Аслă ушкăнти ачасемпе вăй-хал тěлěшěнчен аталанмалли сценари конспекчě «Асамлӑ Чечек»
методическая разработка (старшая группа)
Ěç тӗллевӗ: вӑйӑ стретчингӗн технологийӗ урлӑ чӑваш чӗлхине вӗренесси
Задачӑсем:
-тӗрӗс вылямалли стретчинг техникине йӗркелесси;
-ҫӗнӗ сӑмахсемпе паллаштарасси: вãрман; малтан вӗреннӗ сӑмахсене ҫирӗплетесси: кашкãр, тилӗ, лепӗш,упӑтӗ;
- юмахсене тимлě итлеме, вěсен сыпăкěсене выляса кăтартма хăнăхтарасси;
-эперлӗх тата туслăх пахалăхӗсене ӱстересси;
-ачасен ӱт-пӱ аталанăвӗн интересне хăнăхтарусем урлă вăйлатса пырасси;
-ачасен кăмăл-туйăм аванлăхне ӱстерсе пыма условисем йӗркелесси;
-пӗтӗм кӗлетке сыпписене, мышцисене ҫирĕплетни;
-сулăну тата сывлăш туйăмне аталантарасси;
– чӑваш чӗлхине вӑйӑ стретчингӗн мелӗсемпе кӑсӑклантарма, ҫут ҫанталӑка сума суса воспитани пама вӗрентесси.
Сывлӑха упракан технологисем: вӑйӑ стретчингӗ, сывлав гимнастики, корригировка тӑвакан гимнастика, релаксаци.
Умӗнхи ӗҫ: вӑйӑсен (правилисен)иеркин(терес паханса тума вӗрентесси, чӑваш пуплевӗн элеменчӗсене ачасен кулленхи пурнӑҫне кӗртесси.
Уйрăм ачапа ӗҫлесси: «Кушак», «Чечек» хусканусене тӗрӗс тума хăнăхтарни.
Ěҫ йӗрки:
1 пай:
Ачасем зала кĕреҫҫĕ.
Воспитатель: Сывă-и, ачасем?
Ачасем: Сывах!
Воспитатель: Ачасем, тупмалли юмахӑн тупсӑмне тупӑр-ха, тархасшӑн
Ҫулла тумланать, хӗлле ҫаралса юлать.
Ачасем: Ку — вӑрман.
Воспитатель: Тӗрӗс, вӑрман. Ачасем, пиртен инҫех мар асамлӑ вӑрман ӳсет, унта калаҫакан-юрлакан тискер кайӑксем пурӑнаҫҫӗ. Тата вӑрманта юмахри уҫланкӑ пур, унта ӗмӗтсене пурнӑҫлакан Асамлӑ Чечек ӳсет. Паян вӗсемпе тӗл пулас килет-и?
Ачасем: Тӗл пулас килет.
Воспитатель: Уҫӑлма лайӑх кӑмӑла пӗрле илсе кайма сӗнетӗп.Эсир хатӗр-и?
Ачасем: Хатӗр!
Воспитатель: Эппин ҫула тухатпӑр, асамлӑ вӑрмана ҫул тытатпӑр.
Ачасем вӑрмана ҫул тытаҫҫӗ
Воспитатель: Пӗрре, иккӗ, ан ӳркен, колоннӑна тӑр!
Ачасем колоннӑна пӗрерӗн тӑраҫҫӗ, зал тӑрӑх, юрӑпа утаҫҫӗ, чупаҫҫӗ; чӗрне вӗҫҫӗн, алӑсем пуҫ хыҫӗнче; ура тупанӗ ҫинче, аллисем ҫурӑм хыҫӗнче; ура тупанӗнчен пуҫласа ура пуҫне ҫити, аллисем пилек ҫинче, чĕркуҫҫисене ҫӳллĕ ҫĕклесе, ура тулаш енĕпе утни.
Ачасем 3 колоннӑна тӑраҫҫӗ.
Воспитатель: Ачасем, акӑ эпир асамлӑ вӑрмана ҫитрӗмӗр. Атьӑр-ха, вӑрман сывлӑшӗпе сывлар! (Сывлӑш хӑнӑхтарӑвӗ)
Воспитатель: Вӑрманта лайӑх! Халӗ вара эпӗ сире вӑрманти уҫланкӑна асамлӑ чечек патне хӑнана чӗнетӗп.
(Зал варринче «Асамлӑ Чечек» ларать, ачасем ҫаврашка туса лараҫҫӗ)
2 пай
Воспитатель: Сире «Асамлӑ чечек» юмаха итлеме сӗнетӗп. Эпӗ каласа парӑп, эсир вара мана пулӑшма ыйтатӑп (юмах каланӑ май ачасем вӑйӑ стретчингӗн хӑнӑхтарӑвӗсене пурнӑҫлаҫҫӗ).
Воспитатель: Пӗррехинче вӑрманта уҫланкӑра халиччен пулман Чечек ларнӑ. Вӑл асамлӑ Чечек пулнӑ, питӗ хитре, чи кирли – ырӑ пулнӑ. Вӑрманта пурӑнакансене инкекре пулӑшнӑ вӑл, вӗсене сипленӗ, ӗмӗчӗсене пурнӑҫланӑ.
Воспитатель: Атьӑр-ха, ачасем, '' Чечеклен '' хӑнӑхтарӑва пурнӑҫлар.
Ачасем «Чечек» ятлӑ хǎнǎхтарǎвĕ тӑваççӗ. (3 хут)
Тĕллев: ачасен хǎйсен кĕлетке ҫурǎма хатĕрлесси.
Хǎнǎхтару пуҫламǎшĕ: чĕркуҫҫи ҫине лармалла, алǎ пӳрнисене ҫǎра туса хумалла, пуҫне антармалла.
1. Пĕчěккĕн хǎпарса, урисене тӳрлетмелле, хыҫҫǎн ҫӳллеле туртǎнмалла, ал тупанĕсене уҫмалла.
2. Аллисене сылтǎм енчен, сулахай енчен аялла антармалла.

