Шкулчченхи вĕренÿ организацийĕсенче чǎвашлǎха мĕнле аталантарма тесе шутлатǎп
материал

Карасева Светлана Николаевна

Шкулчченхи вĕренÿ организацийĕсенче чǎвашлǎха мĕнле аталантарма тесе шутлатǎп

 

Скачать:

ВложениеРазмер
Файл esse_2_modul.docx21.5 КБ

Предварительный просмотр:

Чăваш Республикин Муркаш районӗнчи шкулчченхи муниципаллă бюджет вĕренÿ учрежденийĕ «14-мӗш номерлӗ «Золушка» ача сачӗ»

Шкулчченхи вĕренÿ организацийĕсенче чǎвашлǎха мĕнле аталантарма тесе шутлатǎп

                 

                 

Карасева Светлана Николаевна воспитатель хатӗрленӗ

 

Патаккасси ялӗ, 2023

                 

Шкулчченхи вĕренÿ организацийĕсенче чǎвашлǎха мĕнле аталантарма тесе шутлатǎп

Общество аталанӑвӗнче, унӑн кулленхи пурнӑҫӗнче унерӗн (искусство) пӗлтерӗшӗ питех те пысӑк. Ун урлӑ этем тӗнчепе паллашать; тавралӑха, ҫут ҫанталӑка, пурнӑҫа тата хӑйне хӑй туйма, ӑнланма вӗренсе пырать; этемлӗх ӗмӗрсем хушши пухса пынӑ мулпа - пӗлупе, кӑмӑл- туйӑм опычӗпе пуянланать. Ӳнер ҫыннӑн тӗнчене ҫӗнетсе улӑштарас мехелне амалантарать, аталантарать.

Хальхи тапхӑрта обществӑра гуманизм идейисе- не чӗртсе тӑратас ыйту питех те ҫивӗч пулнӑ пирки унер пӗлтерӗшӗ татах та усет. Ҫакна шута илсе ҫӗнӗ вӗрентӗвӗн ҫӗнӗ концепцийӗнче ачасене унер тӗлӗшӗнчен аталанта- рассине, кӑмӑл-сипетне, чун хавалне калӑплассине пачах ҫӗнӗлле йӗркелемелле тесе палӑртнӑ.

Ача садӗнче, тӗкӗрти пек, ҫитӗннисен, обществӑн нуши, вӗсен чун-чӗре чирӗсем уҫҫӑн палӑраҫҫӗ. Ҫавна пула ӗнтӗ пӗчӗк ачан кӑмӑл-туйӑмне аталантарасси, кӑмӑл- сипетне йӗркелесси, вӗсен ырлӑх системине калӑпласси воспитатель-педагогсен чи пирвайхи тивӗҫӗ пулса тӑрать. Ачасене пӗлу парас, вӗсен ӑслай-хӑнӑхӑвне аталантарас яланхилле ыйту иккӗмӗш вырӑна куҫать. Вӗренту ӗҫӗн тӗшши сапӑрлӑх задачисемпе ҫыхӑнмалла.

Ҫак ӗҫре унер чи витӗмлӗ хатӗрсенчен пӗри пулма пул- тарать. Паянхи куна, шел пулин те, сапӑрлӑх задачисене ӑнӑҫлӑ пурнӑҫлас тесе литература, музыка, сӑнарлӑ унер мехелӗсемпе ҫителӗксӗр усӑ курни куҫ кӗрет. Хӑш чухне унер мехелне ӑнланайманни чӑрмантарать, тепӗр чух вара ӑна вырӑнлӑ, кирлӗ пек усӑ курманни пӗтерет. Ҫавна пула халӗ вӗсем чылай чухне сапӑрлӑх ӗҫӗн картине те кӗреймеҫҫӗ, малашне вара тӗп вырӑнта пулмалла.

Илемлӗ литература, вулав ачан туйӑм тӗнчине, тӗнче курӑмне йӗркелес ӗҫре уйрӑмах пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Илемлӗ сӑмах, илемлӗ пуплев сӑнарлӑхне палӑртма пулӑшакан хатӗрсемпе мелсем - ачасене туйӑм тӗлӗшӗнчен ата- лантармалли никӗс. Пӗчӗк ачаран гражданин, патриот ҫитӗнтересси те илемлӗ литературӑн чи паллӑ хайлавӗсене итлесси-вулассипе тачӑ ҫыхӑннӑ.

