Кинезиологи мелӗпе усӑ курса ачасен пуплевне аталантарасси.
занимательные факты (старшая группа)

Ачасен пуплевне аталантарас тесе мӗн тумалла- ха? Чи малтанах ачапа калаҫмалла,ачасене кӗнеке вуласа памалла,юрӑ-кӗвӗ итлетермелле,ташлатармалла,юрлаттармалла,ачесен ыйтӑвӗсем ҫине тӗрӗс хурав памалла, тавра-курӑмне аталантармалла.Нумай чухне ачан пуплевӗ ашшӗ-амӑшӗнчен,ҫемьинчен тата йӗри-таврари пулӑмран килет.Ача сачӗнче те ӗнтӗ тӗрлӗ мелсем шыратпӑ ачасен пуплевне аталантарма.Пӗр япала ачасене кӑна мар воспитательсене те ашшӗ-амӑшӗсене те йӑлӑхтарать.Ҫавна май ҫӗнӗрех тата интереслӗрех мелсем шыратпӑр. В.А.Сухомлинский каланӑ тӑрӑх ачан пуплевӗ пӳрне вӗҫӗсенче иккен. Мӗн чухлӗ пӳрнесем тата алӑсем хускану тӑваҫҫӗ, ҫавӑн чухлӗ пирӗн пуплев якарах иккен. Ҫавна тӗпе хурса кинезиологи мелӗпе паллашрӑмӑр. Кинезиологи вӑййисене вылянӑ хыҫҫӑн ачасен тавра-курӑмӗ аталанать, правурлӑхӗ, хӑвӑртлӑхӗ ӳсет, пуплевӗ аталанать.Кинезиологии-тӗрлӗ хусканусем туса ачасен ӑс-тӑнне,тавра-курӑмне аталантарни, тарӑн шухӑшлама вӗрентни.Пирӗн сылтӑм полушари тӗрлӗ енлӗ пултаруллӑха юрлассине,ташлассине, пирӗн шалти туйӑма куляннине,савӑннине йӗркелесе пырать. Суллахай енӗ вара- тарӑн шухӑшланине, вуланине,ҫырнине, логика шухӑшлавӗсене йӗркелесе пырать. Ачан икӗ полушарийӗ те пӗр пек ӗҫлетӗр тесе ҫак кинезиологи вӑйисене вылятпӑр. 1. «Ҫӗрӗлле» е «Ҫаврашкалла» Пуҫ пӳрнерен пуҫласа кашни пӳрнепе ҫаврашка тумалла ,Малтан пӗр алӑпа , кайран тепринпе , икӗ алӑпа харӑс. 2. «Чышкӑ, аяк, ал лаппи». 8-10 хут тумалла. 3. «Сӑрӑсем». 10-15 сӑрӑ сӗтел ҫине хумалла.Малтан пӗр алӑпа пӗререн пуҫтармалла, кайран тепринпе пуҫтармалла. 4. «Икӗ алӑпа пӗр харӑс ӳкерчӗк ту». Икӗ алла та кӑранташ тытмалла та хут ҫине ӳкерчӗк ӳкермелле. 5. «Хӗвелпе пӗлӗт». Алӑсене сӗтел ҫине хумалла,пӳрнесене сармалла,ку хӗвел пулать,чӑмӑртани пӗлӗт пулать, пӗр аллипе пӗлӗт ,тепринпе хӗвел тумалла. 6. «Мулкачпа ҫӗрӗ».Пӗр алӑри пӲрнесемпе ҫӗре тумалла, тепӗр алӑри икӗ пӳрнене бӳлелле ҫӗклемелле ыттисене чӑмӑртамалла, ку мулкач пулать. Кашни вӑйине вылянӑ чухне сӑвӑсем калатпӑр, юрӑ юрлатпӑр. Мулкач сикет пахчара, Тупрӗ ҫӗрӗ каткара, Ҫӗрри ахаль ҫӗрӗ мар, Ылтӑнран та кая мар. 7. «Сӑмсапа хӑлха». Пӗр аллипе сӑмана тытмалла, тепринпе хӑлха тытмалла.Пӗр харӑс тытмалла, алӑ ҫупмалла та алӑсене улӑштармалла. 8. «Улитка». Пӗр алла чӑмӑртамалла, пуҫ пӳрнине тулалла сармалла, тепӗр алӑна тӳрӗ хумалла , тӳрӗ пӳрнесемпе чӑмӑртанӑ алӑн,кача пӳрнине перӗнмелле,кайран алӑсене улӑштармалла. 9. «Упа утаман». Пӗр аллине сӗтел ҫине хумалла, пӳрнесене сармалла,тепӗр алӑн шӗвӗр пӳрнипе выртакан алӑ чӗрнисем ҫине пусмалла. Упа-упа утаман Утать хӑйӗн шӑтӑкне Такӑнчӗ вӑл туратран Вӑйӗ пӗтнӗ мӗн упан Сахал ҫинӗ апатне Нумай тӑчӗ шутласа Утса кайрӗ вӑрмана Юратаҫҫӗ упасем Пылак-пылак сарҫ пыл Пылне ҫисе тӑрансан Ҫуркуннеччен ҫывӑраҫ. 10. «Сывлӑх сунарпӗр- пӗрне»Кашни пӳрне пӗр-пӗрне сывлӑх сунать. Сывлӑх пултӑр хӗвеле! Сывлӑх пултӑр пӗлӗте! Ҫил ачи сана та сывлӑх! Йывӑҫ-курӑка та кайӑк-кӗшӗке! Эпир пурте пӗр тӗнче, Сывӑ пултӑр ҫут тӗнче! Кинезиологи мелӗпе усӑ курса тӗрлӗ юмахсем те вылятпӑр. « Асанне патне хӑнана» Асламӑшӗ мӑнуксене кӗтет, тунсӑхланӑ питӗ ( икӗ алӑпа пите тытмалла, пуҫне сылтӑм еннелле тата суллахай еннелле пӑрмалла). Пилӗк мӑнук ҫулпала ,ак чуптарчӗҫ хӑнана (пӳрнесемпе утса каймалла). Тӑпӑр-тӑпӑр (ал лаппипе чӗркуҫине ҫапмалла). Сик-сик (чышкӑсемпе чӗркуҫине ҫапмалла). Пысӑк йывӑҫ ҫулҫинче (алӑсемпе йывӑҫ тумалла). Ҫутӑ кӳлӗ те юхать (алӑсемпе хумсем тумалла). Кайӑксем юрӑ юрлаҫҫӗ (икӗ алла хӗресле туса кайӑк тумалла). Хурт-кӑпшанкӑ шыраса (тӑватӑ пӳрнене пуҫ пӳрнипе пӗрлештермелле , кайран уҫмалла). Ҫитрӗҫ,ҫитрӗҫ ачасем , илсе килчӗҫ кученеҫ. (Пӳрнесемпе утмалла).

