Сценарий праздника "Любимая Чувашская земля" на чувашском языке
план-конспект занятия (старшая группа) на тему

Герасимова Алевтина Викентиевна

Тĕллевсем: ачасене Тӑван ҫӗр-шыва юратма,Чӑваш енпе мухтанма, тӑван чӗлхене, культурине аталантарасси; ачасем Чӑваш Республики ҫинчен мӗн пӗлнине ҫирӗплетесси; туслӑха упрама, пӗр-пӗрне пулӑшма, хисеплеме хӑнӑхтарасси.

Кирлĕ хатӗрсем: Чӑваш Республикин символӗсем: герб, ялав, гимн; презентаци «Чӑваш Республики».

Скачать:

ВложениеРазмер
Файл uyav.docx221.64 КБ

Предварительный просмотр:

Чӑваш Республикинчи Канаш районĕн «Сиккассинчи «Хурӑн» ача сачĕ

Муниципаллӑ бюджетла шкул умĕнхи вĕренӳ учрежденийĕ

Аслӑ ушкӑн валли ирттерме хатĕрленĕ уяв сценарийĕ:

«Савнӑ çĕр, Чӑваш çĕр-шывĕ»

                                                                                          Хатĕрленĕ: Герасимова

                                                                                         Алевтина Викентиевна

                                                                                          Воспитатель

                 

Сиккасси - 2018

Тема: Савнӑ çĕр ,Чӑваш çĕр-шывĕ.

Тĕллевсем: ачасене Тӑван ҫӗр-шыва юратма,Чӑваш енпе мухтанма, тӑван чӗлхене, культурине аталантарасси; ачасем Чӑваш Республики ҫинчен мӗн пӗлнине ҫирӗплетесси; туслӑха упрама, пӗр-пӗрне пулӑшма, хисеплеме хӑнӑхтарасси.

Кирлĕ хатӗрсем: Чӑваш Республикин символӗсем: герб, ялав, гимн; презентаци «Чӑваш Республики».

Уяв юхӑмӗ:

Уяв тумӗ тӑхӑннӑ ачасем хаваслӑ кӗвӗпе  зала кӗреҫҫӗ.

Ертсе пыракан: Ырӑ кун пултӑр, ачасем, килнĕ хӑнасем!

Ачасем: Ырӑ кун пултӑр!

Ертсе пыракан:  Эпир  çуралнӑ тӑван  ен - Чӑваш  Республики. Вãл Раççей Федерацине кĕрет.  Пирĕн  республика 1920 çулта йĕркеленнĕ. Ку вãл иртнĕ ĕмĕрте пулнӑ.

1 - мĕш ача:

Ϛĕршывãм, Чãваш ен,

Халãхсен пĕр çемйинче

Ϛамрãклан та чечеклен

Пур тĕпемĕр умĕнче.

2 - мĕш ача:

Чãваш ен вãл - Тãван ен,

Чуна ãшã хамãр ен

Чун ãшшисĕр пурãнма

Чӑннипех те çӑмӑл мар.

3 – мĕш ача:

Ϛурхи хĕвел çуттӑн курӑнать,

Сӳнми    хĕлхем   сапса ӑшӑтать.

Ϛурхи хĕвелтен те хĕрӳллĕрех

Тӑван çĕршыв пире ӑшӑтать.

4 - мĕш ача:

Шур акӑшсем аслӑ Атӑлта,

Мĕншĕн шурӑ тесе калас мар?

Хам çуралнӑ Тӑван çĕршывӑма

Мĕншĕн анне тесе калас мар.?

Ертсе пыракан: Кашни патшалӑхӑн хӑйӗн символӗсем пур. Пирӗн те, чӑвашсен, патшалӑх гербӗсем сӗм авалтанах пулнӑ. Ҫак символсем патшалӑх суверенитетне палӑртаҫҫӗ, вӑсен элеменчӗсем халӑх пурнӑҫне, культурине, ӑс – хакӑлне сӑнласа параҫҫӗ. Ялав, герб тата гимн Чӑваш Республикин хальхи патшалӑх символӗсем. Хальхи Патшалӑх гербӗ виҫӗ пайран тӑрать: «Пурнӑҫ йывӑҫне» ӳкернӗ геральдика хӳтлӗхӗ, ун тӑрринче авалхи чӑвашсен «Виҫӗ хӗвел» эмблеми, аялта – «Чӑваш Республики – Чувашская Республика» тесе ҫырнӑ лента, вӗҫӗнче хӑмла ӳкерчӗкӗ.

