Ачасене воспитани парасси - пирӗн пӗрлехи ӗç.
материал
Предварительный просмотр:
Ачасене воспитани парасси - пирӗн пӗрлехи ӗç.
Ача – пурнǎç калчи, пурнǎç илемӗ, пуласлǎх. «Ачасǎр килйыш тǎлǎх туратпа пӗрех»,- тенӗ ӗлӗк – авал.
Ашшӗ - амǎшӗ пурте хǎйсен ачисене юратаççӗ, вӗсене лайǎх пǎхса ӱстерме тǎрǎшаççӗ, вӗсенчен ǎслǎ – тǎнлǎ та пурнǎç валли юрǎхлǎ çын тума ӗмӗтленеççӗ. Çакна май ӗнтӗ ашшӗ - амǎшӗсем хǎйсем пухнǎ паха пӗлӱлӗхпе опыта, пултарулǎха йǎлтах ачасене пама тǎрǎшаççӗ. Çавǎнпа ӗнтӗ кашни килтех çапла калаçнине илтетӗн: «ачасем хамǎртан ǎслǎрах пулччǎр», « ача – пǎча хамǎр ята ан çӗрттӗр».
Çамрǎк ǎру - пирӗн шанчǎк, Тǎван çӗршыв пуласлǎхӗ. Ман шутпа, çамрǎк ǎрǎва тӗрӗс пǎхса ӱстересси пӗтӗм халǎх ӗçӗ, уйрǎмах пирӗн, воспитательсен тата ашшӗ - амǎшӗсен пысǎк тивӗçӗ. Ку çапла пулмалла та, мӗншӗн тесен пӗчӗк ача аталанать, унǎн шухǎш - кǎмǎлӗ, туйǎм - пӗлӗвӗ, тавракурǎмӗ çынсене кура, вӗсен ӗçне - хӗлне сǎнанипе анлǎланать. Ача – пǎча умӗнче юрǎхсǎр ӗç тума та, вырǎнсǎр сǎмахсемпе перкелешме те юрамасть. «Ан шавла – хǎлха пур», - теççӗ ун пек чух чǎвашсем.
Ачасене яланах вǎй çитекен, çав хушǎрах савǎнǎçлǎ та интереслӗ ӗçе явǎçтарма, хаваслǎн ӗçлеттерме тǎрǎшмалла. Эпӗ шутланǎ тǎрǎх, ку ӗçе тунǎшǎн сана çавна илсе парǎп, çавна çитерӗп е çавǎнта илсе кайса кǎтартǎп, тесе астарма кирлӗ мар. Ачасемпе пӗрле телевизор пǎхма, концертсем итлеме юрать. Культура çуртне, клуба кинокартинǎсем, спектакльсем курма çӱремеле, тǎван тавралǎха уçǎлма тухмала, сертене, çырлана, кǎмпана е пула каймала.
Ача пурнǎçӗнче хǎшпӗр куна палǎртасси ӗмӗрте пӗрре кǎна пулать. Килте те хǎш-пӗр ашшӗ - амǎшӗ çав куна асра тытаççӗ, манǎçа ан тухтǎр тесе, сǎн ӱкертереççӗ. « Ку питӗ тӗрӗс», - тесе шутлатǎп эпӗ. Килйышра ача çуралчӗ, çӗнӗ çын хутшӱчӗ пулсан, урама е çывǎхри çырма – çатрана пӗр - пӗр йывǎç лартса хǎварсан мӗн тери ырǎ пулмалла.
Пӗр - пӗрне ǎнланни – туслǎхǎн тӗп никӗсӗ. «Çǎмарта чǎхха вӗрентмест», - тенӗ ӗлӗк – авал. Халӗ те ачасем умӗнче çапла калакансем пур – ха. Ун пек калани ачасене çын вырǎнне хуманнине палǎртать, вǎл ачасен кǎмǎл – туйǎмне хуçать, ашшӗ - амǎшӗсемпе ачасем хушшинчи çыхǎнǎва пǎсать. Ачасене лайǎх вӗрентсе ӱстерес тесен, ачасене юратмалла, ачасем умӗнче юрǎхсǎр та ирсӗр сǎмахсемпе перкелешмелле мар, ачасене нихǎçан та тӗлли - паллисӗр сӗнӱсем парас пулмасть, юрǎхсǎр ӗçсем тума хушмалла мар. Ачапа вǎл миçе çултине асра тытса калаçмалла, килйыш, кӱршӗсемпе тǎвансем хушшинчи çыхǎнусене пӗр - пӗрне юратса, хисеплесе, хальхи вǎхǎтра пурнǎçа малалла аталантарма пулǎшакан çӗнӗлӗхсене шута илсе йӗркелесе пыма тǎрǎшас пулать.
