Чăвашсен асамлă тĕнчи
план-конспект занятия (подготовительная группа)
Музыкальная образовательная деятельность на родном чувашском языке.
Скачать:
| Вложение | Размер |
|---|---|
| 78 КБ |
Предварительный просмотр:
Чаваш Республикин Красноармейски округĕн
«Шкул çулне çитмен ачасене вĕрентекен
муниципаллă бюджетлă вĕренÿ учрежденийĕ
«Пучах» ача сачĕ
6-7 ҫулхи ачасем валли хатĕрленĕ методика хатӗрлевӗ
Теми:
«Асамлă тĕнче»
Сценарин авторĕ:
музыка ертÿçи
Великова Любовь Витальевна
Красноармейски сали
2024
Умĕн калани
Ача-пăча керменĕнче ĕçленĕ май, шкул çулне çитмен ачасене илемлĕхпе эстетика тĕлĕшĕнчен аталантарасси, вĕсен тăван пуплев культурине тата пултарулăхне мĕн пĕчĕкрен çÿлерен - çÿле çĕклесси, паянхи куна илсен, пелтерĕшлĕ вырăн йышăнать тесе шутлатăп. Мĕншĕн тесен хальхи саманара обществăра тĕрлĕ улшунусем пулса иртеççĕ, тăван чĕлхепе калаçакан, ăна ăнланакан, унăн пуянлăхне хаклакан ачасем пирĕн хушăра питĕ сайра курăна пуçларĕç. Çавăнпа та занятисене те чăн чăвашла ирттерме питĕ йывар. Ку пĕрре. Тата тепĕр йывăрлăх вăл маншăн - музыка ертÿçисем валли ĕçре усă курмалли чăвашла хывнă занятисен конспекчĕсем, Программисем, вĕрентÿ пособийĕсем сахалрах пулни, пач çукки. Çавăнпа та сире сĕннĕ заняти конспекчĕ шкул çулне çитмен ачасемпе еçлекен педагогсем валли усăллă пуласса шанатăп.
Ĕç тĕллевĕ: ачасене мĕн пĕчĕкрен илемлĕхпе эстетика тĕлĕшĕнчен аталантарасси, тăван чĕлхен пуянлăхне курма, юратма, упрама тата хаклама вĕрентесси, ачасен тавра курăмне, пултарулахне тата пуплев культурине аталантарасси.
Ӑс-тӑн задачисем:
- Вӑйӑсемпе сӑвӑ-юрӑ, чăваш халăх юмахĕ урлӑ чӑваш чӗлхине юратма вӗрентесси.
- Чӗлхе илемӗпе пуянлӑхне туйма, пӗлӳллӗхе ӳстерме пулӑшасси.
Аталану задачисем:
- Ачасен тавракурӑмне, пултарулахне ӳстересси.
- Ӗмӗрсем хушшинче аталанса пынӑ чӑваш чӗлхин пуянлӑхӗпе, ачасене тӗплӗнрех паллаштарасси.
Воспитани задачисем:
- Юрă – кĕвĕре тăван чĕлхен илемне курма, туйма хăнăхтарасси;
- Пĕр – пĕрин калаçăвне тимлĕн итлеме хăнăхтарасси.
Малтан туса ирттернӗ ӗҫсем: сăвăсем, юрăсем, ташăсемпе вăйăсем вĕрентни, юмах лартни. Ачасем валли тӗрленӗ кӗпесем, алшăлисем хатӗрлени. Чӑваш чӗлхин пуянлӑхне уҫса паракан кӗнекесен выставкине йĕркелени.
Усă курнă меслетсемпе мелсем: вĕрентекенĕн сӑмахӗ, ачасен илемлӗ вулавӗ, уйрӑмшарӑн сӑвӑсем вулани, юрăсем шăрантарни, тĕрлĕ вайăсем выляни, юмах кăтартни.
Ĕç юхăмĕ.
Музыка ертÿçи: Ырă кун пултăр, ачасем!
Килĕр, иртĕр, хаклă туссем!
Эсир килсен кăмăл тулать.
Чунра хаваслăх çуралать.
Паян эпĕ сире ĕмĕрсем хушши аталанса пынă чăваш сăвви-юрри, вайă тата асамлă юмах тĕнчине чĕнетĕп. Эсир хирĕç мар-и? Сирĕн унта пулса курас килет-и?
Ачасен тĕслĕхлĕ хуравĕсем: хирĕç мар, хаваспах пулса курăпăр.
Музыка ертÿçи: эппин вăйă картине тăрар та чăвашсен асмлă тĕнчине васкар.
