«Чăваш апат-ҫимӗҫӗ» темăпа çырнă методика кăтартăвӗсем
план-конспект занятия (средняя группа)

Карасева Светлана Николаевна

«Чăваш апат-ҫимӗҫӗ»  темăпа çырнă методика кăтартăвӗсем

Скачать:

ВложениеРазмер
Файл karaseva_s.n._metodicheskaya_razrabotka.docx35.36 КБ

Предварительный просмотр:

Чăваш Республикин Муркаш районӗнчи шкулчченхи муниципаллă бюджет вĕренÿ учрежденийĕ «14-мӗш номерлӗ «Золушка» ача сачӗ»

«Чăваш апат-ҫимӗҫӗ»

 темăпа çырнă методика кăтартăвӗсем

(вăтам ушкăн ачисем валли)

 

Карасева Светлана Николаевна воспитатель хатӗрленӗ

 

 

Патаккасси ялӗ, 2019

Ěçӗн тӗллевӗ:  шкулчченхи  ачасене тӗрлӗ мелсем усă курса чăваш апат-ҫимӗҫӗпе  паллаштарасси.

Задачисем:

  1. Вĕрентӳ задачисем: ачасене ӗлекхи чăваш апат-ҫимӗҫӗпе   паллаштарасси: ЧӐКӐТ (сыр), ХУПЛУ (пирог), ХУРАН КУКЛИ (вареники), ИКЕРЧӖ (оладьи,блины); вӗсене мӗнле хатӗрлеме вӗрентесси.
  1. Аталантару задачисем: Ачасене тăван чӗлхене, Тăван çӗршыва юратма вӗрентесси;  чăваш йăли-йӗркисемпе паллаштарасси;

ачасен шухăшлавӗпе  ирӗклӗн пуплессине   аталантарса пырасси;

  1. Воспитани  задачисем:  апат-ҫимӗҫӗ пӗçерес çӗрте ӗçлекен  ӗçне пысăка хурса хаклама вӗрентесси, ачасене аслисене, аслисен ӗçӗсене хисеплеме вӗрентесси.  

Словарь ӗҫӗ: чăкăт, хуплу, хуран кукли, икерчӗ, тултармăш, салма, пӳремеч, шăрттан.

Занятинче кирлӗ хатӗрсем: хура çăкăр, чăкăт, хуплу, хуран кукли, икерчӗ, тултармăш, салма, пӳремеч, шăрттан, тутăр, презентаци

Кӳртĕм ĕҫ: уйрăм ачасемпе сăвăсем, ваттисен сăмахӗсем вӗренни, ачасемпе çӗр ӗçӗпе çыхăннă  вăйăсем выляни.

Занятинче усă курнă мелĕсемпе меслечӗсем:

- Елюк аппапа Санюк аппа патне хăнана кайни;

- ваттисен сăмахӗсем;

- вăйă;

- шут сăвви;

- «Улми лайăх-и, ҫеҫки лайăх-и» юрă;

- сăвăсем.

Ӗç йӗрки

Ачасем: Сывă-и? Кӗме юрать-и?

(Ачасене Елюк аппапа Санюк аппа ҫаврака хура ҫăкăрпа кӗтсе илеҫҫӗ.)

- Сывах-ха, сывах. Кӗрӗр, кӗрӗр, малалла иртӗр. Сума суса кӗтетпӗр.

Е.п: Эпир пурте чăвашсем. Чăваш Республикинче пурăнатпăр. Пирӗн тӗп хула - Шупашкар. Чăваш ен вăл - тăван ен.

Ачасем:        Чăваш ен вăл - тăван ен,

Чуна ăшă хамăр ен.

Чун ăшшисӗр пурăнма

Чăннипех те ҫăмăл мар.

Е.п: Чăваш халăхӗ ӗлӗкренех питӗ ӗҫчен тата хăнана тарават пулнă. Хăнана килсен сӗтел ҫине апат лартмасăр кăларса яман. Сӗтел ҫинче шывпа хура ҫăкăрсăр пуҫне нимӗн те пулмасан та, вӗсем ҫав хура ҫăкăр касăкне пӗрле хăнасемпе пайласа ҫинӗ. Ваттисен сăмахӗ  те пур:  «Шăнса вилекене ăшăтса  яр, выҫса вилекене тăрантарса яр». Хисеплӗ хăнасене, ӗҫ паттăрӗсене, ҫывăх туссене чăвашсем яланах ҫăкăрпа кӗтсе илнӗ. Ҫăкăр  ӗмӗртенпех хисепре.

Ачасем:        Мухтав та пехил

Ӗмӗр-ӗмӗре

Тарпа тăварланнă

Ыраш ҫăкăрне.

