«ЮМАХ ТĔНЧИ» инсценировка. 05.02.2023г.
методическая разработка (средняя группа)

Васильева Марина Владимировна

«ЮМАХ ТĔНЧИ» инсценировка

Скачать:

ВложениеРазмер
Файл vneklassnoe_meropriyatiya.docx29.17 КБ

Предварительный просмотр:

Муниципальное образование

«Красночетайский муниципальный округ Чувашская Республика»

Муниципальное бюджетное общеобразовательное учреждение

«Большеатменская средняя общеобразовательная школа»

Красночетайского муниципального округа Чувашской Республики

«ЮМАХ ТĔНЧИ» инсценировка

Вылякансем:  Нарспи  –  Васильева М.В.

                            Мулкач – Маша,

                            Тилĕ – Карина,

                            Кашкăр – Ваня,

                            Старик – Саша,

                            Карчăк – Арина,

                            Мăнук – София,

                            Анчăк – Настя Д.,

                            Кушак – Настя В.,

                            Шăши - Асман

 

Ачасем хăйсем тĕллĕн вылямалли вăхăтра

«Юмах тĕнчи» инсценировка иртермелли мероприяти.

Ĕç тĕллевĕсем:  ачасене юмах тĕнчине кĕртсе ярса хавхалантарасси, юмаха выляса кăтартасси, чăваш чĕлхи пуянлăхне уçса кăтартасси.

Задачисем:

Вěренӳ:  халăх сăмахлăхĕн пĕчĕк жанрне çирĕплетесси, астуса юлма вĕрентесси; 

Аталану: ачасен сасă вăйне, пуплевĕн интонаци палăртулăхне, ас тăвăма, тимлĕхе, сăвăпа кĕвве туйни-илтнине, ачасен пуплевне аталантарасси;

Сăпарлăх: ĕçе мĕн пĕчĕкрен юратма, хисеплеме вĕрентесси; тăван чĕлхепе литературăна юратма тата упрама хистесси.

Кирлĕ материалсем: пӳрт, йăвăçсемпе вăрман сукмакĕ, чĕр-чунсен маскисем, тумтирсем, çарăк юмах валли атрибутсем, музыка техники.

Малтанхи ĕç:  чăваш халăх сăмахлăхĕн пĕчĕк жанрĕсене вĕренесси, калаçу, юмаха выляса кăтартасси, вăйă вылясси.

Воспитатель: Васильева М.В.

2023

Инсценировка йĕрки.

(Чăваш кĕвви янăрать. Ачасем залра лараççĕ, чăваш тумě тумланнă хĕр - Нарспи кĕрет).

Нарспи: - Ырă кун пултăр, ачасем. Мана Нарспи тесе чĕнеççĕ. Ачасем, сирĕн юмах тĕнчинче пулса курас килет-и? Эпĕ сире паян “Юмах тĕнчине” чĕнетĕп.

Нарспи: - Пĕлетĕр-и эсир, мĕн вăл “юмах”? Тĕрĕс, вырăсла ăна “сказка” теççĕ. Мĕнле чăваш юмахĕсем пĕлетĕр-ха эсир? Юрĕ, пĕрле аса илер-ха.

Нарспи: - Вырăс халăх юмахĕсем, чăваш халăх юмахĕсем, ытти тĕрлĕ халăх юмахĕсем питĕ нумай:

- «Çарăк», «Йăва», «Хур-акăшсем», «Виçĕ упа», «Виçĕ сысна çури», «Маша тата упа», «Шатра чăх» тата ытти те.

- «Уйăх çинчи хĕр», «Чухăн Илюш», «Иван паттăр», «Хитре Пăлаки», «Ух старик», «Йăван» тата ытти те…

(Зала мулкач - Маша кĕрет. Вăл хурлăхлă).

Нарспи: - Ырă кун пултăр! Мĕн пулнă сана мулкач тус? Эсĕ мĕншĕн питĕ хурлăхлă?

Мулкач - Маша: - Вăрманта паян вунă сехетре чĕр-чунсен уявĕ пулать. Мана унта чĕнмерĕç.”Эсĕ пĕчĕккĕ”,-терĕ мана тилĕ тус. Тен ачасем, эсир манпа пĕрле пырсан мана уява кĕртĕç.

 Нарспи: - Ачасем, айтăр-ха мулкача пулăшатпăр. Унпа пĕрле чĕр-чурсен уявне каятпăр-и?   Ачасем: - Каяр.

Нарспи: - Апла пулсан кайрăмăр. Мулкач пире çул кăтартĕ.

(Пурте мулкач хыççăн пыраççĕ те, вăрмана çитеççĕ.