Ача пӗччен мар, çын хушшинче ӱсет. Ачан шухǎш - кǎмǎлӗпе вǎйӗ -халӗ усǎллǎ ӗçре аталанса çирӗпленет, нумай вǎхǎт вӗрентсе пынипе ача ǎстǎн пухать, халǎх ӗçӗшӗн çине тǎрса, тӱрӗ кǎмǎлпа кӗрешекен çын пулса тǎрать.
Çитӗнсе çитсен ачаран кам, мӗнле çын пуласси вǎл камсем, мӗнлерех çынсем хушшинче ӱснинчен, таврари çынсем ǎна ырǎ е усал шухǎш панинчен килет. Çавǎнпа та чǎвашсем: «Ырра курсан ырǎ, усала тӗл пулсан усал пулать», - теççӗ. Малтан ача çывǎх çынсене мӗнле курать, çавсем пек пулма тǎрǎшать. « Пирӗн ачасемшӗн тӗслӗх пулмалла», - тесе шутлатǎп эпӗ. Ачаранах чǎн – чǎн этем тǎвас тесен, ачасемпе çирӗп план туса, тӗрлӗ меслетсемпе те майсемпе усǎ курса, тимлӗ ӗçлемелле. Вǎл шута çаксене кӗртме пулать: илӗртӱллӗ кӗске калавсемпе юмахсем каласа парасси, ваттисен сǎмахӗсемпе сǎмах çаврǎнǎшӗсене сӱтсе явасси, поэтсемпе писательсен илемлӗ произведенийӗсене вуласси, сǎввисемпе юптарǎвӗсене пǎхмасǎр калама вӗренесси, юрǎсем юрласси, ӱкерчӗксем, тǎмран е пластилинран йǎваласа е çыпǎçтарса тӗрлӗ япаласемпе кӗлеткесем тǎвасси т.ыт.те.
Аслисем каласа панине ачасем хаваслансах итлеççӗ. Ачасене каласа памалли темǎсен шучӗ те çук темелле. Пирӗн хаçатсемпе журналсем, кӗнекесем вулама ачасене пӗчӗкренех хǎнǎхтарса пымалла. Ман шутпа, вулама юратакан ача литературǎпа, искусствǎпа, историпе, наукǎпа техника çитӗнӗвӗсемпе пӗчӗклех паллашса пырать. Ачасен ашшӗ - амǎшӗсемпе тǎтǎшах тӗл пулмалла, кирлӗ сӗнӱсем памалла.
Пирӗн республикǎра та, ытти çӗрти пекех, иртнисене аса илтерекен паллǎ вырǎнсем (хальхи телейлӗ пурнǎçшǎн пулса иртнӗ çапǎçу вырǎнӗсем, çав çапǎçусенче пуçне хунǎ паттǎрсене сума суса лартнǎ палǎксем т. ыт. те) нумай. Çав вырǎнсене çитсен, ачасемпе калаçу ирттермелле, ачасене паянхи ырǎ пурнǎçшǎн, пирӗн пуласлǎхшǎн хǎйсен пуçӗсене шеллесе тǎмасǎр кӗрешнӗ паттǎрсен кунçулӗ çинчен тӗплӗн, витӗмлӗ те ӗнентерӱллӗ каласа памалла. Паллах ӗнтӗ, иртнӗ йывǎр та тертлӗ пурнǎç çинчен каламасǎр иртме çук. Выльǎх - чӗрлӗх пǎхас ӗçре малта пыракансемпе, ялхуçалǎх специалисчӗсемпе, ытти ялти ятлǎ çынсемпе тӗл пулса калаçмалла.
Ман шутпа, пирӗн ашшӗ - амǎшӗсемпе, садикпе, шкулпа та тǎтǎшах çыхǎну тытмалла. Пӗрле калаçмалла, ыйтусене те пӗрле татса памалла. Çапла çеç ӗç ǎнǎçлǎ пулать.
