«Тăван тавралăх» темăпа хатӗрленӗ заняти конспекчӗ (кӗçӗн ушкăнри ачасем валли)
план-конспект занятия по окружающему миру (младшая группа)
Ачасене ҫутҫанталӑкпа тата пирӗн тăрăхри кайӑк-кӗшӗксемпе паллаштарасси
Скачать:
| Вложение | Размер |
|---|---|
| 31.8 КБ |
Предварительный просмотр:
Чăваш Республикин Муркаш муниципалитет округӗн шкулчченхи муниципаллӑ бюджет вӗренӳ учрежденийӗ
«14-мӗш номерлӗ «Золушка» ача сачӗ»
«Тăван тавралăх»
темăпа хатӗрленӗ заняти конспекчӗ
(кӗçӗн ушкăнри ачасем валли)
Хатерлекенӗ Федотова Л.И.
Пуш уйăхӗ 2023 ç.
«Тăван тавралăх»
темăпа хатӗрленӗ заняти конспекчӗ
(кӗçӗн ушкăнри ачасем валли)
Тӗллев: ачасене ҫутҫанталӑкпа тата пирӗн тăрăхри кайӑк-кӗшӗксемпе паллаштарасси.
Программа содержанийӗ:
Вӗренӳ тӗллевӗсем:
-ачасене çуркунне паллисемпе паллаштарасси,
-ҫуркуннехи ҫутҫанталӑкри улшӑнăвӗсем çинчен ҫирӗплетесси,
-тăван тавралăхри кайӑк-кӗшӗксемпе йывӑҫсем ҫинчен ачасен тавракурăмне аталантарасси.
Аталану тӗллевӗсем:
-ачасене чӑваш чӗлхипе тухăçлă усă курма вӗрентесси,
-ыйтусем ҫине тулли хуравлама вӗрентесси,
-ачасене 3-4 сӑмахран тăракан предложенисем тума вӗрентесси,
-ачасен ҫыхӑнуллӑ пуплевне аталантарасси, вĕреннĕ çӗнӗ сӑмахсене пуплеве кӗртесси,
-ачан сăмах йышне тавралăхпа паллашнă май пуянлатса пырасси.
Воспитани тӗллевӗсем:
-тăвaн тавралăха сăнама, юратма, унăн илемне упрама вĕрентесси,
-тăван енлĕх туйăмне аталантарасси,
-кайăксене упрама, вĕсене сыхласа хăварма вĕрентесси,
-аслисемпе тата пӗлешсемпе хутшăнма хавхалантарасси, вӗсемпе калаçма вӗрентсе пырасси.
Уҁлӑхсен интеграцийĕ:
Ӑс-тăн аталантарасси, пуплев аталантарасси, илемлĕхпе эстетика тĕлĕшĕнчен аталантарасси.
Кӳртӗм ӗҫ:
Воспитателӗн ӗçӗ:
- кайăксем çинчен презентаци хатӗрлени,
-дидактика вăййисем хатӗрлени.
Ачасемпе ӗçлени:
- тӗллевлӗ уçăлса çӳрени,
- çуркуннехи ӳкерчӗксене пӑхни,
- ачасемпе ҫуркунне ҫинчен калаҫу ирттерни,
- кайӑксем çинчен тупмалли юмахсен тупсӑмӗсене тупни,
- ӳкерчӗксем, сăнӳкерчӗксем сăнаттарни,
- кайӑксем ҫинчен калаҫни,
- ҫуркунне, кайӑксем ҫинчен сӑвӑ-калав вулани.
Кирлӗ хатӗрсем:
- демонстраци материалӗ – кайӑксен укерчӗкӗсем, йывӑҫсен (пилеш, хурӑн) ӳкерчӗкӗсем, кайӑксен маскисем;
- ҫителӗклӗ материал- кайӑксен ӳкерчӗкӗсем;
- аппаратпа тата программӑпа тивӗҫтересси: кайăксем çинчен презентаци, экран, ноутбук, проектор, çуркуннехи вăрман сасси.
