Сценарий осеннего праздника для старшей группы на чувашском языке
материал (старшая группа)

Константинова Алина Васильевна

На праздник к детишкам приходят Мухомор со своим другом ...

Скачать:

ВложениеРазмер
Файл stsenariy_chavash_uyave.docx23.54 КБ

Предварительный просмотр:

ЧĂВАШ РЕСПУБЛИКИН ВĔРЕНӲ ТАТА ÇАМРĂКСЕН ПОЛИТИКИН МИНИСТЕРСТВИН

                                              ХУШМА ПРОФЕССИ ВĔРЕНĔВĔН      

             «ЧĂВАШ РЕСПУБЛИКИН ВĔРЕНӲ ИНСТИТУЧĔ» БЮДЖЕТ УЧРЕЖДЕНИЙĔ

 

 

                      СЦЕНАРИСЕН «ЧĂВАШЛА УЯВ ЯНРАТĂР!» РЕСПУБЛИКА КОНКУРСĔ

                                                  НОМИНАЦИ : «Уяв сценарийĕ»

 

 

                                               ТЕМА:  «Кĕркуннен  кĕтменлĕхĕсем»

   

                      Мероприятие _  4-5___ çулти ачасем валли хатĕрленĕ

Ĕç тĕллевĕ: Ачасене кĕркунне паллисене уйăрма хăнăхтарасси, çак çутçанталăк вăхăчĕпе тĕплĕнрех паллаштарасси.Юрă-ташăпа хавхалантарасси,ачасен кăмăлне çĕклесси, хăюллăхне ÿстересси.

                                                                                Сценарин авторĕ:  

Константинова Алина Васильевна,

Йĕпреç районĕн Эйпеç ялĕнчи «Аистёнок» ача сачĕн воспитателĕ

телефон:8-917-671-81-19

e-mail: madam.konstantinova2017@yandex.ru

     

                                                               ШУПАШКАР – 2020

Хаваслă кĕвĕпе ачасем кĕрхи ÿкерчĕксемпе илемлетнĕ пÿлĕме кĕрсе лараççĕ. 

Ертсе пыраканĕ:Ырă кун пултăр,ачасем, хисеплĕ ашшĕ-амăшĕсем, хăнасем!Сире пурне те кĕрхи уява чĕнетпĕр.Епле илемлĕ пирĕн кунта.Мĕнле кăна пахча-çимĕç,улма-çырла,кăмпа çук-ши пирĕн уявра паян.Айтăр апла пулсан савăнар,ташлар,юрлар,выляр.

1 ача:

Кĕркунне, кĕркунне

Çитрĕн пирĕн енне.

Йывăçсен çулçисем

Тăкăнаççĕ хуллен,

Эрешлеççĕ хитрен

Сукмака, çĕр питне

Çурт-йĕрсем хушшине.

2 ача:

Савнă ял урамĕнче

Çулçăсем ташлаççĕ.

Кĕркунне çитни çинчен

Шăппăн хыпарлаççĕ.

3 ача:

Тĕрлĕ хурт-кăпшанкăсем

Хĕрлĕ питлĕ уйăпсем

Сивĕпе халь çĕтнĕ

Хĕл каçмашкăн çитнĕ.

                                                 Юрă-ташă  „  Çулçăсемпе”:

Хĕрлĕ, сарă çулçăсем

Пахчара вĕçеççĕ.

Вĕлтĕр-вĕлтĕр çаврăнса

Çĕр çине ÿкеççĕ.

Айтăр, айтăр, ачасем,

Савăнса ташлар-ха.

Çулçăсем пек вĕлтĕр-вĕлтĕр

Хуллен çаврăнар-ха.  

         (Ташă вĕçĕнче Кĕркунне карçинкка йăтса кĕрет).

Кĕркунне:Сывлăх сунатăп,ачасем!Çак илемлĕ юрă-кĕвĕ мана сирĕн пата илсе çитерчĕ.Епле илемлĕ сирĕн кунта.Мана кĕтни чăнах та курăнать.Апла пулсан хитре юрă юрласа парăр-ха мана.

                                                     Юрă „Кĕркунне”.

