Главные вкладки

    Театрализованное представление по русской народной сказке "Репка"
    методическая разработка (младшая группа) по теме

    Константинова Алина Васильевна

    Данную сказку используем на занятиях по развитию речи и ознакомлению с художественной литературой начиная с раннего возраста

    Скачать:

    ВложениеРазмер
    Файл Русская народная сказка "Репка"98.64 КБ

    Предварительный просмотр:

    Муниципальное бюджетное дошкольное образовательное учреждение

    Айбечский  детский сад ,,Аистёнок”

    Ибресинского района Чувашской Республики

    Сценарий семейного театрализованного представления

    по сказке «Репка»

     на чувашском языке

    для детей  младшей группы

    C:\Users\Администратор\Desktop\0047-040-Ded-iz-skazki-Repka.jpg

    Константинова А.В.- воспитатель I квалиф. категории

    Александрова Н.Н.- музыкальный руководитель I квалиф. категории

    МБДОУ Айбечский  детский сад ,,Аистёнок”

    д. Айбечи, Ибресинский район

    2017 год

    Уяв  тĕллевĕ

    Юмаха кăмăлтан йышăнма, пăхса ларма пулăшасси.

    Юмахри ĕç-пуç мĕнле аталанса пынине сăнама  хăнăхтарасси.

    Сăнарсен хăтланăвĕсем тĕлĕшĕпе йăл-кулă çуратасси, юмахри самантсене, темиçе хут калакан çаврăнăшсене, хăйсен вăййисене кĕртме хăнăхтарасси.

    Юмахра хутшăнакансем:

    Федоровсен çемьи:

    Асатте - Николай Федоров

    Асанне  - Джульетта Федорова

    Маша - Анжела Федорова

    Жучкă - Юра Федоров

    Ваçкă - Ярослав Федоров

    Шăши - Таня Федорова

    Ертсе пыракан  – Алина Константинова

    Музыка ертÿçи – Наталия Александрова

    Уяв йĕрки:

    (Ачасем зала тенкелсем çине кĕрсе лараççĕ).

    Ертсе пыракан: - Сывлăх сунатăп, ачасем!

    Юмах юпа тăрринче,

    Халап хапха тăрринче

    Хам урхамах çийĕнче.

    Юмах ярап юптарап

    Урхамаха чуптарап.

    - Пурăннă тет пĕр ялта пĕр карчăкпа пĕр старик. Старикки питĕ çарăк çиме юратнă тет. Пĕррехинче вăл пахчана тухать те çарăк акать.

    Старик: - (пĕчĕк  кĕреçе йăтса тухать, çĕр чавнă пек, акнă пек тăвать).

    - Ÿс çарăкăм хăвăртрах,

    Ÿс çарăкăм тутлăрах,

    Ÿс çарăкăм пысăкрах.

    Эп сана шăваратăп,

    Эп сана çемçететĕп.

    (кĕрсе каять).

    Е.п.: - Нумай вăхăт иртет-и, сахал вăхăт иртет-и, старик пахчана тухать те тĕлĕнсех каять.

    Старик: (тĕлĕнсе )- Ой, мĕн пысăкăш çарăк ÿссе ларнă? Кăларса  çием-ха.

    Е.п.: - Старик туртать, туртать çарăка.туртса кăлараймаç. Чĕнет вара  старик карчăккине.

    Старик: - Карчăк тух-ха пахчана

                      Кăлармашкăн çарăка.

    Карчăк:  - Халех тухатăп, старик.

    Пурте юрлаççĕ: Карчăкки старикрен

                                Старикки çарăкран

                                 Туртаççĕ, туртаççĕ,

                                Туртса кăлараймаççĕ

    - Чĕнет вара карчăкки мăнукне Машенькăна.

    Карчăк:  - Маша, тух-ха пахчана

                    кăлармашкăн çарăка!

    Маша: -Халех, асанне, тухатăп.

    Пурте юрлаççĕ:  – Машенька карчăкран

                                     Карчăкки старикрен

                                     Старикки çарăкран

                                     Туртаççĕ, туртаççĕ,

                                     Туртса кăлараймаççĕ.

