Конспект занятия «Оринин – тǎван ял» темăпа çырнă методика кăтартăвӗсем (аслǎ ушкăн ачисем валли)
план-конспект занятия по окружающему миру (средняя группа)

Карасева Светлана Николаевна

«Оринин – тǎван ял»

 темăпа çырнă методика кăтартăвӗсем

(аслǎ ушкăн ачисем валли)

Скачать:

ВложениеРазмер
Файл karaseva_s.n._orinino.docx25.26 КБ

Предварительный просмотр:

Чăваш Республикин Муркаш районӗнчи шкулчченхи муниципаллă бюджет вĕренÿ учрежденийĕ «14-мӗш номерлӗ «Золушка» ача сачӗ»

«Оринин – тǎван ял»

 темăпа çырнă методика кăтартăвӗсем

(аслǎ ушкăн ачисем валли)

 

Карасева Светлана Николаевна воспитатель хатӗрленӗ

 

 

Патаккасси ялӗ 2020

Ěçӗн тӗллевӗ:  ачасене чǎваш халǎхӗн этнокультурине, наци юрри - йӗркине явǎçтарасси.

Задачисем:

    1.  Вĕрентӳ задачисем: ачасене Оринин ялӗ мӗнле пуçланса кайни çинчен каласа      парасси, ялти паллǎ вырǎнсемпе паллаштарасси.

  1. Аталантару задачисем: ачасен тавракурǎмне, пӗлӗвне,  тимлӗхне аталантарасси, ял ячӗсене астуса юласси, сǎвǎна илемлӗ калама хǎнǎхтарасси.

    3.  Воспитани  задачисем:  Ачасене тăван чӗлхене, Тăван çӗршыва, тǎван яла хисеплеме тата юратма, ун çинчен мӗн май килнӗ таран çӗннине те, интереслине пӗлесси, ял илемӗпе киленме вӗрентесси.  

Словарь ӗҫӗ: Оринин, Патаккасси, Чамǎш – ял ячӗсем

Занятинче кирлӗ хатӗрсем: ноутбук, презентаци, проектор, кӗвӗ.

Кӳртĕм ĕҫ: уйрăм ачасемпе сăвăсем, юрǎсем вӗренни, ачасемпе ял ячӗпе  çыхăннă  вăйăсем выляни.

Занятинче усă курнă мелĕсемпе меслечӗсем:

            - аваллǎх тӗнчине кайни;

            - вăйă;

- шут сăвви;

- «Тǎван ял» юрă;

- сăвăсем.

Ӗç йӗрки

Е.п: Пирӗн пата паян чаплǎ хǎнасем килнӗ. Айтǎр –ха вӗсене сывлǎх сунар.

- Ырǎ кун пултǎр!

Е.п: Хǎнасене ḉеḉ мар, хӗвеле те, кайǎксене те, пурне те, пурне те сывлǎх сунар.

      Сывлǎх сунсан, йǎл кулсан

      Пурнǎḉ пулӗ савǎкрах.

- Ырǎ кун пултǎр

  Чӑн та ҫапла пултӑр.

  Ырӑпа ҫутӑпа

  Пурӑнмалла пултӑр.

Е.п:      Мӗн-ши вǎл тǎван кӗтес?

             Аякра-ши, ḉывǎх-ши?

             Аякра та, ḉывǎх та

             Каласа парам, тǎхта…

Ḉак сǎвǎ йӗрки пуḉа пырса кӗчӗ. Мӗн-ши вǎл тǎван кӗтес?

(Ачасем калани)

Е.п: Чăнах та вǎл тǎван атте-анне, кил, тǎван ял, ḉуралнǎ вырǎн, ача сачӗ тата ытти те. Ачасем, эсир пӗлетӗр-и кам мӗн ятлǎ ялта пурǎнать? Ман питӗ пӗлес килет.

        (Ачасенчен ыйтни)

Е.п: Тен эсир тǎван ял ḉинчен сǎвǎ та пӗлетӗр? Кам каласа парасшǎн?

Ачасем калани:

Савнӑ ял урамӗсем

Вӑрӑм тӑсӑлаҫҫӗ.

Касси-касси ҫурчӗсем

Хитре курӑнаҫҫӗ.

Кил умӗпе йӑмрасем                

Кашласа лараҫҫӗ.

Ача-пӑча сассисем

Хаваслӑн янраҫҫӗ.

Ял ҫыннийӗсем сатур

Вӑйӑра, ӗҫре маттур.

Мухтанап энтешсемпе

Вӗсен ырӑ ӗҫӗпе.

