Конспект проведения презентации книги Ю. Сементера "Килер, килер, кайаксем"
план-конспект занятия ( группа) на тему

Львова Людмила Алексеевна

по проекту "Формирование  познавательных интересов у дошкольников к птицам родного края".

Скачать:


Предварительный просмотр:

Ертсе пыракан:

-Ачасем, иртнĕ кунсенче эпĕ ялти библиотекăра пултăм.  Паян вара  садике йыхрав хучĕ килчĕ.  Пире Венера Кузьминична Усанова библиотекарь  вулав çуртне  тĕл пулăва  чĕнет. Килĕшетпĕр-и? Ачасем, сиртен  ыйтам-ха ,  мĕншĕн çынсем библиотекăна çÿреме юратаççĕ?

Ачасем:

-Унта  питĕ нумай кĕнекесемпе журналсем пур.

Ертсе пыракан:

Тĕрĕс. Библиотекăна  тĕрлĕ  ыйтупа  çÿреççĕ. Енчен те эпĕ  пĕр-пĕр ыйту çине хурав параймастăп пулсан, ăна  кирлĕ кĕнеке тупса  вуласа пĕлме пулать. Ачасем, пирĕн библиотекăра  мĕнле йышши кĕнекесем пур-ши? Ăна эпир библиотекарьтан ыйтса пĕлĕпĕр. Айтăр çула тухар…

(Воспитатель  ачасене кÿршĕ хутри  ялти вулав  пÿлĕмне илсе килет.  Пÿлĕме çурхи вăрман сăнарĕпе илемлетнĕ, лăпкă кĕвĕ янăрать. Библиотекарь ачасене кăмăллăн кĕтсе илет).

Библиотекарь:

Сывă-и,ачасем? Тавах сире библиотекăна килнĕшĕн. Эпĕ кĕнекесемпе туслă çынсене питĕ юрататăп.  Кам кĕнекене хисеплет- вăл, паллах, нумай пĕлет. Библиотекăра питĕ нумай кĕнеке упранать. Вĕсемпе  пысăкккисем те, пĕчĕккисем те усă курма пултараççĕ. Кунта тĕрлĕ кĕнекесем  пур: юмахран пуçласа наукăпа истори таранах.

Ачасем, эсир асăрхарăр пулĕ ĕнтĕ, пÿлĕм  манăн кăштах улшăннă. Эпĕ  паян сире «çурхи вăрмана» кайса курма сĕнесшĕн. Унта  нумай вăрттăнлăхпа  асамлăх тĕл пулма пулать. Ачасем, сирĕн вăрмана  кайса курма кăмăл пур-и?

Ачасем: Пур паллах.

Ертсе пыракан:

Ачасем,  çула тухиччен  аса илер-ха: хамăра вăрманта мĕнле тытмалла?

Ачасем: Шавламалла мар, енчен  енне чупмалла мар, кайăксене, чĕр чунсене кÿрентермелле мар,вĕсен йăвисене çĕмĕрмелле мар…

 Ертсе пыракан:

Ачасем, икшерĕн тăрса  вăрман  илемлĕхĕпе киленсе утăпăр. Пăхăр-ха :пирĕн умра  тăп-тăрă  шыв юхса выртать,  асăрхануллă пулăр ,ун  урлă  хывнă  кĕперпе  каçăпăр, акă  пирĕн çул çине йывăç йăваннă,  ун айĕнчен пĕшкĕнсе тухар. ( Ачасен ÿт-пÿ  хусканавĕсене çирĕплетни). Ачасем, илтетĕр-и,  кайаксем  юрлаççĕ.Вĕсем  эпир вăрмана килнине сисрĕç пулас.

Библиотекарь:

Ачасем, кайăксен хитре юррисене уçланкăри симĕс курăк çине ларсах итлесе пăхар-ха. Епле илемлĕ юрăсем  шăрантараççĕ вĕсем. («Уçланкăри симĕс курăк çине» ларса ачасем  кайăк сассисене  итлеççĕ. Магнитофон ленти çине çырнă кайăксен сассисене итлеççĕ). Мĕнле кайăксем юрлаççĕ? Палларăр-и ?

