Конспект занятий "Волшебница вода" («Асамлă шыв»)
план-конспект занятия по окружающему миру (старшая группа)
«Асамлă шыв» темăпа çырнă методика кăтартăвě
Аслӑ ушкăн валли хатерленӗ ачасен тавракурӑмне аталантарас темӑпа „Асамлă шыв“ заняти конспекчӗ.
МБОУ «Ачакасинская ООШ
имени Героя Советского Союза
А.П.Петрова» воспитатель ВасильеваЛ.Г. пурнӑҫланӑ
с.Ачакасы 2026г.

Ӗҫ тӗллевӗсем: ачасен тавракурӑмне аталантарасси, шыв тĕрлĕ формăллă пулнине тата унăн паллисене пĕтĕмлетсе ăса хывасси.
-шыв тĕрлĕрен пулнипе çыхăннă пулăмсене курса сăмахпа палăртма пултарнине çирĕплетсе хăварасси;
-шыв ӳсен-тăрансемшĕн, чĕр чунсемшĕн, çынсемшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине асра тытасси;
-шыв япаласене ирĕлтерме пултарнине тĕпчесе пĕтĕмлетӳ тăвасси, шыва тасатма вĕренесси;
-тĕпчев ĕçесем тума хăнăхтарасси,алăсене аталантарасси;
- ачасемпе пĕрле туслă ĕçлеме хăнăхтарасси;
-шыва упрама вĕрентесси;
-ачасен чĕлхине аталантарасси, тупмалли юмахсенчи сăнарлă çаврăнăшсене ăнланма вĕренесси.
Ĕç хатĕрĕсем: пластик стакансем (хĕрлĕ, симĕс, кăвак йĕрлисем),фильтăр хучĕ, варинке,кашăк, сахăр,тăвар, çăнăх, мультимидейнăй доска хатĕрĕсем, кĕвĕ ямалли хатĕрсем, шыв паллине пĕлтерекен схемăсем, фильтр,тумлам паллисем.
Туса иртернӗ ӗҫсем:
- шыв çинчен калаçу ирттернĕ, этемшĕн шыв мĕн вырăнĕнче, унăн пĕлтерĕшĕ çинчен ăнлантарса панă;
- тĕчев ĕçĕсем ирттернĕ, унта шыв форми, тĕсĕ, шăршĕ паллисене çирĕплетсе хăварнă;
- Шыв çинчен иллюстрацисем пăхнă, илемлĕ литература вуланă;
- уçăлса çӳренĕ вăхăтра пĕлĕтсене,çумăра, тĕтрене, пас тытнине, сывлăм ӳкнине сăнанă;
- „Шыв мĕнле пулать?” вăйă вылянă.
Ӗҫ йӗрки.
Воспитатель: Ачасем, айтăр паян „асамлă шыв” уяв иртерер. Çавăнпа та эпир асамлă уçланкăна çул тытăпăр. Мĕнпе кайма пулать-ха унта? Шухăшласа пăхăр-ха.
Ачасем: Хăмпăпа вĕçме пулать, самолётпа, автобуспа та кайма пулать.
Воспитатель:Тĕрĕс ачасем.Эпĕ сире асамлă уçланкăна пĕлĕт çинче вĕçсе кайма сĕнесшĕн. Эпĕ пĕлĕчĕ пулăп , эсир вара манăн тумламсем.(Ачасем хăйсем çине тумлам паллисем çакаççĕ). Эпир пурте куçсене хупатпăр та, вĕçетпĕр.
(Илемлĕ, лăпкă кĕвĕ янăрать).
Эпир улăхсем, çарансем урлă вĕçетпĕр. Акă вăрмана çитрĕмĕр.Инçех те мар уçланкă, унта ерипен анса лартăмăр. Ку асамлă уçланкă. Пире кунта интереслĕ тупмалли юмахсем кĕтеççĕ. Вĕсен тупсăмĕсене пĕлеетпĕр-ши эпир?
(Мультимидейный доска çине тупмалли юмахсемпе слайтсем тухаççĕ. Ачасем тĕрĕс хурав парсан тупсăмĕ экран çине тухать).
Воспитатель: Ачасем тимлĕ итлĕр. Пĕрремĕш тупмалли юмах:
Мана кĕтеççĕ, мана курсан тарса пытанаççĕ.
Мĕн пулать-ши ку,ачасем?
Ачасем: Çумăр.
Воспитатель: Тĕрĕс.
(Экран çине терĕс хуравăн ӳкерчĕкĕ тухать.)
Воспитатель: Иккĕмĕш тупмалли юмах:
Тулта купа, пӳртре шыв.
Мĕн ку,ачасем?
Ачасем: Юр.