4 ача:

Кам сарланă-ши анне

Вĕрене çулçисене?

Пулнă тăнă симĕсрен

Хĕрлĕ, сарă та кĕрен.

-Вăл асамçă кĕркунне-

Хуравларĕ ман анне.

Кĕркунне:Питĕ аван сăвă каларăн, маттур ача.Халь  айтăр-ха  ман  кĕркуннен кучченеçĕсене  тутанса  пăхар.

                                              Вăйă „Пахча-çимĕçе пĕл”.

(Турилкке çинче касса хунă тĕрлĕ пахча-çимĕç,ачасем куçĕсне хупсан Кĕркунне черетпе пĕрер касăк хыптарать çăварĕсечен.

Ачасен мĕн çинине пĕлмелле).

Кĕркунне: Килĕшрĕç-и сире ман кучченеçсем?

                (Кĕвĕпе  Уплюнкка-кăмпа  тухать).

Уплюнкка:Эпĕ,Кăмпа–Уплюнкка

                     Пурăнатăп  вăрманта.

                     Пурте мана шыраççĕ

                     Тупсан  вара – савăнаççĕ.

                     Сывă-и, ачасем?

                     Сирĕн  пата  уява

                     Килтĕм  эпĕ  васкаса.

Ахаль  килмерĕм  эп  кунта, сире  валли  тупмалли  юмахсем  илсе  килтĕм (карçинккаран  çулçăсем  кăларать,  унта  тупмалли  юмахсем  вулать):

1.Сĕм  вăрман  çаралать,

   Çеçенхир  пушанать,

   Пĕрмай  çумăр  çăвать

   Ку  хăçан  пулать-ши?            (Кĕркунне).

2.Кĕр  çитсен  çĕре  ÿкет,

    Ăна  шурă  юр  витет.            (Çулçă).

3.Чăп-чăмăркка, чăмăркка

    Турат  çинче  йăлтăркка.       (Панулми).

4.Пĕчĕк  хуранăн  пăтти  тутлă.          (Мăйăр).

5.Пĕчĕк  çеç  пукане  пин  хут  кĕпе  тăхăнать.       (Купăста).

6.Пирĕн  асатте  вуникĕ  тăлăп  тăхăннă

    Кам  ăна  хывать,  çав  макăрать  .           (Сухан).

7.Хăрах  ураллă  Антуна  шыраççĕ- шыраççĕ  вăрманта,

   Анчах  вăл  сас  памасть.              (Кăмпа).

Уплюнкка:Ну,маттур та,ачасем.

Кĕркунне:Ачасем  тупмалли  юмахсен  тупсăмне  пĕлме  кăна  мар, сăвăсем те хитре калама  пĕлеççĕ, итлесе  пăх-ха  вĕсене, Уплюнкка.

5 ача:

Хир пушаннă çап-çара

Купăста çеç пахчара.

Юлнă кив йăран çинче

Çитмĕл тутăр пуçĕнче.

6 ача: 

Кассăн-кассăн çил вĕрет-

Сарă çулçă пуçтарать.

Вăрманта тухать кăмпа

Пуçтаратпăр кăмăлпа.

                              Вăйă „Кам хăвăртрах кăмпасене пуçтарать”.             

                                      ( Кĕвĕпе  Шăна  Кăмпи  тухать).

Шăна кăмпи: Сывлăх  сунатăп  пурне те (пуç  таять).

Мĕнле  уяв  кунта  сирĕн?Эсир  мана палларăр-и, ачасем?

Кĕркунне:Ачасем, мĕнле  кăмпа  килчĕ  пирĕн  пата?

(ачасен  хуравĕсем).          

Шăна кăмпи:Ăçтан  пĕлетĕр  вара  эсир  мана? Эсир  мана ăçта  курнă?(мухтанса  Уплюнкка  умĕнче) - Çапла  çав, мана  пурте  пĕлеççĕ:Эп пур кăмпаран та  хитререх–пĕрре,пуринчен  те  тутлăрах – иккĕ, тата  чи  усăлли – виççĕ.

