"Пушар хăрушсăрлăхĕ" доклад
материал (средняя группа)

Тарасова Лидия Васильевна

Пушартан сыхланас тата асăрханас тĕллевпе ашшĕ-амăшĕсен пухăвĕнче тухса калаçни.

Скачать:

ВложениеРазмер
Файл doklad_pushar_harushsarlahe.docx19.94 КБ

Предварительный просмотр:

МБДОУ  «Хормалинский  детский  сад  «Весна»

Ибресинского района Чувашской Республики  

Хатерлекенĕ:  Л.В.Тарасова, воспитатель

Раштав – 2019 ç.

Пушартан сыхланас тата асăрханас тĕллевпе Çĕнĕ Çул уявĕ çывхарса килнĕ май пур учрежденисенче те çулсееренех тĕрлĕ мероприяти ирттереççĕ. Çавна май эпир те паянхи ашшĕ-амăшĕн пухăвĕнче çак ыйтăва тепĕр хут хускатас терĕмĕр. Ку енĕпе эпир кăçалхи вĕренÿ çулĕнче ачасемпе, ашшĕ-амăшĕсемпе калаçусем, викторина, конкурссем ирттерсех тăратпăр. Çула май каласа хăварас пулать,  халĕ пирĕн шăпах Пушар хăрушсăрлăхĕпе Раççей шайĕнчи конкурс пырать, эсир те ачасемпе асăннă темăпа ÿкерчĕксем туса хутшăнма пултаратăр.

Астăватăр пулĕ, нумаях пулмасть 28 номерлĕ пушар хурал чаçĕн тата пушар асăрханăвĕн  районти уйрăмĕн ĕçченĕ                            

те пулчĕ пирĕн садикре.

Инкек-синкек сиксе тухас пулсан садикри персонал, ачасем, ашшĕ-амăшĕ хамăра тытма пĕлетпĕр-и-ха эпир? Пушартан асăрханмалли тата пушар вăхăтĕнче пурнăçламалли тивĕçсене пĕлатпĕр-и?

Çакă тата ытти ыйтусем çине хурав илес тĕллевпе пирĕн садикре те (ытти учрежденисенчи пекех пушар сигнализацийĕ е тревожная кнопка тетпĕр ăна) ĕçлет. Кусем хăш вырăнта пушар тухнине пĕлтерекен приборсем шутланаççĕ.

Кĕтмен инкек, паллах, кашнинех хуихантарса тата çухатса яма пултарать. Анчах темле йывăр лару-тăрура та , хисеплĕ ашшĕ-амăшĕ, хамăра лăпкă тытса чи малтанах ачасен пурнăçне çăлса хăварма васкамалла. Йĕрке тăрăх, çак хыпара илтнĕ техперсонал е ытти ĕçчен службăри телефонпа «01» номерпе, карас  телефон урлă пушар хурал чаçне «101» номерпе е пĕрлехи диспетчер службине «112»  номерлă телефонпа инкек пирки пĕлтермелле, тĕплĕ информаци памалла, унтан пушар сÿнтермелли хатĕрпе усă курма васкамалла.

Чÿречесем уçă пулсан вĕсене хăвăрт хупсаачасене çывăхри (запсной) алăкпа усă курса (пĕрне-пĕри тĕрткелеме, пÿлме юрамасть) «çунакан» çуртран илсе тухмалла.

Зданинчен тухнисен чи малтанах пурте пĕрле харушсăр вырăна  (çак вырăна  эвакуаци планĕ  çумĕнчи инструкцире палăртмалла) пуçтарăнса ачасен, воспитательсен, ытти ĕçченсен шутне палăртмалла. Çапла туни  çуртра çын юлнипе юлманнине пĕлме май парать. Воспитательсем, ача сачĕн заведующийĕ, вăл вара вырăна килсе çитнĕ пушар хурал ĕçченĕсен умĕнче лару-тарăва тĕпĕ-йерĕпе уçăмлатаççĕ.

Хисеплĕ ашшĕ-амăшĕ, ачасен сывлăхĕпе пурнăçĕуйрăмах пысăк тимлĕх ыйтать. Вăхăтра асăрхаса ĕлкĕреймен кăлтăк пысăк инкек кăларса тăратма пултарать. Çавăнпа та воспитательсен çеç мар, ашшĕ-амăшĕн те ку енепетимлĕ пулмалла. Унта-кунта тухнă чухне ачасене питĕрсе е аслисемсĕр хăварасран асăрханмалла.

Статистика çирĕплетнĕ тăрăх, пущар вăхăтĕнче ачасен пысăк пайĕ шкапа е кравать айне пытанать. Çакă вĕсен сывлăхĕшĕн хăрушă пулнине, инкек вăхăтĕнче тĕтĕмпе сĕрĕмленме е çунса кайма пултарасса асăрхаттармалла, çунакан çуртран май килнĕ таран хăвăртрах тухмаллине ăнлантармалла.

Сикер пирки тÿрех аслисене пĕлтермелле тата «01», карас телефонĕ урлă «»101, «112» номерсемпе шăнкăравламаллине пурин те, çав шутра ачасен те пĕлмелле.