Сценарий сказки "Пукане" для школьного театра
план-конспект занятия (2, 3 класс)

Абакумова Лариса Александровна

Дети активно посещают кружок "Театральный". Учащиеся 2-3 классов поставили сказку "Кукла " на родном чувашском языке. 

Скачать:


Предварительный просмотр:

Пукане юмахӗ

(Шкул тетрӗ валли хатӗрленӗ сценари)

Пӗр ялта, пӗр килте,

Пурăннă пӗр пукане.

Пулнă  вăл  чипер:

Пуҫӗнче ҫут тухья,

Шурă кӗпе, чипер саппун.

Ҫийӗнче шур шупăр ун.

Пукане:

- Ырă кун пурне те!

Эпӗ вăл – пукане.

 Манăн пӗчӗк ачам пур,

Ăна пăхма тарҫă ҫук.

Ҫавна шырас тесе

Тухрăм –ха ,эп, ҫул ҫине.

Пукане аслă

Ҫулпала утать.

Ҫав хушăра

Юрă та юрлать. (юрă)

Пырсан , пырсан ăна

Хура ҫăхан тӗл пулать.

 

Ҫăхан:

- Ăҫта каян пукане тус?

Пукане:

- Тарҫă –терҫӗ шырама.

Ҫăхан:

- Хама тыт тарҫа.

Пукане:

- Тытасса тытăп-ха.

Юрру- ташшу епле-ха?

Юрласа-ташласа

кăтарт-ха!

Ҫăхан:

- Кранк! Кранк!Кранк!

Юрланă  май ҫăхан

тăкăлт- тăкăлт сиккелет.

Ик ҫунаттине вара

лăпăс- лăпăс тутарать.

ӗПукане:

- Кай! Кай!

Сана тытса пулмӗ.

Санăн сассуна илтсен

Ачам хăраса ӳкӗ. 

Пукане аслă

Ҫулпала утать.

Ҫав хушăра

Юрă та юрлать. (юрă)

Пырсан , пырсан ăна

Хура курак тӗл пулать.

 Курак:

- Ăҫта каян пукане тус?

Пукане:

- Тарҫă –терҫӗ шырама.

Курак :

- Хама тыт тарҫа.

Пукане:

- Тытасса тытăп-ха.

Юрру- ташшу епле-ха?

Юрласа-ташласа

кăтарт-ха!

Ҫăхан:

- Кра-ак! Кра-ак!Кра-ак!

Юрланă  май курак

тăкăлт- тăкăлт сиккелет.

Ик ҫунаттине вара

лăпăс- лăпăс тутарать.

Пукане:

- Кай! Кай!

Сана тытса пулмӗ.

Санăн сассуна илтсен

Ачам хăраса ӳкӗ.

Пукане аслă

Ҫулпала утать.

Ҫав хушăра

Юрă та юрлать. (юрă)

Пырсан , пырсан ăна

Чее тилӗ тӗл пулать.

Тилӗ:

  - Ăҫта каян пукане тус?

Пукане:

- Тарҫă –терҫӗ шырама.

Тилӗ:

- Хама тыт тарҫа.

Пукане:

- Тытасса тытăп-ха.

Юрру- ташшу епле-ха?

Юрласа-ташласа

кăтарт-ха!

Тилӗ:

- Паппани, паппани,

пӳрнеске пек пукани.

шăнкăр -шăнкăр тенкисем.

чăнкăр-чăнкăр тенкисем.

Пукани хӗпӗртерӗ, тет.

Пукане:

- Ай, юрру, хитре!

Тата юрласа кăтарт-ха!

Тилӗ:

Тата лайăх юрлама-

шурă шупăр ҫук.

Ҫутă тухья ҫук.

Пукане:

- Хамăнне хывса парам,

Юрласа парсам.

Пукане часрах

Шурă шупăрне,

Ҫутă тухйине

Хывса пачӗ тет, тилле.

Тилли хăвăрт тăхăнать, тет.

Пӗр ҫавра юрă юрлать, тет.

Вӗлт! тăвать  вăрманалла.

Пукане  ун хӳрине кăна

Курса юлчӗ, тет.

макăрса килнелле утрӗ, тет.

-Вăт, мур Тилли, чеескер!

-


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

Сценарий для школьного театра на противопожарную тематику.

Сценарий сказочного представления для школьного театра с песнями, стихами, юмором. Тема: противопожарная безопасность. Название: "Приключение с огоньком!"...

Сценарий "Том Сойер" на английском языке для школьного театра

Сценарий пьесы "Том Сойер" на английском языке....

Сценарий "Том Сойер" на английском языке для школьного театра

Сценарий пьесы "Том Сойер" на английском языке....

Сценарий для школьного театра "Сказка о золотом петушке"

Сценарий создан по мотивам сказки А.С. Пушкина.Текст адаптирован. Сценарий предназначен для постановки на школьной сцене, включает 3 картины. Не требует большого числа актеров и сложных декараций....

Сценарий для школьного театра здоровья. "Олимпийский наш привет"

Сценарий содержит информцию из истории зимних олимпийских игр, историю побед российских спортсменов на зимних олимпиадах....

Сценарий сказки для школьного театра.

Сценарий сказки для школьного театра....