Сценарий осеннего праздника (утренника)
презентация к уроку (средняя группа)

материал для педагогов 


Предварительный просмотр:

Вӑтам ушкӑна ҫӳрекен ачасем валли хатӗрленӗ «Кӗрхи уяв» сценарийӗ.

(Ачасем музыкӑпа залне тӗрлӗ-тӗслӗ ҫулҫӑсемпе кӗрсе вырнаҫаҫҫӗ)

Ертӳҫӗ: Хӑтлӑ та чаплӑ зала

Кӗр уявне килтӗмӗр

Ҫак уява чысласа

юрӑсем вӗрентӗмӗр

Кӗр ҫитнӗ май ҫулҫӑсемпе

вӗлтӗр-вӗлтӗр ташлатпӑр

ҫакӑ ырӑ вӑхӑта

асӑмра хӑварӑпӑр!

(Ачасем кӗрхи ҫулҫӑсемпе ташлаҫҫӗ)

Ертӳҫӗ: Кӗркуннене мухтатпӑр

кӗркуннене чыслатпӑр

Сӑвӑ-юрӑ каласа

кӗр уявне тӑсатпӑр.

Юрӑ - Хӗрлӗ-сарӑ ҫулҫӑсем - Кӗвви куҫарӑвӗ В. С. Макаровӑн.

Ертуҫӗ: Ачасем астӑватӑр-и, Кӗркунне пирӗн ача садӗнчи йывӑҫсем ҫинчи ҫулҫӑсене малтан тӗрлӗ тӗспе сӑрларӗ, кайран вара ҫил кӑларса ташлаттарчӗ. Ун ҫинчен юрӑра юрласа кӑтартатпӑр.

Ҫулҫӑсемпе ташӑ - Сӑвви те, кӗваи те А. Петровӑн. Шупашкар 2019ҫ.

(Зала хитре ҫемӗпе Кӗркунне кӗрет, аллинче сунчӑ - зонтик)

Кӗркунне: Ырӑ кун, савӑк кун

Килес терӗм уява

Итлес тетӗп юрӑсем

кӑмӑла каяҫ вӗсем

Ертӳҫӗ: Сывӑ-и, Кӗркунне! Апла пулсан эпир сире хамӑрӑн чи юратнӑ юрра парнелетпӗр.

Пакша - юрӑ - Сӑвви С. Шавилин, кӗвви А. Токаревӑн. «Ачалӑх сасси» - Шупашкар хули, 2019 ҫ.

Ертӳҫӗ: Кӗркунне, пирӗн юрӑсем кӑна мар, вӑйсем те питӗ хаваслӑ. Атьӑр пӗрле выляма!

Ҫарӑк - вӑйӑ.

Кӗркунне: Эсир манӑн капӑр сунчӑка асӑрхарӑр ӗнтӗ. Эх, пӗлесчӗ сирӗн, вӑл мӗнле асамлине. Ҫак сунчӑк айне тӑракан тӳрех сӑвӑласа калаҫма пуҫлать. Тӗрӗслесе пӑхапӑр-и?

Сӑвӑсем.

Ертӳҫӗ: Хисеплӗ Кӗркунне! Эсир темле патша евӗр пуян-ҫке. Эсӗ килсен пирӗн нюхрепсем, тӗпсахайсем тӗрлӗ пахча-ҫимӗҫсемпе тулса ларчӗҫ.

Кӗркунне: «Хӗл хырӑмӗ пысӑк» - теҫҫӗ халӑхра. Кашни вӑхӑтӑн хӑйӗн ӗҫӗ. Акӑ пахча хуралҫи Катемпи те ӗҫрен пушанчӗ. Хӗлпе канӗ вӑл!

Ертуҫӗ: Апла ӑна вӑййа чӗнес!

Катемпи - вӑйӑ.

Кӗркунне: Ачасем, эсир мана питӗ-питӗ килӗшрӗр. Ҫавӑнпа та сире асамлӑ кӗрхи ҫулҫӑ ҫинчен юмах ярса парас тетӗп!

Кӗрхи ҫулҫӑ вӗлтӗр-вӗлтӗр

вӑл кун пек вӗҫетчӗ пӗлтӗр

кайӑк евӗр вӑл вӗҫет

ҫавӑнпа темте пӗлет...

