Методическая разработка: «Илемлĕ сăмахсен тĕнчинче». 20.02.2018г.
план-конспект занятия по развитию речи (младшая группа) по теме

Васильева Марина Владимировна

Кĕçĕн ушкăнри ачасен пуплевне аталантармалли  заняти

Скачать:

ВложениеРазмер
Файл zanyatie_n.v.docx37.94 КБ

Предварительный просмотр:

Кĕçĕн ушкăнри ачасен  пуплевне аталантармалли

 заняти

«Илемлĕ сăмахсен тĕнчинче»

Ăс-тăн памалли задачăсем:

  • Ачасен пуплев чĕлхине япала ячĕсемпе пуянлатасси, япала ячĕсем умне паллă ячĕсемпе глаголсем  хушса калама хăнăхтарасси.
  • Сăмахлă вăйăсенче ачасене предложенисем йĕркелеме хăнăхтарасси
  • «Фантази» сăмаха ăнлантарасси.

Аталантармалли задачăсем:

  • Ачасен шухăшлавне, тавра-курăмне аталантарасси, сăмах йышне çĕнĕ сăмахсемпе пуянлатасси

Воспитани памалли задачăсем:

  • Ачасене пĕр-пĕрне хисеплеме, çут çанталăка юратма

хăнăхтарасси.

Заняти йĕрки:

Сассă илтĕнет: - Ачасем, эпĕ сире хăнана, асамлă сăмах тĕнчине, чĕнетĕп.

Восп.: -  Ачасем, пире  хăнана асамлă сăмах тĕнчине чĕнеççĕ, кайăпăр-и?

Ача: - Кайăпăр.  

Восп.: - Асамлă сăмах тĕнчи питĕ аякра вырнаçнă. Çавăнпа унта самолетсемпе кайăпăр.

(Пурте самолетсем çине ларса  музыка залне сăвă каласа каятпăр)

                                 Мана атте илсе пачĕ                     Мотор сасси кĕр-кĕр-кĕр!

                                 Ик моторлă самолет.                    Часрах ларса ĕлкĕрĕр!

                                 Кĕмĕл тĕслĕ ун çуначĕ,                Çитес çĕре çитĕпĕр,

                                 Варринче маттур пилот.              Тем те курса пĕлĕпĕр

унта пире асамçă Фея кĕтсе илет).

Фея: - Сывлăх сунатăп, ачасем! Иртĕр, пукансем çине вырнаçса ларăр. Хăнана

            килнĕшĕн, ман сăмаха итленĕшĕн сире пысăк тав.

Фея: - Ачасем, эпĕ кам?

Ача: -Эсĕ Фея.

Фея: - Тĕрĕс.  - Эпĕ – илемлĕ сăмах тĕнчинчи асамçă Фея. Ман тĕнчере пулса курнă çынсем пурте ырă кăмăллă пулма, пĕр-пĕрне тимлесе итлеме хăнăхаççĕ. Пĕлетĕр –и мĕншĕн? Мĕншĕн тесен ман патра чи ырă, чи илемлĕ, чи кăмăллă, чи хитре сăмахсем пурăнаççĕ. Çак сăмахсем пур çĕрте те пур, анчах та ман патри сăмахсем чи-чи илемлисем. Çакна ĕненмешкĕн эпир паян сирĕнпе илемлĕ сăмах тĕнчине çулçÿреве кайăпăр. Çак çулçÿревре пире сирĕн ăс-тăн, шухăшлав тата тимлĕх кирлĕ пулать, мĕншĕн тесен эпир ахаль тĕнчене мар, асамлă тĕнчене каятпăр. Унта эпир шарсемпе вĕçсе каятпăр.   Шарсемпе вĕçме пире фантази пулăшĕ.

Фея: - Ачасем, мĕн-ха вăл фантази?

Ача:- Ĕмĕт, шухăш.

Фея:- Тĕрĕс.  - Фантази – вăл пирĕн ĕмĕт, шухăш, урăхла каласан, эпир мĕн çинчен те пулин ĕмĕтленетпĕр, шухăшлатпăр, анчах  та ĕмĕчĕ е шухăшĕ пурнăçланмасть. Паян эпир çак фантазипе усă курса манăн илемлĕ сăмах тĕнчине шарсемпе вĕçсе çитĕпĕр. Пур те  лентăсенчен  тытăпăр та куçсене хупатпăр, кайран куç умне çакăн пек ÿкерчĕк курăнĕ:

(Илемлĕ кĕвĕ янăрать,  фея сасси илтĕнет,

ачасем аллисене çÿлелле çĕклесе кĕвве кура тĕрлĕ хусканусем тăваççĕ):

Фея: - Эпир, шарсемпе   пĕлĕт патне çити вĕçсе хăпарнă пек, çÿлтен уйсемпе, вăрмансене куратпăр пек, юхан шыв сассине, кайăксем юрланине илтетпĕр пек, çумăр хыççăнхи уçă сывлăш шăрши кĕнĕ пек, шарсемпе майĕпен çÿлтен çĕр çине аннă пек.