Описание: F:\DSCN9712.jpg

        Патшалӑх ялавӗ тӳр кӗтеслӗх евӗрлӗ, ҫӳлти сарӑ, аялти – тӗксӗм хӗрлӗ. Варринче «Пурнӑҫ йывӑҫӗ» тата «Виҫӗ хӗвел» эмблемӑсем. Герб ҫинче те, ялав ҫинче те икӗ тӗп тӗс. Сарӑ тӗс хӗвел айӗнче чӑвашсем пурӑнакан талккӑш символӗ, хӗрли ҫӗре пӗлтерет.

        Ялавпа гербӑн авторӗ, чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӳнерҫи, Элли Михайлович Юрьев. Чӑваш Республикин Патшалӑх  гимнӗ тесе «Тӑван ҫӗршыв» юрра ҫирӗплетнӗ. Унӑн авторӗсем И.Тукташ поэт тата Г.Лебедев композитор.

        Гимн Республика паллӑ тӑвакан халӑх уявĕсенче, чаплӑ пухусене уçнӑ  тата хупнӑ чухне тĕрлĕ церомни  вӑхӑтĕнче  янӑрать. Чӑваш радио передачи вара кашни ир гимн каланипе пуçланать. Тӑван  Патшалӑх  символĕсене  хисеплесси - кашни çын  тивĕçĕ.

Июнĕн 24-мĕшĕ - Чӑваш Республикин Патшалӑх кунĕ. Шупашкар- Чӑваш Республикин тĕп хули.

«Чӑваш енĕн мухтав юрри» Сӑвви И. Тукташӑн; Кĕвви Г.Лебедевӑн янӑрать.

1-мĕш ача:

Шупашкар

Капãр , тӳрĕ урамсем пит илемлĕ.

Ϛӳллĕ. пысãк  çурчĕсем илĕртӳллĕ.

Ай кунран-кун ӳсен Шупашкарãм.

Ытарма çук, ай Шупашкарãм.

В. Алентей

Ертсе пыракан: Чӑваш çĕршывĕ урлӑ икĕ пысӑк  юханшыв юхса иртет - пĕри Атӑл, вӑл  кӑнтӑралла  юхать. Тепри Сӑр, вӑл  çурçĕрелле юхать.

Ϛакã çавра çĕр çинче

Ϛĕр пин халãх пур,

Ϛĕр пин халãх ãсĕнче

Ϛĕр пин юрã пур.

Ачасем «Ϛĕмĕрт  çеçки çурӑлсан»юрра юрлаҫҫӗ.

Чӑваш тумӗ тӑхӑннӑ Илемпи кӗрет.

Илемпи : Сывлӑх сунатӑп сире ачасем. Эсир мĕнле капӑр тумланнӑ.

Вӑйӑ «Хӑш Республикӑн ялавӗ» (Чӑваш, тутар, мари, вырӑс, мӑкшӑ.). Ачасем хуравсем параççĕ.

Описание: F:\DSCN9714.jpg

Илемпи: Ачасем, эпĕ сирĕнпе вӑйӑ вылясшӑн.

Вãйã: «Ялава сыхла»

Вылякансем икĕ ушкӑна пайланаççĕ.Площадка варрине йĕр  туртса чикĕ тӑваççĕ. Хушшинче 15 метр. Ушкӑнри ачасен тĕллевĕ- теприсен ялавне ярса илесси.

Пӳрне вӑййи: « Пире лайӑх»

Чӑваш енре эпир пурнатпӑр (алсене ик  еннелле   сараççĕ)

Пурӑнатпӑр çак пӳртре (пӳрт кӑтартаççĕ)

Ēç те пур пирĕн (ал чӑмӑркисемпе шакаççĕ)

Юлташсем те пит маттур (ал çупаççĕ)

Юратнӑ анне (алсене сараççĕ)

Хастар атте (тĕлеççĕ)

Тата эпĕ (хӑйсене ытамлаççĕ)

Ертсе пыракан:

Илемлĕ чãваш вãййи,

Илемлĕ чãваш вãййи-те

Ташлама пĕлсен  кӑна.