По теме: методические разработки, презентации и конспекты

Оценочный лист рабочей программы учебного предмета, курса, дисциплин (модуля), курса внеурочной деятельности

Оценочный лист рабочей программы учебного предмета, курса, дисциплин (модуля), курса внеурочной деятельности...

Методическая разработка Ачасен пуплевне аталантарассипе сырна занятийен конспекче "Асамла тенче"

Путешествие в чувашскую сказку, используя инновационную технологию "синквейн"....

ТРИЗ технологийӗпе усӑ курса ачасен пуплевне аталантарасси

Кашни воспитатель хӑйне евӗр ҫул-ҫӳревре. Мӗн те пулин ҫӗнни,кӑсӑкли шырать. Ачасене ҫӗнӗлӗх вӗрентес тет, кӑтартас тет. Ачасем мӗн шухӑшланине, вӗсене мӗн кирлине пӗлме тӑрӑшать. Хӑйне ачасен вырӑнне...

Кинезиологи вӑйисене усӑ курса аслӑ ушкӑнра ирттермелли юмах.

Тӗллевӗсем: Кинезиологи вӑйисепе усӑ курса ачасен пуплевне аталантарасси, тарӑн шухӑшлама вӗрентесси , тавра-курӑмне аталантарасси,пӗр-пӗринпе туслӑ , килӗштерсе ӗҫлеме хӑнӑхтарасси. Кирлӗ хатӗрсем...

Кинезиологи вӑйисене усӑ курса аслӑ ушкӑнра ирттермелли юмах.

Тӗллевӗсем: Кинезиологи вӑйисепе усӑ курса ачасен пуплевне аталантарасси, тарӑн шухӑшлама вӗрентесси , тавра-курӑмне аталантарасси,пӗр-пӗринпе туслӑ , килӗштерсе ӗҫлеме хӑнӑхтарасси. Кирлӗ хатӗрсем: ...

Кĕçĕн ушкăн валли ачасен ăс-тăнне,тавракурăмне аталантарас тĕллевпе хатĕрленĕ „Асанне патĕнче хăнара” темăпа ирттермелли заняти конспекчĕ

Кĕçĕн ушкăн валли ачасен ăс-тăнне,тавракурăмне аталантарас  тĕллевпе хатĕрленĕ  „Асанне патĕнче хăнара” темăпа ирттермелли  заняти конспекчĕПрограмма тытăмĕ:Вĕренÿ тĕллевĕсе...

Конспект НОД Аслă ушкăнри ачасене куҫăм ӗҫ-хӗлӗ урлă чăваш литературипе интереслентересси

middot; Ачасене тĕрĕс утма вĕрентессине анталантарасси: ҫăмăллăн утма, чупма, урисене ҫÿллĕ йăтса утма хăнăхтарасси;· Ачасен хускану опытне пуянлатса пырасси тата хăрушсăрлăх майӗсен...