Усǎ курнǎ меслетсемпе мелсем:
1. Çуркуннехи вăрман сассине итлени.
2. Ҫуркунне ҫинчен калаҫу ирттерни.
3. К.В. Ивановăн «Çуркунне» сăввине калани.
4. Кайăксем çинчен калаçни.
5. «Кайăксем» çинчен презентаци пăхни.
6. Кайӑк-кӗшӗк ҫинчен сӑвӑсем калани.
7. Чăвашла куçарнă «Маленькая птичка» ятлă юрӑ юрлани. Кӗвви Попатенко. Куçарăвӗ В. Макаровăн.
8. «Кайăксем» физкультура тăхтавӗ.
9. Кайӑксемпе картина туни.
10. «Каснă хутсенчен ӳкерчӗк ту» дидактика вӑййи.
11. Пӗтӗмлетӳ туни.
12. Парне пани (кайӑк-кӗшӗк, вӑрман, выльӑх-чӗрлӗх ҫинчен ҫырнӑ кӗнекесем).
Ӗҫ йӗрки
В: Ырă кун пултăр, ачасем! Эпир сирӗнпе паян çуркуннехи вăрманта пулăпăр. Куçӗсене хупăр-ха, мӗн сасси илтетӗр. (Çуркуннехи вăрман сассине итлени).
В: Ачасем, мӗн сасси илтетӗр?
Ачасем хуравлаççӗ (шыв шăнкăртатнă сасă илтӗнет, кайăксен сасси, çил вӗрнӗ сасă илтӗнет).
В: Ку вăл çуркуннехи вăрманти сасăсем.
Калаçу.
В:Халӗ çанталакăн хăш вăхăчӗ?
Ачасем:(Çуркунне).
В:Çуркуннехи уйăхсем: март, апрель, май. Март уйăхӗ иртсе кайрӗ ӗнтӗ. Март - Пуш уйăхӗ: юра ирӗлтерекен йалтăркка хӗвел, сенкер мӗлкесем… Халь апрель уйăхӗ пуçланчӗ. Апрель. - Ака уйăхӗ: Шăнкăр – шăнкăр шыв юхни, шыв куленчӗкесем, пӗрремӗш чечексем. Май. - Çу уйăхӗ - Кайăксен янăравлă юрри, хурт - кăпшанкă сӗрлени , алă çумне çыпçăнакан пӗрремӗш ешӗл çулçăсем.
Урамра халь йывăçсем çинче çулçăсем тухман-ха. Пирӗн ушкăнра вара йывăç тураттисем çинче çулçăсем тухма пуçларӗç.
- Çуркунне çанталăкра , вăрманта мӗнле улшăнусем пулаççӗ?
Ачасем хуравлаççӗ: (Хӗвел хытăрах пахать, юр ирӗлет, кайăксем вӗçсе килеççӗ, хăйсем валли йăвасем çавăрма пуçлаççӗ.).
В: Çуркунне çинчен тӗрлӗ сăвăсем, юрăсем нумай. Эпӗ сире чăваш поэчӗ Константин Иванов çырнă сăвва каласа паратăп.
Çуркунне
Килчӗ ырă çуркунне,
Килчӗ ячӗ ăшăтса.
Хӗвел савать тӗнчене,
Хӗл ыйхинчен вăратса.
Тӗттӗм вăрман чӗрӗлет,
Ешӗл тумтир тăхăнать.
Çесенхир те ешерет,
Илемӗпе мухтанать.
Çӳлте, пӗлӗт айӗнче,
Тăри юрри илтӗнет.
Çемçе курăк çийӗнче
Путек-сурăх сиккелет.
Калаçу
В:Çуркунне пуçламӗшӗнчех пирӗн пата мӗнле кайăксем вӗçсе килнӗ-ха? Ачасем: (кураксем).