Воспитатель: Виççĕмĕш тупмалли юмах:
Сивĕпе çуралать, ăшăпа çухалать.
Мĕн ку,ачасем?
Ачасем: Пăр.

Воспитатель: Тăватăмĕш тупмалли юмах:
Атте садне шупăр витнĕ.
Мĕн ку,ачасем?
Ачасем: Пас тытни.

Воспитатель: Пиллĕкмĕш тупмалли юмах:
Куратăр пур тытма çук.
Мĕн ку,ачасем?
Ачасем: Тĕтре.

Воспитатель: Ултăмĕш тупмалли юмах:
Алăсăр, урасăр анаталла çул хывать.
Мĕн ку,ачасем?
Ачасем: Юхан шыв.

Воспитатель: Маттур, ачасем. Тупмалли юмахсен тупсăмĕсене хăвăртах тавçăрса илтĕр.Çакă тупмалли юмахсене пурне те мĕн пĕрлештереть-ши?
Ачасен хуравĕсем.
Воспитатель: Тĕрĕс, ачасем. Çакă тупмалли юмахсем пурне те шыв çинчен пулаҫҫӗ.
Ачасем, эпĕ сире шыв вăртăнлăхĕсене тĕпчеме лабораторие чĕнесшĕн.
Аса илер-ха мĕн вăл лаборатори?
Ачасен хуравĕсем.
Воспитатель: Тĕрĕс, ачасем, лабораторире опытсем, тĕпчев ĕçĕсем тăваççĕ. Айтăр эпир сирĕнпе чăн-чăн тĕпчевçĕсем пулар.
(Воспитательпе ачасем лабораторине каяççĕ.)
Малтанах лабораторинче хамăра мĕнле тытмаллине аса илер.
Ачасем: Яланах тирпейлĕ, асăрхануллă пулмалла, тимлĕ ĕçлемелле.
Воспитатель: Аса илер-ха шыв паллисене.
Ачасем: Шывăн форми çук, вăл тутсăр, унăн шарши те çук, витĕр курăнать, юхать, шĕвек.
Воспитатель: Маттур, ачасем, тĕрĕс. Паян эпир сирĕнпе шывăн тепĕр паллине, унăн вăртăнлăхне тупăпăр.
Сирĕн сĕтелсем çинче ывăссем. Вĕсем çинче стакансем. Стакансем ăшĕнче тĕрлĕ япаласем вырнаçнă: хĕрлĕ йĕрлĕ стаканра-сахăр,симĕс йĕрлĕ стаканра-тăвар,кăвак йĕрлĕ стаканра çăнăх. Асра тытăр, ан манăр.
(Воспитатель ачасене асăрхатарса хăварать)
Воспитатель: Ачасем, япаласене çисе пăхма юрамасть,
Асăрханса шăршламалла,ал лапипе шăршăна стакан еннелле сирмелле.
Воспитатель: Сирĕн пĕр савăт çинче шыв пур. Стаканри япаласене шывра ирĕлтерсе пăхăпăр.
Тăвар янă стакан çине шыв яратпăр, ăна кашăкпа пăтрататпăр.
(Ачасем хăйсем тĕллĕнех ĕçлеççĕ, кирлĕ чухне тăкăннă шыва пусмапа шăлса типĕтеççĕ).
Воспитатель: Ачасем, тăварпа мĕн пулчĕ?
Ачасем: Тăвар шывра ирĕлчĕ.
Воспитатель: Шывĕ мĕн тĕслĕ?
Ачасем: Шывĕ тăрă.
Воспитатель: Халĕ шыва сахăр яна стакан çине ярăпăр, пăтратăпăр.
(Ачасем ĕçлеççĕ).
Воспитатель: Мĕн пулчĕ сахăрпа?
Ачасем: Сахăр шывра ирĕлчĕ.
Воспитатель: Шывĕ мĕнле?
Ачасем: Шывĕ тăрă.
Воспитатель: Халĕ çăнăх янă стакан çине шыв ярăпăр, пăтратăпăр.
Ачасем ĕçлеççĕ.
Воспитатель: Çăнăх шывра мĕн турĕ? Шыв мĕнле пулса тăчĕ?
Ачасем: Çăнăх шывра ирĕлчĕ, анчах та веçех мар. Хăшпĕр пĕрчĕсем ирĕлмерĕç. Шывĕ вара таса мар, пăтранчăк, шуранка пулса тăчĕ.
Воспитатель: Ачасем, маттур, тĕрĕс, çăнăх шывра пĕтĕмпех ирĕлсе пĕтмерĕ. Шывĕ чăнахах та пăтранчăк, шуранка.
Воспитатель: Халĕ, ачасем, физкультура тăхтавĕ тăвăпăр.