Ачасем: куккук, шăнкăрч, çăхан, курак, тăмана…

Библиотекарь:

Ачасем,эсир  нумай кайăксен ячĕсене  пĕлетĕр иккен. Эпĕ  хавас.

Ертсе пыракан:

Иртнĕ кунсенче эпĕ библиотекăра пултăм, унта  пĕр кĕнекене кăмăлларăм.

Паян  вăл ман аллăмра   - «Килĕр, килĕр,кайăксем».Ăна Юрий Сементер çырнă. Венера Кузьминична, ачасене  Ю.Сементер  çинчен кĕскен  каласа параймăр-ши?

Библиотекарь: Сементер (Семенов) Юрий Семёнович – чăвашсен  хальхи  вăхăтри  паллă  поэчĕсенчен  пĕри.  Вăл Чăваш Республикин Красноармейски районне кĕрекен  Таныши ялĕнче ,  1941-мĕш  çулхи  раштав уйăхĕнче çуралнă. Вăрçă вăхăтĕнчи  йывăрлăхсем (паллах кашни кил- çуртра  ун чух йывăр пулнă) ăна  пурнăçра  çирĕп  те  мал ĕмĕтлĕ пулма вĕрентнĕ.  Шкултан вĕренсе тухсан Çĕрпÿри  çут ĕç училищинче, каярахпа Чăваш патшалăх университетĕнче пĕлÿ  пухнă. Пĕр вăхăт Сементер  Совет Çарĕнче пулать. Унтан таврăнсан Чăваш кĕнеке издательствинче,  «Ялав» журналăн тĕп редакторĕнче ĕçлет .

 Юрий Сементер сăввисене  çамрăклах  хаçат-журналсенче пичетлеме тытăнаççĕ. Сăвăç ăсталăхĕ çултан  çул ÿссе,  вăй илсе пырать.  Вăл  хăйĕн сăввисене  аслисемпе ачасем  валли çырать.  

Ертсе пыракан:

 Мĕнпе тыткăна илчĕ –ха çак кĕнеке мана? Чи малтанах - Светлана Кангина художникăн  чăваш эрешĕпе  илемлетнĕ кĕнеке çийĕ илĕртет. Кĕнекене уçсан сăвă йĕркисем те тыткăна илеççĕ. Кĕнекери сăвăсем Чăваш Республикин территоринче тĕл пулакан, эпир паллакан  вĕçен кайăксем çинчен иккен.  Ку , паллах, пирĕншĕн-пуянлăх, ачасем. «Килĕр,килĕр,кайăксем» кĕнеке мана сирĕнпе  ĕçлеме, сире  вĕçен кайăксем çинчен пĕлÿ пама пулăшакан кĕнеке тесе шутлатăп. Сăвă йĕркисем тĕлĕнмелле интереслĕ: автор вĕçен  кайăксемпе тÿрĕ каласу  йĕркеленĕ  пек, кайăкĕсем те çын чĕлхипе калаçнăн  туйăнаççĕ.Ачасем, сăвăсене тимлĕ итлесе пăхар –ха:

1 ача: Уйăп. (Юлиана Герасимова )

Çитрĕм вăрмана уйпа,

Тÿрех куртăм уйăпа.

Уйăп, хĕрлĕ пĕсехе,

Çухатман-мĕн тимлĕхе,

-Чарăн! –тет.-Ăçта каян?

Усал шухăш çук-и сан?

Кайăксем кăçал аран

Хăтăлайрĕç пушартан.

Çавăнпа туртаканран

Сыхланать паян вăрман.

-Уйăп, ырă шухăшпа

Килтĕм эпĕ çак çулпа.

Тен, сире пулăшмалла,

Апат-çимĕç памалла.

Уйăп ларчĕ юнашар.