Кӗрхи ҫулҫӑ: Эп пӗччен, эп пӗччен

ир пуҫласа сӗм каҫчен

тунсӑхлатӑп эп пӗччен

тӳсмелле-ши хӑҫанчен?

Кӗркунне асӑрхарӗ «Ҫулҫӑпа» Качака сӑмах хушрӗ «Ҫулҫӑпа» Качака.

Качака: Типсе кайнӑ сарӑ ҫулҫӑ

Эсӗ мана кирлӗ мар!

Типӗ ҫулҫӑ тутлӑ мар

Ун пек апат кирлӗ мар!

Кӗркунне: Кӗрхи ҫил пӗр-май вӗрет

Ҫулҫӑ тунсӑхлӑн вӗҫет

Кӗрхи ҫулҫӑ: Эп пӗччен, эп пӗччен

ир пуҫласа сӗм каҫчен

тунсӑхлатӑп эп пӗччен

тӳсмелле-ши хӑҫанчен?

Кӗркунне: Асӑрхарӗ Ҫулҫӑна сӑр мулкач

акӑ ҫапла сӑмахларӗ «ват тӑхлач»

Мулкачӑ: Типӗ ҫулҫӑ ҫийиччен

купӑста ҫием!

Ҫанпа аппаланичен

пахчана ҫитем!

Кӗркунне: Кӗрхи ҫил пӗр-май вӗрет

Ҫулҫӑ тунсӑхлӑн вӗҫет

Кӗрхи ҫулҫӑ: Эп пӗччен, эп пӗччен

ир пуҫласа сӗм каҫчен

тунсӑхлатӑп эп пӗччен

тӳсмелле-ши хӑҫанчен?

Кӗркунне: Чӗрӗп курчӗ ҫулҫӑна

Вӑл чарӑнчӗ тӑп кӑна!

Чӗрӗп: Ара, ку ҫулҫа илем

Ҫемҫе тӳшек хатӗрлем

Хӗлле мана ӑшӑ пулӗ

ҫывӑрмашкӑн канлӗ пулӗ!

Кӗркунне: Чӗрӗп васкать килелле

Юр ҫӑвиччен ҫитмелле

Сар «ҫулҫӑ» та хӗпӗртет

Тин манӑн та кил пур - тет!

Кӗркунне: Куртӑр-и, епле ырӑпа вӗҫленчӗ ман юмахӑм. Эсир те ҫапла туслӑ пурӑгма вӗренӗр. Пӗр-пӗрин патне тимлӗ пулӑр!

Ертӳҫӗ: Кӗркунне, тавах сире! Ырӑ та ӑслӑ юмах пире те килӗшрӗ. Халӗ пиртен асӑнмалӑх юрӑ саламӗ.

Ҫумӑр - юрӑ. Чӑвашла В. С. Макарова куҫарнӑ.


По теме

сценарий осеннего праздника "Праздник Царицы Осени"

Осень пришла на праздник в детский сад и пригласила ребят в путешествие. Ребята отправились гулять по красивому осеннему лесу и по дороге встретили лесных жителей....

Сценарий осеннего праздника . Утренник "Осенние встречи"

Осень, осень, в гости просимСценарий осеннего праздника.  Утренник   " Осенние встречи" для детей среднего дошкольного возраста (4-5  лет) На празднике дети читают стихи...

Сценарий осеннего праздника для средней группы детского сада «Домовёнок на осеннем празднике»

Педагогически задачи.Закрепить у детей знания о правилах поведения в природе.Учить бережному и доброму отношению к природе и друг к другу.Доставить детям радость от участия в общем празднике.Дей...

Сценарий осеннего праздника для детей средней и старшей групп "Простуда на празднике Осени".

Неожиданно на праздник Осени приходит  Простуда и запугивает детей микробами. Но растроганная подарками и хорошим отношением к ней, обещает детям и Осени  измениться: дружить с лучком ...

Сценарий осеннего праздника для воспитанников Дома ребенка. Праздник осени.

Меня вы звали? Вот и я!   Привет осенний вам, друзья! Закрепление знаний об изменениях в природе с наступлением осени....

Праздник осени. Сценарий осеннего праздника во второй младшей группе "Волшебница осень" Развлечение для второй младшей группы.

Цель: создание праздничного настроения. Задачи: формировать у детей интерес к явлениям природы; воспитывать бережное отношение к природе; развивать музыкально-ритмические навыки, творче...