(Кĕвĕ сасси илтĕнме пăрахать, ачасем куçĕсене уçаççĕ).

Фея: - Акă эпир илемлĕ сăмах тĕнчине çитрĕмĕр.

(Доска çинче хĕвел ÿкерчĕкĕ çакăнса тăрать).

Фея: - Ачасем, пăхăр-ха, пире асамлă сăмах тĕнчинче мĕн кĕтсе илет?

Ача: -Хĕвел кĕтсе илет.

Фея: - Хĕвел мĕн тĕслĕ?

Ача: - Сарă тĕслĕ.

Фея: - Хĕвел мĕн тăвать?

Ача: -Хĕвел çутатать, ăшăтать, тухать, анать…

Фея: - Тĕрĕс. Халĕ çак ман хыççăн ăшшăн, çепĕççĕн калăпăр: хĕвел çутатать,

            ăшăтать, тухать, анать.

Ача: -Хĕвел çутатать, ăшăтать, тухать, анать.

Фея: - Мĕн тери илемлĕ те ăшă сăмах вăл – хĕвел. Унăн çутипе тĕнче татах та илемлĕрех

            курăнать. Тата хĕвел çинчен мĕн калама пулать? Мĕнлерех вăл?

Ача: - Çепĕç, ăшă, ырă, хитре, çутă, савăнăçлă…

Фея:-Ачасем, куртăр-и мĕн чухлĕ илемлĕ сăмахсем манăн тĕнчере. Эпĕ хĕвел çинчен илемлĕ сăвă пĕлетĕп, пукансем çине вырнаçса ларăпăр та экран çине пăхса сăвва итлĕпĕр.

(Ачасене «Хĕвел» ятлă сăвва каласа паратăп,

ачасем сăвва итленĕ май презентаципе те паллашса пыраççĕ).

Фея: - Кантăкран пăхатăп,

            Сар хĕвел куратăп.

            Вăл йăл-йăл кулать,

            ăшшăн саламлать.

Фея: - Ачасем, сăвă мĕн çинчен?

Ача: - Хĕвел çинчен.

Фея: - Эпĕ мĕн витĕр пăхатăп?

Ача: - Кантăкран.

Фея: - Хĕвел мĕн тăвать?

Ача: - Кулать, саламлать.

Фея: - Маттур. Сире сăвă килĕшрĕ-и?

Ача: -Килĕшрĕ.

Фея: - Килĕшрĕ пулсан айтăр-ха эпир ăна пăхмасăр калама вĕренĕпĕр. Ура çине тăратпăр  та ман хыççăн сăвва каласа пыратпăр, тĕрлĕ хусканусем тăватпăр.

(Ачасем сăвва ман хыççăн калаççĕ, тĕрлĕ хусканусем тăваççĕ).

Фея: - Маттур. Сăвва вĕренсе те çитрĕр. Пăхăр-ха: хĕвел тата та çуттăнрах, ăшшăнрах пăхма пуçларĕ, сире вăййа чĕнет.

(Фея ачасене «Хĕвелпе выляни» вăййа выляттарать.)

Хĕвелĕм, ăçта эсĕ?                Акă хĕвелĕм тухрĕ        Алран-алла тытăнса

Тухсам, тархаслатăп.            Пирĕн çине пăхрĕ.        Илемлĕ ташă ташлăпăр

Эпир алă çупăпăр                  Унтан кулса ячĕ            Хĕвеле савăнтарăпăр.

Пĕлĕте хăвалăпăр.                 Пире савăнтарчĕ.           Унтан пĕрле ташлăпăр.

(Ачасем Фейăпа пĕрле чăваш ташши ташлаççĕ).

Фея: - Маттур. Анчах та пирĕн  çулçÿрев вĕçленсе пырать. Сирĕн те кайма

вăхăт çитет. Ачасем, пăхăр-ха, пирĕн хĕвеле тунсăх пусрĕ. Вăл ан тунсăхлатăр тесе ăна валли хитре  хĕвел ÿкерĕпĕр. Сĕтелсем çинче альбом листисемпе тĕрлĕ тĕслĕ сăрăсем пур. Çавсемпе усă курса хĕвел ÿкерĕпĕр те  хĕвеле парнелĕпĕр.

