Хӗл ӑсатӑвӗ. Шкул ҫулне ҫитмен ачасем ирттермелли уяв
материал
Данная методическая разработка предназначена для проведения праздника "Масленица" в детском саду на чувашском языке.
Скачать:
Вложение | Размер |
---|---|
maslenitsa_na_chuvashskom_yazyke.docx | 25.21 КБ |
Предварительный просмотр:
Чăваш Республикинчи Улатăр хулин
«8-мӗш «Звездочка» ача сачӗ»
Муниципалитетан шкул умӗнхи вӗренӳ бюджет учрежденийӗ
Хӗл ӑсатӑвӗ
Шкул ҫулне ҫитмен ачасем
ирттермелли уяв
Туса хатӗрленӗ:
воспитатель Агафонова О.С.
Алатырь – 2023
Тӗллевсем: ачасене чăваш – халăх культурипе, йăлли – йӗркипе, тавра – курăмне аталантарасси, халăх пултарулăхӗпе паллаштарасси.
Кирлӗ хатӗрсем: йывăҫ кашăксем, йываҫ лашасем, бубен йăвасем, 2 ҫатма йӗвенсем.
Уяв юхăмӗ.
-ачасене чăваш-халăх юррипе, ташшипе, вăйпипе, карталанса тăрса юрланă йӗркипе паллаштармалла; ачасен музыка туйăмне пуянлатасси;
-ачасен тавра-курăмне вăйăсемпе сăвă – юрă урлă чăваш чӗлхине юратма, аслисене хисеплеме хăнăхтарасси;
-ачасен чăваш-халăх пултарулăхне аталантарасси, тăван-халăх культурине ханлама хаклама вӗрентесси.
Мероприяти ҫулӗ
Савăнăҫлă ташă кӗвви янăрать. Икӗ енчен ертсе пыракансем чупса тухаҫҫӗ – мыскараллă тумланнă ҫынсӗм ҫăварни карчăкӗ тата ҫăварни старикӗ, ачасене уява йыхăраҫҫӗ.
1-мӗш мыскараллă ҫын: Килӗр, кӗрӗр, тăвансем!
Хӗрлӗ икерчӗ ҫиме,
Пирӗн пек телейлӗ пулăр,
Çитрӗ Çăварни эрни!
2 – мӗш мыскараллă ҫын : Пурне те Çăварнине кӗтетпӗр!
Çăварни икерчипе хирӗҫ тухса илетпӗр!
1 - мӗш мыскараллă ҫын: Сырпа, пылпа, йăвăпа,
Купăста куклипеле!
2 – мӗш мыскараллă ҫын : Эрне вӗҫленичченех,
Пушатпăр запассене.
Хӗр ача: Эрнипех ҫăм арламасăр,
Çăварнине кӗтрӗмӗр.
Хăнасене чӗнтӗмӗр,
Сăртра кӗтсе илтӗмӗр!
Арҫын ача: Сăрта юрпа сапрăмăр,
Çунапа якатрăмăр.
Яка, пăрлă, пул сăртăм!
Çитрӗ хаклă Çăварни!
Кӗвӗ сассипе Çăварни тухать.
Ачасем: Ырă сунса кӗтетпӗр, сирӗ хаклă Çăварни!
Çăварни: Эп – сарлака Çăварни!
Сырпа пыл ҫинче юрататăп йăванма,
Çунашкапа, йӗлтерпе юрататăп ярăнма.
Мыскараллă тумланнă ҫынсӗм ачасене карталанса юрлама кăлараҫҫӗ. Ачасем Çăварни тавралла ҫаврăнаҫҫӗ, юрă юрлаҫҫӗ «Юр ҫăвать» муз. А. Токарева, сăвви А. Кăлканăн, кузаракан Н. Евстафьева.
Çăварнине сумлă вырăна лартаҫҫӗ.
1-мӗш мыскараллă ҫын: Савăнса вылля хут – купăс,
Кашăксемпе, бубенсем,
Пурте хутшăнăр пӗрле!
