни, ǎна ǎнланни, хисеплени. Пирĕн пурин те тÿсĕмлĕрех пулма тǎрǎшмалла.

Воспитатель. Халĕ пурте «Тилĕ тус» (Сǎвви В. Давыдов-Анатрин, кĕвви Ф. Лукинǎн) юрра юрлǎпǎр, пĕрле выльǎпǎр.

(Ачасем карталанса тǎраççĕ. Тилĕ костюмĕ тǎханнǎ ача тухать.)

Ачасем. Тиллит-тиллит тилĕ тус,

Ăçта каян, тилĕ тус?

Тилĕ. Васкап эпĕ ялалла,

Манǎн чĕпсем тытмалла.

Ачасем.  Ах, пĕлмен-çке халиччен

Эсĕ усал иккене.

Кайса калǎп сан çинчен

Хамǎр касри вĕшлене.

Воспитатель. Тилĕ тус, эс яла ан кай, чĕпсене ан тыт. Пирĕн ачасем çав тери юрǎ кǎмǎллǎ. Вĕсем сана йǎвачапа ханалĕç.

Тилĕ. Эпĕ çав тери йǎва çиме юрататǎп. Тавтапуç. Эпĕ те малашне сирĕн пек ырǎ пулма тǎрǎшǎп. (Ачасем пурте пĕрле йǎвачапа сǎйланаççĕ.)