Воспитатель: Акӑ, Чечек патне лапчӑннӑ ҫунатлӑ лӗпӗш вӗҫсе килчӗ. Чечек лӗпӗш ӗмӗтне пурнӑҫларӗ, ҫунаттисене ҫӗнӗ пек туса пачӗ.
Ачасем «Лĕпĕш» хǎнǎхтарǎвĕ (4 хут) тӑваççӗ
Тĕллев: пилĕке, пӗҫӗ мышцисене ҫирĕплетни.
Кавир ҫине тӳррĕн лармалла, урисене чĕркуҫҫи патĕнчен хуҫлатмалла, уйǎрмалла ура лапписене пĕрлештермелле.
1. Аллисемпе ура лапписене тытмалла, ҫурǎмне тӳрĕ тытмалла.
2. Ура лапписене пĕрлештеретпĕр, чĕркуҫҫисене саратпǎр, пĕр вǎхǎт тытса тǎратпǎр. Чĕркуҫҫисене ҫĕклетпĕр.

Воспитатель: Пӗррехинче, Тилӗн хӳри сусӑранна. Вӑл та Чечек патне килнӗ, пулӑшма ыйтнӑ. Чечекĕ ӑна пулӑшнӑ. Ачасем, «Тилӗ» хӑнӑхтарӑва пурнӑҫлатпӑр.
Ачасем «Тилӗ» хǎнǎхтарǎвĕ (4 хут) тӑваççӗ……
Тĕллев: кĕлеткен айӑк пĕрчин мышцисене ҫирĕплетни.
Ура тупанӗ ҫинче ларса, аллисене ҫурӑм хыҫӗнче пĕрлештермелле, кавир ҫине сулахай (сылтӑм) айккине лармалла, ҫӳлелле кармашмалла.

Воспитатель: Тискер кайӑксенчен кашкӑр та асамлӑ чечек ҫинчен илтнӗ, ӑна хӑйӗн урине сыватмашкӑн ыйтма чупса пынӑ. Чечек унӑн ӗмӗтне пурнӑҫланӑ, урине сыватнӑ.
Воспитатель: Халӗ, ачасем, «Кашкӑр» хӑнӑхтарӑва пурнӑҫлатпӑр.
Ачасем «Кашкӑр» хǎнǎхтарǎвĕ (4 хут) тӑваççӗ
Тĕллев: ҫурӑм мышцисене ҫирĕплетни. Кавир ҫине тӳррĕн лармалла, сулахай (сылтӑм) урине чĕркуҫҫи патĕнчен хуҫлатмалла, аллисене ҫĕклĕсе малалла тайӑлатпӑр, ҫамкана чĕркуҫҫи патне хĕстĕретпĕр.

Воспитатель: Ачасем, Чечек патне Ҫӗлен шуса килнӗ, ара, ун пуҫӗ ыратнӑ, Чечек ӑна та пулӑшнă.
Ачасем «Ҫĕлен» хǎнǎхтарǎвĕ тӑваççӗ (5 хут)
Тĕллев: ҫурăм мышцисене тата хырăм пресс хăватне тӗреклетесси. Хырǎм ҫине выртмалла, урисене пĕрлештермелле, аллисене малта кǎкǎр умĕнче тытса тытǎнса тǎмалла, урисене пӗрлештермелле.
1. Пĕчкĕн аллисем ҫине тǎмалла, кайран пуҫне ҫĕклемелле, хыҫҫǎн-кǎкǎрне. Авǎнмалла, пуҫне пĕчкĕн хыҫалалла каҫǎртмалла.
2.Каялла вырнаҫса выртмалла.

