КУРС ӖҪӖ: «Краеведени кӗтесӗнче куравра пулни» темăпа çырнă методика кăтартăвěсем
план-конспект занятия (старшая группа)

по ознакомлению с историей родного края, его  культурой

Скачать:

ВложениеРазмер
Microsoft Office document icon kurs_ese.doc76.5 КБ

Предварительный просмотр:

ЧĂВАШ РЕСПУБЛИКИН ВӖРЕНТӰ ТАТА ҪАМРĂКСЕН                             ПОЛИТИКИН МИНИСТЕРСТВИ

ХУШМА ПРОФЕССИ ВӖРЕНТӖВӖН

«ЧĂВАШ РЕСПУБЛИКИН ВӖРЕНТӰ ИНСТИТУЧӖ»

ЧĂВАШ РЕСПУБЛИКИН БЮДЖЕТ УЧРЕЖДЕНИЙӖ

                      Шкулчченхи вěренӳ кафедри

КУРС ӖҪӖ:

«Краеведени кӗтесӗнче куравра пулни» темăпа çырнă методика кăтартăвěсем

                                                                                     

        «Шкулчченхи вӗренÿ организацисенчи

 ӗç- хӗле тăван (чăваш) чӗлхипе йӗркелесси»

        программăпа  (кăрлачăн 25-мĕшĕнчен                

пуçласа нарăс уйăхӗн 7- мӗшӗччен)        шкулчченхи

                                                 вӗренÿ организацийӗсенчи педагогсен  

                                       ăсталăхне    ÿстерекен  курсăн вӗренекенӗ  

                                                    Воронова Ирина Николаевна пурнăçланă

Рецензенчě: шкулчченхи вĕренÿ

кафедрин доценчě  Доброва Н.В.

                                         

                                               

                                              Шупашкар, 2019

Ум сăмах

Кашни çын ашшĕ-амǎш чĕлхине, тǎван ял историне, унăн йǎли-йĕркине, юрри-ташшине, юмах-халапне пĕлме тивĕç.

Тăван киле, савнă яла, Тăван çĕршыва юратнăран пирĕн вăй-хал çăлкуç пек, хăватлă та тăп-тăрă çăлкуç пек тапса тăрать.Çавăнпа эпир кирек ăçта та Тăван çĕршыва асра тытса пурăнма тăрăшатпăр, ĕçлетпĕр, çитӗнÿсем тăватпăр.

 Ҫуралнă ял… Тăван кил… Мĕнле хаклă эс кашни çын чун- чĕрешĕн. Сан иртнĕ кун-çулу та, малашлăху та шухăшлаттарать пире. Мĕнле, мĕн ĕçлесе пурăннă-ши пирĕн мăн асаттесем, вĕсен ачисем? Упраса хăварма пултарнă-ши эпир вĕсем парса хăварнă ăс-хакăла, ăсталăха?

Пурнетех мар çав.

Шкул çулне çитмен ачасемшӗн вӗрентÿпе ăс пару никӗсӗ, унăн тӗп хатӗрӗ - тăван чӗлхе пулать. Вӗсене ăнăçлă вӗрентсе ăс-тăн парасси чи малтан  ача хайӗн тăван чӗлхепе тухăçлă усă курма  пултарнинчен килет. Тăван чӗлхепе калаçма вӗреннӗ май ача харпăр  хăй халăхӗн культурине ăша хывать,  ăс - тăн, унăн тӗрлӗ пурлăх пуянлăхӗпе паллашать. Тăван ял историйӗпе, ялти  ырă ӗçпе тата пултарулăхпа палăрнă çынсемпе, тӗлӗнмелле ăсталăхпа хатӗрленӗ ӗç – хатӗрӗсемпе кăсăкланма тытăнать.  Вăл тăван енӗн-Чăваш Республикин  пайӗ пулнине ăнланать. 

Шăмалак ял историйĕне питĕ тĕплĕн ĕмĕр тăрăшшĕ ачасене шкулта вӗрентнӗ, Чăваш АССР тава тивӗçлӗ учителӗ Григорий Тимофеевич Дмитриев çырса кăтартнă.

