Лепбук Чăваш Ен - пирен тăван çĕршыв
занимательные факты

Афанасьева Тамара Васильевна

На страницах лепбука можно знакомить с разными чувашскими народными играми, загадками, пословицами, пазл "Собери карту Чувашской Республики", знакомство с чувашским гербом, гимном, флагом. Можно знакомить с жителями лесов на территории республики и др

Скачать:

ВложениеРазмер
Файл lepbuk_chavash_en_-_man_tavan_cershyv._.docx26.43 КБ

Предварительный просмотр:

Чăваш Ен – ман Тăван çĕшыв

Пурнăç улшăннă май вĕрентĕве те чылай çĕнĕлĕх кĕрет. Шкулчченхи вĕренĕвĕн тĕллевĕсемпе задачисем, содержанийĕ, тытăмĕ общесво пурнăçĕпе килĕшÿллĕ улшăнса пыраççĕ. Çавна май шкул çулне çитмен ачасене воспитани паракан кашни педагогах вĕренĕве тивĕçлĕ пахалăх шайне çĕклеме, çĕнĕлĕх пултарулăхне вăйлатма тивĕç. Çакă обществăпа патшалăхăн хальи тата малашнехи çивĕч ыйтăвĕсене тивĕçтерме кирлĕ.

Шкулчченхи вĕренĕве тивĕçлĕ шайра тытса пыма педагог яланах ачан çул ÿсĕмĕпе тата пайăр уйрăмлăхĕсемпе килĕшÿллĕн, унăн ÿт-пĕвĕпе ăс-хакăлне пур енлĕн аталантарма тĕрлĕ çул-йĕр шырать.

Малалла эпир сире хамăр ĕçре усă куракан интереслĕ методика пособийĕ – лепбукпа паллаштарасшăн.

Мĕн-ха вăл лепбук?

Акăлчан чĕлхинчен чăвашла куçарсан лепбука «чĕрçи çинчи кĕнеке», е тематикăллă папка, е тата пĕр-пĕр темăпа çыхăннă хытă хут çинчи кармансенчи пĕчĕк кĕнекесем, диаграммăсем урлă вырнаçтарнă пособи теме  пулать. Урахла каласан педагог, пĕр-пĕр темăпа тĕрлĕ тĕслĕ формăсенчен çыпăçтарса «чĕрçи синчи кенекене» хитрелетсе  хатĕрлет.

Чылай чухне лепбука хыта хутран е картонран ăсталаççĕ. Чи кирли, лепбук чĕрçи çинче вырнаçмалла.

Пĕтĕмлетсе каласан ачана çĕнĕ пĕлÿ «тупма», пухма, çак ĕçре пуçаруллă пулма хавхалантарма, пĕлÿ шырас ĕçе тĕллевлĕн, план тăрăх туса пыма хавхалантаракан пособи шутланать лепбук.

Мĕншĕн лепбук форми суйласа илтĕмĕр-ха эпир?

Пирĕн шутпа, çакă ачана пĕлÿ çăл куçĕсемпе харпăр хăй тĕллĕн усă курма хăнăхтарать, маларах илнĕ информацие лайăхрах астуса юлма пулăшать тата ачашăн çак мел кăсăклă пулнине те палăртса хăвармалла. Паллах, ача аталанăвĕнче, вĕренÿ ĕçне йĕркелессинче вăйă тĕп вырăнта пулмалла.

Лепбукпа кашни ачапа уйрăммăн та, ушкăнпа та ĕçлеме меллĕ. Чи  пахи, нумай хутчен усă курма пулать ку пособипе.

Теми те, йывăрлăхĕ те (сложность) лепбукăн тĕрлĕрен пулма пултарать.

Лепбук:

  • Информациллĕ;
  • Нумайфункциллĕ:  творчествăна, тимлĕхе аталантарма пулăшать;
  • Сăнав- шырав мелĕсене пĕччен тата йышпа тумашкăн хăнахтарать;
  • Раççейĕ ытти кĕтесĕсемпе, юнашар республикăсемпе тата облаçсемпе кăсăклантарать;
  • Таврари тĕнчене пĕлес кăмăл-туртăма çĕклет.

Пирĕн лепбук теми: «Чăваш Ен – ман Тăван çĕршыв». Вăл асăннă темăпа çыхăннă хытă картонран хатĕрленĕ 10 страницăллă кармансен, карточкăсен, пĕчĕк кĕнекесен, вăйăсен пуххи.

Ĕçĕн тĕллевĕ – ачана хăйĕн тăван енне лайăхрах пĕлме туртăнтарасси, пухнă пĕлÿпе пурнăçра усă курасси. Тăван республикăпа, районпа, ялпа ытларах паллаштарасси, унăн уйрăм паллисене асăрхасси (ăçта вырнаçнă мĕнле çурт-йĕр пур). Паллă вырăнсем (театрсем, музейсем, палăксем). Халăх ăçта ытларах ĕçлет (çĕр ĕçĕнче, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессинче, вăрманта, промышленность предприятийĕсенче).