Уплюнкка:Мĕскер тен,чи тутли, чи усăлли?Ой,халех тÿнсе  каятăп. Ачасем, тĕрĕс  калать-и  вăл, шăна кăмпи?

(Ачасен  хуравĕсем).

Ан  ĕненĕр  ăна, вăл  питĕ  мухтанма  юратать.

Шăна  кăмпи: Хитре  мар-им  вара  эп?  (хăйне  кăтартса  çÿрет).

Кĕркунне:Эс  шăна  кăмпи, чăнах  та  питĕ  хитре, анчах  ачасем  тĕрĕс  каларĕç, сана  çиме  юрамасть,  наркăмăшлă эс.

Пирĕн  ачасем  веçех  пĕлеççĕ, тĕрĕслесе  пăх-ха  вĕсене.  

Шăна кăмпи:Апла пулсан калăр-ха мана,мĕнле çиме юрăхлă  кăмпасене  пĕлетĕр  эсир? (Ачасен хуравĕсем).

 Çиме юрăхсăррисене тата мĕнлисене  пĕлетĕр? (Ачасен хуравĕсем).

Уплюнкка:Куртăн-и, пĕлетĕн-и,  мĕнле  маттур  ачасем ку  садикре  пурăнаççĕ.

Кĕркунне:Тата пирĕн ачасем  кĕркунне  çинчен  хитре юрă  юрлама  пĕлеççĕ.

                                            Юрă  „Çитрĕ кĕркунне”:

1.Шăнтать ĕнтĕ кунсерен,

   Çитрĕ ĕнтĕ кĕркунне.

   Вĕçен кайăк сассинчен

   Тунсăх кĕрет чĕрене.

2.Карти-карти кайăксем

   Вĕçеттинĕс леш енне.

   Тăхăнна йывăçсем

   Пурте сарă тумтирне.

3.Хĕвел кулать сайрарах

   Шăрши пĕтнĕ чечексен.

   Йĕрсе ярĕ ак часах

   Кĕркунне те вăрансан.

Шăна кăмпи:(ал çупать  пĕчченех).Питĕ маттур ачасем,питĕ  хитре  юрлатăр.

Уплюнкка:Эпĕ те ачасенчен ыйтса пĕлем-ха, кăмпасем ăçта  ытларах ÿсеççĕ-ши?(Вăрманта).Вăрманта пурăнакан мĕнле   чĕрчунсене  пĕлетĕр-ха? (Ачасен хуравĕсем).

Кĕркунне:Пирĕн  ачасем  халь  сире  чĕрĕпсен  ташшине  ташласа  савăнтарĕç.

                                              Ташă „ Чĕрĕпсен ташши”.

Шăна  кăмпи:Питĕ  хитре  ташлама  та  пĕлеççĕ  ачасем,   чăнах  та. Уплюнкка, айта  эпир  санпа  халех  вăрмана  кайса ку  ачасем  валли  парнесем шыраса  килетпĕр (тухса  каяççĕ).

                                              (Кĕвĕпе  Антошка  кĕрет).

Антошка:

Юратмастăп  çĕрулми  кăларма,

Юрататăп  купăспа  выляма.

Юрататăп  пысăк  кашăк  тытма

Чĕнеççĕ  вара  мана - Антошка  тесе.

Сывă-и, ачасем, палларăр-и,эсир мана?

Эп питĕ  юратмастăп  пулманнине  тума,  хушманнине  тума, чăтма  пултараймастăп  çĕрулми  кăларма...Эсир  ман  çинчен  юрă  пĕлетĕр-и? Апла  пулсан  айтăр  юрлатпăр.

                                                     Юрă „ Антошка”.

Антошка:Маттур, хитре  юрлатăр.Халь  ман  сирĕнпе  выляс  килсе  кайрĕ. Вылятпăр-и , ачасем?

                                          Вăйă „Çĕрулми пуçтармалла”.

(2 командăпа  выляççĕ,  кам  хăвăртрах  пуçтарать).

                                      (Шăна  кăмпипе  Уплюнкка  кĕреççĕ).

Шăна  кăмпи:Мĕнле эпир  шырарăмăр, мĕнле  эпир  васкарăмăр.

