Йăвана пулăшар-ха
план-конспект занятия по физкультуре (младшая группа)
Театр вăййисене усă курса ачасен сывлăхне çирĕплетесси.
Скачать:
| Вложение | Размер |
|---|---|
| 21.52 КБ |
Предварительный просмотр:
«Элĕкри 1-мĕш №-лĕ «Çăлкуç» ача сачĕ
«Йăвана пулăшар-ха»
Иккĕмĕш вăтам ушкăнра ӳт-пĕве çирĕплетмелли вăйă занятийĕ
Димитириева Надежда Витальевна,
физкультура инструкторĕ
Тĕллевсĕм: Театр вăййисене усă курса ачасен сывлăхне çирĕплетесси.
Сывлăха çирĕплетмелли задачăсем:
1.15см хăма тăрăх утма вĕрентесси.
2. Малалла сикме хăнăхасси.
3.Кĕвĕ çеммипе килĕшӳллĕн утма, тĕрлĕ хусканусем тума хăнăхасси.
Вĕренӳ задачисем:
1.Йывăрлăхсене пĕр-пĕринпе канашласа çĕнтерме хăнăхтарасси.
2.Пĕр-пĕрне пулăшма, йывăр вăхăтра пулăшма вĕрентесси.
3.Туслă пурăнма вĕрентесси.
Аталану задачисем:ÿт-пĕве, сывлăха çирĕплетесси, хăйсене ушкăнра, спорт залĕнче тытма хăнăхтарасси, кирлĕ хатĕрсемпе тĕрĕс усă курма вĕрентесси.
Заняти йĕрки.
Ачасем воспитательпе ушкăна кĕреççĕ. Пĕр-пĕрне сывлăх сунаççĕ.
Воспитатель: Ачасем, атьăр-ха, пысăк çаврашка тăватпăр. Пĕр-пĕринпе алăран тытӑнатпăр, йăл кулса сывлăх сунатпăр.
(Макăрнă сасă илтĕнет).
Воспитатель: Ачасем, кам макăрать унта? (Воспитатель йăвана тытать).
Йăва сасси: Эпĕ йăва, йăва тус,
Сар çу çинче пиçнĕ-скер.
Тухса тартăм эп килтен
Тупаймастăп тĕрĕс çул!
Воспитатель: Ачасем, Йăвана киле таврăнма пулăшатпăр-и? Анчах ăçта каймалла-ши пирĕн? (Воспитатель Йăвана хурать те аллине Би-ба-бо мулкач тăхăнать).
Мулкач: Йăва, йăва, йăва тус! Эпĕ сана çисе яратăп!
Ачасем: Мулкач , тусăм, эс ан çи
Пĕчĕк сарă йăвана.
Асаттерен те вăл тарнă,
Асаннерен те вăл тарнă.
Таврăнмашкăн килелле,
Пулăшсамччĕ эс ăна!
Мулкач: Пулăшни-вăл ырă ĕç!
Пулăшатăп эп сирне
Çакă тӳрĕ çулпала
Эсир утăр малалла!
(Мулкач çухалать).
Ӳт-пӳ çирĕплетмелли хусканусем
1.Ачасем малалла пĕчĕк утăмсемпе утаççĕ (30 çек.)
(Такăр,тӳрĕ çулпалла
Ак, утаççĕ, ачасем!
Сарă, сарă Йăванне
Часах тупĕç кил-çуртне!)
2. Алăсене çÿлелле çĕклесе, чĕрне вĕççĕн утаççĕ.(30 çек.)
(Пысăк, çӳллĕ йывăçсем ,
Тĕл пулаççĕ çул çинче).
3. Вăтам утăмпа утаççĕ. Пĕшкĕнсе лараççĕ.
Тăраççĕ, лараççĕ (3-4 хут).
4. Воспитательпе пĕрле чупаççĕ (20 çек.)
5. Вăтам утăмпа утаççĕ. Сывлăш çавăрса илеççĕ.
Тĕрĕс сывлаççĕ.
Воспитатель аллине кашкăр маскине тăхăнать.
Кашкăр: Йăва, йăва, йăва тус
Эпĕ сана çисе яратăп!
Ачасем: Кашкăр – кашкăр, кашаман,
Хăрамастпăр тек санран
Ӳт- пĕве çирĕплететпер,
Вăйлă та маттур пулатпăр!
Ак, пăхсам эс, кашаман,
Пит маттур-çке шăпăрлан!
Воспитатель:Ачасем, атьăр-ха, кашкăра эпир епле маттур та вăйлă пулнине кăтартатпăр.
Мечĕкпе ӳт-пӳ çирĕплетмелли хусканусем!
