«Миллефиори» техникипе усӑ курса аслӑ ушкӑнра ирттермелли заняти.
план-конспект занятия (старшая группа)

Задачисем: «Миллефиори» техникипе тӗплӗнрех паллаштарасси, ҫак техникӑпа усӑ курса хитре, юмахри сӑнарсем калӑплама вӗрентесси.Ачасен тавра-курӑмне аталантарасси, тарӑн шухӑшлама вӗрентесси. Пластилинпа ӗҫлеме пӗлнине ҫирӗплетесси.Илемлӗх эстетикине ӳстересси.Ачасене ӑшӑ тата сивӗ тӗссен гаммипе паллаштарасси.Хӑйсене тӗллӗн ӗҫлеме вӗрентесси.

 

Заняти йӗрки.

Воспитатель: Ырӑ кун пултӑр ачасем! Атьӑр-ха ,ачасем , пӗр-пӗрне сывлӑх сунар. Салам, тетӗп ,сана юлташ,

           Эс те мана ҫӗн кунпа саламла.

            Пар аллуна, эп те парам,

            Ҫӗн кунпала пӗрле савӑнар!

            Сар хӗвеле ыр сунар,ҫӳл тӳпене,

             Пӗр-пӗрне телей сунар!

В: Маттур,ачасем! Пӗлетӗр-и ,ачасем ,эпӗ паян ача садне килнӗ чух питӗ хитре япала тупрӑм.Сирӗн пӗлес килет-и мӗн вӑл?Акӑ вӑл.лӗпӗш! Анчах та лӗпӗшӗн пӗр ҫунатти аманнӑ.Ҫавӑнпа та вӑл вӗҫеймест. Ачасем , пӑхӑр-ха,лӗпӗшӗн ҫунатти мӗнле? Ǎна мӗн тума ҫунат кирлӗ? Лӗпӗш ӑҫта вӗҫет? Хӑҫан вӗҫет? Ҫулла ! Тӗрӗс, ҫумӑр ҫунӑ чух вӗҫеет-и вӑл?

В: Маттур, ачасем!

В: Халӗ ман сирӗнпе вӑйӑ выляс килет. Икӗ ушкӑна пайланатпӑр. Кашни ушкӑна пӗрер конверт паратӑп, конвертра ӳкерчӗк, анчах та ҫак ӳкерчӗке пайланӑ, ӑна пирӗн пухас пулать.Ӗҫлеме пуҫлӑпӑр.

В: Ну, мӗнле ӳкерчӗк пухрӑр?Тӗрӗс , икӗ ушкӑнӑн та лӗпӗш!

(Лӗпӗш вӗҫнӗ сасӑ илтӗнет)

В: Ачасем , эсир мӗн илтетӗр? Лӗпӗш вӗҫет.(Сасӑ илтӗнет)

« Эпӗ юмахри Лӗпӗш! Хитре-хитре тӗссем ҫӗр ҫине сапалатӑп, савӑнӑҫпа телей кӳретӗп.Анчах та манӑ питӗ пысӑк хуйхӑ,эпӗ ҫумӑр айне лекрӗм, манӑн ҫунат йӗпенсе аманчӗ.Халӗ вӗҫейместӗп.Мӗн тумалла-ши манӑн?Мана пулӑшӑр-ха ,ачасем!»

В: Ачасем , пирӗнпе кам калаҫрӗ-ха? Мӗн пулнӑ ӑна?Эпир мӗнпе пулӑшма пултаратпӑр ӑна?

В: Халӗ , ачасем , ҫак пукансем ҫине вырнаҫса ларар-ха . (Интерактивлӑ доска ҫинче илемлӗ Лӗпӗш тухать)

В:Пӑхӑр-ха ачасем лӗпӗшӗн ҫунаттине,мӗнле вӗсем? Тӗсӗсем мӗнле?

Акӑ эпӗ сире тата тепӗр лӗпӗш кӑтартатӑп.Ку лӗпӗше пластилинран  тунӑ.Эпир те , ачасем пирӗн лӗпӗш валли ҫунат пластилинран тума пултаратпӑ, анчах та ҫӗнӗ техникӑпа усӑ  курӑпӑр. «Миллефиори» техникипе.Миллефиори- ачасем , пин-пин тӗс тенине пӗлтерет.Мӗншӗн эпир ҫак техникӑпа усӑ куратпӑр-ши, тӗрес , хитре пултӑр тесе.

(Пысӑк хут ҫинче пысӑк лӗпӗш ӳкернӗ, анчах та лӗпӗшӗн ҫунатти ҫук)

В: Акӑ , ачасем пирӗн лӗпӗш, ун валли пирӗн ҫунат тумалла.Пире виҫӗ тӗслӗ пластилин кирлӗ пулать.Акӑ пирӗн пластилин хатӗр. Малтанах ман ҫине пӑхӑр-ха. (Сӗтел ҫинче сарӑ,хӗрлӗ, тӗттӗм сарӑ тӗслӗ пластилинсен ҫаврашкисем выртаҫҫӗ)Пӗр пластилин ҫаврашкине илетӗп те пысӑк пӳрнепе тата шӗвӗр пӳрнепе ҫаврашкасене лапчӑтатӑп.Вӗсенчен икерч тӑватӑп.Кайран тепӗр пластилинне те ҫавӑн пекех лапчӑтатӑп, кайран теприне.Малалла лапчӑтнӑ пластилинсене пӗр-пӗрин ҫине хуратӑп. Кӗнеке хупнӑ пек хупатӑп. Малалла пире ӗҫлеме пластилин касмалли ҫӗҫӗ кирлӗ пулать.Ҫӳхе касса илетӗп. Ҫакӑн пек пӗчӗк пайсенчен пирӗн лӗпӗш валли ҫунат тумалла пулать.

