Юмах «Ҫарӑк»
методическая разработка (младшая группа)

 

Тӗллевӗ: Ачасен пултарулӑх хастарлӑхне аталантарасси, театр ӑсталӑхӗпе паллаштарасси.

Задачӑсем:

- Ачасен илемлӗ литература кӑсӑкланас туртӑмне малалла аталантарасси.

- Юмаха астуса юлман вӗрентесси. 

- Ачасене сӑнарсен уйрӑм хӑтланӑшӗсене хӑйсем мӗнле йышӑнни-курнине каласа пама хавхалантарасси, вӗсен сӑлтавне ӑнланма пулӑшасси.

- Хайлавпа паллашнӑ май юмах жанр тӗп уйрӑмлӑхӗсене ӑнлантарасси.

- Ачасен илемлӗ хайлав чӗлхине тимлес кӑмӑлне малалла аталантарасси, вӗсене сӑвӑсене уҫӑмлӑ, палӑртуллӑ каласа пама, текстсене рольсемпе выляма хутшӑнма пулӑшасси.

Усӑ курмалли хатӗр-хӗтӗр: экран, проектов, ноутбук; илемлӗ пусма татӑкӗ- кавир, кавир ҫинчи шӑтӑксене сапламалли геометри фигурисем, сӑнарсене валли ҫи-пуҫ, пӳрт, йывӑҫ, ҫарӑк вӑрри, кӗреҫе, лейка, ҫарӑк.

Малтанхи ӗҫсем:

- вуласа тата каласа пани;

- иллюстраци сӑнаттарни;

- фланелераф ҫинче, тетте тата ӗмӗлке театрне выляса кӑтартни;

- калаҫу;

- юмахри сӑнарсене йӑваласа туни;

- пӑхмасӑр калама вӗренни;

Усӑ куракан меслетсемпе мелсем:

- ачасемпе выляни;

- ачасене юмаха драмӑласа выляса кӑтартама явӑҫтарни;

Словарь ӗҫӗ: спектакль, алӑ ҫупса саламлани (аплодисменты).

 

Вӗренӳ ӗҫ-хӗлӗн шалашлӑхӗ (содержанийӗ).

Кӳртӗм пайӗ.

Воспитатель: Сывӑ- и, ачасем? Сывлӑх сунатӑп сире.

Ачасем: Ырӑ кун пултӑр!

Пурте: Эп сана тусу, эс манӑн тус.

   Ална парсам эс халь часрах.

   Алран алӑ тытӑнса

   Карталанса халь тӑрар.

Тӗп пайӗ:

Воспитатель: Эпӗ сире паян инҫе ҫулҫӳреве илсе каясшӑн. Манпа пӗрле пымашкӑн сирӗн кӑмӑл пур-и?

Ачасем: Пур.

Воспитатель: Эпӗ хампа пӗрле асамлӑ кавир илсе килтӗм. Эпир вӑл кавирпе ҫула тухӑпӑр. (Воспитатель кавирне салтса кӑтартать. Унта геометри фигурисем евӗрлӗ шӑтӑксем). Ачасем, пирӗн кавир шӑтӑк пулмалла. Кам тума пултарнӑ-ши ӑна?

(Ачасен хуравӗсем).

Воспитатель:  Эпӗ сире тупмалли юмах каласшӑн. Хуравне пӗлсен кам шӑтарнине тупӑпӑр.

Пирӗн сакайӗнче хӑлхисене шӑмарса ҫӳрекен пур ( в нашем подполье есть некто, бегающий, откинув уши).

Ачасем: шӑши.

Воспитатель:  Тупсӑмне тӗрӗс тупрӑр. Маттурсем! Кавире шӑтараканӗ шӑши пулнӑ. Ҫула тухиччен пирӗн кавире юсамалла.

«Шӑтӑка сапла» дидактика вӑййи. (Турилкке ҫинче геометри фигурисем выртаҫҫӗ. Ачасен тӗрӗс суйласа илсе шӑтӑксене хупламалла, мӗнле фигура пулнине палӑртса хӑвармалла).

Воспитатель: Маттурсем. Ку ӗҫе хӑвартах пурнӑҫларӑмӑр. Мӗнле фигурӑсене эпир усӑ куртӑмӑр? Вӗсен тӗсӗсене тата калӑпӑшне палӑртӑр-ха.

(Ачасен хуравӗсем).

Воспитатель: Кавире халь юсарӑмӑр. Ӗнтӗ ҫула тухма та вӑхӑт. Кавир ҫине пурте тӑрӑпӑр та куҫсене хупӑпӑр.

Пирӗн кавир ҫӳлте вӗҫет

Ҫулӗ ытла та вӑрӑм ун.

Часрах хупар- ха куҫсене-

Юмах тӗнчи кӗтет пире.

(Лӑпкӑ кӗвӗ янӑрать).

Воспитатель: Ачасем, эпир ҫитес ҫӗре ҫитрӗмӗр пулмалла. Куҫӑрсене уҫма пултаратӑр. Мӗнле юмаха ҫитнине пӗлес тесен, пирӗн тупмалли юмахӑн хуравне пӗлмелле:

Хӑй ҫаврака-уйӑх мар, хӳреллӗ- шӑши мар, ешӗл- вӑрман мар.