-Юрĕ, - терĕ, -калаçар.

2 ача: «Ула такка» ( Вероника Усанова).

Пĕр шаккарăм, пĕр таккарăм

Юман атте вуллине,

Шĕкĕрен йăлтах тасатрăм

Кăкăрне те çурăмне.

Мĕнлерех-ши ун тăррийĕ

Терĕм, пăхрăм хăпарса.

Эй, мăнтарăн, хуп нăррийĕ

Хунă çăмарта туса!

Кур-ха эсĕ: сăтăр хурчĕ

Пĕртте ÿркĕнсе тăмасть,

Пурнăç йĕркине пăсуçă

Юманран та хăрамасть!

Шак! шаккатăп,так! таккатăп

Унашкал хурт-кăпшанка,

Пурпĕрех таса тытатăп

Çак хĕвеллĕ уçланка.

3 ача: Кăсăя. (  София Шуйкова)

Чи-чи, кăсăя,

Вăхăтна ан яр сая,

Кантăр вăрри çисессĕн,

Çумăр шывĕ ĕçсессĕн

Пурнăç кайĕ лайăхрах,

Кăмăл пулĕ хавасрах.

4 ача: Чĕкеç ( Оля Яковлева)

 Чĕкеç, чĕкеç, чĕкеçĕм,

Чĕвĕл-чĕвĕл чĕлхеçĕм,

Ĕнтĕ вĕçсе килтĕн-и,

Çырмаран тăм илтĕн-и,

Çĕнĕ йăва çавăрма

Ирпе ирех тăтăн-и,

Чăваш çĕрне мухтама

Çĕнĕ  сăвă хыврăн-и?

 5 ача : Шăнкăрч.( Валерия Чернова.)

Шăнкăрч килчĕ  кăнтăртан.

Ыйтрăм эп ирпе унран:

-Мĕнле çитрĕн? Лайăх-и?

Тепĕр çу каçмалах-и?

Шăнкăрч ячĕ юрласа,

Шăнкăрч пачĕ каласа:

Килсе çитрĕм аванах,

Кĕтĕм хамăн йăванах.

Йăвине юсанăшăн,

Пушатса тасатнăшăн

Юрăпа эп тав тăвам,

Йышăн пирĕнтен салам!

Библиотекарь: Ачасем, сăвăри йĕркесене тимлĕ итлерĕр-и? Мĕншĕн тав тăваççĕ кайăксем? Эсир кайăксене юрататăр-и? Вĕсене упрама  хатĕр-и?

Ертсе пыракан:Венера Кузьминична, пирĕн ачасем питĕ юратаççĕ  вĕçен кайăксене. Вĕсене  валли ашшĕ-амăшĕсемпе пĕрле кашни çулах сырăшсем  хатĕрлеççĕ, апатне те вăхăтра параççĕ.Ачасем  кайăксен сăнĕсене  хут çине ÿкереççĕ, пластилинран йăвалаççĕ, хутран касса çыпăçтараççĕ. Тунă ĕçсен куравне те йĕркеленĕ эпир. Пушă  вăхăтра сăвăсемпе калавсем те вулатпăр. Акă,  пĕчĕк ушкăнри ачасем Н. Ыдарайăн кайăксем çинчен çырнă  сăввисене юратаççĕ.

1 ача. Кăвакарчăн(Александра Алексеева).

Кăвакарчăн кунсерен

Кăвăлтатать чĕререн:

- Кăмăл ту,- тет вăл тусне,-

Куç хывмашкăн ман çине!

2 ача. Курак(Денис Карсаков).

Курак питĕ ăслăскер

Анчах питĕ шавлăскер:

Йăлтăрккана  юратать –

Курсассăнах йăкăртать.

3 ача. Çерçи(Мария Львова).

Çерçи пулать кунта та,

Çерçи пулать унта та,

Çерçи пулать таçта та-

Çерçи пуçтах ытла та.

4 ача.Саркайăк(Ивона Ильина).