Уплюнкка:Сире  валли  ачасем  вăрманти  чи  хитре  шишкăсене  пуçтарса  килтĕмĕр.

Шăна  кăмпи:Ачасем, сире  килĕшет-и  пирĕн парне?

Кĕркунне: Мана  вара  килĕшмерĕ  сирĕн парне. Пирĕн  ачасем  пакшасем  мар  вĕт, шишкăпа  улталама – чипер  хĕрачасемпе  маттур  арçын  ачасем.

Уплюнкка: - Шишкăсемпе  выляма  мĕнле  лайăх, Эс  пĕлместĕн-им , Кĕркунне? Ачасем  вылятпăр-и?

                             Вăйă „ Шишкăсене  витрене  персе  лектер”.

(2команда, Кăмпасем  витресене  тытса  тăраççĕ, витре  тĕпĕнче  панулмисем, ачасем  персе  пĕтерсен  кам  нумайрах  шишка  персе  лектернине  тĕрĕслеççĕ. Витресене  ÿплештереççĕ  те  унтан  шишкăсемпе  пĕрле  панулмисем  тухаççĕ).

Шăна кăмпи:Куртăр-и,ахаль  шишкăсем  илсе  килмен  эпир  сирĕн  пата – асамлă  шишкăсем, çапла  вĕт, Уплюнкка.

Уплюнкка:Акă сире пирĕнтен кучченеç.Пурне те хăналатпăр (панулмисем валеçсе  параççĕ).

Шăна кăмпи:Халĕ  сирĕнпе  сывпуллашатпăр.Тепре тĕл  пуличчен.

Уплюнкка:Чипер юлăр!

Кĕркунне:Ачасем вара,уяв вĕçленнĕ  май, тепĕр хитре  юрă  юрласа  параççĕ.

                                             Юрă „ Хаклă  хăнасем”:

1 .Хаклă хăнасем

   Пирĕн патне килнĕ.

   Эпир тутлă чей вĕретнĕ

   Кукăль пĕçернĕ.

2.Кишĕр кукăлĕ,

   Купăста кукăлĕ,

   Ăшне çырла хуни

   Пуринчен те тутли.

3.Халĕ эпир

   Юрă юрлатпăр.

   Кунта килнĕ хăнасене

   Чей ĕçме чĕнетпĕр.

                      (Уяв  вĕçленет, пурте  группăна  чей  ĕçме  каяççĕ).


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

"КӨЗГЕ МАҖАРА" Сценарий осеннего развлечения для старшей группы (на татарском языке).

Сценарий осеннего развлечения для старших групп на татарском языке....

Сценарий осеннего праздника для старшей группы "Осень, осень в гости просим"

Сценарий осеннего праздника для старшей группы«Осень, осень в гости просим» Дети под музыку заходят в зал и выстраиваются полукругом. 1. Вновь осенняя пора    Листья закружила...

Сценарий осеннего праздника для старшей группы "Осень, осень в гости просим"

Сценарий осеннего праздника для старшей группы«Осень, осень в гости просим» Дети под музыку заходят в зал и выстраиваются полукругом. 1. Вновь осенняя пора    Листья закружила...

Сценарий осеннего праздника для старшей группы "Осень, осень в гости просим"

Сценарий осеннего праздника для старшей группы«Осень, осень в гости просим» Дети под музыку заходят в зал и выстраиваются полукругом. 1. Вновь осенняя пора    Листья закружила...

«Праздник в осеннем лесу». Сценарий осеннего праздника в старшей группе

Праздник осенью в лесу,И светло, и весело!Вот какие украшеньяОсень здесь развесила!...

Сценарий осеннего праздника в старшей группе "Осень, осень в гости просим!"

Сценарий осеннего праздника в старшей группе "Осень, осень в гости просим!"( В гости  к детям приходят "Слякоть" и "Осень" )...

Сценарий Осеннего праздника для старшей группы: «Путешествие к Осени на осеннем паровозике»

Сценарий Осеннего праздника для старшей группы: «Путешествие к Осени на осеннем паровозике»Составитель: Нощенко Анна Александровна – воспитательЦель: создать веселое,...