2-мӗш мыскараллă ҫын: Вырăнта ан лар, юлташ,
Ушкăнпа тăрса ташла!
Ачасен ушкăнӗ музыка ертсе пыракнпа йываҫ кашăксемпе халăх юрри – кӗввине «Тюнки – тюнкки» выляҫҫӗ.
Ача Çăварнине ятран калать.
- Çăварни, инке, эсӗ те пирӗнпеле,
Пайлашсам ҫуллă икерчӗпеле.
Çăварни: Эпир те Çăварни ячӗпеле,
Çӳллӗ, хӗрлӗ, тутлă,
Йăвасем пӗҫертӗмӗр.
Çăварни «Кам нумайрах йăвасем пӗҫерет» вăйă ирттерет.
Пӗр енчен ҫатма, тепри енчен вылякансӗм вырнаҫнă. Вăйăра икӗ ушкăн хутшăнать. Вылякансӗм пӗр – пӗри хыҫҫăн йывăҫ кашăксемпе ҫатма патне чупса ҫитмеллӗ. Çатмаран йывăҫ кашăкпа йăва илсе тепӗр вылякана чупса ҫитсе памалла.
1 – мӗш хушу - ҫăварни карчăкӗ.
2 – мӗш хушу - ҫăварни старикӗ.
1-мӗш мыскараллă ҫын: Хатӗрленер-ха, ачасем,
Юмах тупсăмне тупма.
Тупсăмне тупма тăрăшăр,
Тӗрӗс хурав мана парăр.
- Алсăр, урасăр шывсем урлă кӗперсем хывать. (Сивӗ).
- Хӗлле хӗлӗпех ӗҫлет, ҫулла хăяккăн выртать. ( Çуна).
- Павăлпа Савăл ăмăртса чупаҫҫӗ. ( Йӗлтер).
- Вăрман урлă сарă хӗр пăхать. ( Хӗвел).
- Тӗр – тӗр карта, тӗр карта, вун ик сурăх пӗр карта, пурте татăк хӳреллӗ. ( Кукăль).
2-мӗш мыскараллă ҫын: Эх, ответсем, тӗрӗс, лайăх,
Тен, ташласа, савăнатпăр?
Мăшăрпа ташламалли ташă. Юрă кӗвви Ф. Лукина, кӗвви «Ачасен ташши».
Арҫын ача: Лайăх лаша йӗнерлен –
Ларса пыран савăнса,
Латсăр лаша йӗнерлен –
Ларса пыран тарăхса.
Вăйă «Лашасем». Вылякансем икшӗрен – икшӗрен уйрăлаҫҫӗ. Пӗри лаша тепри хуҫи пулать. Хуҫи лашине «йӗвенлет» те ҫула тухать. «Но – но!» - тесе кăшкăрса чупса ҫӳреҫҫӗ. Ывăнсан, хуҫи хăй лаша пулать е ăна канма ярать. Вылякансем ҫакăн пек мӗн кăмăл туличчен чупса ҫӳреҫҫӗ.
Вăйă йӗрки. Ачасем «Но- но!» - сигнал хыҫҫăн чупма пуҫлаҫҫӗ.
1 – мӗш ача: Часах савăнăҫ пӗтет,
Вырсарникун вӗҫленет.
2 – мӗш ача: Çитрӗ паян вырсарни,
Каҫарусем ыйтмалли.
Пур те каҫару ыйтаҫҫӗ.
Çăварни: Вăхăт ҫитрӗ манăн,
Сирӗнпе уйрăлма.
1 – мӗш ача: Эпир те пирӗн Çăварнине ,
Ăсататпăр куллянса.
2 – мӗш ача: Пирӗн хаклă Çăварни,
Кăштах пулчӗ ун эрни.
3 – мӗш ача: Сывă пул, сывă пул, эсӗ Çăварни,
Эх, сарлака Çăварни, сывă пул!
Мыскараллă тумланнă ҫынсӗм: Халӗ пурте ачасем, уҫăлма тухатпăр,
Çăварнине йышпала, ăсатса яратпăр.