Халӗ ачасем вуламаҫҫӗ, илемлӗ литературӑпа инте- ресленмеҫҫӗ тенине час-часах илтме пулать. Ҫемьере, халӑхра кӗнеке хисепрен тухса пынине те палӑртаҫҫӗ. Ҫакӑн сӑлтавӗ тӗрлӗ. Пӗрисем ҫиелтех, вӗсене час-час асӑнатпӑр. Теприсен тымарӗ вара тарӑнрах. Чылай чухне эпир вӗсене шута илме мар, ӑнкарса та ҫитерейместпӗр.

Акӑ педагогсене те, ашшӗ-амӑшне те ача вулама вӗреничченех экран умӗнче нумай вӑхӑт ирттерни самай пӑшӑрхантарать. Экран урлӑ йышӑнакан хатӗр информаци шухӑшлав, туйӑм наянлӑхне ҫуратать. Ача чун-чӗре вӑйне хумасӑр майӗпен экран ҫинчине евӗрлеме хӑнӑхать. Унӑн кӑмӑл-туйӑм аталанӑвӗ тамалса пырать. Асӗ, тимлӗхӗ. шухӑшлав вӗҫевӗ те кирлӗ пек аталанса пыраймаҫҫӗ. Ҫакӑ ачан ӑс-тӑн, пуплев аталанӑвне те такӑнтарать.

Ҫакӑн пек лару-тӑрура илемлӗ литература, вулав-итлев пӗлтерӗшӗ питех те усет. Анчах чылай чухне аслисем ача пурнӑҫӗнчи илемлӗ литература пӗлтерӗшне, вӑл мӗнле аталанса пынине, унӑн историри тата паян кунхи тӑрӑмне ӑнланса ҫитеймен пирки ачасен вулав картине пӗр-ик теҫетке авторӑн кӗнекисемпех ҫырлахтараҫҫӗ. Ҫакӑ тата пӗчӗк ачасене литературӑпа паллаштарассин стратегил- ле концепцийӗ, методики йӗркеленсе ҫитменни кулленхи ӗҫре пысӑк чӑрмав курет.

Паянхи кун ҫак ыйтӑва тӗпчемеҫҫӗ мар. ӑсчахсем, меслетҫӗсем воспитатель педагогсене альтернативлӑ программӑсем сӗнеҫҫӗ. Вӗсенче пӗчӗккисене илемлӗ литературӑпа паллаштарасси ҫине тӗрлӗрен пӑхаҫҫӗ. Пӗрисем - ачасене литературӑна вӗрентесси (литературное образование), теприсем вӗсен литература аталанӑвӗ (литературное развитие) ҫинчен калаҫаҫҫӗ. Анчах та ҫул- йӗрӗ тӗрлӗ пулсан та, тӗллевӗ, ҫитес вырӑнӗ пӗр пулмалла. Кун пек чухне диагностика, ачасен пӗлу, ӑслай, хӑнӑху еплерех аталаннине тӗрӗслесе-палӑртса тӑни пӗлтерӗшлӗ.

Паянхи куна тӗрӗслев методики пӗрре кӑна мар, нумай авторӑн пур. Вӗсем ыйтӑва тӗрлӗрен пӑхса тӗрӗслев системине те расна йӗркелеҫҫӗ. Пӗр статьяра пур хускатнӑ, ҫивӗч ыйтӑва тарӑн, тӗплӗн тишкерме ҫук паллах. Пирӗн тӗллев - тӗрлӗ автор сӗннӗ тӗрӗслев методикисене тиш- керсе чӑваш ача садӗнче ҫак ӗҫе мӗнле йӗркелеме май пуррине пӑхса тухасси.

Чӑн малтанах ҫакна палӑртмалла: шкул ҫулне ҫитмен тата кӗҫӗн класс ачисемпе ӗҫленӗ чухне литературӑна вӗрентесси ҫинчен калаҫма иртерех пуль - пирӗн шут- па, ачасен литература аталанӑвӗ ҫинчен калаҫни тӗрӗсрех.

