Сценарий праздника "Чăвашла уяв янратăр"
материал (старшая группа)

Константинова Алина Васильевна

Дети в чувашских костюмах начинают праздник .

Скачать:

ВложениеРазмер
Файл stsenariy_chavashla_uyav_yanratar.docx28.74 КБ

Предварительный просмотр:

     ЧĂВАШ РЕСПУБЛИКИН ВĔРЕНӲ ТАТА ÇАМРĂКСЕН ПОЛИТИКИН МИНИСТЕРСТВИН

                                              ХУШМА ПРОФЕССИ ВĔРЕНĔВĔН      

             «ЧĂВАШ РЕСПУБЛИКИН ВĔРЕНӲ ИНСТИТУЧĔ» БЮДЖЕТ УЧРЕЖДЕНИЙĔ

 

 СЦЕНАРИСЕН «ЧĂВАШЛА УЯВ ЯНРАТĂР!» РЕСПУБЛИКА КОНКУРСĔ

                                     НОМИНАЦИ : «Уяв сценарийĕ»

 

 

                                           ТЕМА: «Эп – чăваш ачи»

Мероприятие _  6-7___ çулти ачасем валли хатĕрленĕ

Ĕç тĕллевĕ: Ачасене чăвашсен çырулăхне никĕсленĕ И.Я.Яковлевпа тĕплĕнрех паллаштарасси.Унăн сăввисемпе, кĕске калавĕсемпе юмахĕсене аса илесси. Тăван чăваш çĕршывне юратма, унăн чĕлхине хисеплеме тата упрама вĕрентесси.

Сценарин авторĕ:  

Константинова Алина Васильевна,

Йĕпреç районĕн Эйпеç ялĕнчи «Аистёнок» ача сачĕн воспитателĕ

телефон:89176718119

e-mail:madam.konstantinova2017@yandex.ru

                                       ШУПАШКАР – 2020

Уяв ирттермелли пÿлĕме чăваш тĕрри-эрешĕпе илемлетнĕ.

Сцена варринче Иван Яковлевич Яковлев сăн ÿкерчĕкĕ çакăнса тăрать. Икĕ енче – чăваш ялавĕпе гербĕ.

Чăваш чĕлхин пуянлăхне уçса паракан кĕнекесен выставки те пур.  

Ачасем уява чăваш кĕписемпе «Илемлĕ…» чăваш халăх юрă кĕввипе алла-аллăн çавăтăнса кĕреççĕ.Кĕвĕ майăн утса çÿресе çур çаврака туса тăраççĕ.              

Ертсе пыраканĕ: Апрель кунĕ.Çуркунне.

                               Уявлать чăваш «чĕлхе кунне»

                               Тухрĕç садик ачисем,

                               Шăрантарчĕç сăвăсем.

                               Сар хĕвелĕ ялкăшать,

                               Пур тавралăх çуталать,

                               Яковлев сăнарĕ асра,

                               Чăваш чĕлхине эс упра.

(Чăваш Республикин гимнĕ янăрать, пурте тăрса итлеççĕ).

Ертсе пыраканĕ: Ырă кун пултăр, хаклă тусăмăрсем! Епле эсир паян пурте илемлĕ, чăн-чăн чăваш ачисем! Эпир çакăнта сирĕнпе ĕмĕрсем хушши аталанса пынă тăван чĕлхе пуянлăхĕпе тĕплĕнрех паллашас шухăш ĕмĕтпе пуçтарăнтăмăр. Паянхи куна чăваш чĕлхине халаллатпăр! Чăваш çĕршывĕ! Çĕр пин юрă, çĕр пин тĕрĕ çĕршывĕ!

1 ача:

Тăван чĕлхе! Ĕмĕрлĕхе эс пурăн,
Атте-анне пек, эс пĕртен-пĕрре.
Ман саншăн хатĕр чи хисеплĕ вырăн,
Мухтав сана, тăван чĕлхемĕре!  (А.Юман)

2 ача:

Чĕлхем, тăван чĕлхем, 
Эс пуртанах – чунра  
Çиçет шевле-хĕлхем,  
Чупать вăй-хал юнра.

3 ача  
Сĕм вăрмана тухсан
Туяп: кашла-кашла
Йывăçĕсем тасан
Юрлаççĕ чăвашла.

4 ача
Çуралнă ялăмра
Çунатлă чĕлхепе
Пуплет яштак йăмра
Çумри çĕмĕртлĕхпе.  (Л.Семёнова)

5 ача:

Эп – чăваш ачи. Саватăп

Хамăрăн чăваш çĕрне.