Тунката çинче ларакан тилле кураççĕ).

Тилĕ -  Карина: - Ачасем, эсир ăçта каятăр-ха? Мулкач, эсĕ ачасемпе ăçта каятăн-ха?  

 Пурте пĕрле: -  Эпир чĕр-чунсен уявнĕ каятпăр.

Нарспи: - Тилĕ тус, мĕншĕн-ха эсир мулкача уява кĕртместĕр?

Тилĕ -  Карина: -  Мĕншĕн тесен мулкач тупмалли юмахсем пĕлмест. Тен, эсир  мулкача пулăшсан уява çитетĕр.

Нарспи: - Эпир мулкача пулăшма хатĕр.

Тилĕ - Карина: - Нарспи, апла пулсан мана тупмалли юмахсене вулама пулăш-ха (тупмалли юмахсем вулатăп):

1.Хĕрлĕ хĕрлемес хир чăххине хĕрхенмест.  Ачасем: - (тилĕ).

2.Шик-шик шикленет, шĕшкĕ кутне кукленет.Ачасем: - (мулкач).

3.Тӳн- тӳн, тӳн карчăк, тӳн карчăкăн пин шăрпăк.

 Ачасем: -  (чĕрĕп).

Тилĕ - Карина: - Ну маттур, ачасем! Эсир тупмалли юмахсене лайăх пĕлетĕр. Халĕ вара малалла кайма пултаратпăр.

(Тилĕ вĕсемпе пĕрле пырать. Вĕсем пурте пĕрле вăрман сукмакĕпе утаççĕ. Вĕсем кашкăра тĕл пулаççĕ).

Кашкăр - Ваня: - Ăçта каятăр-ха эсир?

Пĕрле: - Чĕр-чунсен уявне.

Кашкăр - Ваня: - Эпĕ, мулкач юмахсем пĕлменни çинчен илтнĕнчĕ. Ачасем, мулкача пулăшма хатĕр – и?

Нарспи: Ăйтăр-ха кашкăра “Çарăк” юмаха кăтартăпăр.

«Çарăк» юмах

Вылякансем: - Старик, карчăк, мăнук, анчăк, кушак, шăши.

Ертсе пыракан:  - Ĕçрен ан хăра, вăл хăй санран хăратăр.

 - Пĕр старик çарăк акрĕ тет те, çапла калать тет.

Старик -  Саша: - Ӳс, çарăкăм, хăвăртрах, ӳс, çарăкăм пысăкрах, пул çарăкăм тутлăрах. Алă-ура пур çинче ахаль ларни килĕшмест.

Ертсе пыракан: -  Çарăк пы-ы-ысăк ÿссе çитĕнчĕ тет. Кайрĕ старик çарăк кăларма: туртать - туртать, туртса кăлараймасть.

Старик -  Саша: - Э-эх, пĕччен ыйхă çапма, эртелпе вăрман касма. Кил-ха, карчăк, пулăшма.

Карчăк - Арина:  - Пулăшас, мĕншĕн пулăшас мар, ĕçчен алă валли ĕç тупăнать. Ир тăракан кайăк тутă пулнă.

Ертсе пыракан: - Карчăк тытрĕ старикрен, старик тытрĕ çарăкран. Туртаççĕ, туртаççĕ, туртса кăлараймаççĕ.

ĕнчĕ карчăк мăнука).

Мăнук - София:  - Ĕçрен хăракан ырă пулман. Ĕç тăрантарать - кахал пăсать.

Ертсе пыракан: - Мăнук тытрĕ карчăкран, карчăк тытрĕ старикрен, старик тытрĕ çарăкран. Туртаççĕ, туртаççĕ – туртса кăлараймаççĕ.

ĕнчĕ мăнук анчăка).

Анчăк - Настя Д: - Тарличчен ĕçлесен - тăраниччен çиетĕн. Куç хăрать те, алă тăвать.

Ертсе пыракан:  - Анчăк тытрĕ мăнукран, мăнук тытрĕ карчăкран, карчăк тытрĕ старикрен, старик тытрĕ çарăкран. Туртаççĕ, туртаççĕ, туртса кăлараймаççĕ.

ĕнчĕ анчăк кушака).

Кушак -  Настя В.: - Ӳркенмен ăста пулнă. Ĕçрен хăракан ырă пулман.

Ертсе пыракан:  - Кушак тытрĕ анчăкран, анчăк тытрĕ мăнукран, мăнук тытрĕ карчăкран, карчăк тытрĕ старикрен, старик тытрĕ çарăкран. Туртаççĕ, туртаççĕ, туртса кăлараймаççĕ.

