«Çурхи садри мыскара»-юмах
методическая разработка

Терентьева Ирина Юрьевна

«Çурхи садри мыскара»-юмах для детей начальных школ

Скачать:

ВложениеРазмер
Файл surhi_sadri_myskara.docx24.03 КБ

Предварительный просмотр:

Чặваш Республикин

Муркаш муниципаллă округĕн

«Москакассинчи пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкул»

муниципаллă пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан бюджет учрежденийӗ

«Ҫурхи садри мыскара»

(пуçламăш шкула çӳрекен ачасем валли йĕркеленĕ урок тулашĕнчи заняти)

Хатĕрлекенĕ:

Терентьева И.Ю. -учитель

Москакасси ялӗ, 2026ҫ.

Тĕллевсем:

  • тĕрлĕ юмахсем урлă чăваш чĕлхине тата культурине юратма хăнăхтарасси;
  • ачасен творчествăллла пултаруллăхне аталантарасси;
  • тĕрлĕ сăнарсене сăнарлама вĕрентесси;
  • ҫутҫанталăка юратма, упрама хăнăхтарасси.

Темăн çивĕчлĕхĕ. Ачасене воспитани парас ĕçре эпир никĕс хывакансем. Ача аталанăвĕ, тавра-курăмĕ пиртен-учителсенчен нумай килет. Чăнах та, пирĕн питĕ яваплă ĕç. Ачасем чăвашла ăнланма, калаçма, сăвă-юрă калама, шухăшлама, пĕр-пĕринне тăван чĕлхепе хутшăнма пултарччăр тесен пирĕн питĕ нумай вăй хумалла. Ку ыйту хальхи вăхăтра пирĕн обществăра питĕ çивĕч тăрать.

Тĕл пулу юхăмĕ

Ачасем зала хавас кĕвĕпе кĕреççĕ.

Ерт.-Ылтăн хĕвел, сар хĕвел

Ирĕлтерет шур юра

Шăнкăр-шăнкăр шыв юхать

Пирĕн кассри урамра.

Ача- Палюк урам варринче

Пĕчĕк пĕве пĕвелет

Сарă хĕвел ăшшинче

Юрла, юрла вăл ĕçлет.

Ерт.-çут шыв тулать пĕвене

Палюк чунтан савăнать

Ярать пĕчĕк карапне

Шывра карап ярăнать.

-Аван-и туссем, хăнасем! Вăт çапла хавас кăмăлпа пуçлас терĕмĕр эпир хамăрăн çурхи уява.

Эх! Мĕн пек хĕрӳ те ырă вăхăт хуçаланать пирĕн таврара. Çуркунне хĕвел те хĕрӳрех пăхать, хĕвел ăшшине туйса кайăк-кĕшĕксем те уççăнрах, илемлĕрех юрланăн туйăнать.

Ачасем те вĕсенчен юлмаççĕ. Апла çуркуннене саламласа çапла юрлар.

«Çурхи вăрманта»-юрă

Ерт.- çуркунне путек-сурăх та сиккелет те, ача-пăча вылямасăр епле чăтĕ.

«Кашкăр тата качака путеккисем»-вăйă

Ерт.-Малалла сăвăсен ярăмĕ пулĕ.

Сăвăсем-6-7 сăвă

Ерт.-шăнкăр шыв пек уçă саслă

Кăмăлсем ялан хаваслă

Юр юрлатпăр уявра

Çурхи куншăн савăнса!

«Атьăр, ачасем»-юрă

Ерт.-Ачасем, кайăк-кĕшĕксем, хурт-кăпшанкăсем мĕнле хĕл каçрĕç-ши? Кам пĕлет? Кам каласа парать?

Ача- Хурт-кăпшанкă-пĕчĕк чун

Ытла нумай ĕçĕ ун

Ларса канма пĕлмеççĕ,

Пĕрмай темĕн ĕçлеççĕ.

Ерт.-Вир-вир кукамай кăна

Тем вăранмасть, вот те(бе) на!

Çуркунне-çке урамра,

Мĕн чуль ĕç кĕтет умра.

(зала Уяр вĕçсе кĕрет, чечек çинчен чечек çине ларать, йывăçсем тавра çаврăнать.)

Кăткă-Уяр тусăм, аван-и?

Чылай пулать курманни!

Уяр- Кичем мана ытла та

Пĕр юлташ та çук тата

Эх, вылясччĕ, савăнасччĕ

Курăк çинче выртасччĕ.

Кăткă- Вĕçĕм выляс тетĕн-и?

Кахаланас тетĕн-и?

Ман ак вуççех вăхăт çук

Ун пекки пуçра та çук.

Иртенпе чылай ĕç турăм,

Мĕн чуль хăма саваларăм

Çĕн пӳрт лартас тетпĕр-ха,

Пура тăвас тетпĕр-ха!

