Кинезиологи вӑйисене усӑ курса аслӑ ушкӑнра ирттермелли юмах.
статья (подготовительная группа)

Тӗллевӗсем: Кинезиологи вӑйисепе усӑ курса ачасен пуплевне аталантарасси, тарӑн шухӑшлама вӗрентесси , тавра-курӑмне аталантарасси,пӗр-пӗринпе туслӑ , килӗштерсе ӗҫлеме хӑнӑхтарасси. Кирлӗ хатӗрсем: компьютер ҫинче презентаци, вӑрманти сас, кашни ача валли икшер кӑранташ, кашни ача валли альбом листисем. Юмах йӗрки. - Сывӑ-и , ачасем? Атьӑр-ха пӗр-пӗрне сылӑх сунар! Сывӑ-и , юлташӑм? ( Пӗр-пӗрне алӑ параҫҫӗ) Эс мӗнле пурӑнан? (Аллисене пӗр-пӗрин хулпуҫҫи ҫине хураҫҫӗ) Эс ӑҫта пурӑнан? (Пӗр-пӗрне питӗнчен , хӑлхинчен тытаҫҫӗ) Эпӗ питӗ тунсӑхларӑм, (Аллисене кӑкӑр ҫине хураҫҫӗ) Тинех ҫитрӗн эс кунта! (Пӗр-пӗрне ыталаҫҫӗ) - Ачасем, халӗ эпӗ сире юмах каласа паратӑп, эсир мана пулӑшӑр. Эпӗ каласа пыратӑп ,сирӗн алӑсемпе кӑтартас пымалла пулать. - Пӗррехинче пӗр хӗвеллӗ канмалли кун ачасем урама тухнӑ. Ачасем килтен тухсан пӗр-пӗрне сывлӑх суннӑ. Вӑйӑ «Ҫӗрӗлле».Ачасем пуҫ пӳрнерен пуҫласа кашни пӳрнепе ҫӗрӗ тӑваҫҫӗ. Кайран каялла кача пӳрнирен пуҫласа пуҫ пӳрне патне кашни пӳрнипе. - Ачасем вӑрмана кайма шутлаҫҫӗ. ( Вӑрманти сас, ҫуллахи вӑрман тухса тӑрать экран ҫине). Куҫ валли вӑйӑ: Пит хитре-ҫке ҫак вӑрман, Юмахри пекех туян. Ҫӳлте-ҫӳлте - сар хӗвел (Куҫсене ҫӳлелле ҫӗклемелле) Ҫӗр ҫинче ӳсет кӑмпа (Куҫсене ҫӗр ҫине пӑхмалла) Турат ҫинче кайӑксем (Ҫӳлелле) Чӗрӗп ларать пытанса (Аяла) Сылтӑмра – хырсем иккен (Сылтӑма пӑхмалла) Чӑрӑш суллахай енче (Суллахая) Ҫырласем-ӑҫта эсир? Пур-пӗрех тупап сире! - Ачасен умне хитре лӗпӗшсем тухаҫҫӗ. Вӑйӑ «Лӗпӗшсем». Икӗ алла хӗресле тытса ҫӳлелле аялалла вылятса лӗпӗшсемпек вӗҫмелле. Хитре пӗчӗк лӗпӗшсем Вӗҫӗр-вӗҫӗр иҫете. Тупӑр хитре чечексем, Ҫийӗр пылак сӗткенне! - Лӗпӗшсене сӑнанӑ хушӑра нумай вӗтӗ шӑнасем вӗҫсе килеҫҫӗ. Вӗсене ачасем хӑвалаҫҫӗ. Вӑйӑ «Сӑмсапа хӑлхасем». Сылтӑм алӑпа суллахай хӑлхана тытмалла, ҫав хушӑрах суллахай алӑпа сӑмсана тытмалла. Кайран алӑсене улӑштармалла. Сылтӑм хӑлха ҫинче ларать шӑна Хӑвалатӑп эп ӑна. Сӑмса ҫине ак халӗ ларчӗ, Йӗкӗлтет пуль ку мана! Ларчӗ халь хӑлха ҫине, Ак татах сӑмса ҫине. Йӑлӑхтартӑн эс мана, Вӗҫсе кай эс ман умран! - Ачасем малалла утрӗҫ. Вӗсен умне пӗчӗк пӗве тухса выртрӗ.Ачасем пӗве хӗрринче шапасене тӗл пулчӗҫ. Вӑйӑ «Шапасем». Пӗр алла чӑмӑртамалла теприне ҫав вӑхӑтрах пӳрнесене тӑсмалла.Кайран улӑштармалла. Ак сикет умра шапа, Юлташне шырать иккен. Эп пулам-и сан юлташ? Хӑваларӑм шапана, Тыттармарӗ вӑл мана! - Пӗве хӗрринче хитре хурӑнсем ӳсеҫҫӗ.Ачасем ҫак хурӑнсене ӳкерме шутларӗҫ. Вӑйӑ «Кӑранташсем». Ачасем ал лаппипе икӗ кӑранташ хӗстереҫҫӗ те алӑсене шутараҫҫӗ. Сӗтел хушшине вырнаҫса лараҫҫӗ. Икӗ алла пӗрер кӑранташ тытса урӑ альбом листи ҫине ӳкереҫҫе .Икӗ алӑ та пӗр харӑс ӳкерет. - Кун каҫ еннелле сулӑнать .Ачасем киле таврӑнаҫҫӗ. Ну, ачасем , килӗшрӗ-и сире юмах?