Г.Т.Дмитриев ӗçне тӗпе илсе, эпӗ  хамăн аслă ушкăнри ачасен ăс-тăн пултарулăхне  кÿлленхи палăртнă мероприятисенче  аталантаратăп, тăван кӗтеспе кăсăкланма, пухнă пӗлÿпе кулленхи пурнăçра усă курма хăнăхтаратăп.  Ҫак краеведени куравӗн сценарийӗне те шкулчченхи аслă ушкăнри ачасемпе ӗçлеме тесе калăпланă.

Чăваш Республикин Елчӗк районĕнчи  Шăмалак ялӗнчи пӗтӗмӗшле пӗлÿ   паракан   тулли мар шкул çумӗнчи шкул çулне çитмен аслă ушкăнри ачасемпе ирттернӗ «Краеведени кӗтесӗнче куравра пулни» сценарийӗ.

 Ӗç тĕллевĕ:

Тăван ен историйӗпе, халǎх культурипе паллаштарасси, унǎн пуянлǎхне кǎтартасси.

Пӗлÿ задачисем:

Ăс-тăн

 Шкул çулне çитмен ачасене Тăван Ҫӗршыва юратма, çуралнă ялăн историйӗпе, унăн  культурипе,  ялти  ырă ӗçпе тата пултарулăхпа палăрнă çынсемпе паллаштарасси.

Аталантару

Тăван халăхăн кулленхи пурнăçӗнчи ăруран ăрăва сыхланса юлнă асамлă наци тумтирӗпе, тӗлӗнмелле ăсталăхпа хатӗрленӗ ӗç – хатӗрӗсемпе, савăт-сапапа паллаштарсси, вӗсен ячӗсене çирӗплетсе хăварасси,  ачасен пӗлÿлӗхне малалла аталантарасси.

Ҫыхǎнуллǎ пуплеве аталантарассси.

Воспитани задачисем:

Ачасене ялти  ырă ӗçпе тата пултарулăхпа палăрнă çынсене хисеплеме вӗрентесси.

Усă курма сӗнекен меслетсемпе мелсем:

-асамлă самант;

- каласа пани;

-сăвă вулани;

-сăн ÿкерчӗксене тишкерни;

-  ИКТ (копьютер техникипе   презентаци  куравӗ йӗркелени );

-дидактика вăййи йӗркелени;

- ялти ал ăстипе калаçу йӗркелени;

-краеведени кӗтесӗнче упранакан авалхи  япаласене сăнаттарни.

-юрă юрлани.

Малтан туса ирттернӗ ӗçсем:

                            Педагогпа ачасен пӗрлехи ӗçӗ-хӗлӗ:

Ҫуралса ÿснӗ ял, Елчӗк ен- Чăваш Республикин пайӗ пулнине ,  унăн пултаруллă çынсем çинчен ирттернӗ калаçусем. Чăваш эрешӗсене хут е тăм кӗлеткисем çинче ÿкересси.

 

                              Режим саманчӗсенче вӗрентесси:

Ялти вулавăш çурчӗнче Чăваш Республика çинчен уçса паракан материалсене тишкерни.   Шкул çулне çитмен ачасене  Чăваш писатӗлӗсемпе поэчӗсен пысăках мар, содержани тӗлӗшӗнчен   ăнланмалла   сăвă-калавӗсене тата юмахӗсене вуласа пани.

Ачасен харкам ӗçӗ-хӗлӗ:

Чăваш культури çинчен сăнласа паракан ятарлă альбомсене, авалхи кил хушшинче усă курнă япаласене сăнласа пăхни. Чăваш эрешӗсене ÿкерни, тăмран тунă япаласене йăвалани. Чăваш  кӗнеке издательстви пӗчӗк ачасем валли кăларнă кӗнеке пуххин  куравӗпе паллашни  тата ыт.те…

Курава ирттермелли  хатĕрсем:

проектор, экран;

презентаци « Тăван ялăм, савнă Шăмалакăм!» ;

краеведени кӗтесӗнче упранакан алăпа ăсталанă япаласем.