Ача ӱстерме чǎтамлǎх кирлӗ. Вǎл пире кутǎнлашса та кǎтартма пултарать. Кун пирки кирек епле йывǎр вǎхǎтра та манма юрамасть. Ǎна ǎнланма тǎрǎшмалла. Пӗтӗм пǎтǎрмаха вǎййа куçарма тǎрǎшмалла. « Ача итлеменни е мӗн те пулин туса хуни вǎл «япǎх ача» пулнине пӗлтерместь», - тесе шутлатǎп эпӗ. Ача – телей. Ача аталанать – унǎн пӗтӗмпех хǎйӗн туса пǎхас килет. Ачана хǎртса тем - тепӗр каласа пӗтерни те кирлӗ маар япала. Малтанлǎха ачапа пӗрле унǎн йǎнǎшӗсене тӱрлетнине нимӗн те çитмест. Чǎтǎмлǎх кǎна пире йӗркеллӗ те мал ӗмӗтлӗ çын ӱстерме май парӗ.
Вǎйǎ пысǎк вырǎн йышǎнать ача воспитании панǎ çӗрте. Ачасем вǎййа хǎйсем мӗн курнине, асǎрханине, илтнине кӗртеççӗ. Вӗсем ашшӗ - амǎшӗ пек «ӗçе» çӱреççӗ, асламǎшӗ пек «апат пӗçереççӗ, хǎйсем пӗлекен çынсем пек хǎтланаççӗ. Ача садӗнче ӗçленӗ май, ачасем мӗнле çемьере ӱсни яр – уççǎн курǎнать. Шкул çулне çитмен ачасем вǎйǎра пурнǎçа ǎнланма пуçлаççӗ, ытлашши вǎй - хакǎлне чакараççӗ, çынсемпе хутшǎнма хǎнǎхаççӗ, хǎйсен ӗçне хаклама, йывǎрлǎхсене çӗнтерме вӗренеççӗ.
Тӱрех каламалла, халӗ эпир, ачасем, ырǎ пӗлтерӗшлӗ вǎйǎсене нумайǎшне маннǎ, ытларах паянхи спорт вǎййисене килӗштеререх паратпǎр. Авалтанах çуралнǎ вǎйǎсен хǎйсен шалти вǎрттǎн хǎвачӗ пур, çав хǎват вǎл - тӗллевӗпе сюжечӗ тата илемлӗх пӗрлӗхӗнче. Ман шутпа, хальхи чылай вǎйǎра çавǎ çукки сисӗнет. Лайǎх вǎйǎ вылякан ача ыр çын пулса ӱсесси паллǎ. Апла пулсан пирӗн аса илмелле те чӗртсе тǎратмалла «ӗлӗкхи вǎхǎтри» вǎйǎсене. Çак вǎйǎсене («Кӗвентелле», «Кǎшманла», «Сǎрǎлла», «Çӗрӗ памалла») сарса, чǎваш чунӗн тасалǎхне, унǎн пурнǎç принципӗсене упраса хǎвармалла.
Садикре ӗçленӗ май хам ӗçре те çӗнӗ технологисемпе усǎ курма пуçларǎм, мӗншӗн тесен вӗрентӱ ӗçӗнче вӗсем пахалǎх енчен пысǎк пӗлтерӗшлӗ. Вӗсен шутӗнче:
1.Сывлǎха упракан, перекетлекен технологи. Ман шутпа, ку технологи вӗрентекеншӗн чи кирли. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен обществǎна сывǎ та ǎслǎ çынсем кирлӗ. Занятисене ачан вǎй – халне, сывлǎхне кура ирттеретӗп, пӱлӗме уçǎлтаратǎп, кану саманчӗсем тǎватǎп. Ачасем хушшинче те ǎшǎ кǎмǎллǎ хутшǎнусем тума тǎрǎшатǎп. Ачасем сывлǎхлǎ пулма вӗрентес тата вӗсен сывлǎхне упрас тӗллевпе ятарлǎ занятисем те ирттеретӗп.
2.Модульӗ вӗрентӱ технологийӗ. Унǎн пахалǎхӗ - вӗренекен ытларах хǎй тӗллӗн ӗçлени, вӗренме пултарни.
3.Ачасен хастарлǎхне, хǎвǎртлǎхне ӱстерекен (интерактивлǎ) технологи. 1- мӗш меслет. Пуç мимине хускатакан мел (мозговой шторм). Тӗллевӗ - пӗр - пӗр проблемǎна татса парасси. Ку мелпе ушкǎнпа ӗçлеме лайǎх. 2 -мӗш меслет. Ушкǎнпа тавлашни (групповая дискуссия). Тӗллевӗ - пӗр - пӗр задачǎна татса парасси.