Пирĕн йăхра кахал çук

Кахал пулма майĕ çук!

Садра та халь ĕç нумай

Хуртсем тапăнаç пĕрмай

Ĕнтĕ халь эпĕ каям

Хамăн ĕçсене тăвам. (тухса каять)

Уяр- сыхламалла, тасатмалла

Ытла тем те пĕр тумалла

Эй, эп апла тăваяс çук

Ун пек ытла та канăç çук.

Выртам пĕрехут, канам

Хĕвел çинче ăшăнам. (канма выртать)

Ерт.-Ачасем, итлĕр-ха, ку Уяр çурхи кун çулталăк тăрантарни çинчен нимĕн те пĕлмест пулмалла. Ачасем, калăр-ха, çуркунне ҫĕр улмие, сухана лартаççĕ е кăлараççĕ?

Ерт.- тĕрĕс каларăр, эпир те вăхăта сая ямасăр сухан çитĕнтерме вĕренер!

Аттракцион-«Сухан лартасси»

Уяр- Кичем мана ытла та

Пĕр юлташ çук тата

(Лĕпĕш вĕçсе кĕрет, Уяр унпа алăран тытса вĕçет)

Уяр-ытла та çăмăл вĕçен –çке,

Ытла илĕртетĕн-çке

Атя иккĕн паллашар,

Паллашар та туслашар!

Лĕпĕш- паллашма эп хирĕç мар

Ĕçсене ĕҫлем вăр-вар

Перле туслăн канашлар

Пурне те сӳтсе явар.

Улма çырла тытăнасси

Пиртен пит нумай килет

Эпир пурте тăрăшсассăн

Халăх пылпа чей ĕçет.

Уяр- Эс ĕçрен пушăнасса

Кĕркуннеччен кĕтес-и?

Хĕвеллĕ ăшă кунсем

Çапла кичем иртччĕр-и?

(Лĕпĕш вĕçсе тухса каять, Ăман кĕрет, аллинче пĕчĕк кĕреçе)

Ăман-кунĕ ырă, вăй-хал пур

Ĕçлеме те кăмăл пур

Çемçетем клумбăсене,

Акăпăр чечексене!

Уяр-Ăман, эсĕ-çке, салам!

Пĕр суймасăр эп калам!

Вăйу интереслĕ сан

Кĕреçӳ те чаплă сан!

Ăман- эп çĕре кăпкалататăп

Кунĕн-çĕрĕн тăрăшатăп

Тымарсем сывлаччăр теп,

Чечексем ешерччĕр теп!

Ан çилен-ха, эп васкап. (тухса каять)

Уяр- ах, кичем, кичем мана

Темĕскер çитмест мана

Манран ним усси те çук

Ман пек кахалли те çук!

(Тлясем килсе кĕреççе)

Тли- Эпир сад сăтăрçисем

Çулçă кăшлаканĕсем

Пур çĕре те çитетпĕр

Темĕн те пĕр çиетпĕр.

Улма пур-и, грушă-и,

Сирĕн слива тутлă-и?

Çиес, кăшлас та ташлас!

Çак тĕллеве пурнăçлас!

Уяр- Сире кам чĕннĕ кунта

Эп Уяр-хуçа кунта

Кăтартам сире улма!

Шутланă вĕсем кулма.

(Тлясем сабльăсемпе çапăçу тăваççĕ-«в пещере горного короля» кĕвĕ усă курма пулать)

Ерт.- Уяр тус, эсĕ чăн-чăн командир!

Уяр- «ĕçле, ĕçле, ĕçле çи, ĕçлемесен ан та çи»-теççĕ-çке халăхра! Паян çакна пит лайăх ăнлантăм эпĕ!

Ерт-Уяр тус, «ĕçлеме пĕл, канма та вăхат туп» тенине илтнĕ-и тата!

Уяр тус йăлтах ăнланни савăнтарать. Тинех пĕрле юрлăпăр та ташлăпăр!

Уяр-Ушканĕпе вăй выляр,

Çурхи куншăн савăнар!

«Карусель»-вăйă

Уяр- Ачасем, пирĕн тĕлпулу хаваслă та усăллă иртрĕ. Çу-каçа сирĕнпе нумай тĕл пулăпăр-ха. Халĕ вара сирĕнпе сывпуллашатăп. Чипер юлăр!


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

"Ҫурхи вăрманта" по чувашскому языку для 2 класса

Диалог.1. Эсĕ вăрманта час-часах пулатăн-и?2. Унта мĕнле йывăçсем  ÿсеççĕ?3. Вăрманта мĕнле  кăмпасем ÿсеççĕ?4.  Сана вăрманта пулма килĕшет-и?   Çÿллĕ, лутра, илемлĕ, хитре, ...