ТРИЗ технологийӗпе усӑ курса ачасен пуплевне аталантарасси
занимательные факты (старшая группа)

Кашни воспитатель хӑйне евӗр ҫул-ҫӳревре. Мӗн те пулин ҫӗнни,кӑсӑкли шырать. Ачасене ҫӗнӗлӗх вӗрентес тет, кӑтартас тет. Ачасем мӗн шухӑшланине, вӗсене мӗн кирлине пӗлме тӑрӑшать. Хӑйне ачасен вырӑнне лартса, вӗсен кӑмӑлне тупма тӑрӑшать.

   Хамӑн ӗҫре эпӗ ТРИЗ технологине тӗпе хурса ӗҫлеме тӑрӑшатӑп.Ҫак технологине ачасене кӗҫӗн ушкӑнранах явӑҫтармалла. Ку технологи ачасен калаҫӑвне аталантарма пулӑшать,тарӑн шухӑшлама вӗрентет,ӑнкару туйӑмне аталантарать.Малтанах ачасене «Пирӗн пуҫ питӗ ӑслӑ, анчах та вӑл пурне те пӗлсе,ӗҫлесе  ӗлкӗреймест,ӑна пулӑшакансем пур вӗсем алӑсем,сӑмса,куҫсем,хӑлхасем тата тута.Кашни пулӑшаканӑн хӑйӗн ӗҫӗ,хӑйӗн тивӗҫӗ. Алӑсем япалана тытса пӑхаҫҫӗ: япала ҫемҫе е хытӑ,сивӗ е ӑшӑ, яка е тумхахлӑ пулнине уйӑраҫҫӗ. Алӑпа тытса пӑхнӑ хыҫҫӑн ҫеҫ пирӗн пуҫ  япали мӗнлине ӑнланса илет.Куҫ курать япала пысӑ е пӗчӗк, унӑн тӗсне ,формине, куҫпа курнӑ хыҫҫӑн ҫеҫ эпир ӑнланатпӑр.Сӑмса шӑрш пӗлет.Чӗлхе апат-ҫимӗҫ тутине пӗлет, йӳҫӗ е пылак пулнине уйӑрать.Хӑлха сасӑ илтет:хытӑ янӑрать е шӑппӑн, вара пуҫа информаци пӗлтереҫҫӗ.Ҫакӑн ҫинчен вӗрентме  пуҫлатпӑр ӗнтӗ малтанах.

ТРИЗ – технологийӗ ачасен тавра-курӑмне аталантарма,тарӑн шухӑшлама вӗрентет,творчествӑллӑ тата социаллӑ задачӑсене шутлама вӗрентет.

    ТРИЗ технологинче питӗ нумай карточкӑсемпе усӑ куратпӑр. Кашни пӗлтерӗшӗн хӑйӗн карточки пур.Тӗслӗхрен асамҫӑсем тем тӗрлисем те пур:чул пек хытарса лартакансем,чӗрӗ мар япалана чӗрӗ тӑвакансем, пысӑклатаканнисем , пӗчӗклетекеннисем.Ку асамҫӑсем пире юмах-калав вуланӑ чухне кирлӗ.Юмаха улӑштарас тесен е малалла тӑсас пулсан усӑ куратпӑр. «Йӑва» юмаха илес пулсан, ачасем йӑвана хӗрхенеҫҫӗ, тилӗ ҫисе янӑшӑн пӑшӑрханаҫҫӗ.Вара кунта ачасем асамҫӑсемпе усӑ курса юмаха малалла тӑсаҫҫӗ.

     Аслӑрах ушкӑнсемпе тупмалли юмахсем хамӑрах шутласа тупатпӑр.Танлаштару мелӗпе усӑ куратпӑр. Сӑмахран:

      Ҫаврака та мечӗк мар,

       Хӗрлӗ тӗслӗ ялав мар,

       Пылак та канфет мар.(пан улми).

     Пӗр-пӗр япалана тишкерес пулсан,ҫав япалан пайӗсене асӑнатпӑр, ас туса юлма хут ҫине ӳкеретпӗр. Тӗслӗхрен : Самолёт. Самолёт мӗнле пайсенчен тӑрать,кайшни пайне каласа тухатпӑр, тӳрех ӳкерсе пыратпӑр.Ҫак япала кун пек пуличчен малтан мӗнле пулнӑ,кайранхи шӑпи мӗнле пулать. Тишкерсе тухсан ачасем хӑйсем самолёт шухӑшласа тупаҫҫӗ, ӳкереҫҫӗ. Ачасен тавра курӑмне аталантарма пулӑшать.

Сӑвӑ вӗренме е калава ҫӑмӑллӑн ас туса юлма та пулӑшать ТРИЗ технологийӗ.Калӑпӑр сӑвӑ вӗренетпӗр: кашни сӑвӑри  сӑмаха ӳкеретпӗр, кунта ӳкерчӗкӗсене воспитателӗн каламалла мар ,ачасен хӑйсен шутласа тупмплла,  ҫак ӳкерчӗк ҫине пӑхсан ачан тӳрех мӗне пӗлтернине аса илмелле.Хӑш-пӗр сӑмахсене ӳкерме пулмаймасан сас паллипе палӑртатпӑр. Питӗ интереслӗ тата усӑллӑ тесе шухӑшлатӑп.Сӑвва та хӑвӑрт ас туса юлаҫҫӗ, Калав вуласа тухнӑ хыҫҫӑн татах ӳкерчӗксем ӳкеретпӗр,схема, мӗн хыҫҫӑн мӗн каять.Ҫакӑ ачасен пуплевне аталантарма пулӑшать, схема ҫине пӑхса ачана  калава каласа пама ҫӑмӑлрах.

