Чăваш халăх юмахĕ "Шăши - Вăрăмхÿре"
методическая разработка по художественной литературе (старшая группа)

Афанасьева Тамара Васильевна

Собственный перевод чувашской сказки "Мышка Врстохвостка"

Скачать:

ВложениеРазмер
Файл yumah.docx25.73 КБ

Предварительный просмотр:

Юмах «Шăши Варăмхÿре»

Автор:  Пĕр пысăк юхан шыв хĕрринче  шăши пурăннă тет. Ăна – Вăрăмхÿре тесе чĕннĕ. Кунсерен вăл хăйĕн йăви умĕнчи тунката çине  тырă пĕрчи кăшласа юхан шыв еннелле тинкернĕ. Шыв тăрăх вара, аякри çыраналла парăслă кимĕсем ишнĕ. Шăшин те çул çÿреве тухас килнĕ, аякри пурнăçпа паллашасшăн пулнă вăл. Анчах та епле çитмелле-ха унта?

              Пĕррехинче Вăрăмхÿре çыран хĕррипе чупса çÿренĕ чух шывра арпус хуппине курнă.

Шăши: Акă, акă вăл ман кимĕ! Тинех эпĕ те çулçÿреве тухатăп! (Шăши  арбус  хуппине шыва тĕксе ярать те ун çине кĕрсе тарса, хурăн хуппинчен парус тăвать, аллине руль тытать те, хусканса каять).

Автор: Акă пырать Шăши кимĕпе шыв тăрăх, ăна хирĕç çыран хĕррипе Мулкач чупса пырать.

Мулкач: Вăрăмхÿре! Эсĕ ăçталла çул тытатăн?

Шăши: Эпĕ çулçÿреве тухрăм, аякри вырансенче еплерех пурăннине курас тетĕп, тен, унта ман валли тутлă курăк тымарĕсем тупăнĕç.

Мулкач: Мана та пĕрле ил-ха. Эпĕ çул çине кишĕр илĕп.

Шăши: Эсĕ мĕн тума пĕлетĕн вара?

Мулкач: Эпĕ питĕ юрă юрлама юрататăп, сана манпа кичем пулмĕ.

Шăши: Юрласа  кăтарт-ха?

Мулкач: Юрать, итле.

Юрă: «Мулкач ларать пашкаса».

  1. Мулкач ларать пашкаса, ик хăлхине вылятса

Ак çапла, ак çапла, ик хăлхине вылятса.

  1. Сивĕрех ăна тăма, вăл пуçларĕ ташлама

Ак çапла, ак çапла, вăл пуçлларĕ ташлама.

Шăши: Чан та, питĕ илемлĕ юрă. Эсĕ манăн юлташ пулăн-и вара?

Мулкач: Пулатăп.

Шăши: Апла пулсан кил манăн кимĕ çине, пĕрле савăнăçлăрах пулĕ.

Автор: Акă, Шăши Мулкача кимме лартать те вĕсем малалла ишеççĕ кимĕпе. Ишсен, ишсен, вĕсене хирĕç çыран хĕррипе тилĕ чупать, вĕсенчен ыйтать:

Тилĕ: Вăрăмхÿре! Эсĕ ăçталла çул тытатăн?

Шăши: Эпĕ çулçÿреве тухрăм, аякри вырансенче еплерех пурăннине курас тетĕп.

Тилĕ: Мана та пĕрле илĕр-ха. Эпĕ  чах какайĕ илĕп, пурне те çитет.

Шăши: Эсĕ мĕн тума пĕлетĕн вара?

Тилĕ: Эпĕ питĕ ташлама юрататăп, сире  манпа кичем пулмĕ.

Шăши: Ташласа  кăтарт-ха?

Тилĕ: Юрать.

Ташă.

Шăши: Чăн та, ташшу илемлĕ санăн. Эсĕ пирĕнпе  юлташ пулăн-и вара?

Тилĕ: Мĕнех, эп килĕшетĕп.

Автор: Акă, Шăши Тилле кимме лартать те вĕсем малалла виççĕн  ишеççĕ кимĕпе. Ишсен, ишсен, вĕсене хирĕç çыран хĕррипе кашкăр чупать.

Кашкăр:  У-у-у! Вăрăм хÿре! Ăçталла çул тытатăн?

Шăши: Эпĕ çулçÿреве тухрăм, аякри вырансенче еплерех пурăннине курас тетĕп.

Кашкăр: Мана та пĕрле илĕр-ха. Эпĕ  пысăк, какайлă хуплу илĕп, пурне те çитет.

Шăши: Эсĕ мĕн тума пĕлетĕн вара?

Кашкăр: Эпĕ шÿтлĕ сăвăсем пĕлетĕп, сире  манпа кичем пулмĕ.

Шăши: Каласа кăтарт-ха?

Кашкăр: Юрать.

Сăвă:

Тараканĕ мунча хутать, шăни вĕри шыв йăтать.

Аçа çаптăр хăнкăлине – хĕрсе ташша çаптарать.

Чăххи вутă çуркалать, автан салтака каять.

Парка курăк ăшĕнче, шăрчăк юрра шăратать.

Шăши: Чăн та, шÿтлĕ сăвă ку санăн. Эсĕ пирĕнпе  юлташ пулăн-и вара?

Кашкăр: Хаваспах!

Шăши: Апла пулсан кил манăн кимĕ çине, пĕрле савăнăçлăрах пулĕ.

Автор: Акă, Шăши Кашкăра  кимме лартать те вĕсем малалла ишеççĕ кимĕпе. Ишсен, ишсен, вĕсене хирĕç çыран хĕррипе Упа пырать, кимме асăрхать те мĕкĕрсе ыйтать:

Упа: Ох, ох, ох! Мĕнле кимĕ ишет кунта, хуçи кам?