Сарă чечек çурăлсан

Сад пахчине сăн кĕрет,

Сарă кайăк юрласан

Сад пахчине чун кĕрет.

Ертсе пыракан:

 Ачасем вĕçен  кайăксем çинчен  юрăсем  нумай пĕлеççĕ. Ачасем,  хамăр  пĕлекен юрра шăрантарса илер-и?  .

(Ачасем  «Шăнкăрч», «Салакайăк» , «Хура-хура  кураксем» юрăсене юрлаççĕ. )

Библиотекарь: Ачасем ,каннă хыççăн, малалла каяр. Асăрхарăр-и,туратсем çинче кайăксем лараççĕ. Мĕнле кайăксем, палларăр-и?

Вăйă«Мĕнле кайăк, пĕл?». Ачасем туратсем çине вырнаçтарса хунă кайăксен  сăнарĕсене тишкереççĕ.

Ертсе пыракан: Чылайăшне эсир пĕлетĕр, маттур, ачасем.

Енчен те  кайăксенчен хăшне-пĕрне палламастăр  пулсан Ю Сементерĕн  « Килĕр, килĕр, кайăксем» кĕнекере  художник сăнласа панă  ÿкерчĕксем те пур. Тимлĕ пăхсан , эсир  вĕсене  те палласа илме вĕренетĕр. Ачасем, мана сăвăсем çумне çунатлă  туссем çинчен хушса çырнă йĕркесем те кăмăла кайрĕç. Кĕнекерен уйрăлмасăрах кайăксем çинчен кĕскен  те тĕплĕнрех пĕлме май пур : ăçта тата мĕнле кайăк  йăва çавăрать, мĕнле  тата мĕнпе тăранса пурăнать.Акă кĕнекери ÿкерчĕк çине пăхар-ха, мĕн ятлă  кайăка асăрхарăр?

Ачасем: Хура курак.

Ертсе пыракан: Çапла, ку хура курак.  Çил-тăмана çĕнтерсе курак килет кăнтăртан. Кив йăвине çĕнетсе, çур кунĕсем  çитнине хыпарлать  вăл кăмăлтан.  Кайăксем- пирĕн туссем  тенĕ авалтан. Мĕншĕн çапла каланă – ха, ачасем? Курак этеме мĕнпе усă кÿрет?

5ача: Никита Краснов.

 Курак-тыр-пул уйĕсен сиплевçи. Хирте ,ç урхи ĕçсене тунă вăхăтра тракторсем хыççăн çÿрет – сиенлĕ хурт-кăпшанкăсене çиет, вĕсене ĕрчеме памасть.

6 ача: Владик Захаров.

 Тăмана, кăйкăр,шăланкă –питĕ усăллă кайăксем, вĕсем кăшлакан чĕр чунсене тытса пурăнаççĕ.

7 ача: Илья Васильев.

Хăлат – чĕр чунсен виллисене пуçтарса çиет, чир хăрушлăхĕнчен сыхлать.

8 ача: Маша Ильина.

Мана асанне калать: «Çерси чĕвĕлтетсен – çумăра,  чакак чакăлтатса пÿрт умне вĕçсе килсен- хыпара».

Библиотекарь:

Çапла, ачасем ,пирĕн тăрăхра та питĕ нумай тĕрлĕрен вĕçен кайăк пурăнать. Вĕсенчен кашнийĕ хăйне кура илемлĕ, ĕçчен, пултаруллă.  Тĕплĕнрех вĕсем çинчен эсир  килте аçăр-аннĕрсемпе  çак кĕнекене вуласа пĕлме пултаратăр, кунсăр пуçне ытти вулав  кĕнекисене сĕнме пултаратăп.

Манăн сирĕнпе тепĕр  вăйă выляс килет«Кам хăвăртрах кайăка пуçтарма пултарать» . Ку вăййа икĕ ушкăна пайланса выльăпăр. Эпĕ сигнал панă хыççăн сирĕн  умра выртакан пазлсенчен кайăк сăнарĕсене  пуçтармалла. Хăш ушкăн малтан пуçтарса пĕтерет-вĕсем çĕнтерÿçĕ.