В:Ӗҫе пуҫличчен вӑйӑ выльӑпӑр ачасем!

(Ҫаврашкана тӑратпӑр, алӑсемпе кайӑксемпек вӗҫетпӗр)

Сикет,сикет путене  (сикетпӗр)

Пӗр вырӑнта лараймасть,(суллахай ура ҫинче)

Пӗт-пӗлтӗк, пӗт-пӗлтӗк,(сылтӑм ура ҫинче)

Сикрӗ-сикрӗ, ывӑнчӗ,

пӗшкӗнчӗ те ларчӗ,(пӗшкӗнсе ларатпӑр)

Сӑмсипе тӗкне якатрӗ

Пӗт-пӗлтӗк,пӗт-пӗлтӗк

Вӗҫсе кайрӗ аякка

В:Халӗ , ачасем сӗтел хушшине вырнаҫа ларӑпӑр.

(Сӗтел хушшинче кирлӗ хатӗрсем)

В: Малтанах, ачасем, пӳрнесемпе выляса   илер-ха.(Пӳрнесене вылятатпӑр)

1,2,3,4,5-пирӗн пӗчӗк пӳрнесем

6,7,8,9,10-ывӑнсассӑ,кӑшт кансассӑн

Кӗҫ пуҫлаҫҫӗ ӗҫлеме!

( Ӗҫленӗ вӑхӑтра кӗвӗ каять)

В: Маттур, ачасем , халӗ пӗчӗк пайсенчен пысӑк ҫунат тӑватпӑр.

(Пӗрерӗн-пӗрерӗн ачасем хут патне тухса лӗпӗшӗн ҫунаттине ҫыпӑҫтараҫҫӗ)

В: Питӗ хитре ҫунат турӑмӑр эпир ,ачасем!Халӗ пирӗн Лӗпӗш кирлӗ ҫӗре вӗҫсе каять .Маттур эсир ачасем! Лӗпӗш сире пурне те, сирӗн ҫемьене те телей пе савӑнӑҫ парнелетӗр ,ачасем!

В: Ну, ачасем, сире лӗпӗше пулӑшма килӗшрӗ-и? Мӗнле пулшрӑмӑр-ха эпир ӑна?Мӗнле тӗссен гаммипе усӑ куртӑмӑр? Маттур Эсир ачасем, чӑн-чӑн асамҫӑсем!

По теме: методические разработки, презентации и конспекты

2.8. Обобщение и распространение педагогического опыта в рамках курсов повышения квалификации: лекции, открытые занятия, мастер-классы

2.8. Обобщение и распространение педагогического опыта в рамках курсов повышения квалификации: лекции, открытые занятия, мастер-классы...

2.8. Обобщение и распространение педагогического опыта в рамках курсов повышения квалификации:лекции,открытые занятия,мастер -классы

Всероссийский конкурс профессионального мастерства "Мой лучший урок"[[{"type":"media","view_mode":"media_large","fid":"21211105","attributes":{"alt":"","class":"media-image"}}]]...

2.8. Обобщение и распространение педагогического опыта в рамках курсов повышения квалификации: лекции, открытые занятия, мастер-классы

2.8. Обобщение и распространение педагогического опыта в рамках курсов повышения квалификации: лекции, открытые занятия, мастер-классы...

Кинезиологи вӑйисене усӑ курса аслӑ ушкӑнра ирттермелли юмах.

Тӗллевӗсем: Кинезиологи вӑйисепе усӑ курса ачасен пуплевне аталантарасси, тарӑн шухӑшлама вӗрентесси , тавра-курӑмне аталантарасси,пӗр-пӗринпе туслӑ , килӗштерсе ӗҫлеме хӑнӑхтарасси. Кирлӗ хатӗрсем...

Кинезиологи вӑйисене усӑ курса аслӑ ушкӑнра ирттермелли юмах.

Тӗллевӗсем: Кинезиологи вӑйисепе усӑ курса ачасен пуплевне аталантарасси, тарӑн шухӑшлама вӗрентесси , тавра-курӑмне аталантарасси,пӗр-пӗринпе туслӑ , килӗштерсе ӗҫлеме хӑнӑхтарасси. Кирлӗ хатӗрсем: ...

Кĕçĕн ушкăн валли ачасен ăс-тăнне,тавракурăмне аталантарас тĕллевпе хатĕрленĕ „Асанне патĕнче хăнара” темăпа ирттермелли заняти конспекчĕ

Кĕçĕн ушкăн валли ачасен ăс-тăнне,тавракурăмне аталантарас  тĕллевпе хатĕрленĕ  „Асанне патĕнче хăнара” темăпа ирттермелли  заняти конспекчĕПрограмма тытăмĕ:Вĕренÿ тĕллевĕсе...