Конспект НОД по речевому развитию на тему: «Ҫурхи вăрманта»
план-конспект занятия по развитию речи (младшая, средняя группа)

Конспект НОД по речевому развитию на тему: «Ҫурхи вăрманта»

Скачать:


Предварительный просмотр:

Бюджетное учреждение Чувашской Республики дополнительного профессионального

образования «Чувашский республиканский институт образования»

Министерства образования и молодежной политики Чувашской Республики

Тема: «Ҫурхи вăрманта»

Хатěрлекенě:

 пěрремěш категориллě

воспитатель

Смелова Наталья Владимировна

Муркаш сали - 2021


 Тема: «Ҫурхи вăрманта»

Программное содержание:

  • Ачасене чăвашла тулли тата тулли мар предложенисем йěркелеме вěрентесси;
  • тавралăха, чěр чунсенеи  сăнама, пулăмсене палăртма хăнăхтарса пырасси;
  • Хăйсен кăмăл-шухăшне палăртма вěрентсе пырасси;
  • ҫуркуннехи уйăх ячěсене ҫирěплетсе хăварасси (пуш уйăхě, ака уйăхě, ҫу уйăхě);
  • пěр-пěрин хушшинчи туслăха аталантарасси.

Словарь ěҫě: 2-3 сăмахран тăракан предложенисем йěркелесси: юхать, вăранаҫҫě, вěҫсе килеҫҫě, ирěлет, хěртсе пăхать, чěрěлеҫҫě, ӳсеҫҫě, юрлаҫҫě.

Материал:

  • пěр енě савăнăҫлă, тепěр енě сулхăн хěвел макечě, хěвел пайăркисем, ҫуркунне пулăмсене кăтартнă ӳкерчěксем (ача шучěпе), кайăксен маскисем, икě ҫаврашка (обруч), Кюизенер паттакисем, чечек схемисем, симěс уҫланкă.
  • Кайăк сасси тата шыв йухнă сасăсемпе аудиозапись.

Умěнхи ěҫ: уйăх ячěсене чăвашла вěренни, ҫуркуннехи ҫутҫанталăка палăртнă  картинăсене сăнлани, ҫуркунне ҫинчен тупмалли юмахсем, сăвăсем вулани, ҫут ҫанталăк календарěпе ěҫлени.

Уйрăм ачапа ěҫлесси:  пăхмасăр сăвва калама вěрентесси.

Ěҫ йěрки:

Воспитатель:

Йыхравлатăп вăйăна

Кар тăратпăр васкаса.

Эс юлташ, эп те юлташ

Пул эс пирěн хурăнташ.

Ал паратпăр юлташне

Йăл кулатпăр пěр-пěрне.

В: Ачасем, пирěн патра паян хăнасем нумай. Пурне те туслăн сывлăх сунар! Сывлăх сунатпăр, ырă кун пултăр.

В: Ачасем, эпир паян мěн ěҫлесси сирěнтен килет. Тупмалли юмахăн тупсăмне пěлсен, эпир мěн ҫинчен калаҫҫасси те паллă пулě. Эсир хатěр-и?

В:  Юр ирěлет,

      Шыв юхать,

      Кун вăрăмланать,

      Ку хăҫан пулать?                

                                         (Ҫуркунне)

                     

Тěрěс, ачасем, халь урамра ҫулталăкăн хăш вăхăчě? Ҫуркунне! Хитре те илемлě вăхăт.  Ҫуркунне ҫитнине ăҫтан пěлме пулать, ачасем?

(хěвел хěртсе пăхать, тумлам юхать, кайăксем юрлаҫҫě)

В: Пăхăр-ха, ачасем пирěн хěвелěн пěр пайăрки ҫеҫ пур. Хěвелěн пайăркисем тухайман, вăл питě кичем. Хěвеле  пайăркисене тупма пулăшатпăр-и? (ачасен хуравě)

В: Пěрремěш пайăркине тупас тесен ҫуркунне ҫинчен сăвă каламалла.

Ҫуркунне ҫинчен кам сăвă пěлет?

(Ачасем сăвă вулаҫҫě)

В: Маттур, ачасем. Акă пирěн хěвел пайăрки те тухрě.

В: Ачасем, эпир хěвеле тата мěнле пулăшма пултаратпăр-ши?  (ҫут ҫанталăк календарě патне утаҫҫě) Хěвеле ҫуркуннехи уйăхсене аса илтеретпěр.

В: март, апрель, май – ты их, друг, не забывай!

В: Чăвашла мěнле калаҫҫě –ши вěсене?

(пуш уйăхě, ака уйăхě, ҫу уйăхě)

В: Маттур, ачасем. Ак хěвелěн тепěр пайăрки те тухрě.