Ачасен пуплевне аталантарма тата тарӑн шухӑшлама тепӗр вӑйӑ «Тӗрӗс-и е тӗрӗс мар-и?».Ачасен умне темиҫе ӳкерчӗк  хумалла , пӗр ачи пӗр ӳкерчӗке йышӑнать те воспитателе калать хӑлхаран. Ытти ачасен ҫак ӳкерчӗке шыраса тупмалла. Тӳрех ӳкерчӗк ятне каламалла мар, ыйтусем парса тупмалла.

Тепӗр вӑйӑ воспитатель япалан пайне калать, ачасен ҫав пайӑн япалине каламалла. Е тепӗр майлӑ воспитатель япалан ятне калать , ачасен пайӗсене асӑнмалла.

     ТРИЗ технологинче питӗ нумай вӑйӑсем,кашни утӑмрах усӑ курма пулать. Калава вуласа тухнӑ хыҫҫӑн тӗп сӑнар мӗншӗн ун пек турӗ-ха? Эсир ун вырӑнӗнче пулнӑ пулсан мӗн тунӑ пулӑттӑрччӗ?  Вӑл мӗн пирки шухӑшлать? Ҫакӑн пек ыйтусем паратпӑр . Ачасене тарӑн шухӑшлама , пӗр-пӗр йывӑр проблемӑна сӳтсе явма,йывӑрлӑхсене ҫӗнтерме пулӑшать.Япалана пӗр енлӗ ҫеҫ мар тепӗр енлӗ те,лайӑх ене ҫеҫ мар япӑхенне те курма,тишкерме пулӑшать. Аслӑ ушкӑна ҫитсен ачасемпе тӗрлӗ тӗпчев ӗҫӗсенче хутшӑнма та питӗ пулӑшать. Килӗшекен  темӑна суйласа илнӗ хыҫҫӑн ачасемпе информаци пухатпӑр, тишкеретпӗр, проблемине, мӗншӗн кирлине сӳтсе яватпӑр.ачасем хӑйсемех тишкереҫҫӗ,йывӑрлӑхран епле тухмаллине те хӑйсемех шыраса тупаҫҫӗ.Мӑн ҫынсем пекех шухӑшлама , йывӑрлӑхсенчен тухма вӗренеҫҫӗ.

Пӗчӗк ача пулсан та ачан пуҫӗнче питӗ нумай шухӑш,проблема, тепӗр чухне килте  итлеме те вӑхӑт ҫук ачасене.Амӑшӗсем , ача мӗн шухӑшланине пӗлсе те юлаймастпӑр.Ун пек чухне воспитательсен итлемелле ,ӑнланмалла, йывӑрлӑхсене ҫӗнтерме  пулӑшмалла. Воспитателӗн ҫывӑх тус та  шанчӑклӑ ҫын та амӑш вырӑнӗнче те пулмалла.

 Ҫӗнӗ технологисем ачасене ҫеҫ мар ,воспитательсене те тавра-курӑма  аталанма , тарӑн шухӑшлама, ӑс-тӑна ӳстерме пулӑшаҫҫӗ. Пӗр пек , пӗр енлӗ кӑна ӗҫлесессӗн пӗр вырӑнта ларатпӑр,ҫавӑнпа та ачасене нумайрах кирлӗ япала парас тесен, воспитателӗн те ҫӗнӗ мелсем ҫӗнӗ технологисем вӗренмелле,аталанмалла.

По теме: методические разработки, презентации и конспекты

Методическая разработка Ачасен пуплевне аталантарассипе сырна занятийен конспекче "Асамла тенче"

Путешествие в чувашскую сказку, используя инновационную технологию "синквейн"....

Авторская дидактическая игра «Шапочка профессий» с использованием ТРИЗ технологии, для закрепления детьми освоения способов постановки вопросов по ТРИЗ технологии».

Авторская дидактическая игра   «Шапочка профессий» с использованием ТРИЗ технологии, для закрепления  детьми освоения  способов постановки вопросов по ТРИЗ технологии&r...

Обобщение опыта работы по применению ТРИЗ технологий Тема"Развитие речи младших дошкольников средствами технологии ТРИЗ"

Способность общаться, познавать мир, планировать свои действия формируются у ребенка по мере развития его речи, поэтому проводить работу с дошкольниками по развитию их речи необходимо как можно раньше...

Кинезиологи мелӗпе усӑ курса ачасен пуплевне аталантарасси.

Ачасен пуплевне аталантарас тесе мӗн тумалла- ха? Чи малтанах ачапа калаҫмалла,ачасене кӗнеке вуласа памалла,юрӑ-кӗвӗ итлетермелле,ташлатармалла,юрлаттармалла,ачесен ыйтӑвӗсем ҫине тӗрӗс хурав памалл...

Мастер-класс для родителей по ТРИЗ технологии в средней группе № 8 по теме «Использование ТРИЗ—технологии для развития детей дошкольного возраста».

Дать родителям представление о технологии ТРИЗ, показать практические навыки использования приёмов ТРИЗ в играх...

ТРИЗ В ДЕТСКОМ САДУ. ТРИЗ-ТЕХНОЛОГИИ В ДЕТСКОМ САДУ. СИСТЕМА ТРИЗ

quot;Нет ничего проще, чем изучать то, что интересно", - эти слова приписывают известному ученому Альберту Эйнштейну, человеку, привыкшему мыслить оригинально и нестандартно. Но уже в младшем во...