Тишкеру тӗпчевҫӗсем маларах асӑннӑ ыйтӑва пӗр евӗр пӑхманнине, ӑнлав пӗлтерӗшне те пӗр пек палӑртманнине кӑтартрӗ. В.П. Воюшкина ку тӗлӗшпе икӗ тӗп концепци пуррине палӑртать. Пӗрремӗшӗн авторӗсем (Л.Т. Шабицкая, Н.Д. Молдавская т.ыт.) ачан литература аталанӑвӗн тӗп виҫи (критерийӗ) вӑл литература хайлавне мӗнле йышӑнни (непосредственное читательское восприятие) тесе шут- лаҫҫӗ. Тепӗр авторсем (В.Т. Марацман, Т.И. Кудина т.ыт.)

Ача литература хайлавне мӗнле йышӑннипе пӗрлех ҫак виҫесене те шута илмелле теҫҫӗ:

-        литература пӗлӗвӗн шайне;

-        ачан вулав интересӗсене, вӑл мӗн чухлӗ вуланине;

-        илемлӗ хайлава тишкерме пӗлнине;- литература пултарулӑхӗн аталанӑвне; - вулав сӑлтавне, вулав хыҫҫӑнхи ӗҫ-хӗле.

М.П. Воюшкина кӗҫӗн ҫулхи ачасен хӑйсен вулав- не сӑлтавласси тата вулав интересӗсем тин йӗркеленсе пынине шута илсе вӗсене тӗрӗслеме асӑннӑ виҫесем тивӗҫмеҫҫӗ пуль тесе шутлать. Пӗлӳпе хӑнӑхусем ӗҫ-хӗлте палӑрнипе ҫеҫ аталану, йышӑну шайӗн виҫи пулма пулта- раҫҫӗ тет вӑл. Хӑй каланипе килӗшӳллӗн, автор вулавҫӑ аталанӑвӗн паянхи тата малашлӑхри шайне тӗрӗслемелли меслетлӗх йӗркеленӗ.

Шкул ҫулне ҫитменнисене илес пулсан, А.И. Максаков йӗркеленӗ ӳнер-пуплев ӗҫ-хӗлне тӗрӗслес меслетлӗх ҫирӗпленнӗ. (Унер-пуплев ӗҫ-хӗлӗ тесе А.Д. Полозова илемлӗ хайлавсене йышӑнассипе, хыҫҫӑнхи ӑславлӑ ӗҫсемпе - юмах, калав, тупмалли юмах хайлани, вӑйӑ- драматизаци - ҫыхӑннӑ ӗҫ-хӗле палӑртать.)

А.И. Максаков сӗнекен меслетлӗхе тӗпе хурса ачасен литература аталанӑвне палӑртнӑ чухне ҫак виҫесене тӗпе хураҫҫӗ:

-        илемлӗ хайлавсем (юмах, калав, сӑвӑ) пӗлни;

-        сыпӑксем тӑрӑх хайлавсене палласа илни;

-        илемлӗ хайлавсене йышӑнса ансат тишкерме пӗлни

(Кам е мӗн ҫинчен? Мӗн каланӑ?);

-        жанрсем пӗлни;

-        ӳнер-пуплев пултарлӑхӗ (ача тупмалли юмах, хӑвӑрт каларӑш пӗлни, хайлама пултарни); - вӑйӑсене, инсценировкӑсене хутшӑнни; - кӗнекесемпе интересленни.

Ҫапла уйрӑмшарӑн тата ушкӑнпа сӑнаса, тӗрӗслесе ачасен ӳнер-пуплев ӗҫӗ-хӗлӗ мӗнле аталаннине палӑртаҫҫӗ.