Ачасен ӗç- хӗлне йӗркелени:  пур ушкăнпа

Курав йӗрки:

Вӗрентекен: Ачасем, пирӗн ушкăна йыхрав хучӗ килчӗ. Пире краеведени кӗтесне курава чӗнеççӗ. Сирӗн унта кайса курас кăмăлсем пур-и? ( Ачасен хуравӗ).

Апла пулсан, мăшăрăн тăрса çула тухăпăр.

(Краеведени  кӗтесӗнчен  чӑваш кӗвви хуллен янӑрани илтӗнет. Аслă ушкăнри тӗрлӗ ÿсӗмри ачасем кӗреççӗ. Вӗсене   «экскурсовод»  кӗтсе илет (вӗрентекен е пӗр-пӗр ачан амăшӗ).

Экскурсовод: Сывӑ -и, ачасем! Эпӗ паян сире краеведени кӗтесӗпе,  кунта упранакан  пурлăхпа паллаштарăп. Пирӗн паянхи  калаçу – çуралса ÿснӗ ялăн историйӗ, унăн культури  тата ялти  пултарулăхпа палăрнă çынсем çинчен пулӗ.

             Мӗнешкел тӗнче хитре!

             … Хамăр ял çине пăхсан,

              Савăнса тапать чӗреçӗм.

              Ман тӗпчевçӗм чи малтан

             Пуçланать хамăр ялтан…(А.Афанасьев)

«Хамăр çуралнă,ÿснӗ, ураланса çын пулнă вырăн пире яланах çывăх.    «Тăван» сăмахпа çыхăннă вăл : «тăван кил», «тăван тăрăх», «тăван тавраш», тăван чӗлхере çирӗпленнӗ пӗлтерӗш…»(6,5).

Эпир те ачасем хамăр яла юратма, унăн иторине пӗлме тивӗç.

 Ачасем, тимлӗ пăхăр-ха, сирӗн умăрта Шăмалак ялӗн ӗлӗкхи тата паянхи сăнласа кăтарнă  икӗ ÿкерчӗк.   Хăш ÿкерчӗк ӗлӗкхине сăнласа парать?

( Ачасем хурав параççӗ). Тӗрӗс хурав.

Шӑмалак ялӗ виççӗр çул каялла (1700-мӗш çулта) пуçланса кайнӑ. Вырӑсла ăна  Шемалаково теççӗ. Пирвайхи çулсенче  ялта 9 килӗ (30 çын) çеç пулнă. Çултан-çул Шӑмалак ялӗ ӳсех пынӑ. Ӗлӗк  вăл  Пӑва уесӗнчи Тӑмпиел вулӑсне кĕнĕ пулсан,  1921 çулта  ăна Патăръел районне кĕртнĕ. 1927 çулта  вара Елчӗк районне куçать. Пирӗн ял Чăваш Республикин  кăнтăр- хӗвелтухăç енче вырнаçнă. Шăмалакпа кÿршеллӗ ялсем-  Начар Упи  Патăрьел  районӗ, Яманчурел- Елчӗк районӗ,  Тӑмпиел- Тутарстан Республикин Пăва районӗ.

Сӗм авалтанах кашни ялта пулнă пуян, вăтам е çук çынсем. Хуçалăха тавçăруллă тытма пӗлекен паллах пуйнă.  Паянхи кун тӗлне Шӑмалакра «пуянрах хуçасен»  камăн йăхӗ сыхланса юлнă-ха? ( Ачасем хурав параççӗ).

Ҫак стенд çинчи сăнарсене тимлӗ пăхар-ха. Вӗсенчен пӗри- Герасим Шуйков , вăл сутăçă (ӗлӗк лавкка тытса сутӑ тунӑ). Иван тата  Павел Черновсем- 2 çил арманӗ тытнă. Иван Тарасов - тиртен çӗлекен çи-пуç артелӗ тытнă. Вӗсем кунне-çӗрне пӗлмесӗр ӗçлесе пурăннă.(6,8)

Ҫулсем иртсе пынă май, ял çыннисем паллах çӗр ӗçпе, выльăх- чӗрлӗх тата кайăк-кӗшӗк  кил хуçалăхӗнче тытса,  ӗçлесе йăпаннă. 30-мĕш çулсенче ял халăхӗ колхозсем тунӑ çӗре хутшăннă. Эпӗ астӑвасса колхоз пирӗн «Слава» ятлӑ пулнӑ.  Вăл 7 яла пӗрлештерсе тăнă. 90-мӗш çулсенче , ыттисенчен уйрăлса,  «Свобода» ял хуçалăхӗ пулать. Паянхи кун тӗлне вăл, кÿршӗллӗ ял хуçалăхӗпе пӗрлешсе, «Яманчурино» хуçалăх пулса тăчӗ.