«Тух-ха, Ванюк»(Сӑвви Н.Ваççанкан.Кĕвви Г. Лисковӑн)

Ачасем карталанса ташлаҫҫӗ.

Ертсе пыракан:  Ачасем, эсир пĕлетĕр-и, чӑваш халӑхĕ  чӑваш сӑмахлӑхĕпе ваттисем сӑмахлӑхĕсемпе пуян.

Ваттисен самахӗсем:

Тӑван ҫӗршыва тӑван аннӳне юратнӑ пек юрат.

Тӑван ҫӗршыв сывӑ пулсан, тӑван йӑву та пулӗ сан.

Тӑван ҫӗршывра хӗвел те ӑшӑрах.

Тӑван ҫӗршыв анне, ют ҫӗршыв ама ҫури.

Ӑҫта кӑна ан ҫит, Тӑван ҫӗршыва  асра тыт.

Тӑван йӑваран хакли нимӗн те ҫук.

Тӑван кӗтес хӑйӗн патнех туртать.

Ертсе пыракан:. Маттур, ачасем. Питӗ нумай ваттисен сӑмахӗ астуса юлнӑ эсир. Ан манӑр вӗсене, мӗншӗн тесен ваттисен сӑмахӗсем пире пурӑнма, пӗр-пӗрне хисеплеме, атте – аннене юратма,  пулӑшма, тӑван киле, Тӑван ҫӗршыва юратма вӗрентеҫҫӗ.

Такмаксем.

1. Анне пек пулас килет,

Атте пек пулас килет,-

Атте-анне пилĕпе

Пиçĕхсе ӳсес килет.

2. Анне пек пулас килет,

Атте пек пулас килет,-

Атте- анне хушнине

Тĕплесе тӑвас килет.

3. Анне пек пулас килет,

Атте пек пулас килет,-

Аттепеле анне пек

Сумлӑ çын пулас килет.

4.  Анне пек пулас килет,

Атте пек пулас килет,-

Ϛак телейлĕ пурнӑçра

Мухтаса юрлас килет.

Илемпи: Сывӑ пулӑр, ачасем! Тепре куриччен!

Ачасем «Илемлӗ» юрӑ кӗвӗпе залран тухаҫҫӗ.

Усӑ курнӑ литература:

1. «Ачасене шкулччен вĕрентмелли программа».Шупашкар,2009ç.Л.В.Кузнецова

2. «Чи-чи кӑсӑя»; Шупашкар.Чӑваш кĕнеке издательстви,1987ç.П.Эйзин

3. «Праздики на земле Улыпа» Чебоксары, 2006 Р.Б.Кузьмина

4. «Воспитание здорового ребенка на традициях чувашского народа»,Чебоксары ,2003

И.В. Махалова,Е.И.Николаева

5.Ϛӑлкуç-Родник» Хрестомати,Чебоксары,2006 Г.П. Захарова,М.Б.Кожановаи  идр.

6. «Чӑваш музыки ача садĕнче» Хрестомоти, Шупашкар, Чӑваш кĕнекеиздательстви,1989ç.

7 . «.Ачасене шкулччен  вĕрентмелли прграмма «Шупашкар.Чӑваш кĕнеке издательстви,2015

Т.В.Артемьева,С.Г.Михайлова.Н.В.Иванова


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

Конспект по художественной деятельности (рисование) «Узоры земли Чувашской»

Художественная деятельность с применением нетрадиционной техники рисования....

Конспект занятия в подготовительной группе "Узоры земли Чувашской"

Конспект занятия в подготовительной группе "Узоры земли Чувашской"...

"Памятники и обелиски воинам - землякам на Чувашской земле"

Пособие предназначено для ознакомления старших дошкольников с памятниками воинам Великой Отечественной войны, установленными на территории Чувашии в честь героев-земляков....

КОНСПЕКТ непосредственно-образовательной деятельности по приобщению к культуре чувашского народа «Чувашские умельцы» (старшая группа)

КОНСПЕКТ непосредственно-образовательной деятельностипо приобщению к культуре чувашского народа «Чувашские умельцы»(старшая группа)...

Сценария развлечения "Вырма" на чувашском языке

Сценария развлечения "Вырма" ("Жатва") написана на чувашском языке...

Сценарий сказки "Репка" на чувашском языке

Сценарий сказки "Репка на чувашском языке...