Шăппăн хумханать çырма
Эпир ишетпĕр шывра
Тӳпере пĕлĕтсем
Вĕçсе кайрĕç кам- ăçта
Эпир тухрăмăр шывран
Типĕнмешкĕн утатпăр
Унтан вăрăммăн сывлатпăр
Хăйăр çине ларатпăр.
(Сăмахсем каланă вăхăтра ачасем хусканусем тăваççĕ.)
Воспитатель: Тепчев ĕçне малалла тăсăпăр.
Ачасем, çакă пăтранчăк шыва тасатма пулать. Шыв тасатма ятарлă фильтрсем усă кураççĕ. Эпир вара чи ансат фильтрпа усă курăпăр.
Айтăр тĕпчев ĕçĕ тăвăпăр.Сирĕн умăрта салфеткăсем, тата варинкесем пур. Вĕсене фильтр хатĕрлеме усă курăпăр.
(Воспитатель ачасене салфеткăна варинке ăшне мĕнле вынаçтармаллине ăнлантарса парать.)
Воспитатель: Халĕ фильтăрсене хатĕрлĕпĕр. Вĕсене таса савăт çине хурăпăр.
(Ачасем ĕçлеççĕ. Воспитатель вĕсен ĕçĕсене тĕрĕслеть.)
Воспитатель: Маттур, ачасем, пурин те фильтрсем хатĕр. Айтăр вĕсене ĕçлетерсе пăхар. Асăрхануллă, ерипен, васкамасăр пăтранчăк шыва фильтр çине ярăпăр.
(Ачасем ĕçлеççĕ).
Воспитатель: Шыв юхса пĕтсен, ерипен, асăрхануллă фильтăра илсе хуратпăр. Мĕн асăрхама пулать? Шыв мĕнлерех?
Ачасем: Шыв тасалчĕ.
Воспитатель: Шыври çăнăх ăçта кайса кĕчĕ?
Ачасем: Çăнăх фильтр вырăнне усă курнă салфеткă çине юлчĕ.
Воспитатель: Ачасем, эпир сирĕнпе тепчев ĕçĕ иртертĕмĕр. Шывăн тепĕр мĕнле вăртăнлăхĕ пĕлтĕмĕр?
Ачасем: Шывра сахăр, тăвар, çăнăх ирĕлет. Шыва тасатма фильтр усă кураççĕ.
Воспитатель: Эпир сирĕнпе шыва тасатмалли чи ансат меслет пирки пĕлтĕмĕр.
Акă манăн алăра лавкара туяннă фильтр. Унпала çакăн пек усă кураççĕ.
(Воспитатель фильтр мĕнле ĕçленине кăтартать.Пăтранчăк шыва тасатать.)
Воспитатель: Эпир сирĕнпе халĕ вăйă выльăпăр. Вăл „ Шыв мĕнле пулат ?” ятлă.
(Ачасем çавракана тăраççĕ. Воспитатель аллинче асамлă туя. Вăл ачасене черетпе туя парать, вара ыйтать :„Шыв мĕнле пулать?” Ачасем хуравлаççĕ те туяна каялла тавăрса параççĕ. Вăйă тăсăлать.)
Воспитатель: Ачасем, шыв пире мĕн тума кирлĕ?
Ачасем: Шыв пире ĕçме, апат пĕçерме, çăвăнма, ӳсен-тăрансене шăварма, тумтир çума, выльăх-чĕрлĕхе валли кирлĕ.
Воспитатель: Маттур, ачасем. Халĕ пирĕн каялла хамăрăн группăна таврăнма вăхăт çитрĕ.
Хамăрăн асамлă тумламсене тăхăнса пĕлĕт çинче вĕçсе кайăпăр.
(Ачасем тумламĕсене тăхăнаççĕ те, куçĕсене хупаççĕ. Илемлĕ, лăпкă кĕвĕ янăрать.)
Воспитатель: Эпир улăхсем, çарансем урлă вĕçетпĕр. Инçех те мар пирĕн ача сачĕ курăнать. Унта çитрĕмĕр,аннса лартăмăр.
Воспитатель: Ачасем, эпир паян сирĕнпе ăçта пултăмăр?
Ачасем: Эпир асамлă уçланкăна вĕçсе кайрăмăр, лабораторинче пултăмăр.
Воспитатель: Мĕн çинчен пĕлтĕмĕр?
Воспитатель: Шыв вăрттăнлăхне тĕпчерĕмĕр.
Воспитатель: Шывăн мĕнле паллисене эсир астуса юлтăр?