В: Кураксем йăвисене мӗнрен тăваççӗ-ха?
Ачасем (туратсенчен, улăм пӗрчисенчен, курăксенчен, çулçăсенчен).
В:Нумаях пулмасть тата мӗнле кайăксем вӗçсе килнӗ-ха?
Ачасем:( шăнкăрчсем, тăрисем).
В: Шанкăрчсем вара ăçта йăва çавăраççӗ. Вӗсем хăйсен йăвисенче мӗн тăваççӗ-ши?
Ачасем:(Шăнкăрчсем валли çынсем йăвасем туса параçӗ.Унта вӗсем çăмартисене тăваççӗ, вӗсенчен чӗпписем тухаççӗ).
В: Кайксем чӗпписене мӗн çитереççӗ-ши?
Ачасем: (Хурт-кăпшанкă, курăк вăррисем).
В:Каярах шăпчăксем, чӗкеçсем вӗçсе килӗç.
Чăнах та çуркунне питӗ илемлӗ вăхăт. Халӗ вăрманта питӗ илемлӗ. Кайăксем тӗрлӗ юрă шăрантааççӗ. Халӗ эпир сирӗнпе вăрманти кайăксене аса илӗпӗр тата вӗсен юррисене, сассисене итлӗпӗр.
(«Кайăксем» презентаци пăхни)
В:Халӗ пире ачасем кайăксем ҫинчен сӑвӑсем каласа парӗç. Пурте тимлӗ итлӗр. (Сăвă калакан ачасем кайăксен маскисене тăхăнаççӗ).
1-мӗш ача:
Тăри. Е. Афанасьев
Тăр-тăри, тăр-тăри,
Тăри килнӗ-, куртăр-и?
Юрри ырă, илтрӗр-и?
Сасси уçă, туйрăр-и?
2-мӗш ача
Ушкăн шăнкăрч. Н. Шелепи
Эпир ăшă хыçӗнчен
Ялан вӗçсе çуретпӗр,
Вăл хăш тӗле çитсен те,
Унпа пӗрле çитетпӗр.
3-мӗш ача:
Чӗкеç. Ача-пăча юрри.
Хир-хир урлă, ял урлă
Эреветлӗ-теветлӗ,
Пӗчӗкçеççӗ пит-куçлă
Çуркунне чӗкеç килет,
Ăшă йăва çавăрать.
4-мӗш ача
Куккук (И.Малкай)
- Куккук килнӗ, куртăр-и?
-Куртăмăр.
-Ку-ку, ку-ку! тенине
-Илтрӗр-и?
Илтрӗмӗр.
Эпи ун чух вăрманта
Пулнăччӗ,
Хитре-хитре чечексем
Пухнăччӗ.
5-мӗш ача
Уйăп (Н.Ишентей)
-Тусăмсемӗр, уйăпа паллатăр- ?
Ав палан çинче ларать. Куратăр-и?
Тăккаланă çинӗ чух çырлисене-
Хӗп-хӗрлех хӗретнӗ хăй пӗсехине.
В: Халӗ пурте пӗрле пӗчӗк кайăк çинчен юрă шăрантарăпăр. (Чăвашла куçарнă «Маленькая птичка» ятлă юрӑ. Кӗвви Попатенко. Куçарăвӗ В. Макаровăн)
1.Кур-ха пӗчӗк кайăк
Ак çапла вӗçет, çапла.
Эпӗ те вӗçетӗп
Пӗчӗк кайăкла, çапла.
2. Кайăкне паратăп
Тырă пӗрчине сапса.
Кайăкӗ çиет халь
Тырă пӗрчине сăхса.