Л.М. Гурович сӗнекен меслетлӗх вара аслӑ ушкӑнри ачасен вулавпа интересленессин хӑй евӗрлӗхне, вӗсен вулав интересӗсене тӗрӗслеме май парать. Вулавпа интересленни тесе автор ача илемлӗ хайлав итлессине ытти ӗҫ- хӗл хушшинче уйӑрарах панине, вулав интересӗ тесе хӑйне кӑмӑла каякан хайлавсем суйласа палӑртнине калать. Ачасен вулас туртӑмне, вӗсен вулав интересӗсене, ҫакӑ ытти ӗҫ-хӗле мӗнле витӗм кӳнине тӗрӗслес тӗлӗшпе автор сӑ- нав тата уҫӑ калаҫу йӗркелеме сӗнет. Сӑмахран, ачасен вулав интересӗсем мӗн таран йӗркеленнине библиотекӑлла вылянӑ май палӑртма пулать.

Асӑннӑ тӗрӗслев меслетлӗхӗсене аслӑ ушкӑнри ачасен ӳсӗм уйрӑмлӑхӗсене шута илсе йӗркеленӗ пирки вӗсемпе вӑтам ушкӑнри ачасен литература аталанӑвӗн шайне тӗрӗсленӗ чухне мӗнле усӑ курасси ҫинчен тӗплӗн шутламалла.

2-4 ҫулхи ачасем илемлӗ хайлавсене мӗнле йышӑнни- ӑнланнин хӑй евӗрлӗхне шута илсе автор тӗрӗслев мес- летлӗхӗ умне ҫак задачӑсене лартма пулать тесе шутлать.

-        ачасене кӗнекепе кӑсӑклантарасси, ҫак туйӑма ма- лалла амалантарасси;

-        литература хайлавӗсене тимлесе итлеме вӗрентсе пырасси;

-        пепкесен пурнӑҫ опытне кӗнекесене ӑнланма кирлӗ пӗлӳсемпе, туйӑмсемпе пуянлатасси;

-        ачасем валли кӗнеке суйланӑ чухне вӗсем халӑх сӑмахлӑхӗн хайлавӗсене кӑмӑлланине шута илесси;

-        хайлаври ансат ҫыхӑнусене палӑртма вӗрентесси;

-        сӑнарсен асра юлакан хӑтланӑвӗсене уйӑрса хакла- ма пулӑшасси;

-        кӗнекери ӳкерчӗксене сӑнама вӗрентесси, вӗсем ҫине таянса хайлаври ӗҫ-пуҫа, сӑнарсене куҫ умне кӑлар- ма пулӑшасси.

А.И. Максаков хӑйӗн меслетлӗхӗнче палӑртнӑ задачӑ- сенчен хӑшне-пӗрне кӗҫӗн ҫулхи ачасен литература атала- нӑвне тӗрӗслемелли меслетлӗхе кӗртмен. Пирӗн шутпа, ку меслетлӗхе ҫакӑн йышши хӑнӑхтарусем кӗртме май пур:

1.        Илемлӗ хайлавсем (юмахсем, сӑвӑсем, калавсем) пӗлни.

Ачасене, ӳкерчӗксене сӑнанӑ хыҫҫӑн, вӗсенче хӑш хай- лавсенчи ӗҫсене сӑнланине аса илме сӗнеҫҫӗ. Тата мӗнле сӑвӑ-калав, юмахсем пӗлнине ыйтаҫҫӗ.

Хаклав виҫисем: а - программа пӑхнинчен ытла- рах пӗлет; б - программӑра пӑхнӑ чухлӗ пӗлет; в - прог- раммӑра пӑхнӑ чухлӗ пӗлмест.

2.        Илемлӗ хайлавсене пӗр-пӗр пайӗ тӑрӑх палласа илме пултарни.

Педагог юмахӑн, калавӑн е сӑввӑн пӗр сыпӑкне вулать те ачасене малалла тӑсма е ку хӑш хайлавран пулнине калама ыйтать.

Хаклав виҫисем : а - ача хайлава палласа илет; б - тӗрӗсех калаймасть; в - педагог пулӑшнипе аса илет.

3.        Илемлӗ хайлавсене йышӑнма, ансат тишкерме пӗлни.

Педагог хайлав вуласа панӑ хыҫҫӑн ачасен хӑйсен туйӑмне палӑртма, хайлаври ҫыхӑнусене тишкерме пул- тарнине тӗрӗслес шутпа ыйтусем парать.