Ҫăкăрта пуласси
Асра тытăр кашни

Ҫăкăра упрасси-

Ҫӗр-шыва упрани.

(ачасем калаҫҫӗ).

Е.п: Ҫăкăр-питӗ хаклă тупра. Ӑна мӗн пӗчӗкренех упрама хăнăхмалла.Ҫăкăр туса илекенсен ӗҫне хисеплемелле.Ӑна перекетлӗ тытмалла.Пирӗн ачасем ҫăкăр ҫинчен ваттисен сăмахӗсене те пӗлеҫҫӗ.

«Хырăм выҫмасăр ҫăкăр ан тыт, ҫăкăртан хакли ҫук.

Алă ҫумасар ҫăкăр ан тыт, ҫăкăртан таси ҫук.

Ҫӗлӗк хывмасăр ҫăкăр ан тыт, ҫăкăртан асли ҫук».

Е.п: Халӗ эпир ҫăнăхран темӗн те пӗҫерме пӗлетпӗр. Ӗлӗкхи вăхăтра чăвашсем пашалу пӗҫерме юратнă. Пирӗн Ирина та пашалу пӗҫерме пӗлетӗп тет.

«Шыв ҫине тăвар яраҫҫӗ, ҫăнăх ярса чуста ҫăраҫҫӗ. Пилӗк пус укҫа пек лапчăртса хураҫҫӗ. Кăмакара пӗҫереҫҫӗ, хуҫса ҫиеҫҫе».

Е.п: Тата мӗнсем пӗҫернӗ-ши чăвашсем? Пӗлес килет-и сирӗн?

Пукансем ҫине вырнаҫса ларăр, чăваш апат-ҫимӗҫӗсене кăтартатăп сире.

(хуплу, хуран кукли, чăкăт, пӳремеч, шăрттан, салма, тултармăш).

Е.п: Халӗ сӗтел патне пырăр-ха,пăхăр хăшӗн ячӗсене эсир пӗлетӗр?

(Ачасем калаҫҫӗ)

Е.п: Санюк аппапа Елюк аппа та чăваш апат -ҫимӗҫӗ хатӗрлесе килнӗ. Халӗ вӗсем пире мӗнле хатӗрленине каласа парӗҫ. Чăкăт ҫинчен Максим З. каласа парать.

«Типӗ тăпăрча чӗрӗ ҫăмартапа хутăштармалла, тăвар калаттармалла та лайăх ҫăрмалла. Чăкăт кăшăлне тултармалла, пусса тикӗслемелле, питне чӗрӗ ҫăмарта саррипе сӗрмелле. Ытлашши вӗри мар кăмакана е духовкăна лартмалла».

Настя амăшӗпе пӗрле хуран куклипе паллаштараҫҫӗ. Максим амăшӗ хуплупа паллаштарать.

Е.п: Тавтапуҫ сире. Халӗ тен тутăрпа вăйă выльăпăр? (ҫаврашка тăваҫҫӗ, утаҫҫӗ, пӗр ачан аллинче тутăр, варринче утать. Кӗвӗ чарăнсан пуҫ тайса тутăрне тепӗр ачана парать, ун умӗнче чарăнать. Ҫаврашка варринче ҫурăмпа тăраҫҫӗ. 1, 2, 3 каласан пуҫӗсене пăрмалла. Иккӗшӗ те пӗр еннелле пăрсан, ташламалла.)

(3хут выляҫҫӗ)

Шут сăввисем
Вăштăр-вăштăр ҫил вӗрет
Шурă хурăн авăнать
Ҫил арманӗ ҫаврăнать

Тырăран ҫăнăх пулать

Тухаканӗ ҫав пулать.

Пире ним те кирлӗ мар
Вылямашкан ача пар.

Сик тух!

Е.п: Чăвашсем питӗ юрлама, ташлама юратнă. Ачасем тен эпир те юрă юрлаăр?

Юра «Улми лайăх-и,ҫеҫки лайăх-и?»

Е.п: Пире пăхса ыр тунăшăн сире  Елюк аппапа Санюк аппана тав та чыс.

Чипер юлăр.

- Чипер кайăр, татах килӗр.

Усă курмалли материалсем:

  1. Сăвăсем

«Çăкăр»

Çăкăр кирлӗ ирхине,

Çăкăр кирлӗ каçхине,

Çăкăр кирлӗ кашни кун-

Çавăнта хавачӗ ун.

Çăкăр пултăр кăпăшрах,

Çăкăр пултăр пахарах,

Çăкăр пултăр тутлăрах,

Çăкăр пултăр яланах!