В: Ытти хěвел пайăркисене тупас тесен, пирěн ҫурхи вăрмана каймалла. Каятпăр-и? (ачасен хуравěсем) . Апла пулсан, пурте пěрле урасене ҫӳлелле ҫěклетпěр те ҫапла калатпăр:

«Ҫурхи вăрмана каятпăр

Хěвел пайăрки шыратпăр.

Урасене ҫěклетпěр

Малалла утатпăр».

 (Ула такка сасси илтěнет).

В: Ачасем, мěн сасси илтěнет? Апла пулсан, эпир вăрмана ҫитсе пыратпăр. Улатакка сасси мěне пěлтерет-ши? (хуравсем)

Ачасем:  Улатакка сассине пуш уйăхěнче илтсен – ҫуркунне вăрăма каять.

В: Малалла каяр-и? (урасене ҫěклесе утатпăр)

В: Мěн сасси,ачасем? (шыв юхнă сасă, кайăксем юрлани илтěнет)

В: Ку сасăсем мěне пěлтереҫҫě? (хуравсем) Тата мěнле  пулăмсем ҫуркунне ҫитни ҫинчен калаҫҫě?

Айтăр-ха сěтел ҫинчен ҫуркуннен пулăмěсене суйласа илěпěр.  

Дидактика вăййи «Ҫуркуннехи пулăмсем»:

Ачасем сěтел ҫинче ҫуркунне паллине пěлтерекен ӳкерчěксене суйлаҫҫě. Вěсем ҫинчен каласа параҫҫě. Кашни предложени «Ҫуркунне…» сăмахпа пуҫланмалла.

Хуравсем: (юр ирěлет, хěвел ăшăтса пăхать, тумлам юхать, шыв юхать, кайăксем кăнтăртан вěҫсе килеҫҫě,  вăрманти чěрчунсем вăранаҫҫě, йывăҫ ҫинче папаксем тухаҫҫě, чечексем тухаҫҫě, хурт-кăпшанкă вăранать, шыв кӳленчěкěсем тухаҫҫě тата ытти те).

В: Ҫапла,  ачасем. Питě тěрěс каларăр. Эпир паян кайăксен сассисене илтрěмěр. Хăйсем ăҫта-ши? Вăрмана шалалларах кěрсе пăхар пуль:

«Ҫурхи вăрмана каятпăр

Хěвел пайăрки шыратпăр.

Урасене ҫěклетпěр

Малалла утатпăр».  

В: Мěнле кайăксене каратпăр? Хашěсем пирěн патра хěл каҫнă? Хăшěсем ҫуркуннепе килеҫҫě?

Ответы детей: хěл каҫакансем: ҫерҫи, чакак, кăсăя, ула курак. Вěҫсе килекеннисем: хура курак, шăнкăрч, тăри, чěкеҫ.

В: Тěрěс, ачасем. Питě маттур. Акă тепěр хěвел пайăрки те тухрě. Вăйă выляма та вăхăт ҫитрě. Выляр-и?

Хусканулла вăйă «Пěчěк кайăксем». Ачасем икě ушкăна пайланаҫҫě: хěл каҫакан кайăксем, вěҫсе килекеннисем.

Вăйă выляҫҫě: Пěчěк кайăксем вěҫеҫҫě,

                          Ҫунаттисемпе сулаҫҫě.

                          Вăйлă ҫилě алхасать

                          Кайăксене хăвалать.

(хěл каҫакан тата вěҫсе килекен кайăксем хăйсен ҫаврашкине вырнаҫаҫҫě). Вăйăна 2 хут вылятпăр.

В: Маттур, ачасем! Малалла каятпăр.

«Ҫурхи вăрмана каятпăр

Хěвел пайăрки шыратпăр.

Урасене ҫěклетпěр

Малалла утатпăр».

В: Акă чечек уҫланкине те ҫитрěмěр! Ҫуркунне мěнле чечексем маларах тухаҫҫě? (ответы детей) Епле хитрен вěсем лараҫҫě.... Тен, татса каятпăр вěсене?

В: Ачасем, чечексене татма юрать-и?

Ачасем: Ҫук!

В:              Эп чечек хуҫатăп,

                  Эс чечек хуҫатăн,

                  Эп хуҫатăп, эс хуҫатăн,

                  Пушанса юлать уҫланкă.

         

В: Ачасем, уҫланкă пушанса юлсан кичем те начар. Уҫланкăна чечексемпе илемлетер-и? Ăна валли пирěн виҫшерěн пайланмалла. Кěҫех пирěн уҫланкă ҫурхи чечексемпе тулать.

 (ачасем схемăсем тăрах Кюизенер патаккисемпе чечексем ăсталаҫҫě)

В: Пирěн ача садне кайма та вăхăт ҫитрě, хěвел пайăркисене тунсăхлă хěвеле парнелер.