Хаклав виҫисем: а - хайлавсене йышӑнасси ҫите- лӗклӗ тарӑн, тишкерес хӑнӑху ачан ӳсӗмӗпе шайлашуллӑ; б - хайлавсене йышӑнма, тишкерме тытӑнса тӑрать; в - ӗҫе аслисем пулӑшнипе ҫеҫ пурнӑҫлать.

4.        Вӑйӑсене, инсценировкӑсене хутшӑнни.

Ачасене хӑй тӗллӗн вылянӑ, хутшӑннӑ саматсенче сӑнаса вӗсем хӑйсен ытти интересӗсем хушшинче вула- ва мӗнле вырӑна лартнине, вулав ачасен тӗрлӗ ӗҫ-хӗлне еплерех витӗм кӳнине палӑртаҫҫӗ.

Ача кӗнекепе кӑсӑкланни-кӑсӑкланманнине хӑйӗнпе калаҫса палӑртма пулать:

-        Килте мӗн тума юрататӑн?

-        Ача садӗнче ытларах мӗн тума, мӗнле выляма кӑмӑллатӑн?

Ача кӑмӑлне тӗрӗсрех палӑртас шутпа ыйтса пӗлнӗ чухне карточкӑсем усӑ курни аван. Ӑна тӗрлӗ ӗҫ-хӗле сӑнланӑ карточкӑсенчен хӑй кӑмӑллаканнине суйласа илме сӗнмел- ле. Карточкӑсенчи ӳкерчӗксен темисем: «Ача аслисем вуланине итлет», «Ача теттесемпе вылять», «Ача ӗҫлет», «Ача чу- пать», «Ача вылять», «Ача ӳкерет», «Ача театрла вылять».

Ҫапла вара, ачасен литература аталанӑвӗнче кул- ленхи тӗрӗслев (диагностика) пӗлтерӗшӗ пысӑк пулнине палӑртмалла. Ҫак ӗҫ системӑллӑ, тӗллевлӗ пулса пы- малла. Тивӗҫлӗ меслетлӗх суйланӑ чухне ачасен ӳсӗм шайне, уйрӑмлӑхӗсене, вӗрентӳ-ӑспару-аталану ӗҫӗн тӗллевӗсемпе задачисене тӗпе хумалла.


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

Конспект занятия по лепке из соленого теса "Колобок ищет друзей"

Данная разработка занятия предназначена для детей среднего дошкольного возратса, игровая мотиваци по сказке "Колобок"...

«Ача сачӗсенче уявсене чăвашла ирттересси» темăпа çырнă методика кăтартăвӗсем

           Чăваш чĕлхине мĕнле шайра вĕренни вĕренÿ тытăмне епле йĕркеленинчен килет. Хуласенчи ачасем ашшĕ-амăшĕн чĕлхипе калаçаймаççĕ. Чăваш чĕлхи Чăваш Республи...

Илемлĕ литература пуплеве аталантарма пулăшать.

Художественная литература для маленьких...

Сценарий праздника "Чăвашла уяв янратăр"

Дети в чувашских костюмах начинают праздник ....

СЦЕНАРИСЕН «ЧĂВАШЛА УЯВ ЯНРАТĂР!» РЕСПУБЛИКА КОНКУРСĔ НОМИНАЦИ – «АЧА АШШĔ - АМĔШĔН ПУХĂВĔН СЦЕНАРИЙĔ» ТЕМА «ЭПĔ – ҪЕМЬЕ – ХАЛĂХ!»

Ĕç  тĕллевĕ.- Шкулчченхи ачасене кӑмӑл - сипет тата патриотлӑх воспитанийӗ парас ыйтупа ашшӗ - амӑшне явӑҫтарасси....

«Çăлкуç» ача садĕнче вăй хуракансем шкулчченхи вӗренӳ организацийӗсем валли методика кӑтартӑвӗсене туса хатӗрлекен авторсен семинарне хутшăнчĕç

Кăрлач уйăхĕн 23-мĕшĕнче  Элĕкри 1-мĕш «Çăлкуç»  ача садĕнче вăй хуракансем Вĕрентÿ институчĕ йĕркеленĕ шкулчченхи вӗренӳ организацийӗсем валли методика кӑтартӑвӗсене туса хатӗр...