4. Проект технологийӗ тата ытти те. Тӗллевӗ - ачасене проектпа творчество ӗçне явǎçтарасси. Çак технологи ачасене хǎйсем тӗллӗн ӗçлеме, шырама, пӗтӗмлетӱсем тума май парать.
Кашни виçӗ çулта пӗрре хамǎн пӗлӗве ӱстерсе тǎратǎп. Эпир çавра сӗтел хушшинче калаçусем те, маçтǎр – классем те ирттеретпӗр. Ачасен ашшӗ - амǎшӗсемпе те садикре ирттеретпӗр. Чи лайǎх опытпа паллашатпǎр, кайран кулленхи ӗçре усǎ куратпǎр. Куллен мӗн те пулин çӗннине кӗртсе пыма, çӗнӗрен - çӗнӗ майсемпе, меслетсемпе усǎ курма тǎрǎшатǎп. Нумай вулатǎп, интересленетӗп, çӗннине татах пӗлес тетӗп. Эпӗ нумай пӗлсен ачасем те нумай пӗлессе шанатǎп. Тӗрӗс воспитании парасси пирӗнтен, воспитательсенчен тата ачасен ашшӗ - амǎшӗсенчен килет. Çавǎнпа пӗрле, пӗр шухǎшлǎ пулса ӗçлемелле. Тӗрлӗ ыйтусене те пӗрле татса памалла.
По теме: методические разработки, презентации и конспекты

Методическая разработка Ачасен пуплевне аталантарассипе сырна занятийен конспекче "Асамла тенче"
Путешествие в чувашскую сказку, используя инновационную технологию "синквейн"....

Консультации для родителей «Уроки милосердия в современной семье» «Воспитание чувства милосердия» «Воспитание у детей чувства доброты и милосердия» «О воспитании милосердия» «Воспитание сердца» «Зорко одно лишь сердце»
Консультации для родителей «Уроки милосердия в современной семье» «Воспитание чувства милосердия»«Воспитание у детей чувства доброты и милосердия»«О...
ТРИЗ технологийӗпе усӑ курса ачасен пуплевне аталантарасси
Кашни воспитатель хӑйне евӗр ҫул-ҫӳревре. Мӗн те пулин ҫӗнни,кӑсӑкли шырать. Ачасене ҫӗнӗлӗх вӗрентес тет, кӑтартас тет. Ачасем мӗн шухӑшланине, вӗсене мӗн кирлине пӗлме тӑрӑшать. Хӑйне ачасен вырӑнне...
Кинезиологи мелӗпе усӑ курса ачасен пуплевне аталантарасси.
Ачасен пуплевне аталантарас тесе мӗн тумалла- ха? Чи малтанах ачапа калаҫмалла,ачасене кӗнеке вуласа памалла,юрӑ-кӗвӗ итлетермелле,ташлатармалла,юрлаттармалла,ачесен ыйтӑвӗсем ҫине тӗрӗс хурав памалл...

Анкета для родителей 1. Что Вы понимаете под термином «патриотическое воспитание»? воспитание любви к Родине; воспитание уважения к старшему поколению; воспитание уважения к традициям и обычаям своего народа; знание истории своей стра
Анкета по патриотическому воспитанию для родителей в детском саду, дает ориентировочно понятия об отношении самих родителей к к патриотическому воспитанию, насколько актуальна это направление в ...

Кĕçĕн ушкăн валли ачасен ăс-тăнне,тавракурăмне аталантарас тĕллевпе хатĕрленĕ „Асанне патĕнче хăнара” темăпа ирттермелли заняти конспекчĕ
Кĕçĕн ушкăн валли ачасен ăс-тăнне,тавракурăмне аталантарас тĕллевпе хатĕрленĕ „Асанне патĕнче хăнара” темăпа ирттермелли заняти конспекчĕПрограмма тытăмĕ:Вĕренÿ тĕллевĕсе...

Конспект НОД Аслă ушкăнри ачасене куҫăм ӗҫ-хӗлӗ урлă чăваш литературипе интереслентересси
middot; Ачасене тĕрĕс утма вĕрентессине анталантарасси: ҫăмăллăн утма, чупма, урисене ҫÿллĕ йăтса утма хăнăхтарасси;· Ачасен хускану опытне пуянлатса пырасси тата хăрушсăрлăх майӗсен...