ĕнчĕ кушак шăшине).

Шăши - Асман: -  Ĕçлемесĕр хырăм тăранмасть. Ĕç йывăр пулсан - çиме тутлă.

Ертсе пыракан:  - Шăши тытрĕ кушакран, кушак тытрĕ анчăкран, анчăк тытрĕ мăнукран, мăнук тытрĕ карчăкран, карчăк тытрĕ старикрен, старик тытрĕ çарăкран. Туртаççĕ, туртаççĕ туртсах кăларчĕç.

Пурте пĕрле:  - Нумай та пĕтет, сахал та çитет, пĕрле пурăннине мĕн çитет.

Кашкăр - Ваня:  - Ну, эсир мана савăнтартăр. Халĕ вара эсир чĕр-чунсен уявне кайма пултаратăр. Эпĕ те пĕрле пыратăп.

(Ачасемпе вăрманти чĕр-чунсен уява çитеççĕ. Унта вĕсем ачасем пĕлнĕ юрра юрласа чĕр-чунсене савăнтараççĕ).

ЧĂВАШ ХАЛĂХ ЮРРИ «ЛИНКА-ЛИНКА»

1.Линка-линка авкаланма           2.Йăкăш-якăш шуçкалама

Юман хăма кирлĕ.                          Яка хăма кирлĕ.

Халь те юман тата юман                Халь те яка тата яка

Тата юман кирлĕ.                            Тата яка кирлĕ.

3. Ик аллăмпа сулкалама

Кĕмĕл çĕрĕ кирлĕ.

Халь те кĕмĕл тата кĕмĕл

Тата кĕмĕл кирлĕ

 (Чĕр-чунсем ачасен пултаруллăхне курса питĕ савăнаççĕ).

Мулкач - Маша: - Тавтапуç, сире ачасем, мана вăрмана килме пулăшнăшăн, чĕр-чунсемпе пĕрле савăнтарнăшăн.

Нарспи: - Эпир пурне те пулăшма питĕ хавас. Халĕ пирĕн хамăрăн та кайма вăхăт çитрĕ. Сывă пулăр. Чипер юлăр.


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

Конспект занятия воспитателя По социально-коммуникативному развитию в старшей группе<Юмах>

Конспект занятия воспитателя По социально-коммуникативному развитию в старшей группе<Юмах>ТЕМА: ПРИКЛЮЧЕНИЯ ГНОМОВ  Цель: Закреплять знания детей о частях улицы : дорога, пешеходный переход...

Сценарий сказки на чувашском языке «Çарăк» юмах ( "Репка").

Сценарий сказки на чувашском языке "Репка"...

«ЮМАХ ТĔНЧИ» (6-7 çулти ачасем валли уяв сценарийĕ)

Ĕç тĕллевĕсем:  ачасен юмах тĕнчине кĕртсе ярса хавхалантарасси, юмаха выляса кăтартасси, чăваш чĕлхе пуянлăхне уçса кăтартасси.Задачисем:Вěренӳ:  халăх сăмахлăхĕн пĕчĕк жанрĕ çирĕплетесси, ...

Кинезиологи вӑйисене усӑ курса аслӑ ушкӑнра ирттермелли юмах.

Тӗллевӗсем: Кинезиологи вӑйисепе усӑ курса ачасен пуплевне аталантарасси, тарӑн шухӑшлама вӗрентесси , тавра-курӑмне аталантарасси,пӗр-пӗринпе туслӑ , килӗштерсе ӗҫлеме хӑнӑхтарасси. Кирлӗ хатӗрсем...

Кинезиологи вӑйисене усӑ курса аслӑ ушкӑнра ирттермелли юмах.

Тӗллевӗсем: Кинезиологи вӑйисепе усӑ курса ачасен пуплевне аталантарасси, тарӑн шухӑшлама вӗрентесси , тавра-курӑмне аталантарасси,пӗр-пӗринпе туслӑ , килӗштерсе ӗҫлеме хӑнӑхтарасси. Кирлӗ хатӗрсем: ...

Чăваш юмахĕ Лидия Сарине "Наян мулкач"

Сказка о том, как ленивый заяц был не прав и ленив, в конце он становится добрым и трудолюбивым....

Юмах «Ҫарӑк»

Тӗллевӗ: Ачасен пултарулӑх хастарлӑхне аталантарасси, театр ӑсталӑхӗпе паллаштарасси.Задачӑсем:- Ачасен илемлӗ литература кӑсӑкланас туртӑмне малалла аталантарасси.- Юмаха астуса юлман вӗрентесс...