Вăл кипке те ман, сăпка та,

Ăна манмăп ĕмĕрне.

6ача:

Эп –чăваш ачи.Саватăп

Чĕвĕл-чĕвĕл чĕлхине,

Юрататăп юрра-сăвва та,

Купăса та кĕслене.  (П.Хусанкай)

Ертсе пыраканĕ: Пирĕн чăваш чĕлхи, ачасем, сĕм авалхи чĕлхесенчен пĕри шутланать. Анчах та çырулăх сĕм авалтанах пулнă-ши? Пулман. Чăвашсене çутта кăлараканĕ, чăваш чĕлхин никĕсне хываканĕ  вăл – Иван Яковлевич Яковлев.Темиçе ĕмĕр хушши çырулăхсăр пурăннă чăвашсем 1872-мĕш çулта хăйсен тăван чĕлхипе çырнă кĕнекене пĕрремĕш хут алла тытса кураççĕ. Ку И ван Яковлевич Яковлев çырнă пĕрремĕш букварĕ. Букваре калавсем, юмахсем, ваттисен сăмахĕсемпе каларăшсене кĕртнĕ.

Проекторпа экран çинче ачасене презентаци кăтартни.

5 ача:

         Пирĕн чĕлхе пĕтесрен,

Ĕмĕрлĕхе сÿнесрен

Эмелне тупаканни,

Сиплесе чĕртекенни,

Вилĕмрен çăлаканни,

Ячĕ-сумĕ те палли

Пулнă Яковлев Иван —

Пирĕншĕн чăн-чăн тăван.

6 ача:

Чăвашсемшĕн тăрăшса,

Мăшкăл-хуртан хăтарса,

Çутталла çул хывакан,

Çутă кун кăтартакан,

Унăн пурнăçĕ, утти —

Пирĕн пурнăçăн çути.

Паллă халь чăвашсене

Шухăшĕ-ĕмĕчĕ те,

Кăмăлĕ-сипечĕ те. (Р.Руделкин)

Ертсе пыраканĕ: Чăвашсене мухтаса юрă юрлар-ха, савăнса.

                              Юрă «Чăваш ачи »

Чăваш ачи чăвашах, чăвашах,

Чунĕ ĕçре яланах, яланах.

Чăваш ачи чăвашах, чăвашах,

Чунĕ ĕçре яланах, яланах.

Пĕр çул хушши сăпкара сăпкара

Ачашланса çитĕнет çитĕнет

Пĕр çул хушши сăпкара сăпкара

Ачашланса çитĕнет çитĕнет

Икĕ çула çитсессĕн çитсессĕн

ирĕкленсе çитĕнет çитĕнет

Икĕ çула çитсессĕн çитсессĕн

ирĕкленсе çитĕнет çитĕнет

Виçĕ çула çитсессĕн çитсессĕн

Витре йăтма тытăнать тытăнать

Виçĕ çула çитсессĕн çитсессĕн

Витре йăтма вĕренет вĕренет

Тăватă çула çитсессĕн çитсессĕн

Тукмак тытма тĕлленет тĕлленет

Тăватă çула çитсессĕн çитсессĕн

Тукмак тытма тĕлленет тĕлленет

Пилĕк çула çитсессĕн çитсессĕн

Пилеш татма тытăнать тытăнать

Пилĕк çула çитсессĕн çитсессĕн

Пилеш татма тытăнать тытăнать

Ултă çула çитсессĕн çитсессĕн

Шкула тухса вĕçтерет вĕçтерет

Ултă çула çитсессĕн çитсессĕн

Шкула тухса вĕçтерет вĕçтерет

Чăваш ачи чăвашах, чăвашах,

Чунĕ ĕçре яланах, яланах.

Чăваш ачи чăвашах, чăвашах,

Чунĕ ĕçре яланах, яланах.

Зала воспитатель кĕрет, аллинче алшăлли çинче çăкăрпа тăвар.

Воспитатель: Эс упра çăкăра,

                          Сума су эс ăна.

                          Пысăка ан хурсам

                          Нихăçан эс хăвна.

                          Çăкăрта – пуласси.

                          Асра тытăр кашни:

                          Çăкăра упрани –

                          Çĕршыва сыхлани.

  Çăкăр вăл пирĕн пурнăç, халăх пуянлăхĕ.Çăкăртан асли çук, тенĕ ваттисем. Çăкăр авалтанах халăхра пысăк хисепре пулнă.

(Çăкăрне сĕтел çине хурать).

Ертсе пыраканĕ: Чĕлхе – халăх пуянлăхĕ.Тăван чĕлхене юратман çын та çук тĕнчере.Пуринчен ытла хисеплет, чи хаклă пурлăх тесе упрать.

