Мастер-класс "Развитие функциональной грамотности на уроках чувашского языка"
методическая разработка (1 класс)

СветланаВладимировна34

Данный мастер-класс содержит в себе приемы, рассчитаные на развитие функциональной грамотности на уроках чувашского языка. Мастер-класс выполнен на чувашском языке.

Скачать:

ВложениеРазмер
Файл masterklass_chuvashskiy.docx27.94 КБ

Предварительный просмотр:

(П. Хусанкай сӑпка юрри янӑрать)

Сĕм вăрманĕ каш та каш,

Сулхăн çилĕ ваш та ваш,

Эс ан çуйăх, ан çухраш,

Çывăр, пĕчĕкçĕ чăваш!

Урупа ан тапкалаш,

Аллупа ан çапкалаш,

Аннӳпе эс ан тавлаш,

Çывăр, Аптраман тавраш!

(доска ҫинче телефон номерӗ)

Ырӑ кун пултӑр! Мана Светлана Владимировна тесе чӗнеҫҫӗ, эпӗ Анат Кама хулинчи 34-мӗш гимназинче пуҫламӑш класри ачасен вӗрентекенӗ.

«Чӑваш чӗлхи урокӗсенче хальхи вӗрентӳ меслечӗсемпе усӑ курни» мастер-классне эпӗ чӑваш халӑх поэчӗ Петр Хусанкай ҫырнӑ сӑпка юрринчен пуҫласа яма шутларӑм.

Сӑпка юррисем ачасен словарьне пуянлатаҫҫӗ, сӑмахан грамматика стройне алла илме пулӑшаҫҫӗ тата ачасем лайӑх пӗлекен сӑнарсене курма пулӑшаҫҫӗ. Вӑл ахаль ача ҫеҫ мар, "пепкеҫӗм".

Сӑпка юрри ачасене тӗрӗс интонаципе вулама май марать.

Сӑпка юрринче чӑваш халӑхӗн иксӗлми ҫӑлкуҫӗ пытанса тӑрать.

Шкулта ачасене интерактивлӑ меслетсене тӗпе хурса вӗрентетӗп.

Тӗслӗхрен, эсир –тухтӑр, сирӗн патӑрта та - 40 ҫын, кашнинех диагноз лартмалла, анчах пӗрисем кансӗрлеҫҫӗ, теприсем – чӑрмантараҫҫӗ, виҫҫӗмӗшсем-калаҫаҫҫӗ. Ҫапла вара, врач ӗҫӗнче-ку пулма пултараймасть, учитель ӗҫӗнче вара, ҫӗнӗ чӗлхене вӗренес ӗҫре ку япала кашни кун пулса иртет!

Активлӑ вӗрентӳ меслечӗсенче 5 ҫынран пуҫласа 30 ҫын таран пӗр ҫӗре пухса усӑ курма пулать.

Халӗ эпӗ сире хам уроксенче усӑ куракан активлӑ вӗрентӳ меслечӗсемпе паллаштарасшӑн.

Халӗ эпир сирӗнпе кӑштах вылятпӑр. Эпӗ сире кӑранташа шӗвӗр пӳрнесемпе тытса алӑсене ҫӳлелле ҫӗклеме, аялалла антарма тата ҫаврака тума ыйтатӑп. Ҫак меслете "Кӑранташ"меслечӗ теҫҫӗ, вӑл урока тухӑҫлӑн пуҫлама пулӑшать.

Асӑннӑ меслет ачасене иккӗн ӗҫленӗ чух пӗр-пӗрне ӑнланма, шанма тата итлеме вӗрентет.