Воспитатель: Шыв вăл-шĕвек, унăн тĕсĕ çук, форми çук, шăрши çук,тути çук. Шывра сахăр, тăвар, çăнăх ирĕлеççĕ. Шыва фильтрпа усă курса тасатма пулать. (Воспитатель ятарлă схемăсем кăтартса çирĕплететь.)
Воспитатель: Маттар, ачасем.
Пĕтĕмлетӳ.
Палăртнă тĕллевсене пурнăçланă тесе шутлатăп. Ачасем шыв хăшпĕр япаласене
ирĕлтерме пултарнине тĕпчесе пĕтĕмлетӳ тума, шыва тасатма вĕренчĕç. Ытти ачасемпе туслă, килĕшӳллĕ ĕçлерĕç. Ĕç вăхăтĕнче ачасене кичем пулмарĕ, вĕсем хаваспах тĕпчев ĕçĕсене турĕç. Хăйсем мĕн туса иртернине пуплевре каласа пама пĕлчĕç.
Усă курнă литература:
1.Ачасене шкулччен вĕрентмелли программа/Л.В. Кузнецова т. ыт. – Шупашкар: Чăваш Республикин Вĕренÿ институчĕн издательстви, 2009.
2.Артемьева Т.В. Михайлова С.Г., Иванова Н.В.. Ачасене шкулччен вӗрентмелли тӗслӗх программа. Пуплеве аталантарасси. Илемлӗ литературӑпа паллаштарасси. Вырӑс (тӑванмар) чӗлхине вӗрентесси /Т.В.Артемьева, С.Г.Михайлова, Н.В.Иванова. Шупашкар: Чӑвашкӗнеке изд-ви, 2015.
3. Артемьева Т.В., Михайлова С.Г. Чӑваш ача садӗнче тӑватӑ ҫулхи ачасене илемлӗ литературӑпа паллаштарасси Шупашкар: И.Я.Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗ, 2014.
4.АртемьеваТ.В., Михайлова С.Г.Чăваш ача сачĕсенче вăтам ушкăнри илемлĕ литературăпа паллаштарасси Шупашкар кĕнеке изд., 2016.
5. АртемьеваТ.В., Михайлова С.Г. Чăваш ача сачĕсенче иккĕмĕш кĕçĕн ушкăнри ачасене илемлĕ литературăпа паллаштарасси Шупашкар кĕнеке изд., 2015.
6.Николаева, С.Н. Экологическое воспитание младших дошкольников. Книга для воспитателей детского сада. - Москва: Мозаика-Синтез, 2004.
7.От рождения до школы. Примерная общеобразовательная программа дошкольного образования/ Под ред. Н.Е. Вераксы, Т.С. Комаровой, М.А. Васильевой. – 3-е изд. испр. и доп. – М: МОЗАИКА-СИНТЕЗ, 2014.
8.Патмар И.А. «Тупмалли юмахсем» 1993ç. Канашская типография Госкомитета Чувашской Республики по печати и информации
9.Федеральный государственный образовательный стандарт дошкольного образования.
Скачать:
| Вложение | Размер |
|---|---|
| 23.02 КБ |
Предварительный просмотр:
«Асамлă шыв» темăпа çырнă методика кăтартăвě
Аслӑ ушкăн валли хатерленӗ ачасен тавракурӑмне аталантарас темӑпа „Асамлă шыв“ заняти конспекчӗ.
МБОУ «Ачакасинская ООШ
имени Героя Советского Союза
А.П.Петрова» воспитатель ВасильеваЛ.Г. пурнӑҫланӑ
с.Ачакасы 2026г.
Аслӑ ушкăн валли хатерленӗ ачасен тавракурӑмне аталантарас темӑпа „Асамлă шыв“ заняти конспекчӗ.
Ӗҫ тӗллевӗсем: ачасен тавракурӑмне аталантарасси, шыв тĕрлĕ формăллă пулнине тата унăн паллисене пĕтĕмлетсе ăса хывасси.
-шыв тĕрлĕрен пулнипе çыхăннă пулăмсене курса сăмахпа палăртма пултарнине çирĕплетсе хăварасси;
-шыв ӳсен-тăрансемшĕн, чĕр чунсемшĕн, çынсемшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине асра тытасси;
-шыв япаласене ирĕлтерме пултарнине тĕпчесе пĕтĕмлетӳ тăвасси, шыва тасатма вĕренесси;
-тĕпчев ĕçесем тума хăнăхтарасси,алăсене аталантарасси;
- ачасемпе пĕрле туслă ĕçлеме хăнăхтарасси;
-шыва упрама вĕрентесси;
-ачасен чĕлхине аталантарасси, тупмалли юмахсенчи сăнарлă çаврăнăшсене ăнланма вĕренесси.
