ТЕМА“КРОЛИКА СĂНАССИ“ Вӑтам ушкăнри ачасем валли.
методическая разработка (средняя группа)

Вĕренÿ уçлăхĕсен интеграцийĕ:. Ҫутҫанталӑк кӗтессинчи ӗҫ. Килти чӗрчунсемпе паллашни. Чӗрчунсене ӳкерни. Хускануллӑ "Ларчĕ мулкач хуçланса." Чӗрчуна сӑнласа парасси. Выльăхсем çинчен вырӑс тата чăваш халӑх юмахӗсене вулани.

Тӗп тӗллев: ачасене кролика сӑтаттарасси, кроликӑн тулашри уйрӑмлӑхӗсене уйӑрма хăнăхтарасси, чӗр чунсемпе интереслентересси.

Задачӑсем:

Сапăрлав тĕлĕшпе:

Ырӑ кӑмӑлпа, яваплӑхпа, управлӑхпа, тӑрӑшупа чӗрӗ чӗрчуна юратупа хăнăхтарасси,

пӗр-пӗринпе килӗштерсе ӗҫлеме явăçтарасси, занятисемпе интересленме, килти выльӑх-чӗрлӗхе - кролика тимлӗн сӑнасси.

Аталантару тĕлĕшпе:

диалогла калаҫӑва, куҫ тимлӗхне, артикуляцие, пӗтӗмӗшле моторикӑна аталантарасси.

Пĕлÿ парас тулĕшпе:

ачасене тулашри сӑн - сӑпат паллисемпе паллаштарасси (ӳчӗ ҫӑмпа витӗннӗ, пуҫӗ ҫинче -ҫӑварӗ, куҫӗ, хӑлхисем; малти урисем, кайри урисем, хӳри).Унӑн йӑлисене (ӑҫта пурӑнать, мӗн ҫиет) çирĕплетсе хăварасси.

Меслетпе мелсем:

Курăмлисем: теттене сăнлани, çут çанталăк объектне – кролика сăнлани.

Сăмахлисем: педагог каласа пани, пĕрле каласа пани.

Практикăллисем: сăнав.

Кирлĕ  материал тата хатĕрсем:

Кăтартмаллисем: мулкач тетте, чĕрĕ чĕр чун – кролик.

Ача – пăча ĕç – хĕлĕн тĕсĕсем:

  • Пĕлÿпе тĕпчев ĕç-хĕлĕ,
  • Хутшăну ĕç-хĕлĕ,
  • Пуплев ĕç-хĕлĕ.

Маларах тумалли ĕçсем: илемлӗ литература вулани, иллюстрацисене пӑхни, калаҫусем ирттерни.

ВĔРЕНŸ ЙĔРКИ.

I тапхăр. Психологи енчен кăмăла çĕклени.

Воспитатель тетте мулкачне аллинче тытса: "Ачасем, кам ку?"

II тапхăр. Кăсăклантарса яни. Çĕнĕ материала кăсăклантарса ăша яни.

Ачасене мулкача курма сӗнет: "Мулкачӑн кӗлетки, пуҫӗ, урисем, хӑлхисем, хӳри пур. Пичӗ ҫинче куҫсем, сӑмси, ҫӑварӗ, мӑйӑхӗ пур. Мулкачӑн ӳтне ҫемҫе ҫӑм витнӗ. Пирӗн ача садӗнче мулкач евӗрлӗ чӗрчун пур, анчах ку мулкач мар. Вӑл мӗнле чӗрчун иккенне чухласа илтӗр-и эсир? Ача садӗнче чӑн-чӑн чӗрӗ кролик пурӑнать. Кролик мулкачран мӗнпе уйрӑлса тӑрать?"(Ачасен хуравӗсем) Мулкач - вӑрманта пурӑнакан тискер чӗрчун, кролик - килти чӗрчун. Мамӑклӑ кроликсене тураҫҫӗ те мамӑк илеҫҫӗ. Унтан мамӑкне арласан  ҫип пулать. Ҫипрен ӑшӑ нускипе алсиш ҫыхаҫҫӗ (педагог ҫыхнӑ нускипе алсишне кӑтартать). Эсир чӑн-чӑн кролик ҫине пӑхасшӑн-и?"

III тапхăр. Динамикăлла пауза.

Ларчĕ мулкач хуçланса.

Хӑлхисене вылятать. (аллисене мулкач хăлхи пек туса хӑлхине вылятать)

Ак ҫапла, ак ҫапла

Хӑлхисене вылятать. (2 йӗрке 2 хут)

Сивӗ мулкача ларма

Ăшӑтасчĕ урине. (алӑ ҫупать)

 Ак ҫапла, ак ҫапла

Ăшӑтасчĕ урине. (2 йӗрке 2 хут)

Сивӗ - тĕр халь мулкача

Мулкачӑн халь сикмелле. (сикет)

Ак ҫапла, ак ҫапла

Мулкачӑн халь сикмелле. (2 хут)

Мулкач курнă кашкăра -

Тарчĕ вăл кунтан часрах..

Педагог тетте мулкачне кавир ҫине хурать: "Эпӗ кролик илсе килсен, вӑл та лӑпкӑн ларӗ-ши? Кролик тарасран мӗн тумалла? Хÿме тумалла." Ачасем воспитательпе пӗрле хӳме лартаҫҫӗ те ун тавра лараҫҫӗ.