Ачасем: Ҫарӑк.

Воспитатель: Тӗрӗс, маттурсем. Халӗ вара юмахри сӑнарсен ҫи-пуҫӗсене тӑхӑнӑпӑр та юмаха кӑтартма пуҫлӑпӑр. (Ачасем юмахри сӑнарсен ҫи- пуҫӗсене   тӑхӑнаҫҫӗ).

Воспитатель: Хисеплӗ кураканӑм!

Юмах курас килмест-и сирӗн?

Халап-юмах, сӑвӑпа юрӑ

Нумай та пулӗ тӗнчере.

Ҫапах та пирӗн пек юмах

Эсир тупаймӑр ӗмӗрне.

Ку юмаха нумайӑш пӗлӗҫ,

Анчах та вӑл халь ҫӗнӗлле.

Ӑна курма пурте хавас!

Апла пулсан, часрах пуҫлар.

Ӗлӗк- авал пӗр ялта

Пурӑннӑ, тет, пӗр старик.

Пӗррехинче ирхине

Ҫарӑк ҫиес килнӗ ун.

Хӑйӗн шухӑшне вара

Пӗлтерет вӑл карчӑкне.

Старик: Карчӑкӑм, эс паяна

Хатӗрле-ха пиҫнӗ ҫарӑк.

Тутанса пӑхас килет,

Тахҫанах ҫимен ӑна.

Карчӑк: Ҫарӑк ҫиес килет сан-

Тух та ак халь пахчана!

Старик: Ҫапла пултӑр-ха эппин,

Тухса акам ҫарӑка.

Воспитатель: Хӗвел пӑхтӑр ӑшӑрах,

Ҫарӑк ӳстӗр пысӑкрах-

Пӗлӗт патне ҫиттӗр вӑл,

Сӑрт пек пысӑк пултӑр вӑл.

 

Старик: Ҫакӑ ҫутӑ тӗнчере

Пурӑнтам халь 70 ҫул.

Кун пек пысӑк ҫимӗҫ эп

Ҫак таранччен курман-ха.

Хамӑн пур-ҫук вӑйӑмпа

Кӑларам-ха эп ӑна.

Воспитатель: Старик тытать ҫарӑкран

Туртса пӑхать вӑл ӑна.

Вӑй ҫитменнине туйса

Карчӑкне вӑл кӑшкӑрать.

Старик: Кил-ха, карчӑкӑм, часрах!

Карчӑк: Ак, тамаша, мӗн-ха ку?

Ҫарӑк пулчӗ-им-ха ку?

Старик: Часрах тытӑн эс манран,

Халь туртар ӑна пӗрле.

Автор: Карчӑк тытать старикран

Старик тытать ҫарӑкран.

Анчах тем пек туртсан та

Вӑйӗ ҫитместь-ха вӗсен.

Мӑнукне чӗнме шутлаҫ.

Карчӑк: Эй, мӑнукӑм, чуп часрах!

Вӑйӑм-халӑм сахалрах,

Ыйтап пулӑшу санран.

Мӑнук: Пулӑшмашкӑн эп чупап,

Сирӗн пата халь васкап.

Воспитатель: Мӑнук тытать карчӑкран,

Карчӑк тытать старикран,

Старик тытать ҫарӑкран.

Туртаҫҫӗ- туртаҫҫӗ вӗсем,

Анчах вӑйсем сахалрах.

Мӑнук: Пулӑшма ыйтар йытта.

Ахальех выртать паян

Хӗвел ҫинче хӗртӗнсе.

Анчӑк, анчӑк, кил часрах!

Пире кирлӗ пулӑшу-

Ҫарӑка кӑлармалла.

Йытӑ: Хам, хам, хам, сирӗн пата

Анчӑк чупать васкаса.

Илтнӗччӗ-ха эп иррех:

Пирӗн кил хуҫи-старик

Ҫарӑк ҫиесшӗн паян.

Воспитатель: Йытӑ тытать мӑнукран,

Мӑнук тытать карчӑкран,

Карчӑк тытать старикран,

Старик тытать ҫарӑкран,

Туртаҫҫӗ- туртаҫҫӗ, ҫаплах кӑлараймаҫҫӗ.

Йытӑ: мӗн пуҫа ҫӗмӗрмелле,

Кушака халь чӗнмелле.

Мӑр-мӑр кушак, кил кунта!

Сансӑр пач та май килместь.

Шар куратпӑр пулмалла.

Кушак: Савӑнас-ха ман паян-

Хӑйма ҫирӗм тӑраниччен.

Ман пек вӑйлӑ кушака

Тупаймастӑр халь эсир.

Воспитатель: Кушак тытать йытӑран,

Йытӑ тытать мӑнукран,

Мӑнук тытать карчӑкран,

Карчӑк тытать старикран,

Старик тытать ҫарӑкран.