Задачисем:

  • Республика тĕп хули Шупашкар, Раççей тĕп хули Мускав пулнине ăнланса илни.
  • Пĕтĕм çĕршывăн тата хамăр республикăн патшалăх символĕсемпе (ялав, герб, гимн) лайăхрах паллашни.
  •  Чăваш халăхĕн авалхи кун-çулне, унăн культура тымарĕсене, хальхи Чăваш Республикин культурăпа хуçалăх аталанăвне, унăн карттине пĕлекен пулни.Ачасене çакна ăнлантармалла: Раççей тытăмне суверенлă республикăсем кĕреççĕ, вал шутра пирĕнпе кÿршĕллĕ Тутарстан, Марий Эл, Мордва Республики, Пушкăртстан тата ыт.те, вĕсен çĕрĕнчи çут çанталăк уйрăмлăхĕсем, экономикăпа промышленность, культура аталанăвĕ çинчен май пур таран пĕлÿ памалла.
  • Раççей таврашĕнчи çĕршывсем çинчен, вĕсен ячĕсем çинчен каламалла: Белорусси, Украина, Казахстан тата ыт.те, вĕсен культурипе, йăли-йĕркипе, геграфи тăрăмĕпе, паллă уйрăмлăхĕсемпе кăштах паллаштармалла.
  • Чăваш Республикинче, Раççĕйре нумай наци çыннисем пурăннине пĕтĕмĕшле пĕлни, вĕсен чĕлхи, культури ăрасна пулнине ăнкарни; урăх наци çыннисен хăйне май уйрăмлахĕсене, ĕç-пуçне чухлани.
  • Обществăри çынсен тĕрлĕ ушкăнĕсене, тĕрлĕ наци çыннисене хисеплеме, вĕсемпе ырă кăмăллăн хутшăнма  хăнăхтарни.

 

«Чăваш Ен – ман Тăван çĕршыв» лепбукăн тытăмĕ:

2 страница

  • Чăваш Республикин Президенчĕн портречĕ. Патшалăх символики: герб, ялав, гимн.

3 страница

  • Чăваш картти. Районсем. Хуласем.
  • «Мĕн-ши вăл Тăван çĕршыв?» вăйă.  

4 страница

  • «Чăваш Ен! Санпа мухтанатпăр!» пĕчĕк кĕнеке (паллă вырăнсем: палăксем, парксем, аслă вĕренÿ заведенийĕсем т.ыт.те).
  • Чăвашсен паллă çыннисем (И.Я.Яковлев, А.Г.Николаев, С.Федоров, Вера Кузьмина, Надежда Павлова т.ыт.те)
  • «Шухăша вĕçле» вăйă

5 страница

  • «Çĕр пин сăмах, çĕр пин юрă, çĕр пин тĕрĕ» кармансем (ачасем валли сăвăсен, юмахсен пуххи)
  • «Эреше малалла тăс» вăйă

6 страница

  • «Чăваш карттине пуçтар» карман (тĕрлĕ геометрии фигурисенчен чăваш картине пухасси)

7 страница

  • Словарь ĕçĕ
  • Йĕрлесе тух, сăрласа илемлет
  • Кайăка сырăш патне вĕçсе çитме пулăш
  • Текстпа ĕçлени (пăнчăсем вырăнне кирлĕ сăмах суйласси)

8 страница

  • Пирĕн тăрăхри паллă çынсем: Гаврил Луç поэт

9 страница

  • Ака уйăхĕн 25-мĕшĕ – Чăваш чĕлхи кунĕ (Йĕпреç районĕн Хурамалти «Çуркунне» ача садĕнче çулсерен чăваш чĕлхи уявне халалласа ирттернĕ уяври сăн ÿкерчĕксем)
  • Пирĕн тăрăхри паллă вырăнсем (сăн ÿкерчĕксем: Хурамал салинчи чиркÿ, вăрçăра пуç хунă салтаксене халалланă палăк, ваттисен çурчĕ, лавккасем, садри «Родные просторы» кану комплексĕ, т.ыт.те)

10 страница

  • «Пирĕн тăрăхри паллă çынсем: Гаврил Луç поэт» аслă ушкăнра лепбук технологийĕпе ирттермелли тулли заняти конспекчĕ

Усă курнă литература:

  1. Ачасене шкулччен вĕрентмелли программа / Л.В.Кузнецова т.ыт.те – Шупашкар: Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн издательстви, 2009. – 367 с.
  2. Юратупа эп килтĕм тĕнчене / Гаврил Луç – Шупашкар, 1999 ç. – 64 с.
  3. Амăшĕпе хĕрĕ / Гаврил Луç – Шупашкар, 2001 ç. – 64 с.
  4. Тăван тавралăх / Гаврил Луç – Шупашкар, 2003 ç. – 56 с.
  5. Чупать-ха пурнăç урхамахĕ / Гаврил Луç – Шупашкар, 2005 ç. – 56 с.
  6. Хумс хĕрринче çуралнă юрату / Гаврил Луç – Шупашкар, 2008 ç. – 98 с.
  7. Сонетăмсем-çунатăмсем / Гаврил Луç – Шупашкар, 2008 ç. – 64 с.
  8. Юрату – тĕнче тытăмĕ / Гаврил Луç – Шупашкар,2010 ç. – 95 с.
  9. ЧХС:V. Чăваш халăх сăмахлăхĕ. V том. Вак жанрсем. Шупашкар, 1984.
  10. ЧХС:VI. Чăваш халăх сăмахлăхĕ. VI том. 1-мĕш пайĕ. Ача-пăча сăмахлăхĕ. Шупашкар, 1985.
  11. http://yapk87.ru/wp-content/uploads/2019/10/Лэпбук.pdf


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

План-конспект непосредственной образовательной деятельности с детьми старшей группы "Савнă ен, чăваш çěршывě"

Расширять представление детей о родном крае, объяснить как важно жить в мире со всеми народами, знать и уважать их культуру, обычаи, традиции...

Курбанова Н.Э. музыкальный руководитель МБДОУ № 49 Лепбук как средство развития познавательной активности детей. Лепбук-Весна.

В связи с внедрением ФГОС ДО перед педагогами стоит задача поиска новых нестандартных форм взаимодействия с воспитанниками. Педагог должен проявлять мобильность.  Что же такое лепбук. Лэпбук (la...