 Е.п: Эпир сирӗнпе паян аваллǎх тӗнчине каятпǎр. Сирӗн куḉсене хупмала, кӗвӗ илтенет, кӗвӗ чарǎнсан - куḉсене уḉмала. (Кӗвӗ «Асран кайми аки-сухи …»   янǎрать)

(Экран ḉинче  ӗлӗкхи Оринин ялӗ)

Е.п: Ку мӗн ятлǎ ял-ши?

(Ачасем калани)

Е.п: Тӗрӗс. Эпӗ сире паян Оринин мӗнле пулса кайни ḉинчен каласа парасшǎн. Сирӗн итлес килет-и?

 (Ачасем калани)

   - Апла пукансем ḉине вырнаḉса ларǎр. Ḉурǎмӗпе пукан хыḉне перӗнӗр, урисене юнашар лартǎр, аллисене чӗркуḉḉи ḉине хурǎр. Итлеме хатӗрленӗр.

    Ку вǎл тахḉан авал пулнǎ. Эпир халь пурǎннǎ вырǎнта ун чухне сӗм вǎрман кашласа ларнǎ. Халь Тутаркасси  ялӗ ларакан вырǎнта пӗр  тутар ḉемйи пурǎннǎ. Унǎн икӗ хӗр пулнǎ, иккӗшӗ те Арине ятлǎ пулнǎ: аслǎ Арине, кӗḉӗн Арине. Вӗсем ытарма ḉук илемлӗ те яштака пулнǎ. Иккӗшне те ашшӗ чунтан-чӗререн юратнǎ, хǎйӗн хӗрӗсемпе яланах мухтаннǎ: манǎн хӗрсем чи илемлисем, чи яштакисем ,-тенӗ.

   Чипер пурǎннǎ хушǎрах ватǎ тутар умне инкек сиксе тухнǎ: икӗ хӗрӗ те, качча тухмасǎрах, ача кӗтнӗ. Ḉакна пӗлнӗ хыḉḉǎн хӗрсен ашшӗ ḉав тери кулянма тытǎннǎ. Мӗн тумалла-ши ӗнтӗ? Намǎса чǎтаймасǎр ашшӗ хӗрӗсене иккӗшне те килтен хǎваласа янǎ. Тутарǎн икӗ ӗне пулнǎ. Хапха умӗнче тǎракан хӗрсем умне ашшӗ икӗ ӗне ḉавǎтса пынǎ.

- Ман ḉинчен усал шутласа ан пурǎнǎр тесе, эпӗ сире пӗрер ӗне паратǎп. Анчах ḉакна астǎвǎр, - тенӗ ашшӗ юлашкинчен, - ку ӗнесем иккӗшӗ те кӗḉех пǎруламалла. Ḉак ӗнесем ǎḉта пǎрулаḉḉӗ, ḉавǎнта чарǎнǎр, ḉавǎнта пурнǎḉ тума тытǎнǎр, хǎвǎра валли кил-ḉурт лартǎр, ача-пǎчаллǎ пулǎр.

     Тутар малтанхи вǎхǎтра пурǎнмалǎх кӗпе-тумтир, апат-ḉимӗḉ тата ытти кирлӗ япаласене чикнӗ хутаḉсене хӗрӗсене тыттарнǎ та килтен ǎсатса кǎларса янǎ. Мӗскӗнсем малтан пӗрле кайнǎ, унтан вӗсен ḉулӗсем уйрǎлнǎ. Аслǎ Аринен ӗни халь эпир пурǎнакан Атапай вырǎнне ḉитсен чарǎннǎ, пǎруласа панǎ.  Кӗḉӗн Аринен ӗни вара виḉ ḉухрǎм аяккарах кайсан чарǎннǎ. Тутар хӗрӗсем ḉав вырǎнсенче чавса ḉӗр пӱртсем тунǎ та пурǎнма пуḉланǎ. Нумаях та вǎхǎт иртмен, вӗсем валли таḉтан каччисем те тухнǎ, пысǎк ḉемьеллӗ пулнǎ.

   Ачи-пǎчи ḉитӗнсе хǎйсем ḉемьеллӗ пулсан ḉуртсене юнашар лартса уйрǎлса тухнǎ. Пурǎна - киле аслǎ Арине вырнаḉнǎ вырǎнта Аслǎ Оринин (халь Атапай), кӗḉӗн Арине вырнаḉнǎ ḉӗрте Оринин ялӗсем пуḉǎнса кайнǎ. Халǎх хунасах пынǎ, асǎннǎ ялсенчен ытти ялсем уйрǎлса тухнǎ. Оринин ял ушкǎнӗ (тǎрǎхӗ) пулса тǎнǎ. Ял ушкǎнӗ икӗ ялтан пуḉǎнса 15 яла ḉитрӗ.