Воспитатель: Кунта эпир кролика кӑларса ярӑпӑр та вӑл мӗн тунине сӑнӑпӑр. Сирӗн кролике тимлӗн сӑнамалла, унтан хӑвӑра мĕн интереслĕ пулнине каласа памалла.

Педагог кролик илсе килет те ӑна картишне кӑларать.

Чӗрчун мӗн хӑтланнине воспитатель ачисемпе пӗрле сӑнаса тӑрать: "Кролик   сикет.    Кайри урисем унӑн малтисенчен вӑрӑмрах. Ачасем, кролик пирӗн ҫине мӗнле пӑхать?"

Педагог ачасен хуравӗсене пӗтӗмлетет: "Чӗрчун мӑйне тӑсать, сывлӑша шӑршлать, мӑйӑхне хускаткалать, пӑхать." Пӗр ачана хыттӑн алӑ ҫупма сӗнет.

Воспитатель: кролик алӑ ҫупнине хирӗҫ мӗн тӑвать? Мӗншӗн кролик хӑлхисене хупларӗ? (Ачасен хуравӗсем). Кроликсене сӗлӗ, кишӗр, кӑшман, çамрăк ӑвӑс турачӗсемпе утӑ ҫитерме пулать. Ҫулла утӑ вырӑнне курӑк, купӑста, салат пама юрать.

Воспитатель кролик умне кишӗр, курăк, панулми, канфет хурать. Кролик хӑйне мӗнле тыткаланине ачасем сӑнаҫҫӗ. Воспитатель чӗрчун хӑйне мӗнле тыткаланине ӑнлантарса парать: "Мулкачсемпе кроликсем уйрӑмах кишӗре юратаҫҫӗ. Вӗсем кишӗре малти шӗвӗр шӑлӗсемпе кӑшлаҫҫӗ. Хытӑ апата кӑшлакан чӗрчунсене кӑшлакан чӗрчунсем теҫҫӗ".

IV тапхăр. Хăй тĕллĕн тумалли ĕç-хĕл.

 Педагог ачасене кролика сӑнама тата хӑй мӗн курни-илтни ҫинчен каласа пама сӗнет.

V тапхăр. Рефлекси. Вĕçлев тапхăрĕ

Заняти вӗҫӗнче педагог ачасене вылямалли мулкач ҫав вырӑнтах ларни ҫинчен асӑрхаттарать. Ачасене чӑн-чӑн чӗрӗ кролик тетте мулкачӗнчен уйрӑлса тӑнине ӑнлантарса пĕтĕмлетсе парать: вӑл сикет, сывлать, илтет, шӑршлать, пӑхать тата ыт. те; ҫынсен килти выльӑхсемшӗн тӑрӑшмалла - вӗсене вӑхӑтра ҫитермелле, шӑвармалла, читлӗхсем тасатмалла, прививкӑсем лартмалла тата ытти те.

Заняти пӗтсен педагог кролика клеткӑна илсе каять.

По теме: методические разработки, презентации и конспекты

8-мěш март уявěнче ача садěнче ирттерме сěннě уяв сценарийě «Чи çывăх та юратнă çыннăмсене» 2-мěш кěçěн ушкăн валли

Çурхи хěвел пайăркисем таврана ыйхăран вăратса пирěн пата савăнăçлă, çутă, ăшă  уяв илсе килчěç. Хаклă аннесем, асаннесем, кукамайсем, ирěк парсамăр  сире тěнчери хěрарăмсен кунě ячěпе салам...

Мои разработки: "Аннесен уявĕ валли çырнă литмонтаж" 27.11.2019г.

quot;Аннесен уявĕ валли çырнă литмонтаж"...

«ЮМАХ ТĔНЧИ» (6-7 çулти ачасем валли уяв сценарийĕ)

Ĕç тĕллевĕсем:  ачасен юмах тĕнчине кĕртсе ярса хавхалантарасси, юмаха выляса кăтартасси, чăваш чĕлхе пуянлăхне уçса кăтартасси.Задачисем:Вěренӳ:  халăх сăмахлăхĕн пĕчĕк жанрĕ çирĕплетесси, ...

Конспект ОД "Робот Валли в гостях у ребят"

Материал будет полезен воспитателям старщих групп для формирования у дошкольников навыков программирования с помощью набора по робототехнике Мататалаб....

Кĕçĕн ушкăн валли ачасен ăс-тăнне,тавракурăмне аталантарас тĕллевпе хатĕрленĕ „Асанне патĕнче хăнара” темăпа ирттермелли заняти конспекчĕ

Кĕçĕн ушкăн валли ачасен ăс-тăнне,тавракурăмне аталантарас  тĕллевпе хатĕрленĕ  „Асанне патĕнче хăнара” темăпа ирттермелли  заняти конспекчĕПрограмма тытăмĕ:Вĕренÿ тĕллевĕсе...

Хӗл ӑсатӑвӗ. Шкул ҫулне ҫитмен ачасем ирттермелли уяв

Данная методическая разработка предназначена для проведения праздника "Масленица" в детском саду на чувашском языке....