Сурхури
учебно-методический материал по музыке (старшая группа)

Аслă ушкăнри ачасемпе ирттермелли Сурхури уявӗ

Тӗллевсем: чăваш халăх йăли-йӗркине хисеплеме тата юратма вӗрентесси. Сурхури уявӗпе паллаштарасси. Ачасен пуплевне аталантарасси.

Задачăсем: ачасене халăх уявӗсене явăҫтарасси, вӗсен музыка пултарулăхне тупса палăртасси, халăх культурипе паллаштарасси.

Умӗнхи ӗҫ:  чăваш халăхӗн Сурхури уявӗ тата йăли-йӗрки ҫинчен  (юмăҫ яни, лашасемпе чупни) каласа парасси, ырсунăмсем, юрăсем, ташăсем вӗренесси, тупмалли юмахсен тупсăмӗсене тупасси, хускану вăййисем ирттересси.

Кӳртĕм ĕç: воспитателĕн малтанах ачасене чăваш вăййисене тата халăх сăнавӗсене вĕрентмелле.

Словарь ӗҫӗ: Сурхури, йăва.

Скачать:

ВложениеРазмер
Файл andreeva_l.a._surhuri.docx27.33 КБ
Реклама
Онлайн-тренажёры музыкального слуха
Музыкальная академия

Теория музыки и у Упражнения на развитие музыкального слуха для учащихся музыкальных школ и колледжей

Современно, удобно, эффективно

Посмотреть >


Предварительный просмотр:

Ҫитрӗ кӗтнӗ Сурхури!

Аслă ушкăнри ачасемпе ирттермелли Сурхури уявӗ

Тӗллевсем: чăваш халăх йăли-йӗркине хисеплеме тата юратма вӗрентесси. Сурхури уявӗпе паллаштарасси. Ачасен пуплевне аталантарасси.

Задачăсем: ачасене халăх уявӗсене явăҫтарасси, вӗсен музыка пултарулăхне тупса палăртасси, халăх культурипе паллаштарасси.

Умӗнхи ӗҫ:  чăваш халăхӗн Сурхури уявӗ тата йăли-йӗрки ҫинчен  (юмăҫ яни, лашасемпе чупни) каласа парасси, ырсунăмсем, юрăсем, ташăсем вӗренесси, тупмалли юмахсен тупсăмӗсене тупасси, хускану вăййисем ирттересси.

Кӳртĕм ĕç: воспитателĕн малтанах ачасене чăваш вăййисене тата халăх сăнавӗсене вĕрентмелле.

Словарь ӗҫӗ: Сурхури, йăва.

Вăйă йӗрки

Залра ӗлӗкхи йывăҫ ҫуртсем лараҫҫӗ, чăваш тӗррипе илемлетнӗ алшăллисем ҫакăнса тăраҫҫӗ.

Ертсе пыракан: Сурхури — авалхи чăваш уявĕ. Ĕлĕкрех ăна кун вăрăмланма пуçласан ирттернĕ. Сурхурие ытларах яш-кĕрĕм, ача-пăча хутшăннă. Сурхури ирттерме ятарласа пĕр киле пуçтарăннă. Килтен-киле пуçтарнă апат-çимĕçрен, сăраран, тĕрлĕ апатран сĕтелçи майланă. Ача-пăча килрен-киле çӳренӗ, урайне ăшаланă пăрçа сапнă. Тарават хуçасем вĕсене тутлă çимĕçпе сăйланă. Каçхине пĕтĕм çамрăк улаха пухăннă, юмăҫ янă.

Зала икӗ ача кӗреҫҫӗ.

1-мӗш ача: Сурхури, Сурхури,

                     Ҫитрӗ кӗтнӗ Сурхури!

2-мӗш ача: Хирӗҫ тухса илтӗр-и,

                     Хапха уҫса хутăр-и?

Ытти ачасем тухаҫҫӗ.

3-мӗш ача: Ачасем, эсир ăҫта каятăр?

4-мӗш ача: Сурхури ҫитрӗ! Вăйă выляма каятпăр!

5-мӗш ача: Урам тăрăх каятпăр,

                     Килрен-киле ҫӳретпӗр.

6-мӗш ача: Атьăр, тухăр, ачасем,

                    Урам тăрăх кайăпăр.

                     Килрен-киле ҫӳрӗпӗр

                     Салат-хăмла пухăпăр.

                     Сурхури тӗк Сурхури,

                     Чаплă пултăр Сурхури!

Чăвашла кӗвӗ янăрать. Ачасем пӗрремӗш ҫурт патне пыраҫҫӗ. Пӳрт умӗнче хӗрарăм ларать.

Кил хуҫи хӗрарăмӗ: Сурхури ачисем ҫитрӗҫ пуль-ха? Хирӗҫ тухса пăхам-ха?

Ачасем юрласа килеҫҫӗ.

Ачасем: Сурхури, Кӗркури!

                Ваҫҫа арăмӗ Варвари.

                Пире пăрҫа памасан,

                Пире пăрҫа памасан,

                Ана ҫинчи пăрҫине

                Тăрна ҫисе ятăр-и?

Эпир Сурхури ачисем. Сывлăх сунатпăр.

Кил хуҫи хӗрарăмӗ: Хаклă хăнасем, иртӗр малалла. 

7-мӗш ача: Эпир сире телей сунатпăр! (Урайне пăрҫа сапать).