Ĕç хатĕрĕсем: пластик стакансем (хĕрлĕ, симĕс, кăвак йĕрлисем),фильтăр хучĕ, варинке,кашăк, сахăр,тăвар, çăнăх, мультимидейнăй доска хатĕрĕсем, кĕвĕ ямалли хатĕрсем, шыв паллине пĕлтерекен схемăсем, фильтр,тумлам паллисем.
Туса иртернӗ ӗҫсем:
- шыв çинчен калаçу ирттернĕ, этемшĕн шыв мĕн вырăнĕнче, унăн пĕлтерĕшĕ çинчен ăнлантарса панă;
- тĕчев ĕçĕсем ирттернĕ, унта шыв форми, тĕсĕ, шăршĕ паллисене çирĕплетсе хăварнă;
- Шыв çинчен иллюстрацисем пăхнă, илемлĕ литература вуланă;
- уçăлса çӳренĕ вăхăтра пĕлĕтсене,çумăра, тĕтрене, пас тытнине, сывлăм ӳкнине сăнанă;
- „Шыв мĕнле пулать?” вăйă вылянă.
Ӗҫ йӗрки.
Воспитатель: Ачасем, айтăр паян „асамлă шыв” уяв иртерер. Çавăнпа та эпир асамлă уçланкăна çул тытăпăр. Мĕнпе кайма пулать-ха унта? Шухăшласа пăхăр-ха.
Ачасем: Хăмпăпа вĕçме пулать, самолётпа, автобуспа та кайма пулать.
Воспитатель:Тĕрĕс ачасем.Эпĕ сире асамлă уçланкăна пĕлĕт çинче вĕçсе кайма сĕнесшĕн. Эпĕ пĕлĕчĕ пулăп , эсир вара манăн тумламсем.(Ачасем хăйсем çине тумлам паллисем çакаççĕ). Эпир пурте куçсене хупатпăр та, вĕçетпĕр.
(Илемлĕ, лăпкă кĕвĕ янăрать).
Эпир улăхсем, çарансем урлă вĕçетпĕр. Акă вăрмана çитрĕмĕр.Инçех те мар уçланкă, унта ерипен анса лартăмăр. Ку асамлă уçланкă. Пире кунта интереслĕ тупмалли юмахсем кĕтеççĕ. Вĕсен тупсăмĕсене пĕлеетпĕр-ши эпир?
(Мультимидейный доска çине тупмалли юмахсемпе слайтсем тухаççĕ. Ачасем тĕрĕс хурав парсан тупсăмĕ экран çине тухать).
Воспитатель: Ачасем тимлĕ итлĕр. Пĕрремĕш тупмалли юмах:
Мана кĕтеççĕ, мана курсан тарса пытанаççĕ.
Мĕн пулать-ши ку,ачасем?
Ачасем: Çумăр.
Воспитатель: Тĕрĕс.
(Экран çине терĕс хуравăн ӳкерчĕкĕ тухать.)
Воспитатель: Иккĕмĕш тупмалли юмах:
Тулта купа, пӳртре шыв.
Мĕн ку,ачасем?
Ачасем: Юр.
Воспитатель: Тĕрĕс.
(Экран çине терĕс хуравăн ӳкерчĕкĕ тухать.)
Воспитатель: Виççĕмĕш тупмалли юмах:
Сивĕпе çуралать, ăшăпа çухалать.
Мĕн ку,ачасем?
Ачасем: Пăр.
Воспитатель: Тĕрĕс.
(Экран çине терĕс хуравăн ӳкерчĕкĕ тухать.)
Воспитатель: Тăватăмĕш тупмалли юмах:
Атте садне шупăр витнĕ.
Мĕн ку,ачасем?
Ачасем: Пас тытни.
Воспитатель: Тĕрĕс.
(Экран çине терĕс хуравăн ӳкерчĕкĕ тухать.)
Воспитатель: Пиллĕкмĕш тупмалли юмах:
Куратăр пур тытма çук.
Мĕн ку,ачасем?
Ачасем: Тĕтре.
Воспитатель: Тĕрĕс.
(Экран çине терĕс хуравăн ӳкерчĕкĕ тухать.)
Воспитатель: Ултăмĕш тупмалли юмах:
Алăсăр, урасăр анаталла çул хывать.
Мĕн ку,ачасем?
Ачасем: Юхан шыв.
Воспитатель: Тĕрĕс.
(Экран çине терĕс хуравăн ӳкерчĕкĕ тухать.)
Воспитатель: Маттур, ачасем. Тупмалли юмахсен тупсăмĕсене хăвăртах тавçăрса илтĕр.Çакă тупмалли юмахсене пурне те мĕн пĕрлештереть-ши?
Ачасен хуравĕсем.
Воспитатель: Тĕрĕс, ачасем. Çакă тупмалли юмахсем пурне те шыв çинчен пулаҫҫӗ.