Пěрре, иккě, виҫҫě

Ача садне ҫитнě....(хăйсен йěри-тавра ҫаврăнаҫҫě)

Айтăр-ха, ачасем тупнă пайăркасене хěвел ҫине вырнаҫтаратпăр.

(ачасем хěвел пайăркисене вырнаҫтараҫҫě. Воспитатель хěвеле савăнăҫлă енне ҫавăрать)

В: Хěвел хаваслансах кайрě, ачасем. Маттурсем, эсир. Мана сирěнпе вăрман тăрăх ҫӳреме питě килěшрě. Сире, ачасем мěн килěшрě ытларах?

Усă курмалли хатěрсем:

Ҫуркунне ҫинчен сăвă:

Килчě ырă ҫуркунне,

Килчě ячě ăшăтса.

Хěвел савать тěнчене

Хěл ыйхинчен вăратса.

Тěттě вăрман чěрěлет,

Ешěл тумтир тăхăнать,

Ҫеҫен хир те ешерет,

Илемěпе мухтанать.

Дидактика вăййи «Ҫуркуннехи пулăмсем»:

D:\ДОКУМЕНТЫ САДА\Смелова Н.В\отк занятие\ручеек.jpg

D:\ДОКУМЕНТЫ САДА\Смелова Н.В\отк занятие\птицы-в-гнез-е-83859945.jpg

D:\ДОКУМЕНТЫ САДА\Смелова Н.В\отк занятие\ветка.png

D:\ДОКУМЕНТЫ САДА\Смелова Н.В\отк занятие\капель.png

D:\ДОКУМЕНТЫ САДА\Смелова Н.В\отк занятие\vesna-dlya-detey-detsada-11.jpg

D:\ДОКУМЕНТЫ САДА\Смелова Н.В\отк занятие\подснежники.jpg

D:\ДОКУМЕНТЫ САДА\Смелова Н.В\отк занятие\скворец.jpg

D:\ДОКУМЕНТЫ САДА\Смелова Н.В\отк занятие\солнце.jpg

D:\ДОКУМЕНТЫ САДА\Смелова Н.В\отк занятие\прилетаю птицы.jpg

D:\ДОКУМЕНТЫ САДА\Смелова Н.В\отк занятие\img2.jpg

D:\ДОКУМЕНТЫ САДА\Смелова Н.В\отк занятие\slide-2.jpg

D:\ДОКУМЕНТЫ САДА\Смелова Н.В\отк занятие\снег.png

Чечексене Кюизенер патаккисемпе йěркелесе хумалли шаблонсем:

D:\ДОКУМЕНТЫ САДА\Смелова Н.В\отк занятие\цветы1.jpegD:\ДОКУМЕНТЫ САДА\Смелова Н.В\отк занятие\цветы2.jpegD:\ДОКУМЕНТЫ САДА\Смелова Н.В\отк занятие\цветы3.jpeg

D:\ДОКУМЕНТЫ САДА\Смелова Н.В\отк занятие\цветы4.jpeg


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

Конспект занятия по речевому развитию на тему: "Овощи"

Конспект занятия по речевому развитию в форме игры "Что, где, когда?" для детей поготовительной к школе группе. На занятии дети знакомятся с понятиями "листовые", "плодовые", "корнеплоды", "луковичные...

Конспект НОД по речевому развитию на тему: «Наш Коста» в старшей группе.

Коста Хетагуров - выдающийся осетинский писатель, поэт, художник, публицист. Его имя широко известно и любимо не только в Осетии, но и далеко за её пределами....

конспект НОД по речевому развитию на тему : "Весна"

КонспектНОД интегрированного занятия  по  речевому  развитию  на тему: «Весна»в старшей  логопедической  группе  «Ветерок»   ...

Конспект НОД по речевому развитию на тему «Зимние игры и забавы» (подготовительная к школе группа с ЗПР)

Досуг с использованием мультисистемы (ИКТ): позволяющий закрепить обобщить представления о зиме и типичных зимних явлениях в природе....

Конспект ООД по речевому развитию на тему "Развитие речи через театрализованную деятельность в поликультурной среде" для детей старшей группы.

Конспект ООД по развитию речи детей старшей группы при ознакомлении с культурой и традициями народов России и ближнего зарубежья посредством театрализованной деятельности....

Конспект по познавательно-речевому развитию на тему «Одежда, обувь, головные уборы». Старшая группа. Образовательная область: познавательное развитие, речевое развитие.

Цель: закрепление и систематизация знаний детей об одежде, обуви и головных уборах.Задачи:- формировать обобщающие понятия «одежда», «обувь», «головные уборы»...

Конспект занятия по речевому развитию на тему «Волшебница вода» в группе раннего развития

Конспект занятия по речевому развитию на тему "Волшебница вода"...