Е.п: Ачасем, тен вǎйǎ выльǎпǎр?

  (Ачасем калани)

Е.п: Мӗнле вǎйǎ выльǎпǎр?

   (Ачасем калани)

Шут сӑвви.

Атте пура пуралать,

Çǎраççине çухатать.

Кам тупать – çав тухать.

Вǎйǎ «Касримушкǎлла»

Кос-кос -  Костǎрма,

Костǎрмана каймалла.

Хура сурǎх илмелле,

Касримушка килте-и?

Ашшӗ хуравлать: «Касримушка çав – çав яла (пӗр - пӗр чǎваш ялӗн ячӗ) кайрӗ». Вылякансем каллех карталанса çаврǎннǎ май юрлаççӗ. Ашшӗ хуравлать «Килтех вǎл!» Касримушка тарать, ачасем ǎна хǎвалаççӗ. Тытсассǎн лешӗ хǎй ачасене хǎвалама пуçлать. (2хут)

Е.п: Куḉсене тепре хупатпǎр та хальхи Оринина таврǎнатпǎр. (Кӗвӗ янǎрать «Сар хӗвел»).

Пукансем ḉине ларатпǎр. Экран ḉине пǎхма ыйтатǎп. (Воспитатель ачасене слайд кǎтартать). Халь Оринин ялне палама та ḉук. Кунта лавкка, культура ḉурчӗ, сывлǎха тӗрӗслемелли ḉурт, чиркӱ, вǎрḉǎра пуḉа хунǎ паттǎрсене асǎнса лартнǎ палǎк пур. Унта кашни уяврах ачасемпе  вǎрḉǎ ветеранӗсем, ḉывǎх тǎванӗсем чечек ḉыххи хума килеḉḉӗ. Палǎк картишӗнче яланах тирпейлесе тǎраḉḉӗ.

    Оринин ялӗ  - тирпейлӗ. илемлӗ, йǎмраллǎ ял.

Эпир паян Оринин ялӗ мӗнле пуḉланса кайнине пӗлтемӗр. Унта мӗнле илемлӗ вырǎнсене астуса юлтǎр?

(Ачасем калани)

Е.п: Тен юрǎ юрлǎпǎр «Тǎван ял». 

Хӗвел пӑхрӗ кантӑкран

Пӑшӑлтатрӗ хӑлхаран.

Эс тухатн-и урама

Йыхӑрать вӑл выляма.

Чӑн та хӗвел пӑхнӑ чух

Курӑксем ешернӗ чух.

Кайӑк сасси ян та ян

Таврара епле аван.

Симӗс курӑк ҫийӗпе

Эп чупатӑп сиккипе.

Тӑван ял илемӗпе

Мухтанатӑп чӑннипе.

- Халӗ сыв пулашма та вӑхӑт.

- Сывǎ пулǎр.                                                                                                                                      


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

Конспект занятия для дошкольников «Письмо зеленому другу» с использованием методик по развитию эмоционально-личностного отношения к природе

Конспект занятия «Письмо зеленому другу» разработано в рамках работы эколого-биологического отдела по развитию эмоционально- личностного отношения к природе. Занятие рассчитано на проведен...

Конспект занятия в первой младшей группе. Тема «Фрукты» По методике М. Монтессори

Конспект занятия в первой младшей группе.Тема «Фрукты»По методике М. Монтессори Цели:1.     Создать положительный эмоциональный настрой детей2....

Конспект занятия в обучении чтению детей дошкольного возраста по методике Н.А. Зайцева

Конспект занятия в обучении чтению детей дошкольного возраста по методике Н.А. Зайцева...

«Çăлкуç» ача садĕнче вăй хуракансем шкулчченхи вӗренӳ организацийӗсем валли методика кӑтартӑвӗсене туса хатӗрлекен авторсен семинарне хутшăнчĕç

Кăрлач уйăхĕн 23-мĕшĕнче  Элĕкри 1-мĕш «Çăлкуç»  ача садĕнче вăй хуракансем Вĕрентÿ институчĕ йĕркеленĕ шкулчченхи вӗренӳ организацийӗсем валли методика кӑтартӑвӗсене туса хатӗр...

Методическая разработка «Чăваш апат-ҫимӗҫӗ» темăпа çырнă методика кăтартăвӗсем (вăтам ушкăн ачисем валли)

laquo;Чăваш апат-ҫимӗҫӗ» темăпа çырнă методика кăтартăвӗсем(вăтам ушкăн ачисем валли)...