Вăтам ушкăнра чăваш халăхĕн тĕрĕ элеменчĕсен ӳкерме вĕрентмелли ĕç конспекчĕ: «Вăрман»
план-конспект занятия по рисованию (средняя группа)

Васильева Любовь Михайловна

Ачасене чăваш халăхĕн çăмăл тĕрĕ элементне ӳкерме хăнăхтарасси.

Скачать:

ВложениеРазмер
Файл varman.docx23.06 КБ

Предварительный просмотр:

Муниципалитетăн шкул умĕнхи вĕренӳ бюджет учрежденийĕ Вăрмар районĕнчи «Солнышко» ячĕллĕ ача сачĕ

Вăтам ушкăнра чăваш халăхĕн тĕрĕ элеменчĕсен

ӳкерме вĕрентмелли ĕç конспекчĕ:

«Вăрман»

Васильева Любовь Михайловна

Аслă ушкăнра ĕçлекен воспитатель

Кĕтеснер ялĕ, 2022 ç.

Тĕллев: Ачасене чăваш халăхĕн çăмăл тĕрĕ элементне ӳкерме хăнăхтарасси.

Ĕç тĕллевĕсем:

  1. Ачасене «Вăрман» тĕрĕ элементне ăнланма пулăшни.
  2. Эрешĕн тĕп элементне курма, уйăрма тата ӳкерме вĕрентни.
  3. Чăвашсен ытти тĕрĕ тĕм элеменчĕсемпе паллашни.

Малтан туса ирттернĕ ĕçсем: чăваш халăхĕн тĕрĕ-эрешне кчĕнекере курни.

Вĕренмелли меслет тата йышăну:

  • малтан туса ирттернĕ ĕçсем;
  • калани, кăтартни;
  • илемлĕ сăмах;
  • мĕнле ӳкермеллине кăтартни.

Тĕп ĕç: ачасене уйрăмшар кăтартни тата ăнлантарни.

Ĕç вĕçлени: ачасен ĕçĕсене пăхса тухни (тишкерӳ).

Кирлĕ хатĕрсем: хĕрлĕ тĕслĕ (5х20) пысăкăш хут листисем; гуашь краскисем; кисточкăсем; шыв вали баночкăсем; ачасене кăтартмалли «Вăрман», «Чӳлмек», «Пӳрт», «Чĕрчун» тĕрĕ элеменчĕсем; «Вăрман» тĕрĕллĕ кĕпе-тум ӳкерчĕкĕсем.


Ĕç конспекчĕ.

Воспитатель: Ачасем, пăхăр-ха çак картина çинчи кĕпесен узорĕсене. Кашни япалан хăйĕн узорĕ тата тĕсĕ пур. Узорĕсем вара мĕне те пулин пĕлтереççĕ. Çак узор мĕне пĕлтернине пĕлес тесен, сирĕн тупмалли юмахăн тупсăмне тупмалла:

Пуçĕ пур, ури пур.

Çуркуннепе çулла

Вăл симĕс тум тăхăнать.

Кĕркунне çитсен вара

Кĕпе-тумсăр вăл юлать.

Сывлать, ӳсет,

Утма пĕлмест. (Йывăç)

Ачасем: Йывăç.

Воспитатель: Тĕрĕс, вăл йывăç.

Воспитатель: Ĕлĕк-авал чăваш çыннисем хăйсен кĕписене, савăт-сапине «Вăрман» ятлă узорпа тĕрленĕ, илемлетнĕ. «Вăрман» узорĕ ак çакăн пек вăл, акă «Чӳлмек», «Пӳрт», «Чĕрчун» узорĕсем.

Воспитатель: Ачасем, айтăр-ха кăштах канса илетпĕр.

Физкультминутка.

  • Аллисене çӳлелле çĕклетпĕр те суллатпăр,
  • Эсир халĕ вăрманти йывăçсем.
  • Аллисене хуçлатса силлетпĕр.
  • Çилĕ сывлăма илсе пăрахать.
  • Аллисене икĕ айкинелле çĕклесе кайăксем пек вĕçетпĕр.
  • Аллисене çурăм хыçне тытса кайăксем пек вĕçсе анатпăр.

Воспитатель: Сирĕнпе эпир паян чăваш узорĕсене ӳкеретпĕр. Малтан эпĕ кисточкăна сарă тĕслĕ гуашь çине чикетĕп. Вара çак кисточкăпа çӳлтен аялла тӳрĕ йĕр туртатăп. Вăл йывăç туни пулать. Унтан çӳлтен аялла чалăшшăн кĕске виçĕ йĕр туртатăп, вара çакăн пекех тепĕр енчен те виçĕ кĕске йĕр туртатăп.

Ак çакăн пек узор пулчĕ. Çак узора хут тăршшĕпех ӳкермелле. Вара пирĕн «Вăрман» узорĕ пулать.

Ачасен ĕçĕ.

Воспитатель: Маттурсем! Мĕнле илемлĕ ӳкерчĕксем пулчĕç сирĕн. Ачасем, сирĕншĕн ватă асаннесемпе кукамайсем савăннă пулĕччĕç. Эсир чăваш узорне ӳкерме вĕрентĕр.

Воспитатель: Ачасем, айтăр-ха çак картăчкăсем çинче паян ӳкернĕ узора тупăпăр. Çак узор мĕне пĕлтерет?

Ачасем: «Йывăç».

Воспитатель: Мĕн ӳкертĕмĕр?

Ачасем: «Вăрман».

Воспитатель: Маттурсем, питĕ лайăх ĕçлерĕмĕр.


По теме: методические разработки, презентации и конспекты