 Пирӗн тăрăхри çӗр ӗçченӗсем ӗлӗкренех паттăр та вăйлă  пулнă. Ҫавăнпа та ӗнтӗ пирӗн хушăмăрта пурăнакан, сирӗн аслаттӗрсемпе  асаннӗрсем  питӗ нумай наградасем илме тивӗçнӗ.  Хастар ӗçленешӗн, орденсене тивеçнӗ ял çыннисем:Денисов И.Л., Ермаков П.И.,Волков В.В., Сергеев Н.В., Степанов Н.В.,Чернов А.М., Анисимов Э.И.,Денисов Л.Г.,Сидорова А.Ф..Шел пулинте нумайăшӗ пирӗн хушшăмăртан уйрăлса кайрӗç.

Паянхи калаçура ачасем, эпӗ вӗсенчен  пӗрин çинчен,  уйрăмах  чарăнса тăрас килет. Сирӗн умăрта «2-мĕш пилĕкçуллăх», Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденлă «Слава», «Свобода» хуçалăхсен ертÿçи пулнă, РСФСР тата Чăваш АССР Ял хуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Ленин, Октябрь Революцийĕ, Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялавĕ тата ытти орденпа медальсен кавалерĕ Иван Яковлевич Денисовăн сăнарӗ. Унăн пархатарлă ӗçӗсене каласа та пӗтерес çук . Паллах пирӗн ача-пăча сачӗпе  тата шкулăн  çӗнӗ çуртне  унăн пуçарăвӗпе çӗкленсе ларнă. Вӗсем  паянхи кунччен ачасене хаваспах йышăнаççӗ.

Ачасем,  пирӗн ял питӗ хитре, илемлӗ вырăнта вырнаçнă.

Эсир манпа килӗшетӗр-и?

Вӗрентекен: Пирӗн ушкăнри Ангелина сире ял илемӗпе тӗплӗнрех паллаштарӗ. Вăл «Тăван ялăм, савнă Шăмалакăм!» презентаци хатӗрленӗ. Пурне те сенкер экран умне вырнаçса ларма сӗнетӗп.

(Компьютер презентацийӗ «Тăван ялăм, савнă Шăмалакăм!»).

Килӗшрӗ-и сире Ангелина калавӗ?Ачасем, калăр-ха, пирӗн ялта миçе урам? Вӗсен ячӗсене эсир калама пултаратăр-и? Акă вӗсем: Аслӑ урам, Тукас,Туйра, Вăрман, Чиркӳ, Турчăка, Ҫӗнӗкас ятлисем пулнӑ.

Ял малалла аталаннă май ытти урамсем те хутшăна пуçланă: Яманчÿрел, Упи, Чечек касси.

Экскуровод: Ял пурнăçӗ яланах пӗр тикӗс лăпкă шумасть. Ман аллăмра Аслă Аттемӗр вăрçине сăнласа кăтартакан альбом. 1941 çулта вăрçӑ пуçлансан, пирӗн ялтан вӑйпитти арçынсене, хӗрсене Совет çарне илсе кайнӑ. Вӗсенчен нумайӑшӗ вăрçă  хирӗсенче пуçӗсене хунӑ. Шӑмалакран 183 çын тухса кайнӑ, 132 çын вилнӗ. Вӑрçӑ хыççӑн чылай çулсем хушши пурнӑç йывӑр пулнӑ. Паянхи кун тӗлне , шел пулин те, пирӗн хушăмăрта пӗр ветеран та юлмарӗ. Анчах та вӗсен сăнарӗсемпе ячӗсем вилӗмсӗр.