- «Мечĕке çĕклер çӳле» 4 хут.
Урасем хул пуççипе пĕр тан. Алăра мечĕк. Мечĕке малалла тăсмалла, çӳлелле çĕклемелле, аяла антармалла.
- « Мечĕкпе пĕшкĕнмелле» 4 хут.
Урайне лармалла, урасене сармалла. Мечĕк кăкăр умĕнче. Мечĕке çӳле çĕклемелле,урайне выртмалла мечĕкпе урайне перĕнмелле. Каялла çĕклемелле.
- «Мечĕке кустармалла»
Чĕркуççи çине ура тупанĕ çине лармалла. Мечĕке сылтăмалла, сулахаялла хамăр йĕри-тавра кустармалла.
- « Мечĕк тавра сикмелле».
Мечĕк урайĕнче. Мечĕк йĕри-тавра сикмелле.
(Куçсем мечĕк çине пăхаççĕ).
Воспитатель аллине упа маскине тăхăнать.
Упа : Йăва, йăва, йăва тус
Эпĕ сана çисе яратăп!
Ачасем:Ан çисем, упа, эс Йăвана,
Тарнă вăл асаттерен,
Тарнă вăл асаннерен.
Пулăшсамччĕ эс ăна
Çул тупмашкăн килнелле!
Упа: Маттур, эсир ачасем. Йăвана йывăрлăхра прахман. Эсир питĕ лайăх ачасем,туслă пурăнатăр. Туслăхра–вăй! Часах Йăвана киле çитме те пулăшатăр ак!
(Упа çухалать)
Ӳт-пӳ çирĕплетмелли хусканусем.
- «Кĕпер урлă каçар».
Ачасем пĕр - пĕрин хыççăн тăраççĕ. 15 сантиметр хăма тăрăх каçаççĕ. Алăсем пилĕк çинче. Воспитатель пуçсем тата çурăм тӳрĕ пулмалли çинчен аса илтерсех тăрать.
- «Тунката çинчен тунката çине»
Урайĕнче çаврашкасем выртаççĕ, ачасем çав çаврашкасем çине сикеççĕ.
Тилĕ (би-ба-бо) тухать.
Тилĕ: Ак кунта иккен Йăва, ачасем те кунтах.
Часах эпĕ сире çисе яратăп!
Ачасем: Чее тилĕ, эс тăхта,
Вылясам, эс пирĕнпе!
Тилĕ: Юрать, выляма эпĕ хавас!
«Чее тилĕ» вăйă.
Ачасем залра чупаççĕ. Тилĕ сак çинче ларать. Кĕвĕ каять. Кĕвĕ чарăнсан тилĕ ачасене хăвалать.
Ачасем тараççĕ. Сак çине лараççĕ. Темиçе хут выляççĕ.
Тилĕ: Маттур эсир, ачасем! Ăçталла эсир çул тытнă?
Ачасем: Эпир Йăван пӳртне щыратпăр. Пулăш-ха эсĕ пире, Тилĕ тус!
Тилĕ: Авă, Йăва килĕ!
Воспитатель Йăвана чӳрече сакки çине лартать.
Воспитатель: Халĕ пирĕн каялла ача садне каймалла, ачасем.
Эсир питĕ маттур, хăюллă, ачасем! Йăвана киле çитме пулăшрăр. Сире уншăн акă пĕчĕк кученеç.
По теме: методические разработки, презентации и конспекты
Сценарий споривного праздника "Осеннее путешествие Вани Заболейкина"
День здоровья с использованием игровых заданий.упражнений стретчинга.....
игры в ванной или купальное творчество
Рекомендации родителям чем занять ребенка во время ванных процедур....
игры в ванной или купальное творчество
Рекомендации родителям, чем заняться вместе с ребенком во время ванных процедур...
Игры в ванной или купальное творчество
Рекомендации родителям чем занять ребенка во время ванных процедур....
Проведение ножных ванн с водой контрастной температуры
В материале представлены способы закаливания холодной водой и водой контрастной температуры...

Хореографический танец для старшего дошкольного возраста «Спляшем,Ваня» муз.А.Варламова, исполнение группа «Улыбка»
Вступление: - Дети стоят парами по кругу под руку «бораночкой»,поднимаются и опускаются на высоких носках в такт музыки.- Идут по кругу, у мальчиков свободная рука на поя...

Мы играем вместе. Игры в ванной. Консультация для родителей.
Все больше и больше родители работают. Вечером приходят уставшие, накормят детей, помоют и укладывают спать. А детям так нужно общение и совместная игра. Предлагаю практический материал для игры с реб...