                 (Ачасем хĕвел ÿкереççĕ, илемлĕ кĕвĕ янăрать.)

Фея: - Мĕн тери хитре ÿкерчĕксем пулчĕç. Сирĕн ÿкерчĕксем манăн хĕвеле килĕшрĕç,

мĕншĕн тесен вăл тепĕр хут кулса ячĕ. Текех вăл тунсăхламĕ. Яланах савăнăçлă пулĕ.

Фея: - Халĕ эпир çулçÿреврен каялла , шарсемпе  илемлĕ сăмах тĕнчинчен вĕçсе кайăпăр. Шарсене çыхнă лентисенчен  тытăпăр та пурте куçсене хупăпăр, кайран куç умне каллех çакăн пек ÿкерчĕк курăнĕ:

(Илемлĕ кĕвĕ янăрать,  фея сасси илтĕнет,

ачасем аллисене çÿлелле çĕклесе кĕвве кура тĕрлĕ хусканусем тăваççĕ):

Фея: - Шарсемпе пĕлĕте çити эпир вĕçсе хăпарнă пек, çÿлтен уйсемпе, вăрмансене куратпăр пек, юхан шыв сассине, кайăксем юрланине илтетпĕр пек, çумăр хыççăнхи уçă сывлăш шăрши кĕнĕ пек, шарсемпе майĕпен çÿлтен çĕр çине аннă пек.

(Кĕвĕ сасси илтĕнме пăрахать, ачасем куçĕсене уçаççĕ).

Фея: - Акă эпир илемлĕ сăмах тĕнчинчен каялла çитрĕмĕр. Халĕ эпĕ сирпе сывпуллашатăп. Сывă пулăр. Тепре тĕл пуличчен.

(Фея тумне хыватăп та воспитатель пулатăп).

Восп.: - Ачасем, эпир паян ăçта кайрăмăр?

Ача: - Хăнана, асамлă сăмах тĕнчине кайрăмăр.

Восп.: - Унта эпир мĕн çĕнни пĕлтĕмĕр?

Ача: - Илемлĕ сăмахсемпе паллашрăмăр.

Восп.: - Сире паянхи çулçÿрев килĕшрĕ-и?

Ача: -Килĕшрĕ.

Восп.: - Халĕ каялла хамăр ушкăна самолетпа таврăнăпăр.

(Пурте самолетсем çине ларса  музыка залĕнчен сăвă каласа ушкăн каялла каятпăр:

            Мана атте илсе пачĕ                                  Моттор сасси кĕр-кĕр-кĕр!

            Ик моторлă самолет.                                 Часрах ларса ĕлкĕрĕр!

            Кĕмĕл тĕслĕ ун çуначĕ,                             Çитес çĕре çитĕпĕр,

            Варринче маттур пилот.                           Тем те курса пĕлĕпĕр.

Восп.: - Акă, ачасем, каялла хамăр ушкăна çитрĕмĕр. Заняти вĕçленчĕ. Сывă пулăр.


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

Методическая разработка. Стенд – приветствие «Капельки» своими руками. Пояснительная записка Методическая разработка. Стенд – приветствие «Капельки» своими руками. Пояснительная записка

Методическая разработка.Стенд – приветствие «Капельки» своими руками.Пояснительная запискаСтенд оформлен как приветствие группы (визитная карточка группы) под названием «Капельки». Изображение с...

Методическая разработка Дидактическая игра « Накорми колобка» Методическая разработка Дидактическая игра « Накорми колобка» Методическая разработка Дидактическая игра « Накорми колобка»

Разработала:Саламатина Ирина Борисовна воспитатель ГБДОУ № 48 Кировского района горохом или фасолью). Санкт ПетербургаОписание игры:Цель: развитие мелкой моторики , тактильной чувствительнос...

Методическая разработка ( для старшего дошкольного возраста) по теме: Методическая разработка диагностики вокальных способностей.

В данной разработке представлен материал, помогающий прослеживать развитиевокальных способностей: таблица-диагностика + критерии....

Методическая разработка занятия по ознакомлению с миром природы_Воспитатель России 2018г._Линдеберг С.В.

Конспект игры-занятия по ознакомлению с миром природы для детей подготовительной к школе группы (6-7 лет) "Заметка в газету". Занятие направлено на обогащение знаний детей о природе через ис...

Методическая разработка "Методическая разработка игр и упражнений направленных на познавательно-творческое развитие дошкольников посредством развивающих игр В.В.Воскобовича"

Развитие интеллектуально – творческих  способностей детей дошкольного возраста – одна из актуальных проблем современности. Дошкольники с развитым интеллектом быстрее запоминают матери...