В: Халӗ пурте кайăксем пулатпăр та вӗçсе çӳретпӗр. («Кайăксем» физкультура тăхтавӗ)
В: Халӗ арçын ачасем пилеш йывăççи çине кайаксене çыпăçтарӗç, хӗрачасем хурăн йывăççи çине. Пурте кайăксен ячӗсене калатпăр. (Кайӑксемпе картина туни- магнитлă доска çине)
В: Тепӗр вăйă выльăпăр. Каснă хутсенчен ӳкерчӗк тумалла. Мӗнле кайăк пулать-ши? Ятне каламалла. («Каснă хутсенчен ӳкерчӗк ту» дидактика вӑййи. 3-шер, 4-шар ача пайланса выляççӗ.)
В: Эпир паян çуркунне çинчен, кайăксем çинчен калаçрăмăр. Мӗнле кайăксен астуса юлтăр-ха?
Ачасем хуравлаççӗ.
В: Çуркунне вăрмана кайсан мӗн манмалла мар-ха , ачасем.
- Варманта кăшкăрма юрамасть, кайăксене хăратмалла мар.
- Кайăксен йăвисене аркатмалла мар.
- Йывăçсен тураттисене хуçмалла мар.
- Чечексене татмалла мар.
В:Ачасем! Кайăксем, чӗрчунсем, вăрман пурнăçӗ çинчен ытларах пӗлес тетӗр пулсан çак кӗнекесене пӗрле вулăпăр.
По теме: методические разработки, презентации и конспекты

Методическая разработка Ачасен пуплевне аталантарассипе сырна занятийен конспекче "Асамла тенче"
Путешествие в чувашскую сказку, используя инновационную технологию "синквейн"....

Вăтам ушкăнти ачасемпе пуплеве аталантарас тěлěшěнчен ирттермелли сценари конспекчě «Тилě тус»
laquo;Тилě тус» юмах урлă чăваш ҫи-пуҫěпе (кӗпе, тухъя) тата капăрлăхěпе (сулă, мăй ςыххи) паллаштарасси тата юмах тăрăх калаҫма хистесси...

«Уяв сценарийĕ» Аслă ушкăн ачисене ăс-тăн парас уçлăхпа хатĕрленĕ Сурхурипе Раштав уявĕсене пĕрле ирттернĕ конспект.
laquo;Уяв сценарийĕ»Аслă ушкăн ачисене ăс-тăн парас уçлăхпа хатĕрленĕ Сурхурипе Раштав уявĕсене пĕрле ирттернĕ конспект....
Аслă ушкăнти ачасемпе вăй-хал тěлěшěнчен аталанмалли сценари конспекчě «Упа ҫурипе кушакăн туслăхӗ»
Аннотация. В этой методической разработке рассмотрена методика здоровьесберегающих технологий «Игровой стретчинг через ТРИЗ» в ДОУ. Педагогам следует уделять внима...
"Ҫӗнӗ технологисемпе усӑ курса тавра-курӑма аталантаратпӑр"
Ҫӗнӗ технологисем ачасене ҫеҫ мар ,воспитательсене те тавра-курӑмне аталантарма , тарӑн шухӑшлама, ӑс-тӑнне ӳстерме пулӑшаҫҫӗ. Пӗр пек , пӗр енлӗ кӑна ӗҫлесессӗн пӗр вырӑнта ларатпӑр,ҫавӑнпа та ...

Кĕçĕн ушкăн валли ачасен ăс-тăнне,тавракурăмне аталантарас тĕллевпе хатĕрленĕ „Асанне патĕнче хăнара” темăпа ирттермелли заняти конспекчĕ
Кĕçĕн ушкăн валли ачасен ăс-тăнне,тавракурăмне аталантарас тĕллевпе хатĕрленĕ „Асанне патĕнче хăнара” темăпа ирттермелли заняти конспекчĕПрограмма тытăмĕ:Вĕренÿ тĕллевĕсе...

Вăтам ушкăнра чăваш халăхĕн тĕрĕ элеменчĕсен ӳкерме вĕрентмелли ĕç конспекчĕ: «Вăрман»
Ачасене чăваш халăхĕн çăмăл тĕрĕ элементне ӳкерме хăнăхтарасси....