Вăйăсем эпир вылятпăр,
Хăналатпăп пӗр – пӗрне хӗрлӗ икерчӗпеле.
Ачасем урама Çăварнине ăсатма тухаҫҫӗ: ҫунашкапа ярăнаҫҫӗ, вăйăсем выляҫҫӗ, икерчӗпе хăналаҫҫӗ, Çăварни катемпине ҫунтараҫҫӗ.
Урамри вăйăсем:
«Уйăх ӗ хӗвел». Ушкăнран икӗ аслăрах та вăйлăрах ача уйрăлаҫҫӗ. Вӗсенчен пӗри уйăх пулать, тепри – хӗвӗл. Ытти ачасем пӗр – пӗрин хыҫҫăн тăрса уйăхпа хӗвел аллисене пӗрлештерсе тунă хапхаран тухаҫҫӗ. Юлашки ачине чараҫҫӗ те унран ыйтаҫҫӗ: «Эсӗ камшăн пуласшăн уйăхшăн е хӗвелшӗн?». Ача кама суйлать ҫавăн хыҫне тăрать. Çак майпа вылякансем икӗ ушкăна пайланаҫҫӗ. Пайланнă чухне ачасем ҫакăн пек юрлаҫҫӗ:
Чиру, чиру
Чишалу
Пашалу,
Уйăх – и,
Хӗвел – и?
Ачасен юрри сăмахӗсем пӗлтерӗшсӗр, ăна ертӳҫӗсенчен хăшӗ уйăх е хӗвел пулнине ан илтсе юлчăр тесе ҫеҫ юрлаҫҫӗ. Уйрăлнă икӗ ушкăн пӗр-пӗринпе туртăнса вăй виҫет, малта уйăхпа хӗвел тăраҫҫӗ. Йӗр урлă туртса каҫарнă ачи каҫнă енчи ушкăна пулăшма пуҫлать. «Шăнтмалла». Вылякансенчен пӗрне ертӳҫӗ тăваҫҫӗ. Вăл вылякансене «шăнтаканни» пулать. Сигнал хыҫҫăн ачасем чăл-пар саланаҫҫӗ, «шăнтаканни» вӗсене хăвалать. Пӗрне хăваласа ҫитсен аллипе перӗнет те, лешӗ пӗр вырăнта тап чарăнса тăрать, «шăнса ларать». Шăнтаканни тытнă ачана ыттисенчен сыхласа тăрать. Ыттисенчен хăшӗ те пулин «шăннă» ачана аллипе сӗртӗнсен, леше «ăшанать» те каллех тарма пуҫлать. Хăвалаканни «шăннă» ачана сыхласа 10 таран шутлать. Çав вăхăтра тыткăнрине никам та пырса «ăшăтаймасан», вăл «шăнтаканни» пулать. Вăйă малала тăсăлать.
Усă курнă кӗнекесем
Ашмарин Н.И. Словарь чувашского языка.- Чеб., 1950
Махалова И. В. , Ягодова Л.Г. Чувашские детские игры. Для воспитателей дошкольных образовательных учреждений. – Чувашский республиканский институт образования, 1999
Ыдарай Н. Азбуки – Ас пуххи, Чеб., 1997
Махалова И.В. , Николаева Е.И. Воспитание здорового ребенка на традициях чувашского народа,Чеб. 2003
Воротникова Г.К. Чувашская музыка. Хрестоматия. Чеб., 1989
Кудаков Ю.Д., Кузнецова Л.В., Никифорова Г.Н., Ильина И.И. Чувашская музыка в 1-4 классах. Хрестоматия. Чеб., 2001
По теме: методические разработки, презентации и конспекты
Конспект НОД по «Обучению чувашскому языку» в выпускной группе «Кĕçех шкула»
Задачи:Воспитательные:- Воспитывать интерес к изучению родного языка.- Воспитывать культуру взаимодействия детей друг с другом и взрослыми.Развивающие:- Расширять словарный запас детей по теме «...