Шăши: Эпĕ кимĕ çичи капитан. Эпир çулçÿреве тухрăм, аякри вырансенче еплерех пурăннине курас тетĕп.

Упа: Мана та пĕрле илĕр-ха. Эпĕ  пыл илĕп, пурне те çитет.

Шăши: Эсĕ мĕн тума пĕлетĕн вара?

Упа: Эпĕ , вайă выляма юрататăп, сире  манпа кичем пулмĕ.

Шăши: Выляса кăтарт-ха?

Вăйă: «Упа утаман»

Эпĕ упа утаман, ик урапа утакан

Ачасене хăратап У_У_У!

(чĕрчунсене хăваланă пек тăвать, вĕсем 1 çаврака туса, каялла арпус çине пырса тăраççĕ).

Шăши: Чăн та, вăййу  илемлĕ санăн. Эсĕ пирĕнпе  юлташ пулăн-и вара?

Упа: Мĕнех, эп килĕшетĕп.

Автор: Акă, Шăши Упана  кимме лартать те вĕсем малалла пиллĕкĕн ишеççĕ кимĕпе.  Çул çинче саванса çеç пыраççĕ. Пĕр кун, икĕ кун ишеççĕ  чĕр чунсем, виççĕмĕш куне апат-çимĕç пĕтсе çитет . Акă пуçларĕç юлнă апат çимĕçĕ пайлама, тавлашсах каяççĕ тет, хайхискерсем.

Упа: (Кашкăра). Эсĕ манăн пыла çисе ятăн!

Кашкăр: (Упана). Эсĕ манăн хуплуна çисе ятăн!

Тилĕ: (Кашкăра) Эсĕ манăн чăхха çисе ятăн!

Мулкач: (Шăшине) Эсĕ манăн кишĕре çисе ятăн!

Автор: Пĕр пĕрне тĕркеленипе арпус карапĕ тÿнсех каять, пурте ÿкеççĕ, арпус хыçне пулаççĕ. Малтан шаши  ишсе тухать те, темĕсем хыçне пытанать, унтан Упа тухать те, мĕкĕрсе тухса каять, кайран Кашкăр тухать те, уласа тухса каять, унтан Тилли тухать те уксахласа тайкалана-тайкалана аллине сулса тухса каять, Мулкач аран-аран сиккелесе тухса каять, Шăши тĕмĕсем хыçĕнчен тухса …

Мулкач: Ах, ах, ах!

Автор: Хăйĕн тункати çине ларса тырă пĕрчисем кăшла пулать, юхан шыв еннелле тинкерсе, аякри çырансенелле васкакан кимĕсене сăнать, юлташĕсем хăйне аякри вырăнсене çитме чăрмантарнăшăн кулянать. Çавăнтанпа вара Шăши шанчăклă юлташсем тупма емĕтленет. Йăви умне тухса ларать те, аякри вырансене çитсе курма ĕмĕтленет

Карчăк: Килĕшрĕ-ши сире юмах? Апла пулсан акă  эп  сире  вали  пĕремĕксем  те  пĕҫерсе  хунăччĕ,  хăналанăр.

Муз.рук:  Тавтапуҫ  сана,  пирĕн  кайма  та  вăхăт  ҫитре.  

Чăваш  ташши  «Ручеек»  

«Илемлĕ». чăваш  халăх  юрри   (хоровод)

Ачасем  алла  аллăн  тытăнса  залтан  тухса каяҫҫĕ


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

Конспект занятия воспитателя По социально-коммуникативному развитию в старшей группе<Юмах>

Конспект занятия воспитателя По социально-коммуникативному развитию в старшей группе<Юмах>ТЕМА: ПРИКЛЮЧЕНИЯ ГНОМОВ  Цель: Закреплять знания детей о частях улицы : дорога, пешеходный переход...

Сценарий сказки на чувашском языке «Çарăк» юмах ( "Репка").

Сценарий сказки на чувашском языке "Репка"...

«ЮМАХ ТĔНЧИ» (6-7 çулти ачасем валли уяв сценарийĕ)

Ĕç тĕллевĕсем:  ачасен юмах тĕнчине кĕртсе ярса хавхалантарасси, юмаха выляса кăтартасси, чăваш чĕлхе пуянлăхне уçса кăтартасси.Задачисем:Вěренӳ:  халăх сăмахлăхĕн пĕчĕк жанрĕ çирĕплетесси, ...

Кинезиологи вӑйисене усӑ курса аслӑ ушкӑнра ирттермелли юмах.

Тӗллевӗсем: Кинезиологи вӑйисепе усӑ курса ачасен пуплевне аталантарасси, тарӑн шухӑшлама вӗрентесси , тавра-курӑмне аталантарасси,пӗр-пӗринпе туслӑ , килӗштерсе ӗҫлеме хӑнӑхтарасси. Кирлӗ хатӗрсем...

Кинезиологи вӑйисене усӑ курса аслӑ ушкӑнра ирттермелли юмах.

Тӗллевӗсем: Кинезиологи вӑйисепе усӑ курса ачасен пуплевне аталантарасси, тарӑн шухӑшлама вӗрентесси , тавра-курӑмне аталантарасси,пӗр-пӗринпе туслӑ , килӗштерсе ӗҫлеме хӑнӑхтарасси. Кирлӗ хатӗрсем: ...

Чăваш юмахĕ Лидия Сарине "Наян мулкач"

Сказка о том, как ленивый заяц был не прав и ленив, в конце он становится добрым и трудолюбивым....

«ЮМАХ ТĔНЧИ» инсценировка. 05.02.2023г.

laquo;ЮМАХ ТĔНЧИ» инсценировка...