Малалла тăсар курава. Ман аллăмра  эрешлесе тӗртнӗ пир тăрăхӗ. Ял хӗрарăмӗ вӗсенчен сурпан, кӗпе, вырăн çитти  тунă , кил-хушшинче  усă курнă. Чăваш тӗррин символӗсене  эсир вула пӗлетӗр-и? Апла пулсан дидактика вăййи « Кам тӗрӗс пуçтарать?» выляр-ха.

( Ачасем выляççӗ. Символсен ячӗсене асăнса хăвараççӗ).

Ҫак сентресем çинче  авалхи чăваш халăхӗн çи-пуçӗсемпе атă-пушмаксем, ӗç хатӗрӗсем, савăт – сапа, хаклă хутсемпе укçа- тенкӗсем, пир-авăр тăрăхӗсем вырнаçнă. Ачасем, кунта упранакан япаласем сирӗн килӗрте тӗл пулаççӗ-и? (Ачасем хурав параççӗ).

 Вӗрентекен: Авалхи япаласем çинчен эпир калаçнăччӗ, халӗ ячӗсене çеç çирӗплетсе хăварар.( Ачасем хурав параççӗ).

Паянхи ял пурнăçӗ хăтлă.  Кил-çуртсене электрификациленӗ, газ пăрăхӗсемпе çыхăнтарнă. Кашни кил-çуртра компьютер, телевизор, сенсăрлă телефонсем. Этемӗн ӗçне çăмăл кÿрекен çӗнӗ  йышши электрооборудовăнисем (пылесос, микроволновка, духовка, холодильник, мультиварка) , килӗрен çăмăл автомашинăсем , тракторсем  пур. Ял илемлӗ те тӗреклӗ кил хуçалăхӗпе, ӗç  вырăнлӗ çуртсемпе уйрăлса тăрать: чиркÿ, пӗтӗмӗшлӗ пӗлÿ паракан икӗ хутлă кирпӗчрен тунă шкул, икӗ хутлă ача- пăча сачӗ, тракторпа автомашина паркӗсем, ӗне  ферми, пульница уйрăмӗ,  библиотека, клуб, почтăпа  перекет уйрăмӗсем, уйрăм предприниматель  тытса тăракан лавкасем пур.

Вӗрентекен: Ял ырӑ та хастар çынсемпе пуян: çӗвӗçсем( Тарасовсен йăхӗ), ÿнерçӗсем (Сергеев П.Н), ал ăстисем( Чернов А.П), çӗр ӗçченӗсем тата ытти те.

Пирӗн пата тӗл пулăва ял ăсти – Чернов Александр Петрович килнӗ. Вăл сире хăй ăсталанă ӗçсемпе паллаштарӗ ( Сăмах килнӗ хăнана).Тавтапуç, Александр Петрович. Ачасем,  килӗшрӗ сире курав?

Пӗтӗмлетÿ

Экскурсовод:Ачасем мӗн каласа хăварас килет курава вӗçленӗ май.

Тӑван ял, Шăмалак, сирӗншӗн ӗмӗр-ӗмӗрех савнӑ ял пултӑр. Тӑван яла юратӑр, нихӑçан та ан манӑр. Пултаруллă çынсене асра тытăр. Чăваш халăхӗн традицийӗсемпе тата унăн йăла-йӗркисемпе кăсăкланăр.Тăван халăхăн кулленхи пурнăçӗнчи, ăруран ăрăва сыхланса юлнă асамлă наци тумтирӗсене, тӗлӗнмелле ăсталăхпа хатӗрленӗ ӗç –хатӗрӗсене, савăт-сапана упрама пӗлӗр. Тепре тӗл пуличчен! (Ачасем ушкăн пÿлӗмне таврăнаççӗ).

Вӗрентекен:

Ачасем, сире паянхи курав килӗшрӗ-и? Мӗн çӗнни пӗлтӗр ял историйӗ çинчен? Сирӗн тата мӗн пӗлес килет? (Ачасем хурав параççӗ).

  Юлашкинчен «Илемлĕ, илемлĕ» юрă кĕввипе  юрă юрласси.