Тепӗр меслет «Вӗри пукан» меслечӗ. Аксу тӑрӑхӗнче ӑна «Сӑмавар» тесе калатчӗҫ. Сире пукан ҫине ларма ыйтатӑп, ыттисем ҫак япалапа ҫыхӑнна ҫывӑх сӑмахсем калаҫҫӗ, япалан ятне калама юрамасть. Сирӗн мӗн ҫинчен каланине тавҫӑрса илмелле. (сӗтел ҫинче: симӗс, кӑчӑртатакан, нумай-нумай ҫулҫӑллӑ купӑста; сухан – ҫӗр айӗнче ӳсет, ҫивӗч шӑршӑ, куҫҫуль, сарӑ, симӗс, сирень тӗслӗ пулать.; кишӗр-кӗрен тӗслӗ, ҫӗр айӗнче ӳсет, пылак)

Ку вӑйӑ вӗренекенсене занятисенче пухнӑ словарь запасне ҫирӗплетме пулӑшать.

Вӗренекенсене активлӑ позицие тӑратма ҫыхӑнтарма тата пур информацие системӑлама эпӗ "Ҫапла-ҫук"мелпе активлӑн усӑ куратӑп.

Халӗ эпӗ сире валли предложенисем вулатӑп, сирӗн ҫак символсене хут листисем ҫине ҫырса хурас пулать: «^» - ҫапла; «-»- ҫук.

1) Ӗне – килти чӗрчун.

2)Купӑста-улма-ҫырла.

3) "Кишӗр" сӑмахра икӗ сыпӑк.

4) Хурӑн-чечек.

Сирӗн ҫакӑн пек пиктограмма пулмалла.

Ҫак йышӑну вӗренекенсене кирлӗ выводсем тума, иртнӗ темӑна хӑвӑрт тӗрӗслеме май парать. Ку меслет функцилле грамотностьне аталантарать.

Тепӗр меслет "Эпӗ сана хампа пӗрле илетӗп" ятла. Унпа та эпӗ уроксенче усӑ куратӑп.

И.Я. Яковлевӑн хайлавне пӑхса тухма сӗнетеп. Эсир унан калавне аса илсе геройсене черетпе каласа пама тӑрӑшӑр. Эпӗ вӗсене илетӗп е илместӗп тесе ответлетӗп.

У: эпӗ ҫулҫӳреве кайма арча хатӗрлерӗм. Унта манӑн туссем лараҫҫӗ. Эпӗ хампа пӗрле автан илетӗп. Эсир мӗн илесшӗн?

О: эпӗ хампа пӗрле чӗрӗп илетӗп.

У: эпӗ сана хампа пӗрле илместӗп.

О: эпӗ хампа пӗрле тилӗ илетӗп.

У: эпӗ сана хампа пӗрле илместӗп.

О: эпӗ хампа пӗрле шӑши ҫурине илетӗп.

У: эпӗ сана хампа пӗрле илетӗп.

О: эпӗ шӑши амӑшне илетӗп.

У: эпӗ сана хампа пӗрле илетӗп.

О: эпӗ хампа пӗрле кушак илетӗп.

У: эпӗ сана хампа пӗрле илетӗп.

О: Эсир хӑвӑрпа Пӗрле И. Я. Яколев "Уҫӑлма тухнӑ шӑши ҫури"калавӗн геройӗсене илетӗр-и?

У: Тӗрӗс! Мӗншӗн ҫак калав?

О: Мӗншӗн тесен шӑши ҫури уҫӑлса ҫӳреме тухсан, вӑл автанпа кушака курчӗ те ун ҫинчен амӑшне каласа пачӗ. Вӑл хӑйӗн ачине: автан сиенсӗр, кушак шӑшисемшӗн питӗ хӑрушӑ, тесе асӑрхаттарчӗ.

У: Тӗрӗс, маттурсем!

Асӑннӑ йышӑну ачасене уйрӑм паллӑсенчен пӗтӗмӗшле сӑнар тума пулӑшать.

Сире тепӗр меслетпе паллаштарасшӑн. Вӑл "Вӑйӑ тӗллевӗ"ятлӑ. Эпӗ сире республика «Сувар» хаҫачӗн редакторӗсем пулма сӗнетӗп. Ачасемпе ӗҫленӗ чухне эпӗ сӑмах вырӑнне ӳкерчӗксемпе усӑ куратӑп. Эсир вара орфографи йӑнӑшӗсене тӳрлететӗр.