Туртаҫҫӗ-туртаҫҫӗ, вӑй-хал ҫитейместь,

Ҫарӑк ларать ҫаплипех.

Кушак: Шӑши-шӑши, тух часрах!

Ҫитет сана ҫывӑрса.

Пирӗнпе халь эс туртсан,

Тен, кӑларӑпӑр ӑна.

Шӑши: пач та эпӗ ҫывӑрмас.

Кӳрентерен эс ман.

Туслӑн кар тӑрса халех

Туртса пӑхар харӑссӑн.

Воспитатель: Шӑши тытать кушакран,

Кушак тытать йытӑран,

Йытӑ тытать мӑнукран,

Мӑнук тытать карчӑкран,

Карчӑк тытать старикран,

Старик тытать ҫарӑкран

Туртаҫҫӗ-туртаҫҫӗ, туртса кӑлараҫҫӗ.

Пӗчӗк шӑшин вӑйӗ

Пысӑк пулчӗ-ши вара?

Туслӑх пулӑшрӗ паян

Кӑлармашкӑн ҫарӑка.

Кӑнтӑрлахи апата

Пулӗ пӑтӑ,  пиҫнӗ ҫарӑк,

Хӑна-вӗрле пуҫтарса

Хӑналӑнӗҫ савӑнса.

(Ачасем пуҫ таяҫҫӗ).

Воспитатель: Ҫакӑнпа пирӗн юмах вӗҫленчӗ. (Ачасем сӑнарсен ҫи-пуҫӗсене хывса хураҫҫӗ). Киле кайма та вӑхӑт ҫитрӗ.  Пурте кавир ҫине тӑрар та асамлӑ сӑмахсене калар:

Пӗрре, иккӗ, виҫҫӗ, тӑваттӑ,

Каялла халь таврӑнар!

Пӗтӗмлетӳ туни.

Воспитатель: - Ачасем, мӗнле юмахра пултӑмӑр-ха эпир?

(Ачасен хуравӗ).

Воспитатель: -Юмахра мӗнле сӑнарсене вылярӑмӑр?

(Ачасен хуравӗсем).

Воспитатель: Ҫарӑка кӑларма камсем пулӑшрӗҫ?

(Ачасен хуравӗсем).

Воспитатель: Ачасем, пӗр-пӗрне пулӑшсан кӑна Эпир пӗтӗм йывӑрлӑха ҫӗнтерме пултаратпӑр. Ӗлӗкех каланӑ: пӗччен суран- типсе пырать, халӑх сурать- кӳлӗ пулать. Ҫавӑнпа та пирӗн туслӑ пурӑнмалла, пӗр-пӗрне яланах пулӑшма тӑрӑшмалла. Сире юмахра выляма килешрӗ-и?

(Ачасен хуравӗсем).

Пурте: Сывӑ пулӑр, тепре тӗл пуличчен!

 

 

 

 

По теме: методические разработки, презентации и конспекты

Конспект занятия воспитателя По социально-коммуникативному развитию в старшей группе<Юмах>

Конспект занятия воспитателя По социально-коммуникативному развитию в старшей группе<Юмах>ТЕМА: ПРИКЛЮЧЕНИЯ ГНОМОВ  Цель: Закреплять знания детей о частях улицы : дорога, пешеходный переход...

Сценарий сказки на чувашском языке «Çарăк» юмах ( "Репка").

Сценарий сказки на чувашском языке "Репка"...

«ЮМАХ ТĔНЧИ» (6-7 çулти ачасем валли уяв сценарийĕ)

Ĕç тĕллевĕсем:  ачасен юмах тĕнчине кĕртсе ярса хавхалантарасси, юмаха выляса кăтартасси, чăваш чĕлхе пуянлăхне уçса кăтартасси.Задачисем:Вěренӳ:  халăх сăмахлăхĕн пĕчĕк жанрĕ çирĕплетесси, ...

Кинезиологи вӑйисене усӑ курса аслӑ ушкӑнра ирттермелли юмах.

Тӗллевӗсем: Кинезиологи вӑйисепе усӑ курса ачасен пуплевне аталантарасси, тарӑн шухӑшлама вӗрентесси , тавра-курӑмне аталантарасси,пӗр-пӗринпе туслӑ , килӗштерсе ӗҫлеме хӑнӑхтарасси. Кирлӗ хатӗрсем...

Кинезиологи вӑйисене усӑ курса аслӑ ушкӑнра ирттермелли юмах.

Тӗллевӗсем: Кинезиологи вӑйисепе усӑ курса ачасен пуплевне аталантарасси, тарӑн шухӑшлама вӗрентесси , тавра-курӑмне аталантарасси,пӗр-пӗринпе туслӑ , килӗштерсе ӗҫлеме хӑнӑхтарасси. Кирлӗ хатӗрсем: ...

Чăваш юмахĕ Лидия Сарине "Наян мулкач"

Сказка о том, как ленивый заяц был не прав и ленив, в конце он становится добрым и трудолюбивым....

«ЮМАХ ТĔНЧИ» инсценировка. 05.02.2023г.

laquo;ЮМАХ ТĔНЧИ» инсценировка...