(«Çеҫенхирти, ай шур хурăн» вайă юрри янăрать, ачасем алă тытăнса вайă картинче утаççĕ те юлашкинчен пукансем çине вырнаçса лараççĕ)
Музыка ертÿçи: Кашни халăхăн хайĕн чĕлхе, хайĕн пуянлахĕ, çапла вĕть? Пирĕн те, Чаваш Республикинче пурăнакан чăваш çыннисен, хамăрăн чĕлхе. Вăл – чăваш чĕлхи! Ман шутпа вăл чи сӑвапли, хитри тата ырă ятли. Пирĕн халăх ăна темиҫе ӗмӗр хушши аталантарнӑ, якатнӑ. Ҫавӑнпа та вӑл пуян та илемлӗ, янравлӑ та ҫепӗҫ, ырӑ та асамлӑ. Атьăр-ха паян çав чĕлхепе калаçар, сăвăсем янратар.
1 вулакан: Эп-чăваш ачи, саватăп
Хамăрăн чăваш çĕрне.
Вăл кипке те ман, сăпка та
Ăна манмăп ĕмĕрне!
2 вулакан: Эп-чăваш ачи, саватăп
Чĕвĕл-чĕвĕл чĕлхене.
Юратап сăвва, юрра та,
Купăса та кĕслене.
Музыка ертÿçи: ун пек пулсан тăсса ярас купăса, савăнар-ха пĕрле юрласа, ташласа!
(Ачасем Р. Сарпи çырнă, Л. Кинер кĕвĕленĕ «Тухрăм эпĕ урама» юрра шăрантараççĕ, ташлаççĕ. Юрра «Юрлар, ташлар, савăнар» кĕнекерен 6 страницăран илнĕ).
1 Тухрӑм эпӗ урама
Тусӑмсемпе вылама.
Тусӑмсемпе выляма
Ытла ырӑ-ҫке хама.
Хушса юрламалли:
Эй-хей, хай-хай-хай!
Ташша ярар кӗвӗ май!
Эпир хастар ташлама!
Саркаланса выляма!
2 Ак, вылятпӑр тытмалла,
Ак, вылятпӑр тармалла.
Вылясассӑн лапталла
Пирӗн ташӑ ҫапмалла.
3 Тух-ха эсӗ, Алина!
Вӑййа чӗнетӗп сана!
Тӑпӑртатса ташласам!
Алӑ ҫупса тӑрам хам.
4 Пӗрре, иккӗ, виҫҫӗ, тваттӑ -
Шутлама эпир хастар.
Ӳссен паттӑр пулатпӑр,
Атя, тусӑм, яра пар!
Музыка ертÿçи: маттур, ачасем! Эсир паттăр пуласса, чăнах, шанас килеть. (çав вăхатра, сисмен çĕртен пĕр мучи утса тухать, Мучи рольне воспитатель вылять).
Мучи: сыва-и ачасем? Ман килес. Килтĕм сирĕн пата юмах-халап юптарма. Паянхи юмах хура кушак çинчен пулĕ. Тимлĕ итлĕр.
Мучи: пĕр пĕчĕк пÿртре карчăкпа старик пурăннă тет. Вĕсен пĕр хура кушак пулнă. Пĕррехинче çав кушак вăрмана каять. Çул çинче пÿрт лартать. Çав çулпа пĕр мулкач иртсе пырать, пÿрт тĕлне çитсен тĕлĕнсе ыйтать:
Мулкач: пирĕн çул çине кам пÿрт лартнă?
Мучи: кушак кантăкран хÿрине кăларса çапла хуравлать :
Кушак: кушак-тус лартнă, хăй паян сунара кайнă, ĕнер пĕр мулкач тытса килнĕччĕ те… паян тем тытса килĕ ĕнтĕ?
Мулкач: аюй, тен мана та тытса çийĕ, часрах тарса пытанас.
Мучи: Тăрсан-тăрсан çул çине кашкăр тухать.
Кашкăр: пирĕн çул çине кам пÿрт лартнă?
Кушак: кушак-тус лартнă, хăй паян сунара кайнă, ĕнер пĕр кашкăр тытса килнĕччĕ те… паян тем тытса килĕ ĕнтĕ?
Кашкăр: кашкăр тетĕн-и? Мĕнле-ха капла? Часрах тараса пытанас
Мучи: нумай та вăхăт иртместь, çул çине упа мĕкĕрсе тухать.
Упа: у-у-у, пирĕн çул çине кам пÿрт лартнă?
Кушак: кушак-тус лартнă, хăй паян сунара кайнă, ĕнер пĕр упа тытса килнĕччĕ те… паян тем тытса килĕ?
Упа: ак тамаша, илтрĕр-и? Упа тытнă тет. Мĕн тавас? Тарас!
Кушак: эх-хэ-хэ, упана та улталаса хăратрăм! (ташлать)
Упа: у-у-у-у, кашкăр, мулкач, килĕр кунта. Кушака хăнана чĕнер, атту пире пурне те тытса çийĕ.
Кашкăрпа Мулкач: чĕнер, чĕнер.
Кашкăр: эсĕ упа пыл хатĕрле, эпĕ сурăх тытса килĕп.
Упа: юрĕ.
Мулкач: эпĕ кушака чĕнсе килĕп (пурте саланаççĕ)
Мулкач: кушак-тус, атя хăнана.
Кушак: хаваспах, хаваспах.