Ачасем, эпĕ сире шыв вăртăнлăхĕсене тĕпчеме лабораторие чĕнесшĕн.
Аса илер-ха мĕн вăл лаборатори?
Ачасен хуравĕсем.
Воспитатель: Тĕрĕс, ачасем, лабораторире опытсем, тĕпчев ĕçĕсем тăваççĕ. Айтăр эпир сирĕнпе чăн-чăн тĕпчевçĕсем пулар.
(Воспитательпе ачасем лабораторине каяççĕ.)
Малтанах лабораторинче хамăра мĕнле тытмаллине аса илер.
Ачасем: Яланах тирпейлĕ, асăрхануллă пулмалла, тимлĕ ĕçлемелле.
Воспитатель: Аса илер-ха шыв паллисене.
Ачасем: Шывăн форми çук, вăл тутсăр, унăн шарши те çук, витĕр курăнать, юхать, шĕвек.
Воспитатель: Маттур, ачасем, тĕрĕс. Паян эпир сирĕнпе шывăн тепĕр паллине, унăн вăртăнлăхне тупăпăр.
Сирĕн сĕтелсем çинче ывăссем. Вĕсем çинче стакансем. Стакансем ăшĕнче тĕрлĕ япаласем вырнаçнă: хĕрлĕ йĕрлĕ стаканра-сахăр,симĕс йĕрлĕ стаканра-тăвар,кăвак йĕрлĕ стаканра çăнăх. Асра тытăр, ан манăр.
(Воспитатель ачасене асăрхатарса хăварать)
Воспитатель: Ачасем, япаласене çисе пăхма юрамасть,
Асăрханса шăршламалла,ал лапипе шăршăна стакан еннелле сирмелле.
Воспитатель: Сирĕн пĕр савăт çинче шыв пур. Стаканри япаласене шывра ирĕлтерсе пăхăпăр.
Тăвар янă стакан çине шыв яратпăр, ăна кашăкпа пăтрататпăр.
(Ачасем хăйсем тĕллĕнех ĕçлеççĕ, кирлĕ чухне тăкăннă шыва пусмапа шăлса типĕтеççĕ).
Воспитатель: Ачасем, тăварпа мĕн пулчĕ?
Ачасем: Тăвар шывра ирĕлчĕ.
Воспитатель: Шывĕ мĕн тĕслĕ?
Ачасем: Шывĕ тăрă.
Воспитатель: Халĕ шыва сахăр яна стакан çине ярăпăр, пăтратăпăр.
(Ачасем ĕçлеççĕ).
Воспитатель: Мĕн пулчĕ сахăрпа?
Ачасем: Сахăр шывра ирĕлчĕ.
Воспитатель: Шывĕ мĕнле?
Ачасем: Шывĕ тăрă.
Воспитатель: Халĕ çăнăх янă стакан çине шыв ярăпăр, пăтратăпăр.
Ачасем ĕçлеççĕ.
Воспитатель: Çăнăх шывра мĕн турĕ? Шыв мĕнле пулса тăчĕ?
Ачасем: Çăнăх шывра ирĕлчĕ, анчах та веçех мар. Хăшпĕр пĕрчĕсем ирĕлмерĕç. Шывĕ вара таса мар, пăтранчăк, шуранка пулса тăчĕ.
Воспитатель: Ачасем, маттур, тĕрĕс, çăнăх шывра пĕтĕмпех ирĕлсе пĕтмерĕ. Шывĕ чăнахах та пăтранчăк, шуранка.
Воспитатель: Халĕ, ачасем, физкультура тăхтавĕ тăвăпăр.
Шăппăн хумханать çырма
Эпир ишетпĕр шывра
Тӳпере пĕлĕтсем
Вĕçсе кайрĕç кам- ăçта
Эпир тухрăмăр шывран
Типĕнмешкĕн утатпăр
Унтан вăрăммăн сывлатпăр
Хăйăр çине ларатпăр.
(Сăмахсем каланă вăхăтра ачасем хусканусем тăваççĕ.)
Воспитатель: Тепчев ĕçне малалла тăсăпăр.
Ачасем, çакă пăтранчăк шыва тасатма пулать. Шыв тасатма ятарлă фильтрсем усă кураççĕ. Эпир вара чи ансат фильтрпа усă курăпăр.
Айтăр тĕпчев ĕçĕ тăвăпăр.Сирĕн умăрта салфеткăсем, тата варинкесем пур. Вĕсене фильтр хатĕрлеме усă курăпăр.
(Воспитатель ачасене салфеткăна варинке ăшне мĕнле вынаçтармаллине ăнлантарса парать.)