По теме: методические разработки, презентации и конспекты

Конспект занятия воспитателя По социально-коммуникативному развитию в старшей группе<Юмах>

Конспект занятия воспитателя По социально-коммуникативному развитию в старшей группе<Юмах>ТЕМА: ПРИКЛЮЧЕНИЯ ГНОМОВ  Цель: Закреплять знания детей о частях улицы : дорога, пешеходный переход...

Вăтам ушкăнти ачасемпе пуплеве аталантарас тěлěшěнчен ирттермелли сценари конспекчě «Тилě тус»

laquo;Тилě тус» юмах урлă чăваш ҫи-пуҫěпе (кӗпе, тухъя) тата капăрлăхěпе (сулă, мăй ςыххи) паллаштарасси тата юмах тăрăх калаҫма хистесси...

«Миллефиори» техникипе усӑ курса аслӑ ушкӑнра ирттермелли заняти.

Задачисем: «Миллефиори» техникипе тӗплӗнрех паллаштарасси, ҫак техникӑпа усӑ курса хитре, юмахри сӑнарсем калӑплама вӗрентесси.Ачасен тавра-курӑмне аталантарасси, тарӑн шухӑшлама вӗрентесс...

Кинезиологи мелӗпе усӑ курса ачасен пуплевне аталантарасси.

Ачасен пуплевне аталантарас тесе мӗн тумалла- ха? Чи малтанах ачапа калаҫмалла,ачасене кӗнеке вуласа памалла,юрӑ-кӗвӗ итлетермелле,ташлатармалла,юрлаттармалла,ачесен ыйтӑвӗсем ҫине тӗрӗс хурав памалл...

Кинезиологи вӑйисене усӑ курса аслӑ ушкӑнра ирттермелли юмах.

Тӗллевӗсем: Кинезиологи вӑйисепе усӑ курса ачасен пуплевне аталантарасси, тарӑн шухӑшлама вӗрентесси , тавра-курӑмне аталантарасси,пӗр-пӗринпе туслӑ , килӗштерсе ӗҫлеме хӑнӑхтарасси. Кирлӗ хатӗрсем: ...

Кĕçĕн ушкăн валли ачасен ăс-тăнне,тавракурăмне аталантарас тĕллевпе хатĕрленĕ „Асанне патĕнче хăнара” темăпа ирттермелли заняти конспекчĕ

Кĕçĕн ушкăн валли ачасен ăс-тăнне,тавракурăмне аталантарас  тĕллевпе хатĕрленĕ  „Асанне патĕнче хăнара” темăпа ирттермелли  заняти конспекчĕПрограмма тытăмĕ:Вĕренÿ тĕллевĕсе...

Хӗл ӑсатӑвӗ. Шкул ҫулне ҫитмен ачасем ирттермелли уяв

Данная методическая разработка предназначена для проведения праздника "Масленица" в детском саду на чувашском языке....