7 ача:

Эй, чĕлхеçĕм, сана юратса

Çак сăвва вулатăп чунтан.

Ирхи сывлăм пек эсĕ таса,

Эс хрусталь савăт пек янăран.

Эй, чĕлхем! Анне панă чĕлхем!

Янăра эсĕ çут тĕнчере!

Ыттине çĕр чĕлхе хуть пĕлем,

Эсĕ манăн пĕрре çеç, пĕрре!  (Н.Сандров)

                                   Юрă «Асамат кĕперĕ» (Н.Суракин)

 

1.Асамат кĕперĕ ,

   Асамат кĕперĕ

   Ах,мĕнле илемлĕ,

   Çичĕ хитре тĕслĕ

         Хушса юрламалли.:

          Асамат кĕперĕ

          Асамат кĕперĕ

          Çавалтан вал тухрĕ,

          Атăл тăрăх чупрĕ.

2.Анне ыталарĕ ,

   Атте ачашларĕ

   Аслати авăтрĕ ,

   Ыйхăран вăратрĕ

   Хушса юрламалли: çавах.

3. Кĕмсĕр-кĕмсĕртетрĕ,

     Аслати авăтрĕ .

     Йăлтăр-йăлтăртатрĕ,

     Çиçĕмĕ те çиçрĕ,  çиçрĕ.

     Хушса юрламалли: çавах.

Ертсе пыраканĕ: Халĕ мана тимлĕ итлĕр, сире И.Я.Яковлев çырнă «Лаша шырани»ятлă калавне вуласа паратăп: 

                                                  Лаша шырани.

Пĕр çын хăйĕн айĕнчи лашине виçĕ кун шыранă тет. Пĕр яла пырса ыйтать тет:

- Лаша курмарăр-и? – тесе.

- Çук, курмарăмăр, - тесе калаççĕ тет.

Тата тепĕр яла пырса ыйтать тет:

-Лаша курмарăр-и? - тесе.

- Çук, курмарăмăр, - тесе калаççĕ тет.

Çапла ялтан яла тек çÿрет тет. Çÿресен-çÿресен пĕр ăслăрах çынна тĕл пулчĕ тет те:

- Эсĕ ăçта та пулин ют лаша çÿренине курман-и? – тесе калать тет.

- Çук, курман. Хăçан çухалнă сан лашу? – тесе каларĕ тет.

- Паянхипе виçе кун ĕнтĕ ак, - тесе каларĕ тет.

- Лашу мĕн тĕслĕччĕ? - тесе каларĕ тет леш çынĕ.

- Шура улаччĕ, - тесе каларĕ тет.

- Çак ху айăнтиех мар-и? - тесе каларĕ тет лешĕ.

Хайхи ут çинчен анса пăхрĕ тет те лашине:

- Çакă, çакă, çакă! - тесе каларĕ тет. Лаши çине сиксе утланчĕ тет те савăннипе чуптара пачĕ тет килне.

- Çакăн пек кăмăла çĕклекен калавсем, юмахсем, сăвăсем питĕ нумай çырнă Яковлев.

8 ача:

Савăнатăп хам чăваш пулнишĕн,

Тăпăл- тăпăл тăпăлкка ташшишĕн,

Асамат кĕперĕ пек тĕрришĕн,

Атăл шывĕ пек çемçе чĕлхишĕн,

Савăнатăп хам чăваш пулнишĕн!

                           Чăваш ташши «Айтăр ташша пуçлар-и те».

Ертсе пыраканĕ: Чăваш чĕлхине упрамалли, чысламалли çинчен чăваш писателĕсемпе поэчĕсем нумай çырнă. «Чăваш чĕлхине упрар, ăна ÿсме пулăшар. Пире пурсăмăра та сăмах мулĕ кирлĕ»,- тенĕ Илпек Микулайĕ.

                                   Юрă «Тăван чĕлхе». (О.Степанова)

1.Юрататăп тăван чĕлхене

  Ăна парнеленĕ анне.

  Аякра эп пулсан та ялтан,

  Манас çук чĕлхене нихăçан.

2.Анчах темшĕн тăван чĕлхепе

   Хăш-пĕри именет пуплеме.

   Чăвашла сăмахлать вăтанса,

   Вырăсла калаçать такăнса.

3.Тин çуралнă пепке те хăш чух

   Сăпкаран вырăсла çеç илтет.

   Шутласамччĕ тăван ун пек чух

   Ман чĕлхем куçкĕрет-çке пĕтет.