Мучи: Вĕсем çитнĕ çĕре упа йываç тăринче ларать, кашкăрĕ - шăтăка чăмать. Мулкачĕ, вĕсене кура, çупă айне кĕрсе çухалать. Кушакĕ вара, пăхăр-ха, мĕн хăтланать…
Кушак: ай, тутлă.
Мучи: юмах мĕнпе вĕçленнине пĕлес килеть-и?
Ачасен тĕслĕхлĕ хуравĕсем: пĕлес килеть, паллах.
Мучи: Мулкачĕ пуçне çапă айĕнчен кăшт çех çĕклесе пахать, кушакĕ шăши пуль тесе ун çине хăпарса та ларать. Упи хăранипе йывăç çинчен ÿкеть, кашăрĕ курмасăрах тăрса юлать, мулкачĕ çинчен калаçмалли те çук. Вот çапла, манăн юмах вĕçленчĕ, çитменнине - çитерĕр, ытлашшине – каçарăр.
Музыка ертÿçи: тĕлĕнмелле интереслĕ юмах хатĕрленĕ пире валли Мучи. Тавах ăна уншăн. Ачасем ларса итлесе ывăнтăр та пулĕ, атьăр-ха пĕр вайă выляр?
Ачасен хуравĕ: выляр, выляр!
Музыка ертÿç: мĕнле вайă выльăпăр?
Ачасен хуравĕ: упалла выляр!
Музыка ертÿçи: Кам Упа пулать?
Ачасен хуравĕ: шутласа тупăпăр:
Ку - каять.
Ку – чупать.
Ку – юлать.
Ку – тытаканни пулать!
(Ачасем вайă картинче тăраççĕ, Упа вара - вĕсен хушăра утса çÿреть. Вылякансем унăн тавра юрласа утаççĕ):
Акă упа-утаман,
Ик урапа утакан.
Ачасене хăратать,
Ачасене хăвалать.
(Упа мĕкĕрсе ярать те ачасене хăвалама тытăнать, ачасем пурте тарса пĕтеççĕ, пукансем çине кайса лараçсĕ)
Музыка ертÿçи: ну, мĕнех, тусăмсем, эпир паян сирĕнпе чăвашла юрларăмăр, чăвашла ташларăмăр, сăвасем каларăмăр, вайă картинче те пулса куртăмăр. Ачасем, сире çак асамлă тĕнчере пулма килĕшрĕ-и? Мĕн ытларах аса юлчĕ?
(ачасен хуравĕсене итлесе пĕтернĕ хыççăн):
Паянхи тĕл пулу чăвашсен пуянлăхне, тăван чĕлхене упрама, ăна аталантарма пулăшрĕ пуль тетĕп. Халĕ вара, сирĕнпе сыв пулашма та вăхăт çитрĕ. Вайă картине тăрса килелле каяр. Сывă пулăр, ачасем! Тепре тĕл пуличчен!
Усă курнă литература:
1. Чăваш халăх пултарулăхĕ. Ача – пăча фольклорĕ.- Шупашкар: Чăваш кĕнеке издательстви, 2009. -415с.
2.Чӑваш музыки ача садӗнче.- Шупашкар: Чăваш кĕнеке издательстви,1995
5.Праздники на земле Улыпа.- Методическое пособие для дошкольных образовательных учреждений. Чебоксары, 2006. Под ред. Р.Б.Кузьминой. Издатеьство Л.А.Наумова.
8.Ачасене шкулччен вĕрентмелли тĕслĕх программа. Т.В.Артемьева, С.Г.Михайлова, Н.В.Иванова; Шупашкар. Чӑваш кĕнеке издательстви 2015ç.
9.«Ачасене шкулччен вĕрентмелли программа». Шупашкар, 2009ç. Л.В.Кузнецова
10. Р. Сарпи, Л. Кинер «Юрлар, ташлар, савăнар» ача-пăча юррисем, Шупашкар, 2012.
По теме: методические разработки, презентации и конспекты

Чǎвашсен ĕлĕк- авалхи йĕрки тǎрǎх ирттернĕ «Çǎварни» уявĕн сценарийĕ
Методическая разработка будет полезна для воспитателей дошкольных учреждений обучающих чувашскому языку как неродному. Для проведения образовательной деятельности в старшей группе в ДОУ....

Методическая разработка Ачасен пуплевне аталантарассипе сырна занятийен конспекче "Асамла тенче"
Путешествие в чувашскую сказку, используя инновационную технологию "синквейн"....
Аслă ушкăнти ачасемпе вăй-хал тěлěшěнчен аталанмалли сценари конспекчě «Асамлӑ Чечек»
Ěç тӗллевӗ: вӑйӑ стретчингӗн технологийӗ урлӑ чӑваш чӗлхине вӗренессиЗадачӑсем:-тӗрӗс вылямалли стретчинг техникине йӗркелесси;-ҫӗнӗ сӑмахсемпе паллаштарасси: вãрман; малтан вӗреннӗ сӑмахсене ҫи...