8-мӗш ача: Тырри пултăр! (Урайне тырă сапать).

9-мӗш ача: Укҫи пултăр! (Урайне укҫа сапать).

Кил хуҫи хӗрарăмӗ: Ҫапла пултăр! Маттур, ачасем.  Тупмалли юмахсен тупсăмне пӗлетӗр-и эсир?

Алăсăр, урасăр кӗпер хурать (Сивӗ). 

Тулта купа, пӳрте шыв (Юр).

Шывра ҫуралать, шывран хăрать (Пăр). 

Вĕçет-чĕнмест, выртать - чĕнмест,

Вилсен-шавлать, чарăнма пĕлмест (Юр çуни, ирĕлсе шыв пулни, юхни.).

Ертсе пыракан: «Пиҫиххи пăрахмалла» вăййа выляр-и?

Ачасем: Выляр.

1-мӗш ача: Эпӗ пиҫиххи пăрахаканӗ пулатăп. Кукленсе ларăр, хыҫалалла ан пăхăр.

Эп утатăп хурланса,

Хам юлташа шыраса,

 Утсан-утсан чупатăп,

Пиҫиххи пăрахса хăваратăп.

2-мӗш ача: Кӗтерук, сан хыҫра пиҫиххи выртать. Пӗлеймерӗн. Кӗтерука мӗн тутарар?

Ачасем: Ташă ташлаттарар!

«Линькка-линькка»  кӗвӗ янăрать. Ачасем пӗрле ташлаҫҫӗ.

Вăййа темиҫе хут выляҫҫӗ. Ачасем юрлаҫҫӗ, сăвă калаҫҫӗ.

Кил хуҫи хӗрарăмӗ: Маттурсем. Эсир хӗлле ҫинчен халăх сăнавӗсене пӗлетӗр-и?

1-мӗш ача: Пӗлӗтсем ҫиле хирӗҫ шусан – юр ҫăвасса.

2-мӗш ача: Пӗлӗтсем аялтан шусан – сивӗтессе.

3-мӗш ача: Хĕл сивĕ пулсан çу питĕ шăрăх пулать.

4-мӗш ача: Ула кураксемпе чанасем тӳпере явӑнаҫҫӗ - юр ҫӑвасса.

5-мӗш ача: Йывăçсене пас тытсан - шартлама сивӗсем пуласса, тӗтре карса илсен - ӑшӑтасса.

Кил хуҫи хӗрарăмӗ: Маттур.

Ак куршак, пӗчӗк куршак,

Юмăҫ ярса пăхар-и?

Ҫак куршакран япала туртса кăларатăр. Эпӗ вара сире пуласлăхра мӗн пулассине калăп.

Ачасем черетпе япала туртса кăлараҫҫӗ: ҫăраҫҫи – пуян хуҫалăх, ҫăкăр – ҫителӗклӗх, ҫӗрӗ – пуянлăх, чул – ҫӗнӗ ҫурт, хăлха ҫакки – нумай юлташ.

Кил хуҫи хӗрарăмӗ:  Ачасем, сире Сурхури кучченеҫне парам-ха. Паян ирех кăмакара чăкăлтак (йăва) пӗҫертӗм.  (Ачасене кучченеҫпе сăйлать).

6-мӗш ача: Айтăр, ачасем, тепӗр киле каятпăр. 

Ачасем: Каяр, каяр!

Ачасем тухса каяҫҫӗ.

Литература:

  1. Волков, Г. Н. О традициях чувашского народа в эстетическом воспитании. – Чебоксары: Чувашкнигоиздат, 1965.
  2. Волков, Г. Н. Трудовые традиции чувашского народа. – Чебоксары: Чувашкнигоиздат, 1970.
  3. Егоров, Н. И. Чувашские праздники и обряды. – Чебоксары, 1991.
  4. Жуковский, Р. Чувашские плясовые наигрыши. – Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 1977.
  5. Лаврентьева, С. Сурхури // Сувар. - 2010. – № 1-2. – С. 11.


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

Сценарий чувашского праздника "Сурхури"

Сценарий праздника предназначен для детей подготовительной к школе группы. В празднике могут участвовать дети всех подготовительных групп дошкольного учреждения....

«Сурхури — чувашский праздник Рождества»

laquo;Сурхури — чувашский праздник Рождества»  Цель: познакомить детей и взрослых с чувашским зимним обрядовым праздником «Сурхури»; способствовать воспитанию у детей и взрос...

Конспект занятия "Сурхури"

Без прошлого нет будущего, так звучит мудрая народная пословица и это действительно неоспоримая истина. Не зная своей национальной культуры, обычаев, традиций, человек духовно беден. Принадлежность ...

Народные праздники чувашей. Сурхури.

История того места, где мы родились и живем, для нас очень важна. Невозможно познать историю своей страны вне истории своей малой Родины. В последние годы очень много внимания уделяется изучению ...

Сценарий внеклассного мероприятия "Сурхури"

Сценарий чувашского национального праздника "Сурхури"...

"Сурхури". "Калядка"

Сегодня ребята отмечали чувашский народный праздник "Сурхури". Воспитанники подготовительной группы разучили песни - калядки, стихи, облачившись в наряды, отправились колядовать по детскому ...

Сценарий новогоднего утренника "Сурхури"

Сценарий праздника «Сурхури – чувашский праздник Рождества».Цель. Сохранение и развитие чувашских народных традиций познакомить детей с чувашским зимним обрядовым праздником «С...