Ертсе пыракан: Ыванмарăр-и, ачасем? Манăн сирĕнпе тепĕр шухă вăйă выляса илес килет.

 « Хурчăкапа чăх чĕпписем».   Вăййăн тытăмĕ:

Хурчăка тискер кайăк – вăл тĕрлĕ  кăпшанкăсенчен пуçласа мулкач таранах тытса çиме пултарать. Çавăнпа та чăпар чăх амăшĕн питĕ асăрхануллă пулмалла, чĕпписене вăхăтра пуçтарса хÿтĕлемелле.

Укăлчара хурăн та çăка,

 Çÿлте вĕçсе çÿрет хурчăка,

Систермесĕр сиксе ÿкесшĕн,

Чăх чĕпписене тытса çиесшĕн.

Чăпар чăх хÿтĕлет чĕпписене:

«Ман чĕпсене ан тив, хурчăка,

Асăрха та вичкĕн куçупа

Тытса çи пулă, е шапа».

Ертсе пыракан: Ачасем, чăпар чăх та хăйĕн чĕпписене вăхăтра пуçтарса кайрĕ. Пирĕн те киле кайма вăхăт. Çула тухар. Асăрханулăх çинчен манар мар.Акă вăрмантан та  тухрăмăр. Халĕ Венера Кузьминичнăпа та сыв пуллашма вăхăт. Ăна тав сăмахĕ калар.

Ачасем: Тавах.

Библиотекарь: Тавах сире, ачасем. Библиотекăна  аçăр-аннĕрсемпе,  пиччĕрсемпе аппăрсемпе килсех çÿрĕр. Кĕнекесемпе туслă пулăр. Сывă пулăр,ачасем! Тепре тĕл  пуличчен.

 «Чăваш Республикин Елчĕк районĕнчи Шăмалакри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул» муниципаллă бюджетлă  пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вĕренÿ учрежденийĕ.

Юрий Сементер поэт çырнă

«Килĕр, килĕр,кайăксем!»

сăвăсен кĕнеки тăрăх ирттерекен сценари-презентаци.

(Шкул çулне ситмен тĕрлĕ ушкăнри ачасемпе ирттерекен  сценари)

                                                                                      Хатĕрлекенĕсем:

                                                                               И.Н.Воронова -1-мĕш категориллĕ воспитатель

                                                                             Л.А.Львова- 1-мĕш категориллĕ воспитатель

                                     Шăмалак ялĕ  2014 çул

Шахарчан. ( Свиристель)                                         Чарлан.(Цапля)

Шахарчан хелпе таван                                              Арвиси пек ун ури-

Шанасран вал шикленмест.                                     Пите варам та синсе,    

Шал семми пулас пулсан                                         Калама пулать, юри

Шахарма та уркенмест.                                             Туса яна сер висме.    

Шапчак.(Соловей)                                                       Чарлак.(Чайка)                

Шапчак пите юратать                                                 Чарлак тени емерне

Шап ларакан машарне                                             Чаралтатса сул хывать:

Шапах уншан шаратать                                           Чар! анать те шыв сине

Шаплахра вал юррине.                                             Чере пулла кап! хыпать.

Чакак (Сорока)                                                                  Хура курак. (Грач)

Чакак палла авалтан                                                       хура курак хураскер                                          

Чакака пелес пурте:                                                        хура  серпе тусласкер                                                

Чаранмасар паврасан                                                     хура сере хисеплет                                                

Чакак пулан эсе те.                                                          Хуртсенчен ана иртет

Ула такка.(Дятел)                                                             Уйап.(Снегирь)

Ула такка –улатка                                                       Сад пахчине сурсертен

Йывас такать яра кун                                                  Уйап килне ханана:          

Теленмелле ытла  та-                                                 Уме пите херлерен

Самси епле тусет  ун.                                                Улма тайен эс ана.