"Çухалнă Укçа Тупăнни"Статья

«Пĕр çыннăн укщи çухалнă тет. Варрине ниепле тупаймаçĕ тет. Пухăнать тет пуху. Пуху пухăнса çитсен староста каларе тет: «Ватăсем, вут тухрĕ! Вăрă çинче çелĕкĕ çунать», – тесе каларĕ тет.

Пĕр щын пуçĕнчи çĕлĕкне аллипе ячĕ тытрĕ тет. Вара çавне пĕлчĕç тет вара.»

И.Я.Яковлев

Кашни ӗҫе пурнӑҫлама уйрӑм вӑхӑт паратӑп.

Атьӑр, сирӗн ӗҫе тӗрӗслесе пӑхар. Слайд ҫине пӑхӑр-ха. Хӑвӑра хӑвӑр тӗрӗслӗр.

Çак меслет ачасене функционаллӑ грамотноҫа ӳстерме пулӑшать, тӗрлӗ евӗрлӗ аталанма май парать.

Эпӗ хамӑн выступленине "СМС" йышӑннипе вӗҫлесшӗн, ӑна рефлексий тапхӑрӗнче усӑ куратӑп. Ачасем урокра мӗн пӗлни ҫинчен смс пек кӗскен ҫырса памалла.

Тархасшӑн, хӑвӑр телефонӑрсене илӗр те ман пата Whatsappа смс е сасӑлав пӗлтерӗвӗ ҫырса ярӑр. Смс тӗслӗхӗ слайд ҫинче пур. (отзывсене вулатӑп)

СМС:

Паянхи мастер-класс питӗ килӗшрӗ. Интереслӗ япаласем нумай пӗлтӗм. Уроксенче хӑш-пӗр меслетсемпе усӑ куратӑп. Хӑш-пӗр чӑваш сӑмахӗсене вӗрентӗм. И.Я. Яковлев калавӗсемпе паллашрӑм.

Ак тата, ача вӑранчӗ. Паян эпир иксӗмӗр нумай ҫӗнӗ хыпар пӗлтӗмӗр, тӗрлӗ вӑйӑсем вылярӑмӑр, юмахсем итлерӗмӗр. Ҫак кун усӑллӑ ирттрӗ.

Мӗнле апла, ҫывӑрса каяймасть ача. Пулӑшӑр мана, тархасшӑн, хӑвӑр халӑхӑн сӑпка юррисене юрласа парӑр-ха.

Ача ҫывӑрса кайрӗ, тавтапуҫ сире.


По теме: методические разработки, презентации и конспекты

презентация "Формирование функциональной грамотности на уроках русского языка в начальной школе"

Рассматриваются приёмы формирования функциональной грамотности...

Доклад для семинара на тему: «Функциональная грамотность на уроках русского языка и литературного чтения»

Доклад дл выступлений на городских семинарах и МО. Автор:Кошеленко Елена Валентиновна....

Функциональная грамотность на уроках русского языка

Если  попросить  наших учеников расположить  уроки по степени их привлекательности, то русский язык займет у большинства из них нижнюю строчку рейтинга. А хочется ли  заниматься те...

Тема: «Приемы формирования функциональной грамотности на уроках русского языка».

Мастер-класс был проведен на основании урока по русскому языку тема: "Использование толкового словаря для раскрытия значений слов".Цели:1) формирование умения владеть языковыми знаниями...

ФОРМИРОВАНИЕ ФУНКЦИОНАЛЬНОЙ ГРАМОТНОСТИ НА УРОКАХ РУССКОГО ЯЗЫКА ЧЕРЕЗ СИСТЕМНО - ДЕЯТЕЛЬНОСТНЫЙ ПОДХОД.

Русский язык считается самым трудным предметом. Эта дисциплина, которая требует много труда, как от учителя, так и от ученика. Внимание учителя должно быть сосредоточено на формировании орфографическо...