Воспитатель: Халĕ фильтăрсене хатĕрлĕпĕр. Вĕсене таса савăт çине хурăпăр.
(Ачасем ĕçлеççĕ. Воспитатель вĕсен ĕçĕсене тĕрĕслеть.)
Воспитатель: Маттур, ачасем, пурин те фильтрсем хатĕр. Айтăр вĕсене ĕçлетерсе пăхар. Асăрхануллă, ерипен, васкамасăр пăтранчăк шыва фильтр çине ярăпăр.
(Ачасем ĕçлеççĕ).
Воспитатель: Шыв юхса пĕтсен, ерипен, асăрхануллă фильтăра илсе хуратпăр. Мĕн асăрхама пулать? Шыв мĕнлерех?
Ачасем: Шыв тасалчĕ.
Воспитатель: Шыври çăнăх ăçта кайса кĕчĕ?
Ачасем: Çăнăх фильтр вырăнне усă курнă салфеткă çине юлчĕ.
Воспитатель: Ачасем, эпир сирĕнпе тепчев ĕçĕ иртертĕмĕр. Шывăн тепĕр мĕнле вăртăнлăхĕ пĕлтĕмĕр?
Ачасем: Шывра сахăр, тăвар, çăнăх ирĕлет. Шыва тасатма фильтр усă кураççĕ.
Воспитатель: Эпир сирĕнпе шыва тасатмалли чи ансат меслет пирки пĕлтĕмĕр.
Акă манăн алăра лавкара туяннă фильтр. Унпала çакăн пек усă кураççĕ.
(Воспитатель фильтр мĕнле ĕçленине кăтартать.Пăтранчăк шыва тасатать.)
Воспитатель: Эпир сирĕнпе халĕ вăйă выльăпăр. Вăл „ Шыв мĕнле пулат ?” ятлă.
(Ачасем çавракана тăраççĕ. Воспитатель аллинче асамлă туя. Вăл ачасене черетпе туя парать, вара ыйтать :„Шыв мĕнле пулать?” Ачасем хуравлаççĕ те туяна каялла тавăрса параççĕ. Вăйă тăсăлать.)
Воспитатель: Ачасем, шыв пире мĕн тума кирлĕ?
Ачасем: Шыв пире ĕçме, апат пĕçерме, çăвăнма, ӳсен-тăрансене шăварма, тумтир çума, выльăх-чĕрлĕхе валли кирлĕ.
Воспитатель: Маттур, ачасем. Халĕ пирĕн каялла хамăрăн группăна таврăнма вăхăт çитрĕ.
Хамăрăн асамлă тумламсене тăхăнса пĕлĕт çинче вĕçсе кайăпăр.
(Ачасем тумламĕсене тăхăнаççĕ те, куçĕсене хупаççĕ. Илемлĕ, лăпкă кĕвĕ янăрать.)
Воспитатель: Эпир улăхсем, çарансем урлă вĕçетпĕр. Инçех те мар пирĕн ача сачĕ курăнать. Унта çитрĕмĕр,аннса лартăмăр.
Воспитатель: Ачасем, эпир паян сирĕнпе ăçта пултăмăр?
Ачасем: Эпир асамлă уçланкăна вĕçсе кайрăмăр, лабораторинче пултăмăр.
Воспитатель: Мĕн çинчен пĕлтĕмĕр?
Воспитатель: Шыв вăрттăнлăхне тĕпчерĕмĕр.
Воспитатель: Шывăн мĕнле паллисене эсир астуса юлтăр?
Воспитатель: Шыв вăл-шĕвек, унăн тĕсĕ çук, форми çук, шăрши çук,тути çук. Шывра сахăр, тăвар, çăнăх ирĕлеççĕ. Шыва фильтрпа усă курса тасатма пулать. (Воспитатель ятарлă схемăсем кăтартса çирĕплететь.)
Воспитатель: Маттар, ачасем.
Пĕтĕмлетӳ.
Палăртнă тĕллевсене пурнăçланă тесе шутлатăп. Ачасем шыв хăшпĕр япаласене
ирĕлтерме пултарнине тĕпчесе пĕтĕмлетӳ тума, шыва тасатма вĕренчĕç. Ытти ачасемпе туслă, килĕшӳллĕ ĕçлерĕç. Ĕç вăхăтĕнче ачасене кичем пулмарĕ, вĕсем хаваспах тĕпчев ĕçĕсене турĕç. Хăйсем мĕн туса иртернине пуплевре каласа пама пĕлчĕç.
Усă курнă литература:
#1040;часене шкулччен вĕрентмелли программа/Л.В. Кузнецова т. ыт. – Шупашкар: Чăваш Республикин Вĕренÿ институчĕн издательстви, 2009.
