Праздник чувашской письменности
методическая разработка (старшая группа) по теме

Сценарий фольклорного праздника чувашской письменности для детей старшей группы на чувашском языке

Скачать:

ВложениеРазмер
Файл uyav_samanche.docx21.62 КБ

Предварительный просмотр:

Муниципальное образование «Красночетайский район Чувашской Республики»

Муниципальное бюджетное общеобразовательное учреждение

«Большеатменская средняя общеобразовательная школа»

Красночетайского района чувашской Республики

Чăваш çырулăхне халалланă

уяв саманчĕ

Аслă ушкăнри воспитательсен

Трифонова Р.Н.,

Паркина Л.А. ĕçĕ

2014 çул.

Чăваш çырулăхне халалланă уяв саманчĕ

  1. Чăваш халăх вăййи «Лашалла»

Çуркунне сасси илтĕнет. Ача патак утланса лашалла сиккелесе сцена çинче чупкалать.

  1. «Çуркунне» - сăвă.К.В.Иванов.

ЖЕНЯ.                                                                                МАКСИМ.

Килчĕ ырă çуркунне

Килчĕ ячĕ ăшăтса

Хĕвел савать тĕнчене

Хĕл ыйхинчен вăратса.

Çӳлте пĕлĕт айĕнче

Тăрри юрри илтĕнет.

Çемçе курăк çийĕнче

Путек – сурăх сиккелет.

Путăксемпе варсенче

Çĕмĕрĕлсе шыв кĕрлет

Анчах мĕнле йĕрсен те

Хĕвел хĕртнĕ çем хĕртет.

Тĕттĕм вăрман чĕрĕлет

Ешĕл тумтир тăхăнать.

Çеçенхир те ешерет

Илемĕпе мухтанать.

Хĕл куççулĕ шавласа

Юхса кайрĕ çырмара

Ачи – пăчи выляса

Чупса çÿрет урамра.

3.Тĕрленĕ япаласене пăхасси.

Ачасем кĕреççĕ.

-Сывлăх сунатпăр, асанне? Эсир мĕн тăватăр?

-Сывлăх сунатăп, ачамсем. Хамăн авалхи тĕрленĕ сурпансене, кĕпесене, алшăллисене уçăлтарма çакса хурасшăн.

- Ах, епле илемлĕ – çке тĕрри!

- Кам тĕрленĕ – ши кун пек?

- Эпир, чăвашсем, пĕчĕкренех çак тĕрĕсене тĕрлеме вĕренетпĕр, илемлĕхе курма хăнăхатпăр.  Акă, масмак.

ТАНЯ.

Пуçри масмак илемлĕ.

Илемлĕ те тĕрĕллĕ.

Тĕрри унăн шăрçа пек.

Асамат кĕперĕ пек.

Çак масмака чăвашсем

Çыхнă пуçа усалтан.

Хăйне евĕр «çăлакан»

Пулнă иккен авалтан.

 -Тĕрлесси вăл - чăвашсен ырă йăли шутланать.

- Хăйĕн ырă йăлипе ман анне те тĕрĕ тĕрлет.

  1. «Чăваш тĕрри» - юрă. Сăввипе кĕвви Г.Степановăн

Хĕйĕн ырă йăлипе,

Ман анне тĕрлет кĕпе.

Ай-уй, йăлипе

Ман анне тĕрлет кĕпе.

Асамат кĕперĕ тейĕн –

Илĕртеççĕ çĕввисем.

Ай-уй, çĕввисем

Мĕн тери хитре вĕсем.

Вăрманти мĕн пур чечекĕ

Курăнать çав тĕрĕре.

Ай-уй, ĕмĕре

Тăрса юлтăр чĕрере.

Пĕр курсассăн куç илеймĕн

Çав асамлă тĕрĕрен.

Ай-уй, ун илемĕ

Илĕртет пире куллен.

5.Шут вăййи.  Çуркунне çитсен хĕвел пăхать, юр каять, йывăç – курăк чĕрĕлет. Ачасем урамра вăйăсем выляççĕ. Эпир те вăйă выльăпăр.

-Мĕнле вăйă выльăпăр?

-Сар кайăкла выльăпăр.

-Сар кайăкне суйлăпăр.

Шак –шак, шак кайăк,

Шак –шак, шак кайăк,

Шак кайăкне пире пар.

Чалма – чалма чаштăркки,

Сире салам пĕр салам,

Пире кирлĕ пĕр ача,

Выляма, выляма.

6. Вăйă «Сар кайăкла выляни»

Савнă кайăк, саркайăк,

Эс юрлатăн пит лайăх.

Пирĕн ума кĕрсе лар,

Эпир усал кушак мар.

Сана тытса çиес çук

Пирĕнпе вылянă чух.

Вĕл – вĕл вĕçсе эс ан кай.

Вĕçсе каясшăн … Ай!...

7. Сцена çинчен кĕресси.

АСАННЕ.

Çитет пулĕ юрласа,

Çитет пулĕ выляса,

Мăнкун эрни пырать-çке,

Хăналанма, савăнма

Пирĕн пата кайăпăр.


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

Праздник славянской письменности и культуры.

Сценарий, посвящённый празднованию Дня славянской письменности и культуры....

"Праздник славянской письменности и культуры"

Праздник для детей подготовительной к школе группе. приобщение старших дошкольников к истокам русской культуры....

Сценарий досуга ко дню чувашской письменности "Ярмарка"

Сценарий предназначен для детей старшего дошкольного возраста для ознакомления с культурой родного края и соседних регионов....

КОНСПЕКТ МУЗЫКАЛЬНОГО РАЗВЛЕЧЕНИЯ С ИСПОЛЬЗОВАНИЕМ ЧУВАШСКОГО МУЗЫКАЛЬНОГО РЕПЕРТУАРА «ПРАЗДНИК ЧУВАШСКОЙ ПИСЬМЕННОСТИ» ДЛЯ ДЕТЕЙ ПОДГОТОВИТЕЛЬНОЙ К ШКОЛЕ ГРУППЫ

КОНСПЕКТ МУЗЫКАЛЬНОГО РАЗВЛЕЧЕНИЯ С ИСПОЛЬЗОВАНИЕМ ЧУВАШСКОГО МУЗЫКАЛЬНОГО РЕПЕРТУАРА«ПРАЗДНИК ЧУВАШСКОЙ ПИСЬМЕННОСТИ»ДЛЯ ДЕТЕЙ ПОДГОТОВИТЕЛЬНОЙ К ШКОЛЕ ГРУППЫ Аннотация. Конспек...

КОНСПЕКТ МУЗЫКАЛЬНОГО РАЗВЛЕЧЕНИЯ «ПРАЗДНИК ЧУВАШСКОЙ ПИСЬМЕННОСТИ» ДЛЯ ДЕТЕЙ ПОДГОТОВИТЕЛЬНОЙ К ШКОЛЕ ГРУППЫ

КОНСПЕКТ МУЗЫКАЛЬНОГО РАЗВЛЕЧЕНИЯ «ПРАЗДНИК ЧУВАШСКОЙ ПИСЬМЕННОСТИ» ДЛЯ ДЕТЕЙ ПОДГОТОВИТЕЛЬНОЙ К ШКОЛЕ ГРУППЫ Программное содержание: Цель: формирование целостного представления у  детей  о культ...