    -Чĕнет вара Машенька хăйсен маттур йыттине  Жучкăна.

    Маша:  - Жучкă, тух-ха пахчана

                    Кăлармашкăн çарăка!

    Жучкă:  -Хам! Хам! Хам!Халех тухатăп!

    Пурте юрлаççĕ:  – Жучкă Машăран,

                              Маша карчăкран,

                              Карчăкки старикрен,

                              Старикки çарăкран

                               Туртаççĕ, туртаççĕ,

                               Туртса кăлараймасçĕ

    Чĕнет вара Жучкă хăйĕн тусне кушака, Ваçкăна.

        Жучка: -Ваçкă, тух-ха пахчана

                        Кăлармашкăн çарăка

                        Хам!Хам!

    Ваçкă:     - Мăр-мяу!

                       Халех чупатăп!

    Пурте юрлаççĕ:  –Ваçкă Жучкăран,

                                   Жучкă Машăран.

                              Маша карчăкран,

                              Карчăкки старикрен,

                              Старикки çарăкран

                              Туртаççĕ, туртаççĕ,

                              Туртса кăлараймаççĕ.

    -Чĕнет вара  Ваçкă кушак пĕчĕк шăшине.

    Ваçкă:  - Шăши тус, шăши тус

                    Тух-ха, эсĕ пахчана

                    Кăлармашкăн çарăка

                    Мăр-мяу!

    Шăши:  - Пи-пи-пи!

                     Пулăшма эп хавас!

    Пурте юрлаççĕ:  – Шăшийĕ Ваçкăран,

                              Ваçкă Жучкăран,

                              Жучкă Машăран,

                              Маша карчăкран,

                              Карчăкки старикрен.

                              Старикки çарăкран

                              Туртаççĕ, туртаççĕ

                              Туртса кăлараймаççĕ,

                              Туртаççĕ, туртаççĕ

                             Туртсах кăлараççĕ.

                            (пурте тÿнсе каясçĕ).

    Е.п.:  - Вара çарăка шывра лайăх çăваççĕ те çĕçĕпе касса пурне те çитереççĕ. Çарăкĕ ту-у-у-тлă пулнă тет. Вара  юмахĕ те пĕтрĕ тет.

                             Юмах ятăм - юптартăм,

                             Кукăр çулпа чуптартăм,

                             Пĕр сăмах та суймарăм,

                             Кам итлерĕ – çав маттур!


    По теме: методические разработки, презентации и конспекты

    План-конспект ПРЗ с использованием театрализованной деятельности "Рассказывание русской народной сказки с добавлением нового героя".

    Тема: «Рассказывание русской народной сказки с добавлением нового героя». Название занятия: «Путешествие в сказочный лес». Возраст: старшая группа. Диагноз: ОНР....

    Театрализованное представление по русской народной сказки "Репка"

    Театрализованное представление по сказке "Репка" для детей старшего дошкольного возраста по правилам дорожного движения....

    Театрализованное представление по русской народной сказке «Теремок».

    Это сценарий для проведения развлечения  с детьми второй младшей группы.  Театрализованная деятельность очень интересна детям, особенно когда они сами в ней участвуют. Дети легко запоминают ...

    Сценарий театрализованного представления по русской народной сказке "Царевна - лягушка"

    Сценарий написан мною в стихотворной форме по мотивам русской народной сказки "Царевна-лягушка" для детей подготовительной группы. Драматизация в рамках традиционного театрального мини -фест...

    ТЕАТРАЛИЗОВАННОЕ ПРЕДСТАВЛЕНИЕ ПО РУССКОЙ НАРОДНОЙ СКАЗКЕ "ТЕРЕМОК"

    Участники: ведущий – воспитатель, герои и участники – дети первой младшей группы.Жила-была Мышка-норушка, Мышка – серенькое брюшко.Мышка по полю пошла, Мышка теремок нашла.Выходит Мы...

    Проект театрализованного представления по русской народной сказки «Гуси- лебеди» в подготовительной группе.

    Проект театрализованного представления по русской народной сказки «Гуси- лебеди» в подготовительной группе....