Мастер-класс по приготовлению вареников
план-конспект занятия (старшая группа) на тему

Иванова Маргарита Валериевна

Вареники - чувашское национальное блюдо. По старинной традиции любая чувашская девушка должна уметь готовить национальное блюдо.

Скачать:

ВложениеРазмер
Файл master.docx16.67 КБ

Предварительный просмотр:

Мастер – класс «Ачасене хуран кукли пĕçерме вĕрентесси».

     Çак мастер-класс конспекчĕ «Чăваш тараватлăхе»педагогика технологине пурнăçлама пулăшать. Çак мастер-класс  урлă эпир ачасене чăваш культурипе тата унăн йăли-йĕркипе паллаштаратпăр.

    Тĕллевсем: Ачасене чăваш йăли-йĕркипе тата апат-çимĕçĕпе(хуран куклипе) паллаштарасси, вĕсене хатĕрлеме вĕрентесси.

     Ĕç йĕрки:

Воспитатель:Ачасем, паян пирĕн патра хăнасем нумай, айтăр-ха вĕсене сывлăх сунатпăр.

-Ырă кун пултăр!

    Воспитатель: Ĕлĕк-авал чăвашсем хăнасене кукăль-çăмахпа кĕтсе илнĕ, эпир те паян хăнасене валли хуран кукли çупăпăр.Эсир, ачасем хатĕр-и?

Ачасем: Хатĕр!

Воспитатель: Апла пулсан сире , ачасем эпĕ сĕтел умне чĕнетĕп. Çаннисене хăпартăр-ха.

  - Малтанах хуран кукли тăвас тесен чустине хатĕрлемелле.

Чуста çăрма мĕн кирлĕ ачасем?

Ачасем: Шыв, тăвар, çăнăх.

 Ăна çăрма шыв, çăнăх, кăштах тăвар кирлĕ. Çаксене ярса чустана лайăх çăрмалла, ак çакăн пек чуста пулĕ. ( кăтартатăп) . Пирĕн чуста хатĕр.

Халĕ вара кукăль ăшне хатĕрлетпĕр.

Кукаль ăшĕ валли мĕн кирлĕ-ши тата, кам калама пултарать?

Ачасем: Тапăрчă, çăмарта, тăвар,симĕс сухан.

Воспитатель:Ун валли тăпăрчă, çăмарта, тăвар, тутлăрах пултăр тесен симĕс сухан хушмалла, лайăх пăтратмалла, кукăль ăшĕ хатĕр те.

Чуста ывăс çине ан çыпçăнтăр тесен çăнăх кăштах сапмалла. Анчах та питĕ тирпейлĕ пулмалла, çăнăх тăкăнма пултарать.

Халĕ  хуран куклине тума пуçлатпăр. Чустана пĕчĕк татăксем туса касса тухатăп, пĕчĕк йăвасем тăватпăр. 

Çак йăла пирки чăвашсем юрă та хывнă. Ăйтăр – ха пĕр çаврăм  юрă юрласа  илĕпĕр.

( юрă «Кукамипе кукаçи» )

Кукамипе кукаçи

Кукăль пĕçереççĕ 

Кукăль пĕçереççĕ

Хăнана чĕнеççĕ. 

Кукамипе кукаçи

Хăнана каяççĕ 

Хăнана каяççĕ

Юрласа килеççĕ.

Воспитатель:Маттур, ачасем!

 Йăвасене ывăс çине хурса йĕтĕрпе йĕтĕрлетпĕр, çаврашкасем тăватпăр. Пирĕн çаврашкасем пулчĕç. Çаврашкасем çине кукăль ăшне хуратпăр та, кукăль хĕррисене çыпăçтарма пуçлатпăр, хĕррине илемлететпĕр. Ак çакăн пек хуран куклисем пулĕç.

Ачасем, эсир килте хуран кукли пĕçерсе курнă – и? Кампа пĕçерсе курнă?

( Аннепе, асаннепе, кукамайпа).

В: Маттур, ачасем! Пурте тăрăшса ĕçлерĕр.

Халĕ вара сирĕнпе хуран куклисене пĕçерме кайăпăр.

Отдел образования, молодежной политики, физической культуры и спорта администрации Моргаушского района Чувашской Республики

Мастер – класс «Ачасене хуран

кукли пĕçерме вĕрентесси».

Составила: воспитатель

 МБДОУ «Детский сад №27 «Путене»

Иванова Маргарита Валериевна

Моргауши-2018 г.


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

Мастер-класс для родителей "Приготовление чая из лекарственных растений"

Мастер - класс для родителей по приготовлению чая из лекарственных растений....

Праздник «День Матери» (мастер – класс с мамами: приготовление пирожного «Картошка»)

Цель мероприятия:- Развивать у детей интерес к традициям, способствовать созданию теплых взаимоотношений в семье.Задачи: - Воспитывать уважительное отношение к мамам;- Создать праздничное настрое...

Конспект НОД «Весенняя мозаика» (мастер-класс от мам приготовление витаминного салата)

Цель: Создать условия для закрепления понятий «овощи» и «фрукты».Задачи: Добиться уточнения знаний в правильном назывании овощей;Обеспечить применение на практике нарезания ово...

Фестиваль «Вареничный разгуляй» Мастер-класс «Приготовление вареников"

Цель: Развивать у детей интерес к приготовлению пищи. Закреплять приемы работы с тестом: раскатывание скалкой, вырезание кружочков с помощью формочки, оттягивание и защипывание краев. Формировать обще...

Мастер-класс для родителей «Приготовление сырников из творога «Вкусняшка».

В рамках муниципального проекта по питанию в группе №5 «Колобок» Старооскольского городского округа Белгородской области прошел мастер-класс для родителей «Приготовление сырник...

Конспект мастер-класса: "Приготовление вареников"

План-конспект мастер-класса в подготовительной группеТема мастер-класса: «Приготовление вареников. Лепка. Дегустация».Цель: Изготовление пельменей разной формы.Задачи:1. Познаком...

Мастер-класс с педагогами «Приготовление пиццы с сосисками и сыром» 30.04.2023г

Мастер-класс с педагогами «Приготовление пиццы с сосисками и сыром»Цель: познакомить с процессом приготовления пиццы, с профессией повара - пиццайоло, со спецификой его труда....