      Илемлĕ, илемлĕ,

     Илемлĕ чăваш чĕлхи,

     Илемлĕ чăваш чĕлхи те

     Калаҫма пĕлсен кăна.

   

      Илемлĕ, илемлĕ,

     Илемлĕ тăван ҫĕр-шыв,

     Илемлĕ тăван ҫĕр-шыв та

     Упрама  пĕлсен кăна.

Хыç сăмах

   Эпĕ хамăн кĕске кăна ĕçре шкул çулне çитмен аслă ушкăнри ачасене тăван  ялăн историйӗпе, унăн культури  тата ялти  пултарулăхпа палăрнă çынсем çинчен паллаштарнă саманта уçса кăтартрăм. Тăван ялăм çинчен тĕпчемелли, паллах, чылай. Сăрт – ту, вăрман, çырмасемпе çăл куç ячӗсем мĕнле пулса кайнине тӗплӗнрех тĕпчесен те питĕ аван пулӗччӗ.

      Ял историне  ачасене тата вӗсен ашшӗ-амăшӗсене явăçтарса малалла тĕпчесси, ман шутпа, питĕ пархатарлă ĕç. Халь пурăнакан ватăсем вилсе пĕтсен кам-ха каласа парĕ пире авалхи çинчен.

    Усă курнă литература:

Основная образовательная программа дошкольного образования "ОТ РОЖДЕНИЯ ДО ШКОЛЫ" под редакцией Н.Е.Вераксы, Т.С. Комаровой, М.А. Васильевой М.Мозаика-Синтез 2016.

Л.Б.Соловей «Программа по социально-коммуникативному развитию детей дошкольного возраста с учетом регионального компонента «Традиции Чувашского края» Чебоксары 2015г.

Васильева Л.Г. «Программа художественно- творческого развития ребёнка –дошкольника средствами чувашского декоративно-прикладного искусства,» Чебоксары,1994г.

Васильева Л.Г. «Загадочный мир народных узоров»,Чебоксары,2005г.

Васильева Л.Г. «Познание дошкольниками искусства чувашского орнамента»,Чебоксары,2002г.

 Г.Т.Дмитриев « Тăван ялăм, савнă ялăм». Шупашкар 1991ç  

П.К.Комисаров « Тăван тавралăх.  Елчӗк ен.» Шупашкар. 2003ç

Краткая чувашская энциклопедия «Яльчикский район» Чебоксары 2001г.

Н.Ф.Малышкин «Елчек енӗн пултаарулăх çыннисем» Ҫӗрпÿ 2000ç.

Хушма вулав кӗнеки «Ача –пăча сăмахлăхӗ» Шупашкар 1996ç


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

Разработка непосредственной образовательной деятельности "Музейра пулни"

Разработка непосредственной образовательной деятельности "Музейра пулни"...

Перспективный план курса "Краеведение"

Перспективный план курса "Краеведение"...

«Ача сачӗсенче уявсене чăвашла ирттересси» темăпа çырнă методика кăтартăвӗсем

           Чăваш чĕлхине мĕнле шайра вĕренни вĕренÿ тытăмне епле йĕркеленинчен килет. Хуласенчи ачасем ашшĕ-амăшĕн чĕлхипе калаçаймаççĕ. Чăваш чĕлхи Чăваш Республи...

«Чăваш апат-ҫимӗҫӗ» темăпа çырнă методика кăтартăвӗсем

laquo;Чăваш апат-ҫимӗҫӗ»  темăпа çырнă методика кăтартăвӗсем...

«Сармантей» темăпа çырнă методика кăтартăвě (иккĕмĕш кĕçĕн ушкăн)

laquo;Сармантей» темăпа çырнă методика кăтартăвě (иккĕмĕш кĕçĕн ушкăн)...

Экзаменационная работа по итогам Занятий курса МЕТОДИКА ПРЕПОДАВАНИЯ КУРСА «МЕНТАЛЬНАЯ АРИФМЕТИКА»

Конспект пробного занятия по ментальной арифметике с детьми и работы с родителями на первой встрече Цель: Познакомить с понятием ментальная арифметика для дальнейшего  воспитания  компл...