            Николай Ыдарай

«Пучах»

Пӗрчӗпе туллии пучах

Пуçне пӗкет çӗрелле,

Пӗрчӗпе тулман пучах

Пуçне çӗклет çӳлелле   

           Николай Ыдарай

«Эс упра çăкăра»

Эс упра çăкăра,

Сума су эс ăна.

Пысăка ан хурсам

Нихăçан эс хăвна.

Çăкăрта – пуласси.

Асра тыттăр кашни:

Çăкăра упрани –

Çӗршыва сыхлани.

             Г. Чаржов

«Çын илемӗ»

Сарлака тăван хире тухсассăн,

Тырă пуç тайса лăпкать сана.

Пучахсем калаççӗ пек хавассăн:

- Ӗç кăна илем кӳрет çынна.

                   Г.Ефимов

  1. Ваттисен сăмахӗсем тата каларăшӗсем

- Çăкăр – пирӗн пурнăç, халăх пуянлăхӗ.

- Умăнтан çăкăр ан татăлтăр.

- Çăкăртан аслă ан пул.

       - Çӗлӗк хывмасăр çăкăр ан тыт, çăкăртан асли çук.

       - Алă çумасăр çăкăр ан тыт, çăкăртан таси çук.

       - Хырăм выçмасăр çăкăр ан тыт, çăкăртан хакли сук.

        - Çакă ачан пурнăçӗ пуçламан çăкăрăн пек пултăр. (Ача çуралсан çакăн пек каланă)

    -  Çăкăра хисеплемен çынран ыррине ан кӗт.

   - Çӗр кăкăрӗ ытлă-çитлӗ, пире аслă çӗр амăш тăрантарать, пăхса усрать.

  1.  Çӗр ӗçӗпе çыхăннă ача- пăча вăйисем

Теллевӗсем: ачасен ыйтусем йӗркелес тата хуравлас пултарулахне аталантарасси; çитеннисен ӗç-хӗлне евӗрлесе кăтартма вӗрентесси.

Методика кăтартăвӗсем: Вăйă пуçламăшӗнче площадкăн пӗр вӗçӗнче тăраççӗ, ӗçленине кăтартнă май вӗсен малалла утса пымалла. Хусканусене кӗвӗпе килӗшӳллӗ тӗрӗс тумалла, пит-куçа вылятма тăрăшмалла.

Вăйă йӗрки: Вылакансем пурте пӗр рете тăраççӗ. Сăвăра каланă хусканусене тăвасçӗ. Пӗр ачи ыйту парать, ытти вылякансем ăна ушкăнпа хуравлаççӗ. Е пӗрисем юрлаççӗ, теприсем хусканусем туса пыраççӗ.

  1. Ака тумалла

          - Акана мӗнле тăваççӗ?

- Акă та çапла тăваççӗ.

- Сӳрене мӗнле сӳреççӗ?

- Акă та çапла сӳреççӗ.

- Çарана мӗнле çулаççӗ?

- Акă та çапла çулаççӗ.

- Тырра мӗнле выраççӗ?

- Акă та çапла выраççӗ.

            - Вăйăра мӗнле выляççе?

          - Ушкăнпа тăрса выляççӗ.

  1. Кантăр-йӗтӗн акмалла (вăйă йӗрки çавăн пекех)

- Кантăра епле акаççӗ?

- Акă та çапла акаççӗ.

- Ӑна епле çумлаççӗ?

- Акă та çапла çумлаççӗ.

- Ӑна епле татаççӗ?

- Акă та çапла татаççӗ.

- Ӑна епле çапаççӗ?

- Акă та çапла çапаççӗ.

- Ӑна епле хутаççӗ?

- Акă та çапла хутаççӗ.

- Ӑна епле кăлараççӗ?

- Акă та çапла кăлараççӗ.

- Ӑна епле тыллаççӗ?

- Акă та çапла тыллаççӗ.

- Ӑна епле тевеççӗ?

- Акă та çапла тӗвеççӗ.

- Ӑна епле шăртлатаççӗ?

- Акă та çапла шăртлатаççӗ.

- Ӑна епле арлаççӗ?

- Акă та çапла арлаççӗ.

- Ӑна епле пӗтӗреççӗ?

- Акă та çапла пӗтӗреççӗ.

- Ӑна епле тӗртеççӗ?

- Акă та çапла тӗртеççӗ.

- Пирне епле сараççӗ?

- Акă та çапла сараççӗ.

- Ӑна епле çăваççӗ?

- Акă та çапла çаваççӗ.

- Кӗпе епле çӗлеççӗ?

- Акă та çапла çӗлеççӗ.

  1. Утă çулмалла

Арçын ачасем:

- Аслă улăха тухрăмăр,

Улăх ути çултăмăр.

