Чăваш юмахĕ Лидия Сарине "Наян мулкач"
материал (старшая группа)

Афанасьева Тамара Васильевна

Сказка о том, как ленивый заяц был не прав и ленив, в конце он становится добрым и трудолюбивым.

Скачать:

ВложениеРазмер
Файл chuvashskaya_skazka_2022_god.docx24.25 КБ

Предварительный просмотр:

Юмах «Наян  мулкач»  Лидия Сарине

Вылякансем:

Мулкач – Семенов Стасик

Кăткă – Семенов Матвей

Шăрчăк – Виноходова Дарина

Хĕвел – Кириллова Камилла

Çĕр çырли – Афанасьева Александра

Купăста – Медведева Дарина

Упа – Максимов Никита

Пĕрремĕш курăну

Çулла. Шăрăх çанталăк. Сад пахчинче тĕрлĕ кăпшанкă чупкалать, прахча çимĕç ешерет. Тутлăн анасласа сарă хĕвел тухать, карăнса илет. Тахçантанпах çумăр çуманран йăран çинче Купăста асапланать.         

Хĕвел.

Вăранатăп ир-ирех, ыйхă килмест пурпĕрех.

Йăл кулатăп эп ялан, кăмăл лайăх ман паян.

Эх, аван иккен çулла, çÿреме пулать пулла!

Ав Мулкач ирех юрлать, хăйне хăй вăл тек юрлать.

Кăткă.

Тем те ÿсет пахчара: помидор, сухан, ыхра.

Хĕвел хытă пĕçертет, Çĕр çырлийĕ хĕрелет.

Чупкалаççĕ кăткăсем, сиккелеççĕ шăрчăксем.

Хăяра шăвармалла, çĕр улми çумламалла.

Шăрчăк (сикет).

Чăлтти-чалтти сикелем, Сар хĕвелшĕн хĕпĕртем.

Купăста, пуçна ан ус, алă çупсам, Кăткă тус!

Ах, чĕрем кăрт-кăрт сикет! Чăтма çук ташлас килет.

Кăткă тусăм, кил кунта. Мĕскер пур карçинккунта?

Кăткă (карçинккине аран сĕтĕрет).

Килсе тулчĕç тăвансем, пит е йышлă ачасем.

Ман пачах ташлас килмест, ниепле те ĕç пĕтместь.

Лавкка уçрĕ пулмалла, чуптарам-ха малалла.

Ман тăвар туянмалла, кĕçех çитĕп  каялла!

Çĕр çырли (хăйпе хăй киленет, пепкисене ачашласа кăмăллăн калаçать).

Чи пахи вăл – çĕр çырли!  Ним те çук унран ырри.

Хамăн пиите пĕçертрĕм, ачамсене хĕрхентĕм.

Пысăкланччăр-ха кăштах, ÿссе çитчĕр хăвăртрах.

Савăнăç çиçет питре, пĕринчен тепри хитрее.

Çырласен ташши

Садри сукмакпа Мулкач самокатпа вĕçтерсе пырать. Тяпписене вăшт çеç сулкаласа хаваслă юрă шăрантарать.

Юрă  «Куян» кĕвви Ф.Лукинăн, сăвви В.Давыдов-Анатрин.

Мулкач.  (самокатпа яранса юрласа тухать, пахча йĕри-тавра ярăнса çÿрет)

  1. Тÿрĕ тикĕс çулпала, çулпала, çулпала

Пĕр самокат вĕçтерет, вĕçтерет.

  1. Хăйне ирĕк çул пама, çул пама, çул пама

Вăл таçтанах систерет, систерет.

  1. Ту-ту-ту-ту-ту-ту-ту, ту-ту-ту, ту-ту-ту,

Таптăнатăн вĕт асту, вĕт асту!

Ту-ту!  (пахча варринчеичаранса тăрать, панулми çиет)

Мулкач.

Ытла та тутлă пан улми, юратмастăп çĕр улми.

Манăн пурнăç начар мар, эпĕ хам та мăнтăр мар.

Мулкач Купăста патне çиçитет. Шăрăхпа касăлнă Купăста Мулкача тилмĕрет.

Купăста.

Хĕвел хытă пĕçертет, питĕ шыв ĕçес килет.

Кил-ха кунта, маттуркка, ярса пар-ха пĕр курка!

Мулкач чарăнса тăрать. Аллисене пилĕкĕ тĕлне тытать.

Мулкач (мăнкăмăллăн).

Курмастăн-им, вăхăт çук, шăварма курки те çук.

Кайран пулла каймалла, футболла вылямалла!

Купăста (йĕрет).

Сивĕ шыв çеç чун уççи, типсе ларсан мĕн усси?

Пĕр курка шыв ĕçтерсен кирек ăçта вĕçтерсем!

Мулкач.

Купăста, хыт ан пăлхан, шывсăр та, тен, пурăнан?

Эп калатăп чăнласах, ĕçлес килмест ман пачах.

Купăста.