Тари(Жаворонок)                                                           Тамана (Сова)          

Тари ирпе тарать те                                                      Таманан пит пысак пусе

Таралтатма пикенет                                                     Куслах тейен ун кусне-

Тарнаккайсем таринччен                                            Пурперех ун чармак кусе

Тахар юра кевелет                                                         Кураймасть кун сутине.

Курак (Ворона)

Курак пите асласкер

Анчах пите шавласкер

Йалтарккана юратать-

Курсассанах йакартать.

4 ача:

 Курак-тыр-пул уйесен сиплевси. Сурхи ессем вахатенче, тракторсем хыссан сурет – сиенле хурт-капшанкасене сиет, весене ерчеме памасть.

5 ача:

 Тамана, Кайкар,Шаланка –пите усалла кайаксем, весем кашлакан черчунсене тытса пуранассе.

6 ача:

Халат – черчунсен виллисене пустарса сиет, чир харушлахенчен сыхлать.

7 ача:

Мана асанне калать: Серси чевелтетсен – сумара,  Чакак чакалтатса пурт умне вессе килсен- хыпара.

1 ача: Уйап.

Ситрем вармана уйпа,

Турех куртам уйапа.

Уйап, херле песехе,

Сухатман-мен тимлехе,

-Чаран! –тет.-Аста каян?

Усал шухаш сук-и сан?

Кайаксем касал аран

Хаталайрес пушартан.

Саванпа туртаканран

Сыхланать паян варман.

-Уйап, ыра шухашпа

Килтем эпе сак сулпа.

Тен, сире пулашмалла,

Апат-симес памалла.

-Юре, - тере, -каласар.

2 ача: «Ула такка»

Пер шаккарам, пер таккарам

Юман атте вуллине,

Шекерен йалтах тасатрам

Какарне те сурамне.

Менлерех-ши ун таррийе

Терем, пахрам хапарса.

Эй, мантаран, хуп наррийе

Хуна самарта туса!

Кур-ха эсе: сатар хурче

Пертте уркенсе тамасть,

Пурнас йеркине пасуса

Юманран та харамасть!

Шак! Шаккатап,так! Таккатап

Унашкал хурт-калшанка,

Пурперех таса тытатап

Сак хевелле усланка.

3 ача:

Шанкарч килче кантартан.

Ыйтрам эп ирпе унран:

-Менле ситрен? Лайах-и?

Тепер су касмалах-и?

Шанкарч яче юрласа,

Шанкарч паче каласа:

Килсе ситрем аванах,

Кетем хаман йаванах.

Йавине юсанашан,

Пушатса тасатнашан

Юрапа эп тав тавам,

Йышан пирентен салам


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

Презентация "Книга мой друг-без нее, как без рук"

Презентация для малышей о том, какой длинный путь проходит книга, прежде чем попасть в руки ребенка....

презентация " Книги- лучшие друзья"

Проект в группе " Звёздочка" - " Книги лучшие друзья" краткосрочный, ...

Презентация Книги Памяти "Никто не забыт. Ничто не забыто", посвященной 70-летию Победы нашего народа в ВОВ.

Книга Памяти создана воспитателем подготовительной группы детского сада при содействии родителей детей и их родственников. Цель Книги:   история ПОБЕДЫ в Великой Отечественной войне навсегда долж...

Презентация "Книга добра"

«Книга своими руками» - краткосрочный проект по созданию книги, рассчитан на неделю....

Презентация "Книги Памяти"

"Книгу Памяти" мы создавали вместе с родителями моих воспитанников....

Презентация "Книги Памяти"

"Книгу Памяти" в нашей группе мы создавали благоларя стараниям родителей наших воспитанников, которые собрали много интересного материала....

Презентация книги А.С. Макаренко "Книга для родителей"

Краткое содержание книги А.С. Макаренко "Книга для родителей"...