#1040;ртемьева Т.В. Михайлова С.Г., Иванова Н.В.. Ачасене шкулччен вӗрентмелли тӗслӗх программа. Пуплеве аталантарасси. Илемлӗ литературӑпа паллаштарасси. Вырӑс (тӑванмар) чӗлхине вӗрентесси /Т.В.Артемьева, С.Г.Михайлова, Н.В.Иванова. Шупашкар: Чӑвашкӗнеке изд-ви, 2015.
3. Артемьева Т.В., Михайлова С.Г. Чӑваш ача садӗнче тӑватӑ ҫулхи ачасене илемлӗ литературӑпа паллаштарасси Шупашкар: И.Я.Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗ, 2014.
#1040;ртемьеваТ.В., Михайлова С.Г.Чăваш ача сачĕсенче вăтам ушкăнри илемлĕ литературăпа паллаштарасси Шупашкар кĕнеке изд., 2016.
5. АртемьеваТ.В., Михайлова С.Г. Чăваш ача сачĕсенче иккĕмĕш кĕçĕн ушкăнри ачасене илемлĕ литературăпа паллаштарасси Шупашкар кĕнеке изд., 2015.
#1053;иколаева, С.Н. Экологическое воспитание младших дошкольников. Книга для воспитателей детского сада. - Москва: Мозаика-Синтез, 2004.
#1054;т рождения до школы. Примерная общеобразовательная программа дошкольного образования/ Под ред. Н.Е. Вераксы, Т.С. Комаровой, М.А. Васильевой. – 3-е изд. испр. и доп. – М: МОЗАИКА-СИНТЕЗ, 2014.
#1055;атмар И.А. «Тупмалли юмахсем» 1993ç. Канашская типография Госкомитета Чувашской Республики по печати и информации
#1060;едеральный государственный образовательный стандарт дошкольного образования.
По теме: методические разработки, презентации и конспекты
Конспект открытого занятия в подготовительной к школе группе Конспект открытого занятия в подготовительной к школе группе Конспект занятия в подготовительной группы педагога-психолога со слабослышащими детьми
Дата проведения: 21 февраля 2012 г. Участники: дети подготовительной группыПроводит: педагог-психолог Панова М.М.Цель:способствовать формиров...
Конспект комплексного занятия по математике и конструированию во второй младшей группе Конспект комплексного занятия по математике и конструированию во второй младшей группе Конспект занятий
Познакомить детей с числом и цифрой 6.Совершенствовать навыки счета и сравнения совокупностей предмета.Формировать умение детей различать понятия вчера, сегодня, завтра.Закреплять знания о геоме...

Конспект проведения комплексного занятия «Грибной дождь», Конспект проведения комплексного занятия «Первы снег», Конспект проведения комплексного занятия «Снег идёт»и Физкультминутка«БУРАТИНО»
1. Проведения занятия, учить детей замечать изменения происходящие в природе.2. Проведения занятия, учить детей группировать предметы по цвету и форме.3. Проведения занятия, Развивать у детей целостно...

Конспект НОД " Азбука безопасности" .Конспект НОД: Тема «Азбука безопасности» Составила : Рахимова Зарифа Тахировна. К конспекту прилагается презентация.
Составила : Рахимова Зарифа Тахировна.Цель: Обобщить и систематизировать знания о безопасности в доме.Задачи:Образовательные:— Формировать умения видеть вокруг себя потенциальные опасности в доме...

Конспект целевой прогулки «Наблюдение за сезонными изменениями: весеннее пробуждение природы» (старший дошкольный возраст) Конспект целевой прогулки «Наблюдение за сезонными изменениями: весеннее пробуждение природы» (старшая группа) Конспект целевой про
Конспект целевой прогулки «Наблюдение за сезонными изменениями: весеннее пробуждение природы» (старший дошкольный возраст)Конспект целевой прогулки «Наблюдение за сезонными изменениями: весеннее пробу...

праздника Конспект по сказке «Теремок» Веселится народ, праздник Пасхи у ворот. Конспект совместной деятельности педагогов с детьми с ОВЗ «Звуки весны», План - конспекта Тема: Совместная образовательная деятельность «Рукавичка" и другие
Методическая разработка праздника «По дорожке весело наши ножки шли»для детей со сложным дефектом совместно с родителями.Праздник посвящается Дню Матери.Цели и задачи:Коррекционно-ра...

Конспект занятия «Путешествие в Африку. Как помочь удаву?» план-конспект занятия по математике (подготовительная группа) на тему план-конспект занятия по окружающему миру (подготовительная группа)
Конспект занятия «Путешествие в Африку. Как помочь удаву?»Программное содержание: 1. Образовательные: учить пользоваться условной меркой при определении величины предметов....