4.Эс, чăваш, ан имен нихăçан

   Пуплеме чăвашла хулара.

   Тата хытăрах янăра.

Ертсе пыраканĕ: Пирĕн Чăваш çĕршывĕ пысăк, унта тĕрлĕ халăх пурăнать.Чăваш халăхĕ ытти халăхсен чĕлхине те хисеплет.

9 ача:

   Юлташпа эс пул юлташ,

    Усалпа эс ан паллаш,

    Тăшманпа ан пул йăваш,

    Çывăр, аптраман тавраш!

    Вырăспа та тăванлаш,

    Тутарпа та эс туслаш,

    Пурте пирĕн хурăнташ,

    Çывăр, пĕчĕкçĕ чăваш!  (П.Хусанкай)

                        Вăйă «Çерем ватса вир акрăм».

Ертсе пыраканĕ: Анлă Атăл хĕрринче,

                                Хальхи чăваш çĕрĕнче,

                                Чи хĕрÿллĕ ĕç вĕрет,

                                Çĕнĕ пурнăç вăй илет.

И.Я.Яковлев каланă: «Тăван чĕлхесĕр чăн-чăн пĕлÿ çук».

Чăваш сăмахĕ – пирĕн чăн çăлкуçĕ, шăнкăртатать вăл ĕмĕр-ĕмĕре.

                           Юрă «Çĕмĕрт çеçки çурăлать».

                               Вăйă « Çутă хапхалла».

Воспитатель: - Çитмĕл те çичĕ тинĕс утравĕнче ылтăн вăрман,

                            Ылтăн вăрманта ылтăн пÿрт,

                            Ылтăн пÿртре ылтăн сакай,

                            Ылтăн сакайĕнче ылтăн йăва,

                            Ылтăн йăвара ылтăн çăмарта,

                            Ылтăн çăмартаран тухнă хур чĕпписем

                            Шăкăл та шăкăл шăкăлтатса пурăннă евĕр

                            Ылтăн сăмахпа ынатланса,

                            Кĕмĕл кĕвĕпе кĕрнекленсе пурăнччăр,

                            Чĕвĕл-чĕвĕл чĕлхемĕр,

                            Сана тăван шутлакансем,

                            Сана сума сăвакансем,

                            Сан илемлĕхÿпе сан хĕлхемлĕхне

                            Чун-чĕринче упракансем,

                            Ытарайми чăваш çыннисем.

Ертсе пыраканĕ: Хаклă ачасем! Эсир - пирĕн пуласлăх! Юратăр, хисеплĕр, чыслăр Тăван чĕлхемĕре! Паянхи уяв ячĕпе сире пурне те тепĕр хут ăшшăн саламлатăп!


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

Сценарий физкультурного досуга для детей старшего дошкольного возраста «Если очень захочу — в космос скоро полечу!» Аксинья Попова Сценарий физкультурного досуга для детей старшего дошкольного возраста «Если очень захочу — в космос скоро полечу!» Сценар

Сценарий физкультурного досуга для детей старшего дошкольного возраста «Если очень захочу — в космос скоро полечу!»Аксинья Попова Сценарий физкультурного досуга для детей с...

Сценарии праздников.2019г. ДОСУГ по сказкам А.С.Пушкина. Сценарий утренника "До свидания детский сад". Сценарий праздника " 8-МАРТА".

1. ДОСУГ по сказкам А.С.ПУШКИНА. 2019г.2.СЦЕНАРИЙ УТРЕННИКА  " ДО СВИДАНИЕ ДЕТСКИЙ САД." 2018г.3.СЦЕНАРИЙ ПРАЗДНИКА "8-МАРТА"....

СЦЕНАРИСЕН «ЧĂВАШЛА УЯВ ЯНРАТĂР!» РЕСПУБЛИКА КОНКУРСĔ НОМИНАЦИ – «АЧА АШШĔ - АМĔШĔН ПУХĂВĔН СЦЕНАРИЙĔ» ТЕМА «ЭПĔ – ҪЕМЬЕ – ХАЛĂХ!»

Ĕç  тĕллевĕ.- Шкулчченхи ачасене кӑмӑл - сипет тата патриотлӑх воспитанийӗ парас ыйтупа ашшӗ - амӑшне явӑҫтарасси....

«Чăвашла уяв янратăр!» конкурс пĕтĕмлетĕвĕ

Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ 2021 çулхи раштав уйăхĕн 28-мĕшĕнчен пуçласа 2022 çулхи пуш уйăхĕн 01-мĕшĕччен сценарисен «Чăвашла уяв янратăр!» конкурсне ирттерчĕ. Конкурсăн ...