Воспитатель: Пӗррехинче аякран кимӗ ишсе килнӗ. Кимӗ Упӑтене илсе килнӗ. Вӑл питӗ шавлӑ, итлемен чӗрчун пулнӑ. Атьӑр-ха, «Упӑте» х ӑнӑхтарӑва пурнӑҫлатпӑр.
Ачасем «Упӑте» хǎнǎхтарǎвĕ тӑваççӗ (5 хут)
Тĕллев: ура, алǎ, ҫурăм мышцисене ҫирĕплетни.
Тӳрӗ кӗтес позине лармалла. 1 – пӗр урине пысӑк пӳрнерен тытса ҫӳлелле ҫӗклемелле, ури тӳрӗ, 5 сек. тытса тӑмалла, кайран – тепӗр урипе. Унтан икӗ урине те пӗр харӑс (5 хут) ҫӗклемелле.
Воспитатель: Паллах ӗнтӗ, Упӑте асамлӑ Чечек ҫинчен нимӗн те пӗлмен, ӑнсӑртран ун ҫине пуснӑ, Чечек хуҫӑлӑнӑ… Вӑрман чӗрчунсем кӑмӑлсӑрланнӑ, Чечеке мӗнле пулӑшасси ҫинчен шутлама тытӑннӑ. Вӗсем пурте пӗрле Чечек ӗлӗкхи пекех сывӑ та илемлӗ пултӑр тесе ӗмӗтленнӗ. Вара, чӗрчунсем пулӑшнипе (…….)Чечек хӑйӗн ҫулҫисемпе ҫеҫкисене тӳрлетсе сывалнӑ.
Ачасем «Чечек» ятлӑ хǎнǎхтарǎвĕ тепӗр 3 хут тӑваççӗ…..
Тĕллев: ачасен хǎйсен кĕлетке ҫурǎма хатĕрлесси.
Хǎнǎхтару пуҫламǎшĕ: чĕркуҫҫи ҫине лармалла, алǎ пӳрнисене ҫǎра туса хумалла, пуҫне антармалла.
1. Пĕчěккĕн хǎпарса, урисене тӳрлетмелле, хыҫҫǎн ҫӳллеле туртǎнмалла, ал тупанĕсене уҫмалла.
2. Аллисене сылтǎм енчен, сулахай енчен аялла антармалла.

Воспитатель: вӑрманти чӗрчунсем хӗпӗртенӗ, савӑнма, выляма пуҫланӑ. Ҫакǎнпа, ачасем, юмах вĕҫленчĕ. Ачасем, эсир те туслǎ пулǎр, пĕр-пĕрне ан кӳрентӗр.
Воспитатель: Халӗ эпир каялла садике таврӑнса вӑйӑ выльӑпӑр.
Тӗп хусканусем:
1. Ал тупанӗпе чӗркуҫҫисем ҫинче тӳррӗн упаленмелле (3м дистанци), ура ҫине тӑмалла, унтан шнур айне (50см ҫӳллӗшӗ) 3м упаленмелле - 2 хут тумалла.
2. Чӗрне вӗҫҫӗн, япала (чечек) хушшипе (5-6 шт.,«чечек») хушши 0,5 м.), алӑсем пилӗк ҫинче, икӗ колоннӑпа утмалла.

3. Кӗске шнурсем урлӑ икӗ уран сикмелле (6-8 шт., шнурсем хушши 50 см.)
- 2 хут, пӗр чарӑнмасӑр.

Хускануллӑ вӑйӑ «Вӑрманта чечек ӳсет» (Залра тӗрлӗ чечек, чечек варрисене сарса хурнӑ. Ача-пӑча икшер ҫеҫке илет те хӑйӗн чечекӗ тавра вырӑн йышӑнать, кукленсе ларса, хусканусене текстпа килӗшӳллӗн пурнӑҫлать).
Вӑрманта чечек ӳсет, - ачасем вӑраххӑн тӑраҫҫӗ,
Хӑйӗн çеçкине сарать, - хӑйсен ҫеҫкисене ҫӳлелле ҫӗклеҫҫӗ,
Ӑнсӑртран çил вӗçтерет, - аллисемпе сылтӑмалла-сулахаялла суллаҫҫӗ,
çеçкие саланса каять, - пӗр вырӑнта ҫаврӑнаҫҫӗ,
вӗçсе кайрӗç çеçкисем…- зал тӑрӑх сапаланаҫҫӗ,
Пӗрре,иккӗ, виççӗ
çилӗ халь лӑпланчӗ.
Тӑваттӑ, пиллӗк, улттӑ
çеçкӗсем вырнаçрӗç, ачасем чечекӗн варри патне таврӑнаҫҫӗ, çеçкӗсене вырнаçтараҫҫӗ.