Хӗр ачасем:

- Эпи ăна тавăртăмар,

Типӗте-типӗте тухрăмăр.

Арçын ачасем:

- Утă купи турăмăр,

Лашапа турттартăмăр.

Пурте:

- Атьăр капан хывар-и,

Харăс-харăс таптар-и?!

Атьăр киле каяр-и,

Ӗç хыçӗнчен канар-и!

  1. Çерем ватса вир акрăм

Вылякансем икӗ ушкăна уйрăлса алран алла таччăн тытăнççӗ. Пӗр ушкăнӗ тепӗр ушкăнӗ патне çапла юрласа пырать.

- Çерем ватса вир акрăм. (2 хут)

Теприсем патне çитсе каялла чакса тăраççӗ. Ун хыççăн вӗсем еннелле теприсем юрласа пыраççӗ.

- Эпир ăна, эпир ăна таптатпăр. (2 хут)

- Эсир мӗнпе, эсир мӗнпе таптатăр? (2 хут)

          - Кӗтӳ кӗртсе, кӗтӳ кӗртсе, таптатпăр. (2 хут)

          - Эпир ăна, эпир ăна тытатпăр. (2 хут)

          - Эсир мӗнпе, эсир мӗнпе тытатăр? (2 хут)

          - Чӗн йӗвенпе, чӗн йӗвенпе тытатпăр. (2 хут)

          - Эпир ăна, эпир ăна илетпӗр. (2 хут)

          - Эсир мӗнпе, эсир мӗнпе илетӗр? (2 хут)

          - Пин сум парса, пин сум парса илетпӗр. (2 хут)

          - Пире пин сум, пире пин сум кирлӗ мар. (2 хут)

          - Сире тата, сире тата мӗн кирлӗ? (2 хут)

          - Пире тата хӗр кирлӗ. (2 хут)

          - Пирӗн хӗртен, пирӗн хӗртен чару çук! (2 хут)

  1. Çăкăр пӗçермелле

         Амăшӗ, хӗрӗ, кушакӗ пурăнаççӗ. Ачасем (çăкăрсем) йӗркерен ларса тухнă. Амăшӗ кашни патне пырса чуста çăрнă пек тăвать. Унтан кăмакана хывать – кашнине йăвантарса хăварать. Çăкăр пиçет-и тесе пыра-пыра пăхать:

- У-у, хапараççӗ, - тет.

Ачасем тăрса лараççӗ.

- У-у, пиçеççӗ, - тет.

Ачасем ура çине тăраççӗ.

Хӗрне:

- Никама та ан кӗрт, ака сана уçă, - тесе пасара тухса каять.

Кушак пырать.

- Мана кӗрт-ха.

- Çук, кӗртместӗп, анне хушман.

-Эпӗ сана валли хитре тутăр илсе килтӗм.

Вара хӗрӗ уçать, кушакӗ мяу! мяу! тесе пур çăкăрне те илсе тухса каять.

Амăшӗ килет. Ачасем пытаннă.

- Никам та килмерӗ-и?

- Килмен.

- Çăкăрсем ăçта?

- Кушак илсе тухса кайрӗ.

Шырама каяççӗ, кушак пӳрчӗ патне пыраççӗ.

- Килте пур-и? Пире кӗрт-ха.

- Кертместӗп.

- Шыв анчах ӗçтерсем.

- Шыв та çук.

- Кăшт анчах парсамччӗ.

- Юрӗ кӗрӗр.

- А-а! Кунта-и пирӗн çăкăрсем?!

Кушака хăвалама пуçлаççӗ.  


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

Тәмәке тарту - сәламәтлеккә зыян.

План-конспект занятия на татарском языке...

«Ача сачӗсенче уявсене чăвашла ирттересси» темăпа çырнă методика кăтартăвӗсем

           Чăваш чĕлхине мĕнле шайра вĕренни вĕренÿ тытăмне епле йĕркеленинчен килет. Хуласенчи ачасем ашшĕ-амăшĕн чĕлхипе калаçаймаççĕ. Чăваш чĕлхи Чăваш Республи...

Презентация «Чӑваш апат-ҫимӗҫӗ»

Презентация содержит материалы для проведения с детьми НОД. Для ознакомления детей с чувашской национальной культурой....

КУРС ӖҪӖ: «Краеведени кӗтесӗнче куравра пулни» темăпа çырнă методика кăтартăвěсем

по ознакомлению с историей родного края, его  культурой...

«Сармантей» темăпа çырнă методика кăтартăвě (иккĕмĕш кĕçĕн ушкăн)

laquo;Сармантей» темăпа çырнă методика кăтартăвě (иккĕмĕш кĕçĕн ушкăн)...