Шывсăр пач та пурнăç çук. Ăшăм хыпрĕ, вăйăм çук.

Ĕçĕттĕм ăш каниччен, аптăрамăттăм ирччен.

Вăйран кайнă Купăста хулен пуçне усать. Мулкач çакна пачах асăрхамасть, савăнсах малалла вĕçтерет, Упа пахчара ĕçлет. Мулкач ĕçленине сăнаса тăрать..

Упа.

Эпĕ улма кăларап, чăннипех те пултарап.

(Чарăнса шухăшлăн хăйпе хăй калаçать.)

Эпĕ кама пулăшап?  Камшăн питĕ тăрмашап?

Пурнăçа эп юратап, çавăнпа пит тăрăшап.

(Мулкач чарăнса тăрать, хăлхисене тăратса пуçне усать.)

Мулкач:

Итлер мана, ачасем, эсир симĕс калчасем.

Упа пĕлмест юрлама, кирлĕ те мар ырлама.

Мулкач малалла ярăнса каять, пахчари Купăста шăрăхпа асапланса юлать.

Купаста хурлăхлă юрă юрлать.

Купăста юрри

       Хĕвел хытă хĕртсе пăхать паян ир-ирех

Çĕрĕм типсе ларчĕ йăлтах, çумăра кĕтеп.

Шăварăр-ха, шăварăр-ха, шăварăр манна

Йывăр пачах, йывăр пачах çумăрсăр манна.

Юрласа пĕтерсен Купăста вăйсăррăн выртать.

Иккĕмĕш курăну.

Самаях чупса çÿренĕ, выляса ĕшеннĕ Мулкач  пахчана таврăнать.

Хăрах аллине пилĕк тĕлне тытнă, тепринпе кăтăрт, кăтăрт хыçса илет. Шыв патне кайса пĕр витре шыв ĕçет.

Мулкач.

Кишĕр ман çиес килет, купăста та килĕшет.

Сирĕнпе калаçнăран хырăм выçрĕ ман паян.

Çитĕ пулĕ калаçса, эп çÿрерĕм кун каçа.

Кăчăрт-кăчăрт, ням-ням-ням! Купăста çиме каям!

Йăлăхтарчĕ панулми, çиес килмест çĕр улми.

Çиес килет купăста, сассуна пар, эс ăçта?!

Вăл Купăста патне çитет, хăлхисене чăнк! тăратнă. Тĕлĕннипе пĕр вырăнтах хытса тăрать. Купăста çĕрелле вăйсăррăн усăннă. Çакна курсан Мулкач сасăпах йĕрсе ярать.

Мулкач (йĕрет).

Ачасем, каламăр-ши-и-и, мĕншĕн кахал пултăм-ши-и-и?

Макăрсан та усси çу-у-ук, Купăстасăр пурнăç çу-у-ук! У-у-у!

Купăста, пар сассуна, ан хăрат-ха ман чуна-а-а!

Кун ирттертĕм ахалех, шыв асса килем халех!

Мулкач чупса каять, кĕçех икĕ пĕчĕк витре шыв ăсса килет. Васкасах лейккăпа Купăстана шăварма тытăнать, лешĕ пуçне майĕпен çĕклеме хăтланать, каллех усăнать. Мулкач шыв патне çĕнĕрен чупать, тăрăшсах шăварать. Унччен те пулмасть Купăста чĕрĕлсе тăрать. Пĕтĕм çеçкисемпе çĕкленсе çăмăллăн сывласа ярать.

Купăста.

Мулкач, епле килтĕнех? Пурăнатăп эп тинех!

Йăлтах типсе каиччен, ĕçрĕм ăшăм каниччен!

Купăста Мулкача тав тăвать, лешĕ те Купăстана пуçĕнчен ачашлать.

Мулкач (ачасем çинелле пăхса).

Пĕрне-пĕри пулăшсан туссем нумай пулĕç сан.

Çавăнпала паянтан ĕçлĕп ыттисемпе тан.

Купăстапа Мулкач (савăнăçлăн юрлаççĕ).

Тăрăшса ĕçлес пулать – çимĕç те ăнса пулать.

Пĕрне-пĕри пулăшар, ĕмĕр туслă пурăнар.

Мулкач.

Ачасем! Ур-р-ра! Купăста пулсан – пурăнатпăр.

Купăста.

Ачасем! Ур-р-ра! Шыв ĕçсен – пĕтместпĕр.

Пĕтĕм юмахри сăнарсем тухаççĕ,  ташлаççĕ (юрлаççĕ).


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

“Кашни мулкачӑн хӑйӗн пӳрчӗ” (Кӗçӗн ушкӑнри ачасемпе вылямалли дидактика вӑйи)

ldquo;Кашни мулкачӑн хӑйӗн пӳрчӗ”(Кӗçӗн ушкӑнри ачасемпе вылямалли  дидактика вӑйи)Направление: Би- и полилингвальное развитие детей дошкольного возраста – «Два языка – д...