3 пай:
Воспитатель: Ачасем, халĕ канса илĕпĕр. Канма вӑхӑт ҫитрӗ.Тикӗссӗн сывлатпӑр
Пурте кавир çине лараççӗ. Воспитатель сывлав хǎнǎхтарǎвĕ ирттерет. Шăппăн кěвě янăрать..
Воспитатель: Ачасем, сире чечек çинчен юмах килěшрě-и?
Ачасем: Килӗшрӗ!
Воспитатель: Маттур, ачасем, эпир пурте туслǎ пулса ĕҫлеремер вӑй хутǎмǎр. Мĕн шухǎшланине турǎмǎр.
Релаксаци «Асамлӑ ыйхӑ» (релаксаци кӗвви)
Кавир ҫинче выртатпӑр,
маччаналла пӑхатпӑр.
Эпир лӑпкӑн канатпӑр,
Асамлӑ тӗлӗкпе ҫывӑрса каятпӑр.
Сывлатпар ҫӑмӑллӑн, тарӑннӑн …
Вӑрану:
Аллисене ҫӗклетпӗр.
Куҫӗсене уҫатпӑр, вӑранатпӑр
Карӑнатпӑр, кулатпӑр.
Асамлӑ чечексем пек,
Ҫеҫкӗсене хӗвел патне туртатпӑр.
Канма лайах-чӗ,
Халӗ ӗнтӗ тӑма та вӑхӑт …
Воспитатель: Тавтапуҫ сире, ачасем! Тепре куриччен! Ачасем залран тухаҫҫӗ.
Литература списокӗ:
1.Махалова, И. В. Программа по приобщению детей 6-7 лет к национальным традициям физического воспитания "Родники здоровья". Примерная парциальная образовательная программа / И. В. Махалова. - Чебоксары : Чуваш. кн. изд-во, 2015. - 79 с.
2. Портнова, З.Н. Ача-пăча вăййисем (Детские игры): учебное пособие / З.Н. Портнова. - Чебоксары. : изд-во «Новое время», 2016. - 100 с. - на чувашском языке.
3. Большева, Т. В. Учимся по сказке. Развитие мышления дошкольников с помощью мнемотехники : учеб.-метод. пособие / Т. В. Большева ; [худож. П. Благов]. - 2-е изд., испр. и перераб. - СПб. : Детство-Пресс, 2005
4. Сулим, Е. В. Занятия физкультурой. Игровой стретчинг для дошкольников. — М.: Сфера, 2020. — 112 с. — (Серия «Будь здоров, дошкольник!»).

По теме: методические разработки, презентации и конспекты
Проект "Чечен менде - чечек черде"
В настоящее время традиции и обычаи наших предков все больше уходят в прошлое. Подрастающее поколение становится более информатизированным, в связи с чем отсутствует интерес к своей культуре, а взросл...

Методическая разработка Ачасен пуплевне аталантарассипе сырна занятийен конспекче "Асамла тенче"
Путешествие в чувашскую сказку, используя инновационную технологию "синквейн"....

Вăтам ушкăнти ачасемпе пуплеве аталантарас тěлěшěнчен ирттермелли сценари конспекчě «Тилě тус»
laquo;Тилě тус» юмах урлă чăваш ҫи-пуҫěпе (кӗпе, тухъя) тата капăрлăхěпе (сулă, мăй ςыххи) паллаштарасси тата юмах тăрăх калаҫма хистесси...

„ÇĂВАРНИ УЯВĔ“ (3-4 çулхи ачасемпе уяв иртермелли сценарийĕ)
Уяв тĕллеве: ачасене чăваш йăли-йĕркипе тĕплĕрех паллаштарасси, ваттисен сăмахĕсемпе кулленхи пурнăçра усă курма вĕрентересси, туслăха упрама, пĕр-пĕрне пулăшма, хисеплеме хăнăхтарасси. Ачасене чăвашс...
Аслă ушкăнти ачасемпе вăй-хал тěлěшěнчен аталанмалли сценари конспекчě «Упа ҫурипе кушакăн туслăхӗ»
Аннотация. В этой методической разработке рассмотрена методика здоровьесберегающих технологий «Игровой стретчинг через ТРИЗ» в ДОУ. Педагогам следует уделять внима...

